2 Коринф 1:1—24

  • Салам сӑмахӗсем (1, 2)

  • Турӑ мӗнпур хӗн-хурта йӑпатать (3—11)

  • Павел хӑй ӑҫта каяссине улӑштарнӑ (12—24)

1  Павел, Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулса тӑнӑскер, тата пирӗн тӑван Тимофей — Коринфри Туррӑн пухӑвне тата пӗтӗм Ахайӑри мӗнпур сӑваплӑ ҫынна.  Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.  Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Туррине тата Ашшӗне мухтав пултӑр! Вӑл — хӗрхенӳ Ашшӗ тата йӑпату Турри.  Вӑл пире эпир куракан мӗнпур хӗн-хурта йӑпатать. Ҫапла вара эпир те ыттисене, вӗсем кирек мӗнле хӗн-хур курсан та, Турӑ хамӑра йӑпатнӑ пек йӑпатма пултаратпӑр.  Эпир Христосшӑн нумай асап тӳсетпӗр, анчах Христоса пулах йӑпату та нумай илетпӗр.  Хӗн-хур курасса та эпир сирӗн йӑпатупа ҫӑлӑнӑҫ илмелле пултӑр тесе хӗн-хур куратпӑр. Пире йӑпатасса та сирӗн йӑпату илмелле пултӑр тесе йӑпатаҫҫӗ. Ҫак йӑпату сире эпир тӳсекен асапсенех чӑтса ирттерме пулӑшать.  Эпир сирӗн пирки пӗртте иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: эсир пирӗн пекех асап тӳсетӗр пулсан, пирӗн пекех йӑпату та илетӗр.  Тӑвансем, эпир сире хамӑрпа Азире* мӗн пулни ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. Пире шутсӑр йывӑр пулчӗ, ҫавна эпир хамӑр вӑйпа чӑтса ирттереймен пулӑттӑмӑр. Эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанманччӗ.  Пирӗн пирки вилӗм приговорне йышӑннӑ пекех туйӑнатчӗ пире. Ҫакӑ пурте пире хамӑр ҫине мар, вилнисене чӗртсе тӑратакан Турӑ ҫине шанма вӗрентрӗ. 10  Вӑл пире ҫавӑн чухне вилӗмрен хӑтарчӗ, ҫавӑнпа эпир вӑл пире малалла та хӑтарасса шанса тӑратпӑр. 11  Эсир те пирӗншӗн хӗрӳллӗн кӗлтунипе пире пулӑшма пултаратӑр. Нумайӑшӗ пирӗншӗн кӗлтуса ыйтнӑран Турӑ илтӗ те пире пулӑшӗ, вара ҫакӑншӑн нумайӑшӗ ӑна тав тӑвӗ. 12  Эпир акӑ мӗн калама пултаратпӑр: ҫак тӗнчери ҫынсем хушшинче, уйрӑмах сирӗн хушшӑрта, эпир сӑваплӑ пурӑнатпӑр тата хамӑра Турӑ вӗрентнӗ пек тытатпӑр — икӗпитлӗн хӑтланмастпӑр. Ҫакна эпир ҫынсен ӑслӑлӑхӗ ҫине мар, Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫине шанса тӑватпӑр. Ҫакна таса совеҫпе калама пултарнишӗн эпир мухтанатпӑр. 13  Тӗрӗссипе каласан, эпир хӑвӑр мӗн вулама тата ӑнланма пултаратӑр*, ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ ҫыратпӑр. Эпӗ эсир ҫакна пӗтӗмпех* ӑнланасса шанса тӑратӑп. 14  Эсир пирӗнпе мухтанма пултарнине сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем ӑнланса илчӗҫ те ӗнтӗ. Эпир те сирӗнпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн кунӗнче мухтанӑпӑр. 15  Ҫавна ҫирӗп шанса тӑрса, сире каллех савӑнтармашкӑн* эпӗ сирӗн пата иккӗмӗш хут пырасшӑнччӗ. 16  Мӗншӗн тесен эпӗ Македоние кайнӑ чухне ҫула май сирӗн пата кӗрсе тухасшӑнччӗ, кайран Македонирен сирӗн патах таврӑнасшӑнччӗ, эсир вара мана Иудейӑна ӑсатса ярӑттӑрччӗ. 17  Ҫапла тума шутласа хунӑ чухне эпӗ ҫӑмӑлттай пулмарӑм-ши? Е мӗн те пулин тума шутласа хунӑ чухне эпӗ ҫынсем тунӑ пек тӑватӑп-и: малтан «ҫапла», кайран «ҫук» тетӗп-и? 18  Турӑ шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнӑ пекех, эпир те шанӑҫа тивӗҫлӗ. Эпир сире малтан «ҫапла», кайран вара «ҫук» теместпӗр. 19  Эпир — эпӗ, Силуа́н* тата Тимофей — сире Туррӑн Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтертӗмӗр, вӑл та «ҫапла» тесен «ҫук» темест, вӑл «ҫапла» тени яланах «ҫапла» пулать. 20  Турӑ кирек мӗн чухлӗ сӑмах панӑ пулсан та, ун урлӑ вӗсем «ҫапла» пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та эпир Иисус урлӑ Турра «аминь» тетпӗр, ҫапла эпир Турра мухтав кӳретпӗр. 21  Турӑ хӑех эсир те, эпир те Христосӑн тесе шантарать, вӑлах пире суйласа илнӗ. 22  Вӑл пирӗн ҫине пичет те лартнӑ тата пулас пиллӗхсене пама шантарса* пирӗн чӗре ӑшне хӑйӗн сывлӑшне хывнӑ. 23  Турӑ умӗнче тупа туса калатӑп: эпӗ сире хӗрхеннӗрен Коринфа халиччен пымарӑм. 24  Эпир сирӗн ӗненӳпе хуҫаланатпӑр тесшӗн мар эпӗ, эпир, сире савӑнӑҫлӑ тӑвас тесе, сирӗнпе пӗрле ӗҫлесе тӑратпӑр, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр ӗненнине пула ҫирӗп тӑратӑр.

Сноскӑсем

Е «канӑҫлӑх».
Словаре пӑхӑр.
Е, тен, «унччен мӗн лайӑх пӗлнӗ тата ӑнланнӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗҫне ҫитичченех».
Е, тен, «сирӗн икӗ хутчен усӑ илмелле пултӑр тесе».
Ӑна тата Си́ла тесе чӗннӗ.
Е «гаранти парса».