1 Коринф 6:1—20

  • Христиансем пӗр-пӗринпе судлашни (1—8)

  • Камсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ? (9—11)

  • «Хӑвӑр кӗлеткепе Турра мухтава кӑларӑр» (12—20)

    • «Аскӑнлӑхран тарӑр!» (18)

6  Сирӗн хушшӑрта кам та пулин тӑванӗпе тавлашса кайсан, мӗнле-ха вӑл сӑваплӑ ҫынсем патне мар, тӳрӗ мар ҫынсем патне судлашма кайма хӑять?  Сӑваплӑ ҫынсем тӗнчене суд тӑвассине эсир пӗлместӗр-им? Сирӗн тӗнчене суд тумалла пулсан, эсир пӗчӗк ӗҫсене татса пама пултараймастӑр-и вара?  Эпир ангелсене суд тӑвассине эсир пӗлместӗр-им? Апла мӗншӗн-ха эсир кулленхи пурнӑҫри ӗҫсене татса параймастӑр?  Ҫавӑн пек ӗҫсене татса памалла чухне мӗншӗн эсир пуху ырламан ҫынсене хӑвӑра суд тума шанса паратӑр?  Ҫакна сире намӑс пултӑр тесе калатӑп. Тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан пӗр ӑслӑ ҫын та ҫук-и сирӗн?  Тӑван тӑвана суда илсе каять, ҫитменнине тата ӗненменнисем патне!  Пӗр-пӗринпе судлашнишӗнех сире намӑс. Тӗрӗсмарлӑха чӑтсан лайӑхрах мар-и? Ҫухату тӳссен аванрах пулмасть-и?  Эсир вара хӑвӑр тӗрӗс маррине тӑватӑр, туртса илетӗр, ҫитменнине тата хӑвӑрӑн тӑванӑрсемпе хӑвӑра ҫапла тытатӑр!  Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗрейменнине* эсир пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑн ҫынсем*, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем, аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрне улталакансем, арҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗрекен арҫынсем*, 10  вӑрӑсем, ҫӑткӑн ҫынсем, ӗҫке ернисем, ыттисене хӑртакансем, ҫаратакансем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ. 11  Сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем ҫавнашкал пулнӑ та. Анчах Турӑ сире ҫуса тасатрӗ, сӑваплӑ турӗ, хӑйӗн сывлӑшӗпе тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе сирӗн пирки тӳрӗ ҫынсем тесе пӗлтерчӗ. 12  Манӑн пурне те тума юрать, анчах пурте усӑллӑ мар. Манӑн пурне те тума юрать, анчах эпӗ ниме те хампа хуҫаланма памастӑп. 13  Апат-ҫимӗҫ хырӑм валли, хырӑм та апат-ҫимӗҫ валли, анчах та Турӑ ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Кӗлетке аскӑнлӑх* валли мар, Ҫӳлхуҫа валли, Ҫӳлхуҫа та кӗлетке валли. 14  Турӑ хӑйӗн вӑйӗпе Ҫӳлхуҫана вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, пире те чӗртсе тӑратӗ. 15  Сирӗн кӗлеткесем Христос кӗлеткин пайӗсем пулнине эсир пӗлместӗр-им? Апла, Христос кӗлеткин пайӗсене илсе вӗсене аскӑн хӗрарӑмпа* пӗрлештермелле-и манӑн? Ҫук паллах! 16  Аскӑн хӗрарӑмпа пӗрлешекен унпа пӗр кӗлетке пулнине эсир пӗлместӗр-им? Турӑ: «Иккӗшӗ пӗр кӗлетке* пулса тӑрӗҫ», — тет вӗт. 17  Ҫӳлхуҫапа пӗрлешекен вара унпа пӗр шухӑшлӑ* пулать. 18  Аскӑнлӑхран* тарӑр! Ҫын тума пултаракан ытти ҫылӑхсем — ун кӗлеткин тулашӗнче, анчах ҫын аскӑн ӗҫ тӑвать пулсан, вӑл хӑйӗн кӗлеткине хирӗҫ ҫылӑх тӑвать. 19  Сирӗн кӗлетке святой сывлӑшӑн храмӗ пулнине эсир пӗлместӗр-им? Ҫав сывлӑш сирӗн ӑшӑрта, эсир ӑна Турӑран илнӗ. Эсир ӗнтӗ хӑвӑрӑн мар, 20  мӗншӗн тесен сире пысӑк хак парса илнӗ. Эппин, хӑвӑр кӗлеткепе Турра мухтава кӑларӑр.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «еткерлӗхе илес ҫуккине».
Е «гомосексуалистсем». Грек текстӗнче кунта икӗ тӗрлӗ сӑмахпа усӑ курнӑ: пӗри — хӑйсемпе ытти арҫынсене ар хутшӑнӑвне кӗме ирӗк паракан арҫынсене пӗлтерет, тепри — арҫынсемпе ар хутшӑнӑвне кӗрекен арҫынсене пӗлтерет.
Словаре пӑхӑр.
Е «проституткӑпа».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр сывлӑш».
Словаре пӑхӑр.