Чӑн-чӑн телей кӳрекен юрату
«Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх телейлӗ» (ПС. 143:15).
1. Эпир пурӑнакан вӑхӑт уйрӑмах мӗнпе палӑрса тӑрать?
ЫТТИ вӑхӑтпа танлаштарсан, эпир питӗ тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Библире малтанах каласа хунӑ пек, Иегова паян «имсӗр-сумсӑр ҫынна... пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен» пухать. Ҫак «вӑйлӑ халӑх» 8 миллион ытла телейлӗ ҫынран тӑрать, вӗсем «кунӗн-ҫӗрӗн... Турра ӗҫлесе тӑраҫҫӗ» (Ӳлӗм. 7:9, 15; Ис. 60:22). Турра тата ҫывӑх ҫынна юратакан ҫынсем ҫав таран нумай нихӑҫан та пулман.
2. Турӑран ютшӑнса пурӑнакан ҫынсем кама тата мӗне ытларах юратаҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
2 Анчах та пирӗн вӑхӑтра Турӑран ютшӑнса пурӑнакан ҫынсен пачах урӑхла юрату, эгоистла юрату, пуласси пирки Сӑваплӑ Ҫырура унчченех пророкла каласа хунӑ пулнӑ. Павел апостол юлашки кунсенче «ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. [...] ...Турра юратас вырӑнне киленсе пурӑнма юратӗҫ» тесе ҫырнӑ (2 Тим. 3:1—4, ҪХ). Ҫавӑн пек эгоистла юратупа христианла юрату хушшинче нимӗнле пӗрпеклӗх те ҫук. Хӑшӗ-пӗрисем харпӑр хӑйне ытларах юратни телей кӳрет тесе тӗрӗс мар шутлаҫҫӗ. Ҫавна пула хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшакан ҫынсем нумайлансах пыраҫҫӗ, пурнӑҫ вара йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрлансах пырать.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр тата мӗнле тӗллевпе?
3 Хӑйсене ҫеҫ юратакан ҫынсем нумайлансах пыни христиансемшӗн хӑрушлӑх пулса тӑрасса Павел ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ҫавнашкал ҫынсенчен пӑрӑнмалла тенӗ (2 Тим. 3:5). Анчах та ҫавӑн пек ҫынсемпе пачах хутшӑнмасӑр пурӑнма май ҫук. Ҫак тӗнче витӗмне лекес мар тесен тата хамӑр ӗҫсемпе Иеговӑна, юрату Туррине, савӑнтарас тесен мӗн тумалла? Айтӑр Турра юрӑхлӑ юратӑва 2 Тимофей 3:2—4 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ юратупа танлаштарса пӑхар. Ҫакӑ пире хамӑра тӗрӗслесе пӑхма тата чӑн-чӑн телей кӳрекен юратупа юратнине кӑтартас тесе хамӑрта улшӑнусем тума пулӑшӗ.
ХАМӐРА ЮРАТМАЛЛА-И Е ТУРРА-И?
4. Хамӑра виҫеллӗ юратнинче мӗншӗн ним япӑххи те ҫук?
4 «Ҫынсем хӑйсене... кӑна юратӗҫ». Павелӑн ҫак сӑмахӗсем хамӑра пачах юратмалла маррине пӗлтереҫҫӗ-и? Паллах, апла мар. Хамӑра юратнинче ним япӑххи те ҫук, хамӑра юратмалла та. Пире Иегова ҫапла тунӑ. Иисус та «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тенӗ (Марк 12:31). Эпир хамӑра юратмастпӑр пулсан, вара хамӑр ҫывӑх ҫынна та юратаймастпӑр. Библире тата ҫапла каланӑ: «Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать: хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать. Никам та нихӑҫан та хӑй тӑл-пӗвне хӑй кураймасӑр пурӑнмасть, ӑна тӑрантарса, ӑшӑтса усрать» (Эф. 5:28, 29). Куратпӑр ӗнтӗ, хамӑра юратмалла, анчах виҫине пӗлмелле.
5. Хӑйне ҫеҫ юратакан ҫынна эсир мӗнле сӑнласа панӑ пулӑттӑр?
5 2 Тимофей 3:2-мӗшӗнче ҫынсем хӑйсене юратакан пулӗҫ тенӗ чухне Павел пачах урӑхла юрату ҫинчен каланӑ. Вӑл унта эгоистла, пӑсӑк юрату ҫинчен ҫырнӑ. Хӑйне ытлашши юратакан ҫын хӑй ҫинчен кирлинчен те ытларах шутлать. (Рим 12:3 вуласа пар.) Вӑл хӑйне ҫеҫ лайӑх пултӑр тет, ыттисем ҫинчен пачах шутламасть. Ӗҫ ӑнмасан вӑл хӑйне мар, ялан урӑх ҫынсене айӑплать. Библи тӗпчевҫисем харпӑр хӑйне ҫеҫ юратакан ҫынна ҫӑмха пек чӑмӑртанса выртнӑ чӗрӗппе танлаштарса кӑтартнӑ: хӑйне валли унӑн ҫемҫе те ӑшӑ ҫӑм, ыттисем валли вара — шӗвӗр йӗпсем. Ҫавӑн пек эгоистсем чӑн-чӑн телей тупаймаҫҫӗ.
6. Турра юратни мӗнле усӑ парать?
6 Юлашки кунсенче пурӑнакан ҫынсен япӑх енӗсем ҫинчен ҫырнӑ чухне мӗншӗн Павел чи малтан эгоистла юрату пирки ҫырнӑ? Мӗншӗн тесен, хӑш-пӗр Библи тӗпчевҫисем шутланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек юратӑва пула апостол асӑннӑ ытти япӑх енсем аталанаҫҫӗ. Турра юратакан ҫынсем вара пачах урӑх енсене кӑтартаҫҫӗ. Библи тӑрӑх, Турра юрӑхлӑ юрату савӑнӑҫпа, канӑҫлӑхпа, тӳсӗмлӗхпе, ырӑ кӑмӑлпа, хӗрхеннипе, шанчӑклӑхпа, йӑвашлӑхпа, чарулӑхпа ҫыхӑнса тӑрать (Гал. 5:22, 23). Псалом юрлакан: «Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх телейлӗ»,— тесе ҫырнӑ (Пс. 143:15). Иегова — телейлӗ Турӑ, ҫавӑнпа уншӑн ӗҫлесе тӑракансем те телейлӗ. Хӑйсене ҫеҫ юратакан тата усӑ илесшӗн ҫеҫ тӑрӑшакан ҫынсемпе танлаштарсан, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ыттисене пулӑшса савӑнӑҫ илеҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:35).
7. Эпир Турра мӗн тери хытӑ юратнине тӗрӗслеме мӗнле ыйтусем пулӑшаҫҫӗ?
7 Эпир хамӑра Турра юратнинчен те вӑйлӑрах юратма пуҫланипе пуҫламаннине мӗнле тӗрӗслесе пӑхма пулать? Филиппӑ 2:3, 4 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: «Нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр. Кашнийӗ пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑштӑр». Хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Эпӗ ҫак канаша тытса тӑратӑп-и? Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама чӑнах та тӑрӑшатӑп-и? Пухури тӑвансене тата ырӑ хыпара итлекенсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шутлатӑп-и?» Ҫапла тума нумай вӑй хумалла тата хамӑра шеллемелле мар. Вара Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан пире ырлӗ, ҫавӑнтан лайӑхраххи тата мӗн пулма пултартӑр?
8. Турра юратни хӑш-пӗр христиансене мӗн тума хавхалантарнӑ?
8 Иеговӑна юратнине пула хӑш-пӗрисем ытларах ырӑ хыпар сарма май пултӑр тесе чаплӑ карьерӑна хӑварнӑ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Эрика тухтӑр пулса ӗҫлет. Унӑн медицинӑра лайӑх карьера тума май пулнӑ, анчах та ун вырӑнне вӑл пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Эрика упӑшкипе пӗрле нумай ҫӗршывра ырӑ хыпар сарнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшланӑ май вӑл ҫапла калать: «Эпир урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсене пулӑшатпӑр. Пирӗнпе нумай мӗн интересли пулса иртрӗ тата эпир чылай ҫынпа туслашрӑмӑр. Ҫакӑ пирӗн пурнӑҫа чӑннипех пуянлатрӗ. Эпӗ халь те тухтӑр пулса ӗҫлетӗп, анчах та ҫынсене Иегова ҫинчен вӗрентме тата тӑвансене пулӑшма вӑхӑта ытларах уйӑратӑп тата нумайрах вӑй хуратӑп».
ҪӖР ҪИНЧИ ПУЯНЛӐХА ПУХМАЛЛА-И Е ПӖЛӖТРИНЕ-И?
9. Укҫана юратни мӗншӗн телей кӳмест?
9 Павел ҫынсем «укҫана кӑна юратӗҫ» тесе ҫырнӑ. Темиҫе ҫул каялла Ирландире пӗр пионерпа ҫапла пулса иртнӗ. Арҫынпа калаҫнӑ чухне лешӗ бумажникне туртса кӑларнӑ та укҫа ҫине кӑтартса: «Акӑ ман турӑ!» — тенӗ. Пурте ҫапла тӳррӗн каламаҫҫӗ пулсан та, ҫакна курма пулать: паян ҫынсем укҫана тата унпа туянма пултаракан япаласене хытӑ юратаҫҫӗ. Анчах та Библи ҫапла асӑрхаттарса калать: «Кӗмӗле юратакан кӗмӗлпе тӑранаймӗ; пуянлӑха юратаканшӑн унран усси ҫук» (Еккл. 5:9). Унашкал ҫынсене, укҫи кирек мӗн чухлӗ пулсан та, нихӑҫан та ҫитмест. Вӗсем нумайрах та нумайрах укҫа пухас тесе «хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ» (1 Тим. 6:9, 10).
10. Агур чухӑнлӑхпа пуянлӑх ҫинчен мӗн ҫырнӑ?
10 Паллах ӗнтӗ, укҫасӑр пурӑнма май ҫук. Вӑл пире хӑш-пӗр енчен хӳтлӗх те парать (Еккл. 7:12). Анчах та ҫыннӑн пурӑнмалӑх мӗн кирли ҫеҫ пур пулсан, вӑл телейлӗ пулма пултарать-и? Паллах, пултарать! (Екклесиаст 5:11 вуласа пар.) Иакей ывӑлӗ Агур Турра ҫапла кӗлтунӑ: «Чухӑнлӑх та, пуянлӑх та ан пар мана — паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар мана». Агурӑн мӗншӗн чухӑн пулас килменни пире тӗлӗнтермест. Малалла ӑнлантарнӑ май вӑл ҫука юлса вӑрламалла ан пултӑр, ҫапла вара Турра чыссӑрлатмалла ан пултӑр тенӗ. Анчах та мӗншӗн унӑн пуян пулас килмен-ши? Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Мӑнтӑра тухса, манӑн Сана пӑрахмалла, „Ҫӳлхуҫа кам вӑл?“ тесе каламалла ан пултӑр» (Ытар. 30:8, 9). Тен, эсир те Турӑ ҫине шанас вырӑнне хӑйсен пуянлӑхӗ ҫине шанакан ҫынсене пӗлетӗр пулӗ.
11. Иисус укҫа-тенкӗ пирки мӗнле канаш панӑ?
11 Укҫана юратакансем Турра савӑнтарма пултараймаҫҫӗ. Иисус каланӑ: «Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр». Тата вӑл ҫапла та каланӑ: «Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, кунта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрлаҫҫӗ; эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр: унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, унта вӑрӑсем Матф. 6:19, 20, 24).
те алтса кӗрсе вӑрламаҫҫӗ» (12. Ансат пурнӑҫпа пурӑнни Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме май панине кӑтартакан тӗслӗх каласа парӑр.
12 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне ансатлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсен Иегова хушнӑ ӗҫе тума ытларах вӑхӑт тупӑнать тата вӗсем хӑйсене телейлӗрех туяҫҫӗ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Джекӑн пысӑк ҫурт тата хӑйӗн бизнес пулнӑ. Анчах та вӑл хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле пионер пулса ӗҫлесшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫавна веҫех хӑварас тенӗ. Вӑл аса илет: «Хамӑрӑн хитре ҫурта тата ҫӗр лаптӑкне сутма йышӑну тума ҫӑмӑл мар пулчӗ. Анчах та ӗҫре проблемӑсем нумай пулнӑран киле ялан пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа таврӑнаттӑм. Манӑн арӑм вара, пионер пулса ӗҫлекенскер, ялан савӑнӑҫлӑ ҫӳретчӗ. Вӑл калатчӗ: „Ман начальник чи лайӑххи!“ Халӗ эпӗ те пионер, эпир иксӗмӗр те пӗр начальникшӑн, Иеговӑшӑн, ӗҫлетпӗр».
13. Укҫа ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине эпир мӗнле тӗрӗслесе пӑхма пултаратпӑр?
13 Укҫа ҫине хӑвӑр мӗнле пӑхнине тӗрӗслес тесе ҫак ыйтусем ҫине пӗр ултавсӑр хуравласа пӑхӑр: «Библире укҫа пирки мӗн калани тӗрӗс пулнине ӗненетӗп-и тата ҫакӑ ман ӗҫсенчен курӑнать-и? Эпӗ ытларах укҫа ӗҫлесе илес тесе ҫеҫ тӑрӑшатӑп-и? Маншӑн мӗн хаклӑрах: пурлӑх-и е Иеговӑпа тата ыттисемпе хам хушшинчи хутшӑнусем-и? Иегова маншӑн тӑрӑшасса эпӗ чӑнах та ӗненетӗп-и?» Иегова хӑй ҫине шанакансен ӗмӗтне нихӑҫан та татас ҫук, ҫавӑн пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те пулмалла мар (Матф. 6:33).
ТУРРА ШЫРАМАЛЛА-И Е КИЛЕНӖҪЕ-И?
14. Киленӳсем ҫине тӗрӗс пӑхни мӗне пӗлтерет?
14 Пророкла каласа хунӑ пекех, хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ «Турра юратас вырӑнне киленсе пурӑнма юрат[аҫҫӗ]». Хамӑр ҫинчен тата укҫа-тенкӗ ҫинчен виҫеллӗ шухӑшланинче ним япӑххи те ҫук, ҫавӑн пекех виҫеллӗ киленсе пурӑнассинче те ним япӑххи те ҫук. Хӑш-пӗр ҫынсем шутланӑ тӑрӑх вара, пирӗн пач та савӑнса-киленсе пурӑнмалла мар, анчах Иегова пире ҫапла вӗрентмест. Библире Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хавхалантарса ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӑкӑрна Еккл. 9:7).
хӗпӗртесе ҫи, эрехне чунна савӑнтарса ӗҫ» (15. «Киленсе пурӑнма» юратакансем камсем вӗсем?
15 2 Тимофей 3:4-мӗшӗнче киленсе пурӑнма юратакан ҫынсем пирки каланӑ. Вӗсен пурнӑҫӗнче Турӑ валли вырӑн ҫук. Ҫак сӑвӑ йӗркинче ҫынсем киленӗҫе Турӑран ытларах юратӗҫ тесе ҫырман — ун пек ҫырнӑ пулсан, вӗсем Турра кӑшт та пулин юратнине пӗлтернӗ пулӗччӗ. Унта «Турра юратас вырӑнне киленсе пурӑнма юратӗҫ» тенӗ. Ҫак сӑвӑ йӗрки пирки пӗр Библи тӗпчевҫи ҫапла каланӑ: «Кунта ҫынсем Турра кӑшт та пулин юратӗҫ текен шухӑш ҫук тесе татӑклӑн калама пулать. Вӗсем Турра пачах юратмаҫҫӗ». Ҫакӑ киленсе пурӑнма юратакансемшӗн лайӑх асӑрхаттару. Библире ҫавӑн пек ҫынсем пирки «пурӑнӑҫ киленӗҫӗпе хупланаҫҫӗ» тенӗ (Лука 8:14).
16, 17. Иисус киленӳсем ҫине мӗнле пӑхнӑ?
16 Киленӳ ҫине тӗрӗс пӑхма Иисусран вӗренме пултаратпӑр. Вӑл ӗҫкӗ-ҫикӗсенче пулкаланӑ (Иоанн 2:1—10; Лука 5:29). Пӗррехинче Иисус туя кайсан унта хуҫисен эрех пӗтнӗ пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл тӗлӗнмелле майпа шывран эрех тунӑ. Хӑшӗ-пӗрисем «ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать» тесе хурласа калаҫма пуҫласассӑн, Иисус вӗсене тӳрлетнӗ (Лука 7:33—36).
17 Анчах та Иисус киленсе ҫеҫ пурӑнман. Унӑн пурнӑҫӗнче Иегова пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус ыттисене пулӑшас тесе хӑйне те шеллемен. Ҫынсем пурӑнма пултарччӑр тесе вӑл юпа ҫинче асапланса вилме хатӗр пулнӑ. Унӑн йӗрӗпе пырас текенсене вӑл ҫапла каланӑ: «Сире Ман пирки хурласассӑн, хӗсӗрлесессӗн, тем тӗрлӗ усал сӑмахпа хӑртсассӑн, эсир телейлӗ пулатӑр. Савӑнӑр, хӗпӗртенӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ,— сирӗнтен малтан пурӑннӑ пророксене те ҫапла хӗсӗрленӗ» (Матф. 5:11, 12).
18. Киленӳсем ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине тӗрӗслесе пӑхма мӗнле ыйтусем пулӑшма пултараҫҫӗ?
18 Киленӳсем ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине мӗнле тӗрӗслеме пулать? Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ман пурнӑҫра тӗп вырӑнта мӗн тӑрать: киленсе пурӑнасси-и е пухусемпе ырӑ хыпар сарас ӗҫ-и? Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе мӗн те пулин хӑвармалла пулсан, эп ҫавна тума хатӗр-и? Киленӳсем суйланӑ чухне эп Иеговӑн шухӑшне шута илетӗп-и?» Эпир Турра чӑннипех юрататпӑр пулсан вӑл сивлекен япаласенчен ҫеҫ мар, ӑна кулянтарма пултаракан япаласенчен те пӑрӑнӑпӑр. (Матфей 22:37, 38 вуласа пар.)
ТЕЛЕЙ ПАТНЕ ИЛСЕ ПЫРАКАН ҪУЛ
19. Мӗнле ҫынсем нихӑҫан та чӑн-чӑн телей тупаймӗҫ?
19 Сатана тӗнчи 6 000 ҫул ӗнтӗ хӗн-хуртан асапланать. Паян, ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче, ҫӗр хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлакан, укҫашӑн тата киленсе пурӑнасшӑн ҫунакан ҫынсемпе тулнӑ. Йӗри-тавра ҫынсем усӑ илесшӗн ҫеҫ ҫунаҫҫӗ тата хӑйсем мӗн тӑвас килни вӗсемшӗн малти вырӑнта тӑрать. Ҫавӑн пек ҫынсем нихӑҫан та чӑн-чӑн телей тупаймӗҫ. Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Хӑйне Иаков Турри пулӑшакан ҫын телейлӗ: вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине... шанса пурӑнать» (Пс. 145:5—7).
20. Турра юратни сире телейлӗ пулма мӗнле пулӑшать?
20 Иеговӑн халӑхӗ Ӑна хытӑрах та хытӑрах юратать. Вӗсен шучӗ ӳссе пырать. Ҫакӑ Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине тата кӗҫех ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ тӗпренех улшӑнассине кӑтартса парать. Мӗнле улшӑнусем пулассине куҫ умне кӑларса тӑратса пӗтереес те ҫук. Эпир Иегова хамӑртан мӗн кӗтнине тунӑ чухне вӑл савӑнать, пире вара ҫакӑ чӑн-чӑн телей кӳрет. Иеговӑна юратакансем ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӗҫ! Тепӗр статьяра эпир эгоистла юратӑва пула мӗнле япӑх енсем аталанма пултарнине пӑхса тухӑпӑр тата вӗсене Иеговӑн ӗҫлекенӗсен лайӑх енӗсемпе танлаштарса пӑхӑпӑр.