Ӳлӗмхи 6:1—17

  • Путек малтанхи ултӑ пичете хӑйпӑтса илет (1—17)

    • Шурӑ лаша ҫинчи юланутҫӑ ҫӗнтерме тухать (1, 2)

    • Вут-ҫулӑм пек хӗрлӗ лаша ҫинчи юланутҫӑ ҫӗр ҫинчен мире илет (3, 4)

    • Хура лаша ҫинчи юланутҫӑ выҫлӑх илсе килет (5, 6)

    • Шуранка лаша ҫинчи юланутҫӑ Вилӗм ятлӑ (7, 8)

    • Парне вырӑнӗ патӗнче вӗлернӗ чунсем (9—11)

    • Ҫӗр хытӑ чӗтренни (12—17)

6  Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗрремӗшне хӑйпӑтса илнине куртӑм. Унтан тӑватӑ херувимран* пӗри аслати авӑтнӑ пек сасӑпа: «Кай!» — тенине илтрӗм.  Вара эпӗ шурӑ лашана куртӑм, юланутҫин аллинче ухӑ пурччӗ, ӑна пуҫ кӑшӑлӗ панӑ. Вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пек ҫӗнтерме тухрӗ.  Путек иккӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ иккӗмӗш херувим: «Кай!» — тенине илтрӗм.  Вара тепӗр лаша, вут-ҫулӑм пек хӗрлӗ лаша, тухрӗ. Юланутҫине, ҫынсем пӗр-пӗрне вӗлерччӗр тесе, ҫӗр ҫинчен мире илме ирӗк панӑ тата ӑна пысӑк хӗҫ те панӑ.  Путек виҫҫӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ виҫҫӗмӗш херувим: «Кай!» — тенине илтрӗм. Вара эпӗ хура лашана куртӑм, юланутҫин аллинче тараса пурччӗ.  Эпӗ тӑватӑ херувим хушшинчен сасӑ илтрӗм: «Пӗр хи́никс* тулӑ пӗр дина́ри* тӑрать, виҫӗ хи́никс урпа та пӗр дина́ри тӑрать. Олива ҫӑвӗпе хӗрлӗ эрехе перекетлӗ тыт*».  Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ тӑваттӑмӗш херувим: «Кай!» — тенине илтрӗм.  Вара эпӗ шуранка лашана куртӑм, юланутҫи Вилӗм ятлӑччӗ, ун хыҫҫӑн виле шӑтӑкӗ* пыратчӗ. Вӗсене ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне вӑрӑм хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чирпе тата ҫӗр ҫинчи тискер чӗрчунсемпе вӗлерме власть панӑ.  Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ патӗнче кама Туррӑн сӑмахне тытса тӑнӑшӑн тата ырӑ хыпара пӗлтернӗшӗн вӗлернӗ, ҫавсен чунӗсене* куртӑм. 10  Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ: «Аслӑ Ҫӳлхуҫа, сӑвапли тата чӑнни, эсӗ тата хӑҫанччен кӗтӗн-ши? Хӑҫанччен эсӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене суд тумасӑр, вӗсене пирӗн юншӑн тавӑрмасӑр тӑрӑн-ши?» 11  Вӗсене пурне те шурӑ тумтир пачӗҫ, вӗсене тата кӑштах — хӑйсен шучӗ хӑйсене вӗлернӗ пекех вӗлерес тӑванӗсемпе, хӑйсемпе пӗр ӗҫ тӑвакансемпе*, тулса ҫитиччен — кӗтме каларӗҫ. 12  Эпӗ Путек улттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илнине куртӑм. Вара ҫӗр хытӑ чӗтренсе кайрӗ, хӗвел ҫӑмран тунӑ хуйхӑ тумтирӗ* пек хуралчӗ, уйӑх юн пек хӗрелчӗ. 13  Тӳпери ҫӑлтӑрсем, инжир йывӑҫӗн пиҫсе ҫитмен ҫимӗҫӗсем вӑйлӑ ҫиле пула ӳкнӗ пек, ҫӗр ҫине ӳкрӗҫ. 14  Тӳпе те чӗркем пек чӗркенсе ҫухалчӗ, тусемпе утравсем пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен тапранчӗҫ. 15  Ҫӗр ҫинчи патшасем, аслӑ пуҫлӑхсем, ҫар пуҫлӑхӗсем, пуянсем, вӑйлисем, мӗнпур чура тата мӗнпур ирӗклӗ ҫын ҫӗр хӑвӑлӗсенче тата ту хушӑкӗсенче пытанчӗҫ. 16  Вӗсем тусемпе чул хысакӗсене ҫапла каласа тӑчӗҫ: «Ӳкӗр пирӗн ҫине, престол ҫинче лараканран тата Путек ҫиллинчен пытарӑр пире! 17  Вӗсен ҫиллин аслӑ кунӗ ҫитрӗ. Ӑна кам чӑтса ирттерме пултарӗ?»

Сноскӑсем

Е «чӗрӗ чунран».
Пӗрчӗллӗ япаласен калӑпӑш виҫи, 1 литртан кӑшт ытларах.
Рим кӗмӗл укҫи. Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «сиен ан кӳр».
Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.
Ҫакӑ парне вырӑнӗ умӗнче тӑкӑннӑ вӗсен юнне — вӗсен пурнӑҫне сӑнласа паракан юна — пӗлтерет пулмалла. Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.
Е «хӑйсем пекех чурасемпе».
Ӑна качака ҫӑмӗнчен тунӑ пулмалла.