Ӳлӗмхи 13:1—18

  • Ҫичӗ пуҫлӑ тискер чӗрчун тинӗсрен тухать (1—10)

  • Икӗ мӑйракаллӑ тискер чӗрчун ҫӗр ӑшӗнчен тухать (11—13)

  • Ҫичӗ пуҫлӑ тискер чӗрчунӑн сӑнӗ (14, 15)

  • Тискер чӗрчунӑн палли тата хисепӗ (16—18)

13  Вӑл* тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче тӑратчӗ. Унтан эпӗ тинӗсрен вунӑ мӑйракаллӑ, ҫичӗ пуҫлӑ тискер чӗрчун тухнине куртӑм. Мӑйракисем ҫинче унӑн вунӑ диаде́мӑччӗ*, пуҫӗсем ҫинче вара Турра хурлакан ятсем ҫырса хунӑччӗ.  Эпӗ курнӑ тискер чӗрчун леопард евӗрлӗччӗ, урисем унӑн упа ури пекчӗ, ҫӑварӗ арӑслан ҫӑварӗ пекчӗ. Дракон ӑна вӑй, престол тата пысӑк власть пачӗ.  Пӑхрӑм та, тискер чӗрчунӑн пуҫӗсенчен пӗри вилмеллех суранланнӑ пек курӑнчӗ, анчах та ҫав суран тӳрленчӗ. Вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур ҫын тӗлӗнсе-савӑнса тискер чӗрчун хыҫҫӑн кайрӗ.  Тискер чӗрчуна власть панӑран ҫынсем дракона пуҫҫапрӗҫ, унтан тискер чӗрчуна хӑйне те ҫапла каласа пуҫҫапрӗҫ: «Тискер чӗрчун пекки кам пур? Кам унпа ҫапӑҫма пултарайӗ?»  Тискер чӗрчуна мӑнаҫлӑн калаҫма, Турра хурлакан сӑмахсем калама ирӗк панӑччӗ тата 42 уйӑх хушши хӑй тӑвас тенине тума власть панӑччӗ.  Вӑл Турра, унӑн ятне, вӑл пурӑнакан вырӑна тата тӳпере пурӑнакансене те хурлама пуҫларӗ.  Тискер чӗрчуна сӑваплисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма, вӗсене ҫӗнтерме май панӑччӗ. Ӑна мӗнпур йӑха, мӗнпур халӑха, мӗнпур нацие, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене пурне те тытса тӑма власть панӑччӗ.  Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ӑна пуҫҫапӗҫ. Тӗнче никӗсне хывнӑранпах вӗсен ячӗсене пуснӑ Путекӗн пурнӑҫ чӗркемӗ ҫине ҫырса пымаҫҫӗ.  Тимлӗ итлӗр! 10  Камӑн тыткӑна каймалла, вӑл тыткӑна кайӗ. Хӗҫпе вӗлерекене хӑйне те хӗҫпе вӗлермелле. Ҫавӑнпа та сӑваплисене чӑтӑмлӑх тата ӗненни кирлӗ. 11  Унтан эпӗ ҫӗр ӑшӗнчен тухакан тепӗр тискер чӗрчуна куртӑм. Унӑн путекӗнни пек икӗ мӑйрака пурччӗ, анчах калаҫма вӑл дракон пек калаҫатчӗ. 12  Ҫак тискер чӗрчун малтанхи тискер чӗрчун умӗнче унӑн пӗтӗм влаҫӗпе усӑ курать тата ҫӗре те, ун ҫинче пурӑнакансене те вилмеллех суранланнинчен тӳрленнӗ малтанхи тискер чӗрчуна пуҫҫаптарать. 13  Вӑл ҫынсем умӗнче питех те тӗлӗнмелле ӗҫсем* тӑвать, тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать. 14  Тискер чӗрчун умӗнче тума ирӗк панӑ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене улталать. Вӑл вӗсене тискер чӗрчунӑн — хӗҫпе суранлатнӑ пулсан та чӗрӗ юлнӑскерӗн — сӑнне тума хистет. 15  Ӑна тискер чӗрчунӑн сӑнне, вӑл калаҫма пултартӑр, хӑйне пуҫҫапма килӗшменнисене вӗлерттерме пултартӑр тесе, чӗртме* ирӗк панӑ. 16  Вӑл ҫынсене пурне те — кӗҫӗннисемпе аслисене те, пуянсемпе чухӑнсене те, ирӗклисемпе чурасене те — хӑйсен сылтӑм алли ҫине е ҫамки ҫине паллӑ ларттарма хистет. 17  Камӑн ҫав паллӑ — тискер чӗрчунӑн ячӗ е унӑн ячӗн хисепӗ — ҫук, ҫавӑ туянма та, сутма та пултараймӗ. 18  Кунта ӑслӑлӑх кирлӗ: кам ӑнланма пултарать, ҫавӑ тискер чӗрчунӑн хисепне тавҫӑрса илтӗр, мӗншӗн тесен ҫав хисеп — ҫын хисепӗ. Вӑл — 666.

Сноскӑсем

Урӑхла каласан, дракон.
Ку вӑл патшасем тӑхӑнакан пуҫ кӑшӑлӗ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аслӑ паллӑсем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑш пама».