Матфей 3:1—17

  • Шыва кӗртекен Иоанн ырӑ хыпар пӗлтерет (1—12)

  • Иисуса шыва кӗртни (13—17)

3  Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн Иудея пушхирӗнче ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫланӑ.  Вӑл ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ».  Шӑп ун ҫинчен Иса́ия пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пушхирте чӗнсе калаканӑн сасси илтӗнет: „Иегова* валли ҫул хатӗрлӗр! Ун валли ҫулсене такӑрлатӑр!“».  Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе вӑл саранча тата пыл* ҫисе пурӑннӑ.  Ун патне Иерусалимран, пӗтӗм Иудейӑран тата пӗтӗм Иорда́н таврашӗнчен ҫынсем пынӑ.  Вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗсем ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ, вара вӑл вӗсене Иорда́н юханшывӗнче шыва кӗртнӗ.  Фарисейсемпе саддукейсенчен нумайӑшӗ шыва кӗме пынине курсан, Иоанн вӗсене каланӑ: «Ҫӗлен ҫурисем, ҫитес ҫилӗрен хӑтӑлма пултаратӑр тесе сире кам каларӗ?  Ӳкӗннине ӗҫсемпе кӑтартӑр.  Хӑвӑр ӑшӑрта: „Пирӗн атте — Авраа́м“, — теме ан та хӑйӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраа́м валли ачасем тума пултарать. 10  Акӑ пуртӑ та йывӑҫсен тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Лайӑх ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ. 11  Эпӗ сире шыва кӗртетӗп, мӗншӗн тесен эсир ӳкӗнтӗр. Анчах ман хыҫҫӑн килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ унӑн сандалине хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сирӗнтен пӗрисене святой сывлӑшпа, теприсене вутпа шыва кӗртӗ*. 12  Сӑвӑрмалли кӗреҫи* те унӑн хӑйӗн аллинчех, вӑл йӗтемне* тасатса тухӗ те туллине кӗлете пухса хурӗ, арпине вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ». 13  Ҫавӑн чухне Иисус, хӑйне Иоанн шыва кӗрттӗр тесе, Галилейӑран Иорда́н хӗррине пынӑ. 14  Анчах Иоанн Иисуса чарасшӑн пулса ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ ман пата килтӗн? Санӑн мана шыва кӗртмелле». 15  Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ан чар мана, мӗншӗн тесен Турӑ хушнине* пирӗн пӗтӗмпех пурнӑҫламалла». Вара Иоанн ӑна шыва кӗртме килӗшнӗ. 16  Хӑйне шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус шывран тухнӑ. Акӑ тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Иисус ҫине Турӑ сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине курнӑ. 17  Тата тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Ҫакӑ манӑн юратнӑ Ывӑлӑм, эпӗ ӑна ырлатӑп».

Сноскӑсем

Е «кайӑк хурт пылне».
Ҫакӑ вӑл пӗрисене святой сывлӑшпа суйласа илессине, теприсене вутпа тӗп тӑвассине пӗлтерет.
Ҫакӑ — тырра арпи-хывӑхӗнчен ывӑтса уйӑрма усӑ курнӑ кӗреҫе.
Ҫакӑ — тырра арпи-хывӑхӗнчен тасатмалли вырӑн.
Е «мӗн тӳрӗ, ҫавна».