Матфей 27:1—66

  • Иисуса Пилат патне илсе каяҫҫӗ (1, 2)

  • Иуда ҫакӑнса вилет (3—10)

  • Иисус Пилат умӗнче тӑрать (11—26)

  • Иисусран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ (27—31)

  • Иисуса Голгофӑра юпа ҫине пӑталаҫҫӗ (32—44)

  • Иисус вилет (45—56)

  • Иисуса пытараҫҫӗ (57—61)

  • Тупӑклӑха сыхлама хурал тӑратаҫҫӗ (62—66)

27  Ирхине аслӑ священниксемпе старейшинӑсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса мӗнле вӗлермелли ҫинчен канашланӑ.  Унтан ӑна ҫыхса Пила́т пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.  Иисуса сутнӑ Иуда, ӑна вӗлерме суд тунине пӗлсен, хӑй мӗн тунишӗн кулянса, 30 кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе старейшинӑсене тавӑрса панӑ.  Вӑл вӗсене каланӑ: «Айӑпсӑр ҫынна* сутса ҫылӑха кӗтӗм». Вӗсем ӑна: «Пирӗн мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл», — тенӗ.  Вара вӑл укҫисене храмра пӑрахнӑ та тухса кайнӑ. Унтан вӑл кайса ҫакӑнса вилнӗ.  Аслӑ священниксем ҫав кӗмӗл укҫасене пуҫтарнӑ та каланӑ: «Ку юн укҫи, ӑна храмри укҫа упранакан вырӑна хума юрамасть».  Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫав укҫапа чӳлмекҫӗ хирне туяннӑ, урӑх ҫӗрсенчен килнӗ ҫынсем вилсен вӗсене унта пытарас тенӗ.  Ҫавӑнпа ҫав хире халичченех Юн хирӗ теҫҫӗ.  Ҫапла вара Иереми́я пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ: «Вӗсем 30 кӗмӗл укҫана — Израиль ывӑлӗсем ҫак ҫыншӑн тӳлеме килӗшнӗ укҫана — илнӗ те, 10  мана Иегова* хушнӑ пек, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ хирӗшӗн панӑ». 11  Иисуса Пила́т патне илсе пынӑ, вара лешӗ унран ыйтнӑ: «Эсӗ иудейсен патши-и?» Иисус ӑна: «Ҫакна эсӗ хӑвах калатӑн», — тенӗ. 12  Анчах аслӑ священниксемпе старейшинӑсем ӑна айӑплама пуҫласан, вӑл нимӗн те хуравламан. 13  Вара Пила́т унран ыйтнӑ: «Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑпласа каланине илтместӗн-им?» 14  Иисус пӗр сӑмах та чӗнмен. Ҫакӑ пуҫлӑха питӗ тӗлӗнтернӗ. 15  Пасха уявӗнче пуҫлӑхӑн йӑла пулнӑ: халӑх ыйтнипе вӑл тӗрмере ларакансенчен пӗрне ирӗке кӑларнӑ. 16  Ҫав вӑхӑтра тӗрмере Вара́вва ятлӑ пӗр паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ. 17  Ҫавӑнпа ҫынсем пухӑнсан, Пила́т вӗсенчен: «Сире валли хӑшне ирӗке кӑларас: Вараввӑна-и е Христос текен Иисуса-и?» — тесе ыйтнӑ. 18  Иисуса ӑмсаннӑран тытса панине вӑл пӗлнӗ. 19  Унсӑр пуҫне, вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫак тӳрӗ ҫынна нимӗн те ан ту, мӗншӗн тесен эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре уншӑн хытӑ асаплантӑм». 20  Анчах аслӑ священниксемпе старейшинӑсем халӑха Вараввӑна ирӗке кӑларттарма, Иисуса вара вӗлерттерме ӳкӗте кӗртнӗ. 21  Пуҫлӑх вӗсенчен каллех ыйтнӑ: «Сире валли иккӗшӗнчен хӑшне ирӗке кӑларас?» Вӗсем: «Вараввӑна», — тенӗ. 22  Пила́т вӗсенчен ыйтнӑ: «Христос текен Иисуспа вара мӗн тӑвас манӑн?» Вӗсем пурте: «Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 23  Пила́т: «Мӗн усалли тунӑ вара вӑл?» — тесе ыйтнӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем тата хытӑрах: «Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 24  Пила́т вара, ним тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илнӗ те халӑх умӗнче аллине ҫуса каланӑ: «Ҫак ҫын вилнишӗн* эпӗ айӑплӑ мар. Хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр». 25  Ҫакна хирӗҫ пӗтӗм халӑх: «Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр», — тенӗ. 26  Унтан Пила́т Вараввӑна кӑларнӑ, Иисуса вара чӗн пушӑпа хӗнеттерсе юпа ҫине пӑталама хушнӑ. 27  Салтаксем Иисуса пуҫлӑх керменне илсе кайнӑ та ун тавра салтаксен пӗтӗм отрядне чӗнсе пуҫтарнӑ. 28  Иисусӑн тумтирне хывса илсе вӗсем ӑна уртса ямалли хӗп-хӗрлӗ тумтир тӑхӑнтартнӑ, 29  пуҫне вара йӗплӗ ӳсентӑрансенчен явса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине патак тыттарнӑ. Унтан ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Сывӑ пултӑр иудейсен патши!» — тесе унран мӑшкӑлласа кулнӑ. 30  Вӗсем ун ҫине сурнӑ, унран патакне илсе ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ. 31  Юлашкинчен, унран мӑшкӑлласа кулнӑ хыҫҫӑн, ун ҫине уртса янӑ тумтире хывса илсе ӑна хӑйӗн ҫиелти тумтирне тӑхӑнтартнӑ та юпа ҫине пӑталама илсе кайнӑ. 32  Вӗсем хуларан тухнӑ чухне Си́мон ятлӑ Кире́на ҫыннине тӗл пулнӑ, ӑна Иисуса пӑталамалли юпана йӑтса пыма хушнӑ. 33  Голго́фа, урӑхла каласан, Пуҫ купташки текен вырӑна ҫитсен, 34  Иисуса йӳҫӗ шӗвекпе* хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех панӑ. Тутанса пӑхсан, вӑл ӑна ӗҫесшӗн пулман. 35  Иисуса юпа ҫине пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем шӑпа ярса унӑн ҫиелти тумтирне пӗр-пӗрин хушшинче пайланӑ, 36  унтан Иисуса хураллама ларнӑ. 37  Унӑн айӑпне кӑтартса пуҫӗ тӑрринче «Ку — Иисус, иудейсен патши» тесе ҫырнине ҫакса хунӑ. 38  Унпа юнашар юпасем ҫине икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ: пӗрне — унӑн сылтӑм енне, теприне — сулахай енне. 39  Иртсе ҫӳрекенсем ӑна хурласа пуҫӗсене сулла-сулла каланӑ: 40  «Эй, храма аркатса ӑна виҫӗ кун хушшинче туса лартас текен, хӑвна ху ҫӑл! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, юпа ҫинчен ан!» 41  Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем те, старейшинӑсем те ҫавнашкалах мӑшкӑлласа каланӑ: 42  «Ыттисене ҫӑлатчӗ, хӑйне хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль патши вӗт. Юпа ҫинчен антӑр, вара эпир ӑна ӗненӗпӗр. 43  Вӑл Турра шанатчӗ. Турра юрӑхлӑ пулсан, эппин, Турӑ ҫӑлтӑр ӑна. Вӑл: „Эпӗ Турӑ Ывӑлӗ“, — тетчӗ вӗт». 44  Унпа юнашар юпасем ҫинче ҫакӑнса тӑракан вӑрӑ-хурахсем те ӑна ҫавнашкалах хурласа калаҫнӑ. 45  Кӑнтӑрлахи вуникӗ сехет* тӗлнелле ҫавӑнти пӗтӗм ҫӗре тӗттӗм хупӑрласа илнӗ, ҫакӑ кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетчен* тӑсӑлнӑ. 46  Виҫӗ сехет тӗлнелле Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Эли́, Эли́, лама́ савахвани́?» Ҫакӑ «Турӑҫӑм, Турӑҫӑм, мӗншӗн эсӗ мана хӑвартӑн?» тени пулать. 47  Ҫакна илтсен ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем: «Вӑл Илияна чӗнет», — теме пуҫланӑ. 48  Вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илнӗ те ӑна йӳҫӗ эрех сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ. 49  Ыттисем каланӑ: «Тӑхтӑр-ха! Айтӑр пӑхар, Илия́ ӑна ҫӑлма килӗ-и?» 50  Иисус каллех хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та вилсе кайнӑ*. 51  Ҫав вӑхӑтра храмри чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех икӗ пая пайланса ҫурӑлса аннӑ. Ҫӗр чӗтреннӗ, чул хысакӗсем ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ. 52  Тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ, вилнӗ сӑваплӑ ҫынсен кӗлеткисем нумайӑшӗ тулалла тухса ӳкнӗ*, 53  вӗсене нумай ҫын курнӑ. (Тупӑклӑхсем патӗнче пулнӑ ҫынсем Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн сӑваплӑ хулана кӗнӗ.) 54  Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, ҫавӑнта мӗн пулса иртнине курсан хытӑ хӑраса ӳкнӗ те: «Ку ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ иккен», — тенӗ. 55  Ҫавӑнта тата Иисуса пулӑшса ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсем нумай пулнӑ. Вӗсем мӗн пулса иртнине аякран пӑхса тӑнӑ. 56  Вӗсен хушшинче Мария Магдали́на, Иаковпа Ио́сия* амӑшӗ Мария тата Зеведе́й ывӑлӗсен амӑшӗ пулнӑ. 57  Каҫ тӗлнелле унта Аримафе́я ҫынни, Иосиф ятлӑ пуян ҫын, пынӑ. Вӑл та Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ. 58  Вӑл Пила́т патне кайса Иисусӑн кӗлеткине хӑйне пама ыйтнӑ. Пила́т вара Иисусӑн кӗлеткине ӑна пама хушнӑ. 59  Иосиф кӗлеткене илнӗ те ӑна таса, паха йӗтӗн пирпе чӗркенӗ, 60  унтан ту хысакӗнче касса тунӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тупӑклӑхне хунӑ. Вӑл тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑк умне пысӑк чул йӑвантарса хунӑ. 61  Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария вара ҫавӑнтах, тупӑклӑх умӗнчех, ларса юлнӑ. 62  Тепӗр кунне, шӑматкуна хатӗрленмелли кун иртсен, аслӑ священниксемпе фарисейсем Пила́т патне пуҫтарӑннӑ. 63  Вӗсем ӑна каланӑ: «Хуҫамӑр, эпир акӑ мӗн аса илтӗмӗр: леш ултавҫӑ хӑй чӗрӗ чухне: „Виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“, — тенӗччӗ. 64  Ҫавӑнпа унӑн тупӑклӑхне виҫҫӗмӗш кунччен хураллама хушсам, вӗренекенӗсем килсе унӑн кӗлеткине вӑрласа ан кайччӑр, кайран халӑха: „Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ!“ — тесе ан калаччӑр. Капла пулсан, кайранхи ултавӗ малтанхинчен те усалтарах пулӗ». 65  Пила́т вӗсене каланӑ: «Акӑ сире хуралҫӑсем. Кайӑр та хӑвӑр пӗлнӗ пек хураллӑр». 66  Вӗсем кайнӑ та тупӑклӑха хуплакан чула пичетлесе хунӑ тата хурал тӑратнӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юна».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юнӗшӗн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ватпа; сехрепе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет ҫитиччен» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Е «сывлама пӑрахнӑ».
Е «тӑнӑ; ҫӗкленнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».
Е, тен, «Иосиф».