Иоанн 7:1—52
7 Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Вӑл Иудейӑна каяс темен, мӗншӗн тесен иудейcем ӑна вӗлересшӗн пулнӑ.
2 Иудейсен Чатӑр* уявӗ ҫывхарса килнӗ.
3 Ҫавӑнпа унӑн шӑллӗсем ӑна каланӑ: «Кунта ан юл, Иудейӑна кай, эсӗ тӑвакан ӗҫсене санӑн ытти вӗренекенӳсем те курччӑр.
4 Ҫын хӑйӗн ҫинчен ыттисем пӗлччӗр тет пулсан нимӗн те вӑрттӑн тумасть. Эсӗ ҫакӑн пек ӗҫсене тӑватӑн пулсан, хӑвна тӗнчене кӑтарт эппин».
5 Тӗрӗссипе каласан, унӑн шӑллӗсем ӑна ӗненмен.
6 Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн вӑхӑт ҫитмен-ха, сирӗншӗн вара яланах майлӑ вӑхӑт.
7 Тӗнчен сире курайми пулма сӑлтав ҫук, мана вара вӑл кураймасть, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн ӗҫӗсем усал пулни ҫинчен каласа пӗлтеретӗп.
8 Эсир уява кайӑр. Эпӗ унта хальлӗхе каймастӑп, мӗншӗн тесен манӑн вӑхӑт ҫитмен-ха».
9 Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ та Галилейӑрах юлнӑ.
10 Шӑллӗсем уява кайсан вара, Иисус та унта кайнӑ. Вӑл никама систермесӗр, вӑрттӑн пынӑ.
11 Уявра иудейсем: «Ӑҫта-ши вӑл?» — тесе ӑна шырама пуҫланӑ.
12 Халӑх хушшинче ун пирки тӗрлӗрен калаҫнӑ. Пӗрисем: «Вӑл лайӑх ҫын», — тенӗ. Теприсем: «Ҫук, вӑл халӑха улталать», — тенӗ.
13 Анчах та иудейсенчен хӑранипе никам та ун пирки уҫҫӑн калаҫман.
14 Ҫур уяв иртсен, Иисус храма кӗнӗ те вӗрентме пуҫланӑ.
15 Иудейсем тӗлӗнсе кайса каланӑ: «Мӗнле-ха вӑл шкулсенче* вӗренмесӗрех Ҫырӑва пӗлет?»
16 Иисус вара вӗсене каланӑ: «Эпӗ вӗрентни хамран мар, мана яраканран.
17 Кам унӑн ирӗкне тӑвасшӑн, ҫавӑ ҫакна пӗлӗ: ҫак вӗрентӳ Турӑран-и е эпӗ хамран калатӑп-и.
18 Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн мухтав шырать, кам хӑйне яраканшӑн мухтав шырать, ҫавӑ чӑннине калать, унра суя ҫук.
19 Моисей сире закон паман-им? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те закона тытса тӑмасть. Мӗншӗн эсир мана вӗлересшӗн?»
20 Халӑх ӑна хирӗҫ: «Санӑн ӑшунта демон. Кам сана вӗлересшӗн?» — тенӗ.
21 Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ пӗр ӗҫ турӑм та, эсир пурте тӗлӗнетӗр.
22 Апла ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: Моисей сире ӳт кастармалли пирки закон панӑ (тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ Моисейран та мар, мӑн асаттесенчен тухнӑ), эсир шӑматкун та ӳт кастаратӑр.
23 Моисей законне пӑсас мар тесе ҫыннӑн ӳтне шӑматкун кастараҫҫӗ пулсан, эпӗ ҫынна шӑматкун пӗтӗмпех сыватнӑшӑн мӗншӗн-ха ман ҫине тарӑхатӑр?
24 Ҫиелтен пӑхса суд ан тӑвӑр — тӳрӗ суд тӑвӑр».
25 Ҫавӑн чухне Иерусалим ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: «Ҫак ҫынна вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха?
26 Акӑ вӑл пурин умӗнче те калаҫать, ҫапах ӑна нимӗн те каламаҫҫӗ. Тен, пуҫлӑхсем вӑл чӑнах та Христос иккенне пӗлсе ҫитрӗҫ?
27 Анчах та эпир вӑл ӑҫтан пулнине пӗлетпӗр, Христос килес пулсан вара, вӑл ӑҫтан пулнине никам та пӗлмӗччӗ».
28 Ҫавӑн чухне Иисус храмра вӗрентсе хытӑ сасӑпа каланӑ: «Эсир мана пӗлетӗр, эпӗ ӑҫтан пулнине те пӗлетӗр. Эпӗ хам тӗллӗн килмен. Мана яраканни чӑнах та пур, анчах та эсир ӑна пӗлместӗр.
29 Эпӗ ӑна пӗлетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ ун патӗнчен килтӗм, мана вӑл ячӗ».
30 Вара вӗсем ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах никам та ҫавна тӑвайман, мӗншӗн тесен унӑн вӑхӑчӗ ҫитмен пулнӑ-ха.
31 Ҫав-ҫавах ҫынсенчен нумайӑшӗ ӑна ӗненнӗ, вӗсем: «Христос килсен нивушлӗ ҫак ҫын тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсенчен те ытларах тӑвӗ?» — тенӗ.
32 Халӑх хушшинче Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ, вара аслӑ священниксемпе фарисейсем ӑна тытма хуралҫӑсене янӑ.
33 Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗнпе тата кӑштах пулӑп, унтан хама яраканни патне кайӑп.
34 Эсир мана шырӑр та — тупаймӑр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр».
35 Иудейсем вара хӑйсем хушшинче ҫапла каланӑ: «Эпир ӑна тупаяс ҫук ҫӗре ӑҫта каясшӑн вара вӑл? Вӑл грексем хушшине саланнӑ иудейсем патне кайса грексене те вӗрентесшӗн мар-и?
36 Вӑл: „Эсир мана шырӑр та — тупаймӑр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр“, — тени мӗне пӗлтерет-ши?»
37 Уявӑн юлашки кунӗнче, аслӑ кунӗнче, Иисус тӑнӑ та хыттӑн каланӑ: «Камӑн ӗҫес килет, ҫавӑ ман пата килтӗр те ӗҫтӗр.
38 Кам мана ӗненет, ҫавӑн — Ҫырура каланӑ пек — „ӑшӗнчен чӗрӗлӗх шывӗсем юхса тухӗҫ“».
39 Ҫакна Иисус хӑйне ӗненекенсем илес святой сывлӑш ҫинчен каланӑ. Иисус мухтава тухман пирки вӗсем святой сывлӑш илмен пулнӑ-ха.
40 Ҫак сӑмахсене илтсен халӑх хушшинче хӑшӗ-пӗрисем: «Ку чӑнах та Пророк», — теме пуҫланӑ.
41 Теприсем: «Ку Христос», — тенӗ. Тата теприсем ҫапла каланӑ: «Христос Галилейӑран килет-и вара?
42 Ҫырура Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралса ӳснӗ Вифлее́м ялӗнчен пулать тесе ҫырман-и-ха?»
43 Ҫапла халӑх хушшинче ун пирки тавлашу тухнӑ.
44 Хӑшӗ-пӗрисем ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах никам та ҫавна тӑвайман.
45 Хуралҫӑсем ӗнтӗ аслӑ священниксемпе фарисейсем патне таврӑннӑ, лешсем вӗсене каланӑ: «Эсир мӗншӗн ӑна тытса килмерӗр?»
46 Хуралҫӑсем: «Ҫак ҫын калаҫнӑ пек никам та нихӑҫан та калаҫман», — тесе хуравланӑ.
47 Фарисейсем вӗсене каланӑ: «Вӑл сире те улталарӗ-и?
48 Ӑна пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и?
49 Ҫак ҫынсем закона пӗлмеҫҫӗ, ылханлӑ вӗсем».
50 Вӗсенчен пӗри, пӗррехинче Иисус патне пынӑ Никоди́м, вӗсене каланӑ:
51 «Пирӗн закон тӑрӑх, ҫынна малтан итлемесӗр тата вӑл мӗн тунине пӗлмесӗр ӑна суд тума юрать-и вара?»
52 Вӗсем ӑна хирӗҫ каланӑ: «Мӗн, эсӗ те Галилейӑран-им? Ҫырӑва тӗпче, пророк Галилейӑран килме пултарайманнине курӑн вара»*.
Сноскӑсем
^ Е «Хӳшӗ».
^ Урӑхла каласан, раввинсен шкулӗсенче.
^ Шанӑҫа тивӗҫлӗ хӑш-пӗр авалхи алҫырусенче Ин 7:53—8:11 сӑвӑ йӗркисен тексчӗ ҫук.