Иоанн 9:1—41

  • Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна сыватать (1—12)

  • Фарисейсем Иисус сыватнӑ ҫынна ыйтса тӗпчеҫҫӗ (13—34)

  • Фарисейсем — суккӑр (35—41)

9  Утса пынӑ чухне Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ.  Унӑн вӗренекенӗсем унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен*, вӑл мӗншӗн суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: вӑл хӑй-и е унӑн ашшӗ-амӑшӗ-и?»  Иисус хуравланӑ: «Вӑл хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, ун ҫинче Туррӑн ӗҫӗсем курӑнччӑр тесе ҫапла пулнӑ.  Кун ҫути пур чухне пирӗн мана яраканӑн ӗҫӗсене тумалла. Каҫ ҫывхарса килет, ун чухне никам та ӗҫлеме пултараймасть.  Тӗнчере чухне эпӗ — тӗнче ҫути».  Ҫакна каласан вӑл ҫӗре сурнӑ та сурчӑкне тӑпрапа хутӑштарнӑ, вара ҫав хутӑшпа суккӑр ҫыннӑн куҫне сӗрнӗ.  Унтан ӑна каланӑ: «Кай та Силоа́м шывӗнче* ҫӑвӑн» («Силоа́м» тени «янӑскер» тесе куҫарӑнать). Лешӗ кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса таврӑннӑ.  Ӗнтӗ кӳршисем тата унччен вӑл ыйткаласа ларнине курнӑ ҫынсем: «Ку хайхи ыйткаласа ларакан ҫын мар-и?» — теме пуҫланӑ.  «Ҫавӑ», — тенӗ хӑшӗ-пӗрисем. Теприсем: «Ҫук, пӑхсан ҫеҫ вӑл ун евӗрлӗ», — тенӗ. Хӑй вӑл: «Ку эпӗ», — тенӗ. 10  Вӗсем унран ыйтнӑ: «Санӑн куҫу мӗнле уҫӑлчӗ вара?» 11  Вӑл ҫапла хуравланӑ: «Иисус ятлӑ ҫын темле хутӑш туса ман куҫа сӗрчӗ те мана Силоама кайса ҫӑвӑнма хушрӗ. Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та — куракан пултӑм». 12  Вӗсем унран: «Ӑҫта вӑл?» — тесе ыйтнӑ. «Пӗлместӗп», — тенӗ лешӗ. 13  Унччен суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ. 14  Иисус хутӑш туса унӑн куҫне уҫнӑ чухне шӑматкун пулнӑ. 15  Фарисейсем те ҫав ҫынран вӑл мӗнле майпа куракан пулни ҫинчен ыйтма пуҫланӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Вӑл ман куҫ ҫине темле хутӑш хучӗ, эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пулса тӑтӑм». 16  Хӑш-пӗр фарисейсем: «Ҫав ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен вӑл шӑматкуна тытса тӑмасть», — теме пуҫланӑ. Теприсем каланӑ: «Ҫылӑхлӑ ҫын ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗнле тума пултартӑр?» Вӗсем тавлашсах кайнӑ. 17  Вара суккӑр пулнӑ ҫынран татах ыйтнӑ: «Ун ҫинчен эсӗ мӗн калӑн? Вӑл санӑн куҫна уҫнӑ вӗт». Лешӗ: «Вӑл пророк», — тенӗ. 18  Ҫапах та иудейсем вӑл унччен суккӑр пулнине, халӗ вара куракан пулнине ӗненмен. Вӗсем унӑн ашшӗпе амӑшне чӗнтерсе илнӗ те 19  вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир сирӗн ывӑл суккӑр ҫуралнӑ тетӗр, ку ҫавӑ-и? Мӗнле-ха вӑл халӗ куракан пулчӗ?» 20  Унӑн ашшӗпе амӑшӗ хуравланӑ: «Ҫапла, ку пирӗн ывӑл. Вӑл суккӑр ҫуралнине эпир пӗлетпӗр. 21  Анчах мӗнле вӑл халӗ куракан пулнине пӗлместпӗр, унӑн куҫне кам уҫнине те пӗлместпӗр. Хӑйӗнчен ыйтӑр. Вӑл ҫитӗннӗ ҫын. Хӑйӗн ҫинчен хӑй каласа патӑр». 22  Унӑн ашшӗ-амӑшӗ иудейсенчен хӑранипе ҫапла каланӑ, мӗншӗн тесен Иисуса Христос тесе йышӑнакана кирек кама та иудейсем синагогӑран кӑларса яма калаҫса татӑлнӑ пулнӑ. 23  Ҫавӑнпа унӑн ашшӗпе амӑшӗ: «Вӑл ҫитӗннӗ ҫын. Хӑйӗнчен ыйтӑр», — тенӗ. 24  Вара суккӑр пулнӑ ҫынна иккӗмӗш хут чӗнсе илсе каланӑ: «Турӑ умӗнче тӗрӗссине кала.* Эпир вӑл ҫылӑхлӑ ҫын пулнине пӗлетпӗр». 25  Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Ҫылӑхлӑ-и вӑл, ҫылӑхлӑ мар-и — эпӗ пӗлместӗп. Пӗр ҫакна пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ вара куратӑп». 26  Вӗсем унран ыйтнӑ: «Мӗн турӗ вӑл сана? Санӑн куҫна мӗнле уҫрӗ?» 27  Лешӗ вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ сире каларӑм-ҫке, эсир итлемерӗр. Мӗншӗн эсир ҫакна тепӗр хут илтесшӗн? Эсир те унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн-и-мӗн?» 28  Вӗсем унран йӗрӗнсе ҫапла каланӑ: «Эсӗ — унӑн вӗренекенӗ, эпир вара Моисейӑн вӗренекенӗсем. 29  Моисейпа Турӑ калаҫнине эпир пӗлетпӗр, ку ҫын ӑҫтан пулнине вара пӗлместпӗр». 30  Лешӗ вӗсене хуравланӑ: «Ҫакӑ тӗлӗнтерет те: вӑл манӑн куҫа уҫрӗ, эсир вара вӑл ӑҫтан пулнине пӗлместӗр. 31  Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене итлеменнине эпир пӗлетпӗр. Вӑл хӑйӗнчен хӑракан, хӑйӗн ирӗкне туса тӑракан ҫынна ҫеҫ итлет. 32  Суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫни ҫинчен халиччен никам та илтмен. 33  Вӑл Турӑран пулмасан нимӗн те тума пултарайман пулӗччӗ». 34  Вӗсем ӑна хирӗҫ: «Эсӗ, йӑлтах ҫылӑхлӑ ҫуралнӑскер, пире вӗрентетӗн-и тата?» — тенӗ те ӑна хӑваласа янӑ. 35  Ӑна хӑваласа яни ҫинчен Иисус илтнӗ, вара ӑна тӗл пулсан унран ыйтнӑ: «Эсӗ Этем Ывӑлне ӗненетӗн-и?» 36  Лешӗ каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, кам вӑл? Кала-ха мана, вара эпӗ ӑна ӗненӗттӗм». 37  Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ ӑна куртӑн, халӗ вӑл санпа калаҫать». 38  Лешӗ: «Ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫа», — тенӗ те ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 39  Унтан Иисус каланӑ: «Эпӗ ҫак тӗнчене суккӑррисем куракан пулччӑр тесе, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе суд тума килтӗм». 40  Унпа юнашар тӑнӑ фарисейсем ҫакна илтсен ӑна каланӑ: «Эпир вара суккӑр мар вӗт?» 41  Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир суккӑр пулнӑ пулсан, ҫылӑхлӑ пулман пулӑттӑр. Анчах эсир: „Эпир куратпӑр“, — тетӗр, ҫавӑнпа сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр ҫинчех юлать».

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».
Е «Силоа́м текен шыва кӗмелли вырӑнта».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Турра мухта».