Ӳлӗмхи 17:1—18

  • Аслӑ Вавилона суд тӑваҫҫӗ (1—18)

    • Пурте пӗлекен аскӑн хӗрарӑм хӗрлӗ тискер чӗрчун ҫинче ларать (1—3)

    • «Тискер чӗрчун малтан пурччӗ, халӗ вара вӑл ҫук, анчах кӗҫех вӑл тӗпсӗр вырӑнтан тухӗ» (8)

    • 10 мӑйрака Путекпе ҫапӑҫни (12—14)

    • 10 мӑйрака аскӑн хӗрарӑма курайми пулни (16, 17)

17  Ҫичӗ чашӑк тытнӑ ҫичӗ ангелтан пӗри пычӗ те мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана нумай шыв ҫинче ларакан, пурте пӗлекен аскӑн хӗрарӑма* наказани мӗнле панине кӑтартӑп.  Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа аскӑнланса пурӑнчӗҫ*, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн аскӑнлӑхӗн хӗрлӗ эрехне ӗҫсе ӳсӗрӗлетчӗҫ».  Святой сывлӑш хӑвачӗпе ангел мана пушхире илсе кайрӗ. Унта эпӗ ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ хӗрлӗ тискер чӗрчун ҫинче хӗрарӑм ларнине куртӑм. Тискер чӗрчун ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑччӗ.  Хӗрарӑм пурпур тӗслӗ*, хӗп-хӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑччӗ, ылтӑнпа, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе хитреленнӗччӗ. Аллине вӑл ылтӑн курка тытнӑччӗ, курки вара унӑн аскӑнлӑхӗн* ирсӗрлӗхӗпе тата тасамарлӑхӗпе тулнӑччӗ.  Унӑн ҫамки ҫине вӑрттӑн пӗлтерӗшлӗ ят ҫырса хунӑччӗ: «Аслӑ Вавилон, аскӑн хӗрарӑмсен* тата ҫӗр ҫинчи мӗнпур ирсӗрлӗхӗн амӑшӗ».  Эпӗ ҫав хӗрарӑм сӑваплисен юнне, Иисусӑн свидетелӗсен юнне ӗҫсе ӳсӗрӗлнине куртӑм. Ӑна курсан эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.  Вара ангел мана ҫапла каларӗ: «Эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? Эпӗ сана ҫак хӗрарӑмӑн тата вӑл ларакан ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер чӗрчунӑн вӑрттӑнлӑхне каласа парӑп.  Эсӗ курнӑ тискер чӗрчун малтан пурччӗ, халӗ вара вӑл ҫук, анчах кӗҫех вӑл тӗпсӗр вырӑнтан тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — камӑн ячӗсене тӗнче никӗсне хывнӑранпах пурнӑҫ чӗркемӗ ҫине ҫырса хуман, ҫавсем — тискер чӗрчун малтан пуррине, кайран ҫуккине, унтан каллех килнине курсан тӗлӗнӗҫ.  Ҫакна ӑнланма ӑслӑлӑх кирлӗ. Ҫичӗ пуҫ ҫичӗ тӑва пӗлтерет, ҫак тусем ҫинче хӗрарӑм ларать. 10  Вӗсемех ҫичӗ патшана пӗлтереҫҫӗ: вӗсенчен пиллӗкӗшӗ пӗтнӗ, пӗри пур, тепри вара килмен-ха, анчах та килсен нумаях тӑмӗ. 11  Малтан пулнӑ, кайран ҫухалнӑ тискер чӗрчун саккӑрмӗш патша та пулать. Вӑл ҫиччӗшӗнчен пулса кайнӑ, вӑл тӗп пулӗ. 12  Тискер чӗрчунӑн вунӑ мӑйраки хальлӗхе патшалӑх илмен вунӑ патшана пӗлтерет. Вӗсем тискер чӗрчунпа пӗрле пӗр сехетлӗхе патшара ларма власть илӗҫ. 13  Вӗсен пӗр тӗллев*, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен вӑйне тата влаҫне тискер чӗрчуна параҫҫӗ. 14  Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах Путек хуҫасен Хуҫи тата патшасен Патши пулнӑран вӗсене ҫӗнтерӗ. Чӗнсе илнисем, суйласа илнисем тата шанчӑклисем унпа пӗрле ҫӗнтерӗҫ». 15  Ангел мана каларӗ: «Аскӑн хӗрарӑм* ларакан шывсем халӑхсене, нацисене, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене пӗлтереҫҫӗ. 16  Эсӗ курнӑ тискер чӗрчунпа унӑн вунӑ мӑйраки аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ, вӗсем ӑна ҫаратса тухӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ, унӑн ӳтне ҫисе ярӗҫ, ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ. 17  Мӗншӗн тесен Турӑ вӗсен ӑшне хӑй тӑвас тенине тума шухӑш кӗртӗ, урӑхла каласан, хӑйсен тӗллевне пурнӑҫа кӗртме — Туррӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланиччен хӑйсен патшалӑхне тискер чӗрчуна пама — шухӑш кӗртӗ. 18  Эсӗ курнӑ хӗрарӑм вара ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланакан аслӑ хулана пӗлтерет».

Сноскӑсем

Е «проституткӑна».
Е «тӗксӗм хӗрлӗ».
Е «проституткӑсен».
Е «вӗсем пӗр шухӑшлӑ».
Е «проститутка».