Ҫынсене вӗрентнӗ чухне Иисус Христос пуринчен ытла Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши унӑн вӗренекенӗсем ҫав Патшалӑх килтӗр тесе кӗлтӑваҫҫӗ.
Иисус Христосӑн вилӗмне аса илмелли уява паллӑ тума миллион-миллион ҫын кашни ҫул пӗрле пуҫтарӑнать. Ҫак событи сирӗншӗн мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ытларах пӗлме чӗнетпӗр.