Лука 14:1—35
14 Пӗррехинче шӑматкун Иисус фарисейсен пӗр пуҫлӑхӗн килне апат ҫиме пынӑ. Унта пулнисем пурте ӑна сӑнаса тӑнӑ.
2 Тата унта шыв чирӗпе чирлекен ҫын пулнӑ.
3 Иисус закона лайӑх пӗлекенсенчен тата фарисейсенчен ыйтнӑ: «Шӑматкун чиртен сыватма юрать-и е юрамасть-и?»
4 Лешӗсем чӗнмен. Вара Иисус ҫав ҫынна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ.
5 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Сирӗнтен камӑн та пулин ывӑлӗ е вӑкӑрӗ шӑматкун ҫӑла* кӗрсе ӳксен, эсир ӑна тӳрех туртса кӑлармӑр-и?»
6 Ҫакна хирӗҫ лешсем нимӗн те калайман.
7 Чӗннӗ хӑнасем хӑйсем валли чи чаплӑ вырӑнсем суйланине курсан, Иисус вӗсене каланӑ*:
8 «Сана туй ӗҫки-ҫикине чӗнсен, чи чаплӑ вырӑна ан лар. Чӗннӗ хӑнасем хушшинче, тен, санран та ятлӑ-сумлӑраххи пулӗ.
9 Вара хуҫа пырӗ те сана: „Ху вырӑнна ҫак ҫынна ларт-ха“, — тейӗ. Ун чухне санӑн намӑсланса чи кайри вырӑна кайса лармалла пулӗ.
10 Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна лар. Вара хуҫа сан пата пырӗ те калӗ: „Тусӑм, лайӑхрах вырӑна куҫса лар-ха“. Ун чухне сана ытти хӑнасем умӗнче чыс пулӗ.
11 Кам хӑйне асла хурать, ҫавӑ кӗҫӗне юлӗ. Кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑ асла тухӗ».
12 Унтан хӑйне хӑнана чӗннӗ ҫынна Иисус каланӑ: «Эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апата тусусене, тӑванусене, хурӑнташусене е пуян кӳршӳсене ан чӗн, мӗншӗн тесен кайран вӗсем те сана чӗнсе хӑналама пултараҫҫӗ.
13 Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ чухне чухӑннисене, чӑлаххисене, уксаххисене, суккӑррисене чӗн,
14 вара эсӗ телейлӗ пулӑн, мӗншӗн тесен вӗсем сана ҫавӑншӑн нимӗн те параймаҫҫӗ. Уншӑн сана тӳрӗ ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ чухне ырӑпа тавӑрса парӗҫ».
15 Ҫакна илтсен, хӑнасенчен пӗри ӑна каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ».
16 Иисус ӑна каланӑ: «Пӗр ҫын пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ* тӑвас тенӗ, вӑл нумай хӑна чӗннӗ.
17 Ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл чӗннӗ хӑнисем патне хӑйӗн чурине: „Килӗр, пурте хатӗр ӗнтӗ“, — тесе калама янӑ.
18 Анчах вӗсем, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, каяс мар тесе тӗрлӗ сӑлтав тупнӑ. Пӗри ӑна: „Эпӗ ҫӗр туянтӑм, манӑн ӑна кайса пӑхмалла. Каҫарсам ӗнтӗ мана“, — тенӗ.
19 Тепри ӑна: „Эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, манӑн вӗсене тӗрӗслесе пӑхмалла. Каҫарсам ӗнтӗ мана“, — тенӗ.
20 Тата тепри: „Эпӗ нумаях пулмасть авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп“, — тенӗ.
21 Чури таврӑннӑ та ҫаксене пӗтӗмпех хӑйӗн хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи вара тарӑхса кайса хӑйӗн чурине хушнӑ: „Часрах хула урамӗсене, тӑкӑрлӑкӗсене кай та чухӑннисене, чӑлаххисене, уксаххисене, суккӑррисене кунта илсе кил“.
22 Хӑйне хушнине тусан чура каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мӗн каланине веҫех турӑм, анчах вырӑнсем татах пур-ха“.
23 Вара хуҫа чурине каланӑ: „Хула тулашӗнчи ҫулсемпе сукмаксем ҫине тух та ҫынсене пыма ӳкӗте кӗрт. Ҫуртӑм туллиех пултӑр.
24 Калатӑп: малтан чӗнсе хунисенчен пӗри те манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗре ӗҫсе ҫиеймӗ“».
25 Иисуспа пӗрле питӗ нумай ҫын пынӑ, вӑл вӗсем енне ҫаврӑннӑ та каланӑ:
26 «Ман патӑма килекен хӑйӗн ашшӗне, амӑшне, арӑмне, ачисене, пиччӗш-шӑллӗне, аппӑш-йӑмӑкне тата хӑйӗн пурнӑҫне те манран ытларах юратать пулсан*, вӑл манӑн вӗренекен пулма пултараймасть.
27 Кам хӑйӗн асап юпине* йӑтса ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ манӑн вӗренекен пулаймасть.
28 Калӑпӑр, сирӗнтен кам та пулин башня туса лартма шут тытрӗ. Вӑл малтан ҫакӑ мӗн хака ларассине тата ӑна туса пӗтерме мӗн кирли ҫитессипе ҫитмессине шутласа пӑхмӗ-и?
29 Унсӑрӑн вӑл никӗсне хурӗ те башнине туса пӗтереймӗ, вара ҫынсем унран кулса:
30 „Ку ҫын тума тытӑнчӗ те туса пӗтереймерӗ“, — тейӗҫ.
31 Е, калӑпӑр, пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухасшӑн. Малтан вӑл хӑйӗн 10 пинлӗ ҫарӗпе леш патшан 20 пинлӗ ҫарне ҫӗнтерме вӑй ҫитерессипе ҫитереймесси пирки ыттисемпе ларса канашласа пӑхмӗ-и?
32 Вӑй ҫитереймесен, лешӗ аякра чухнех вӑл ун патне мир пирки калаҫса татӑлма хӑйӗн ҫыннисене ярӗ.
33 Эппин, пӗлсе тӑрӑр: сирӗнтен нихӑшӗ те, хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне хӑвармасан*, манӑн вӗренекен пулаймасть.
34 Тӑвар, паллах, лайӑх япала. Анчах тӑвар хӑйӗн тутине ҫухатсан, ӑна епле тутӑ кӗртейӗн?
35 Ҫакӑн пек тӑвар ҫӗр валли те, тислӗк валли те юрӑхлӑ мар. Ҫынсем ӑна кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Итлеме хӑлха пурри итлетӗр».
Сноскӑсем
^ Е «пусса».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӗслӗх илсе панӑ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «каҫхи апат».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «курайми пулмасан».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗтӗм пурлӑхӗпе сывпуллашмасан».