Марк 4:1—41
-
ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХСЕМ (1—34)
-
Акаҫӑ (1—9)
-
Мӗншӗн Иисус тӗслӗхсемпе усӑ курать? (10—12)
-
Иисус акаҫӑ ҫинчен каланӑ тӗслӗхе ӑнлантарса парать (13—20)
-
Ҫутаткӑҫа карҫинккапа хупласа хумаҫҫӗ (21—23)
-
«Мӗнле виҫепе виҫетӗр» (24, 25)
-
Вӑрлӑх акакан ҫывӑрнӑ чухне (26—29)
-
Сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри (30—32)
-
«Вӑл вӗсемпе тӗслӗхсемсӗр калаҫман» (33, 34)
-
-
Иисус ҫил-тӑвӑла лӑплантарать (35—41)
4 Вӑл каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ. Ун патне питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл кимӗ ҫине ларса ҫыранран кӑшт аяккарах ишсе кайнӑ, халӑх вара тинӗс хӗрринче тӑнӑ.
2 Вӑл тӗслӗхсем илсе парса нумай япала ҫинчен вӗрентнӗ. Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ:
3 «Ӗнтӗ итлӗр. Акаҫӑ акма тухнӑ.
4 Акнӑ чухне хӑш-пӗр тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ. Кайӑксем вӗҫсе килнӗ те вӗсене ҫисе янӑ.
5 Теприсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ. Тӑпри тарӑн пулманран вӗсем часах шӑтса тухнӑ.
6 Анчах хӗвел тухсан калчасене ӗнтсе янӑ, тымар ҫуккине пула вӗсем типсе ларнӑ.
7 Хӑш-пӗр пӗрчисем йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкнӗ. Йӗплӗ ӳсентӑрансем ӳссе кайнӑ та калчасене пусса илнӗ, вара вӗсем ҫимӗҫ парайман.
8 Теприсем вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ, вӗсем шӑтса тухнӑ та ӳссе ҫитӗнсе ҫимӗҫ пама пуҫланӑ: вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем акнинчен 30 хут, теприсем 60 хут, тата теприсем 100 хут ытларах панӑ».
9 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Итлеме хӑлха пурри итлетӗр».
10 Иисус пӗччен тӑрса юлсан, ун патне 12 апостолӗпе хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пынӑ та ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ыйтма пуҫланӑ.
11 Вӑл вӗсене каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлме панӑ, ыттисемшӗн вара ҫаксем пурте — тӗслӗхсем кӑна.
12 Ҫапла вӗсем пӑхма пӑхаҫҫӗ, анчах курмаҫҫӗ, илтме илтеҫҫӗ, анчах пӗлтерӗшне ӑнланмаҫҫӗ. Вӗсем Турӑ патне нихӑҫан та таврӑнмӗҫ, тата вӗсене нихӑҫан та каҫармӗҫ».
13 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫак тӗслӗхе ӑнланмастӑр пулсан, ытти тӗслӗхсене мӗнле ӑнланса илейӗр?
14 Акаҫӑ сӑмах акать.
15 Тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтеҫҫӗ, анчах ҫавӑн хыҫҫӑнах вӗсем патне Шуйттан килет те вӗсен ӑшне акнӑ сӑмаха илсе каять.
16 Пӗрчӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкни вара хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтсенех ӑна хаваспах йышӑннине пӗлтерет.
17 Анчах хӑйсен ӑшӗнче сӑмах тымар яманнине пула вӗсем нумайччен тытӑнса тӑраймаҫҫӗ, ҫав сӑмахшӑн хӗн курма тивсенех е хӑйсене хӗсӗрлеме тытӑнсанах, вӗсем ӗненме пӑрахаҫҫӗ.
18 Йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкнисем те пур. Ку ҫакна пӗлтерет: хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтеҫҫӗ,
19 анчах кулленхи пурнӑҫри* пӑшӑрханусем, ултавлӑ пуянлӑх тата темтепӗршӗн ҫунни вӗсен ӑшне кӗреҫҫӗ те сӑмаха пусса илеҫҫӗ, вара вӑл ҫимӗҫ памасть.
20 Пӗрчӗсем лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара хӑшӗ-пӗрисем сӑмаха илтсе ӑна хапӑл туса йышӑннине пӗлтерет: пӗрисем акнинчен 30 хут, теприсем 60 хут, тата теприсем 100 хут ытларах ҫимӗҫ параҫҫӗ».
21 Тата вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫутаткӑҫа карҫинккапа* хупласа хума е кравать айне лартма илсе килеҫҫӗ-и? Ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли вырӑна лартма илсе килмеҫҫӗ-и вара?
22 Кирек мӗнле вӑрттӑнлӑх та паллӑ пулатех, пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех.
23 Итлеме хӑлха пурри итлетӗр».
24 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ мӗн каланине тимлӗн итлӗр. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ, ытларах та парӗҫ.
25 Камӑн пур, ӑна тата ытларах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пуррине те туртса илӗҫ».
26 Иисус малалла ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне акӑ мӗнпе танлаштарма пулать. Пӗр ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать.
27 Вӑл каҫхине ҫывӑрать, ирхине тӑрать. Ҫав хушӑра вӑрлӑх шӑтса тухать те ӳссе ҫитет, ҫын ҫакӑ мӗнле пулса пынине пӗлмест те.
28 Ҫӗр хӑй тӗллӗнех майӗпен ҫимӗҫ парать: малтан калча тухать, унтан пучах пулать, юлашкинчен вара пучах тырӑ пӗрчисемпе тулать.
29 Тырӑ пиҫсе ҫитсенех, ҫын аллине ҫурла тытать, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитнӗ».
30 Унтан вӑл каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарма пулать? Ӑна мӗнле тӗслӗхпе ӑнлантарса пама пулать?
31 Вӑл сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри евӗрлӗ. Акнӑ чухне вӑл ҫӗр ҫинчи вӑрӑсенчен пуринчен те пӗчӗкрех.
32 Аксассӑн вара вӑл шӑтса ӳсет те пахчари мӗнпур ӳсентӑранран та пысӑкрах пулса тӑрать. Вӑл пысӑк туратсем ярать, ҫапла вара вӗсен сулхӑнӗнче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрма пултараҫҫӗ».
33 Ҫавӑн евӗрлӗ нумай тӗслӗх илсе парса, Иисус ҫынсене вӗсем ӑнланма пултарнӑ таран Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ.
34 Вӑл вӗсемпе тӗслӗхсемсӗр калаҫман, анчах вӗренекенӗсене ыттисенчен уйрӑм пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.
35 Ҫав кунах, каҫ пулса килсен, вӑл вӗсене каланӑ: «Айтӑр тинӗс леш енне каҫар».
36 Вара вӗсем халӑха янӑ хыҫҫӑн Иисуспа пӗрле кимӗ ҫине ларса ишсе кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле ытти кимӗсем те ишсе кайнӑ.
37 Сасартӑк питӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, хумсем ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑ.
38 Иисус вара кимӗ хӳринче пуҫелӗк* хурса ҫывӑрнӑ. Вӗсем ӑна вӑратнӑ та каланӑ: «Вӗрентекен, эпир пӗтни саншӑн пурпӗрех-им?»
39 Вӑл тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: «Ан шавла! Лӑплан!» — тенӗ. Вара ҫил чарӑннӑ та, ҫанталӑк лӑпланнӑ.
40 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир ҫав тери хӑраса ӳкрӗр? Сирӗн халӗ те ӗненӳ ҫук-и?»
41 Вӗсем хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗ, пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Кам-ши ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать!»
Сноскӑсем
^ Е «ҫак тӗнчери». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
^ Е «виҫмелли карҫинккапа».
^ Е «ҫытар; минтер».