Лука 5:1—39

  • Тӗлӗнмелле ӗҫе пула нумай пулӑ тытни; пӗрремӗш вӗренекенсем (1—11)

  • Иисус тилҫеллӗ ҫынна сыватать (12—16)

  • Иисус паралич ҫапнӑ ҫынна сыватать (17—26)

  • Иисус Левия хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнет (27—32)

  • Типӗ тытасси ҫинчен панӑ ыйту (33—39)

5  Пӗррехинче Иисус Геннисаре́т кӳлли* хӗрринче Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. Ӑна итлеме нумай ҫын пуҫтарӑннӑ пулнӑ, вӗсем ӑна хӗсме пуҫланӑ.  Иисус кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ. Пулӑҫсем кимӗ ҫинчен тухнӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсен сӗреке-тетелне ҫуса тӑнӑ.  Вӑл Си́мон кимми ҫине кӗнӗ те ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан вӑл ларса кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ.  Вӗрентсе пӗтерсен, вӑл Симона каланӑ: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кай, тетелсене ҫавӑнта пӑрахӑр».  Си́мон ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эпир ҫӗрӗпех ӗҫлерӗмӗр, анчах нимӗн те тытаймарӑмӑр. Эсӗ каланӑран тетелсене пӑрахам эппин».  Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн питӗ нумай пулӑ кӗнӗ, тетелӗсем те ҫурӑлма пуҫланӑ.  Вара вӗсем тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешӗсем ишсе пырсан икӗ кимме туллиех пулӑ тултарнӑ, вӗсен киммисем те путма пуҫланӑ.  Ҫакна курсан Си́мон Пётр Иисус умне чӗркуҫленсе ларса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эпӗ ҫылӑхлӑ ҫын, кайсам ман патӑмран».  Си́мон та, унпа пӗрле пулнисем те ҫав тери нумай пулӑ тытнӑран тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫапла каланӑ. 10  Си́монӑн юлташӗсем те, Зеведе́йӑн ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн, хытӑ тӗлӗннӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра. Паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн». 11  Вӗсем ҫыран хӗррине таврӑннӑ та пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 12  Иисус пӗр хулара пулнӑ чухне пӗр ҫынна тӗл пулнӑ, унӑн кӗлетки пӗтӗмпех тилҫеллӗ пулнӑ. Иисуса курсан вӑл ҫӗре ӳксе тархасласа каланӑ: «Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас килсенех, эсӗ мана тасатма пултаратӑн». 13  Иисус аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе каланӑ: «Тасатас килет! Тасал». Вара лешӗн ҫинчи тилҫе ҫав самантрах пӗтнӗ. 14  Иисус ӑна ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман, тата вӑл каланӑ: «Священниксем эсӗ сывалнине курччӑр тесе хӑвна священника кайса кӑтарт та, Моисей хушнӑ пек, хӑв тасалнӑшӑн парне кӳр». 15  Ҫав-ҫавах Иисус ҫинчен хыпар сарӑлса пынӑ. Вӑл вӗрентнине итлемешкӗн тата хӑйсен чирӗсенчен сывалмашкӑн ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. 16  Вӑл вара час-часах ҫын ҫук вырӑна кӗлтума кайнӑ. 17  Пӗррехинче Иисус пӗр ҫуртра вӗрентнӗ. Унта Галилейӑран, Иудейӑран тата Иерусалимран килнӗ фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем те ларнӑ. Иегова* вӑй панипе Иисус чирлисене сыватма пултарнӑ. 18  Ҫав вӑхӑтра пӗрисем паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна наҫилккапа йӑтса илсе пынӑ. Вӗсем ӑна шала йӑтса кӗрсе Иисус умне хурасшӑн пулнӑ, 19  анчах халӑх йышлӑ пулнӑран вӗсем шала кӗреймен. Вара вӗсем ҫурт тӑррине хӑпарнӑ та, ӑна пӗр тӗлтен сӳтсе, паралич ҫапнӑ ҫынна наҫилккипех Иисус умне антарнӑ. 20  Вӗсен ӗненӗвне курса Иисус ӑна: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ», — тенӗ. 21  Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем хӑйсем хушшинче ҫапла калаҫма пуҫланӑ: «Кам вара ку, Турра хурлаканскер? Турӑсӑр пуҫне кам ҫылӑх каҫарма пултартӑр?» 22  Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫакӑн пек шухӑшлатӑр? 23  Хӑшне калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ“ теме-и е „Тӑр та утса ҫӳре“ теме-и? 24  Ҫапах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑхсене каҫарма власть пуррине сирӗн пӗлмелле пултӑр тесе...» Вара вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Калатӑп сана: тӑр та наҫилккуна илсе килне кай». 25  Лешӗ вара ҫав самантрах пурин умӗнчех тӑнӑ та, хӑйӗн наҫилккине илсе, Турра мухтаса килне кайнӑ. 26  Пурте шалтах тӗлӗнсе кайса Турра мухтама пуҫланӑ. Хӑраса ӳкнипе вӗсем ҫапла каланӑ: «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ куртӑмӑр!» 27  Иисус унтан кайнӑ та Ле́вий ятлӑ налог пуҫтаракана курнӑ. Вӑл налог пуҫтаракан ҫуртра ларнӑ. Иисус ӑна: «Ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. 28  Лешӗ тӑнӑ та пӗтӗмпех хӑварса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 29  Ле́вий хӑй килӗнче Иисус валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Вӗсемпе пӗрле сӗтел хушшинче налог пуҫтаракансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ. 30  Фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе Иисусӑн вӗренекенӗсене ҫапла калама пуҫланӑ: «Мӗншӗн эсир налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе апат ҫиетӗр?» 31  Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. 32  Эпӗ тӳрӗ ҫынсене мар, ҫылӑхлисене, вӗсем ӳкӗнччӗр тесе, чӗнме килнӗ». 33  Вӗсем ӑна каланӑ: «Иоанӑн вӗренекенӗсем час-часах типӗ тытаҫҫӗ, тӑрӑшса кӗлтӑваҫҫӗ, фарисейсен вӗренекенӗсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ. Санӑн вӗренекенӳсем вара ӗҫеҫҫӗ те ҫиеҫҫӗ». 34  Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир кӗрӳ каччӑн тусӗсене, кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле пулнӑ чухне, типӗ тыттарма пултараятӑр-и? 35  Анчах вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вӗсем типӗ тытӗҫ». 36  Унтан Иисус вӗсене тӗслӗх илсе панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен татӑк касса илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан, ҫӗнӗ тумтирӗ те пӑсӑлать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче вырӑнлӑ мар. 37  Никам та ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе кивӗ сӑран хутаҫа ямасть. Апла тусан, ҫӗнӗ эрех кивӗ хутаҫа ҫурса ярӗ, вара эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. 38  Ҫӗнӗ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа ямалла. 39  Никам та кивӗ хӗрлӗ эрехе ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл: „Кивви лайӑхрах“, — тейӗ».

Сноскӑсем

Урӑхла каласан, Галиле́я тинӗсӗ.