Шанчӑклӑ арҫын тӑвансене ытларах яваплӑх шанса парӑр
«Ху манран... илтнине шанчӑклӑ ҫынсене каласа пар, вӗсем ыттисене те вӗрентме пултарччӑр» (2 ТИМ. 2:2).
1, 2. Ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсен ӗҫӗ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?
ҪЫНСЕМШӖН хӑйсем ӑҫта ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем хисепе тивӗҫлӗ е тивӗҫлӗ мар пуласси ҫакӑнтан килет тесе шутлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр халӑхра кампа та пулин паллашнӑ чухне «эсир ӑҫта ӗҫлетӗр?» тесе ыйтасси йӑлана кӗнӗ.
2 Библире пӗр-пӗр ҫын ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ чухне вӑл мӗнле ӗҫпе ӗҫлени ҫинчен асӑнкалани те пур. Тӗслӗхрен, унта «куланай пухакан Матфей», «сӑран тӑвакан Симон» тата «савнӑ Лука эмелҫӗ» ҫинчен вулама пултаратпӑр (Матф. 10:3; Ап. ӗҫ. 10:6; Кол. 4:14). Хӑш-пӗрисем вара Иегова шанса панӑ чыслӑ ӗҫсене туса тӑнипе палӑрса тӑнӑ. Сӑмахран, Библире Давид патша, Илья пророк тата Павел апостол ҫинчен каланӑ. Вӗсем хӑйсене ҫав ӗҫсене шанса панӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ. Пирӗн те Турӑ панӑ тивӗҫлӗхсемшӗн пархатарлӑ пулмалла.
3. Мӗншӗн аслӑрах арҫын тӑвансен ҫамрӑк арҫын тӑвансене вӗрентмелле? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
3 Пухура хамӑра шанса панӑ ӗҫсене туса тӑма пирӗнтен нумайӑшне килӗшет тата пирӗн малашне те ҫав ӗҫсене туса тӑрас Еккл. 1:4). Хальхи вӑхӑтра та ҫакӑ чӑн христиансемшӗн хӑш-пӗр енчен йывӑрлӑх пулса тӑрать. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӑйлансах пырать. Хыпара пур ҫӗре те ҫитерес тесе Иеговӑн организацийӗ ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курать. Хӑш-пӗр чухне ватӑ арҫын тӑвансене кӑткӑс хатӗрсемпе усӑ курма вӗренме йывӑр (Лука 5:39). Унсӑр пуҫне, ватӑлсан вӑй-хал та ҫамрӑк чухнехи пек мар (Ытар. 20:29). Ҫавӑнпа ҫамрӑксене ҫӗнӗ яваплӑхсем илме пултарччӑр тесе вӗрентмелле. Ҫакӑнтан аслӑрах тӑвансен ӑслӑлӑхӗ тата вӗсем ыттисене юратни курӑнса тӑрать. (Псалом 70:18, 19 вуласа пар.)
килет. Шел те, Адам пурӑннӑ вӑхӑтранпах ҫынсем ватӑлаҫҫӗ, пӗр ӑру хыҫҫӑн тепри килет (4. Мӗншӗн хӑш-пӗрисене хӑйсен тивӗҫлӗхӗсене ыттисене шанса пама йывӑр? («Мӗншӗн хӑш-пӗрисен хӑйсен тивӗҫлӗхӗсене ыттисене парас килмест?» рамкӑна пӑхӑр.)
4 Камӑн власть пур, ҫавсен хӑйсен тивӗҫлӗхӗсене ҫамрӑкрах арҫын тӑвансене пама ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Хӑшӗ-пӗрисем пухура шанса панӑ юратнӑ тивӗҫлӗхӗсене ҫухатасран хӑраҫҫӗ. Теприсем пур ӗҫе те тӗрӗслесе тӑма май пулмасть тесе тата ҫамрӑксем ӗҫе аслисем пекех лайӑх тӑваймӗҫ тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Ыттисене вӗрентме манӑн вӑхӑт ҫук тесе шутлакансем те пур. Ҫамрӑксен вара, хӑйсене хальлӗхе тивӗҫлӗхсем шанса паман пулсан, чӑтӑмлӑ пулма вӗренмелле.
5. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?
5 Ҫак статьяра эпир питӗ кирлӗ икӗ ыйтӑва пӑхса тухатпӑр. Пӗрремӗшӗ — аслӑрах арҫын тӑвансем ҫамрӑкрах арҫын тӑвансене, вӗсем хӑйсем ҫине ытларах тивӗҫлӗх илме пултарччӑр тесе, мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? (2 Тим. 2:2.) Иккӗмӗшӗ — ҫамрӑкрах арҫын тӑвансен опытлӑрах арҫын тӑвансене пулӑшнӑ май тата вӗсенчен вӗреннӗ май мӗншӗн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла? Малтан айтӑр Давид патша хӑйӗн ывӑлне пысӑк ӗҫе тума хатӗрленме мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар.
ДАВИД СОЛОМОНА ХАТӖРЛЕНМЕ ПУЛӐШНӐ
6. Давид патша мӗн тӑвасшӑн пулнӑ тата Иегова ӑна мӗн каланӑ?
6 Темиҫе ҫул хушши Давидӑн хӑйне хӑвалакансенчен тарса ҫӳреме тивнӗ. Кайран вара вӑл патша пулса тӑнӑ тата пысӑк та чаплӑ ҫуртра пурӑнма пуҫланӑ. Давид Израильте Иеговӑна халалланӑ ҫурт, е храм, пулманнишӗн пӑшӑрханнӑ, вара ӑна туса лартма шут тытнӑ. Вӑл Нафан пророка каланӑ: «Акӑ эпӗ кедр ҫуртра пурӑнатӑп, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи вара чатӑрта ларать». Нафан ӑна ҫапла хуравланӑ: «Чӗрӳ мӗн шухӑшланине ту — Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле». Анчах та Иеговӑн ирӗкӗ урӑхла пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл Нафан урлӑ Давида каланӑ: «Ман валли пурӑнмалли Ҫурт лартаканӗ эсӗ мар пулӑн». Турӑ Давида малалла та сана пиллесе тӑрӑп тесе шантарнӑ пулсан та, храма Давидӑн ывӑлӗ Соломон туса лартӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫавна пӗлсен Давид мӗн тунӑ? (1 Ҫулс. 17:1—4, 8, 11, 12; 29:1.)
7. Иеговӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлсен Давид мӗн тунӑ?
7 Давид питӗ куляннӑ пулӗ, мӗншӗн тесен унӑн хӑйӗнех Иегова валли храм туса лартас килнӗ. Каярахпа ҫав храм пирки Давид храмӗ мар, Соломон храмӗ тенӗ. Ҫапах та Давид хӑйӗн ывӑлне ҫак ӗҫре хаваспах пулӑшнӑ. Туррӑн Ҫуртне тума вӑл кедр пӗренесем, тимӗр, пӑхӑр, кӗмӗл, ылтӑн хатӗрленӗ, ӗҫлекенсене те пуҫтарнӑ. Ун хыҫҫӑн Давид Соломона ҫак сӑмахсемпе хавхалантарнӑ: «Халӗ те, ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пултӑр! Ӗҫӳ ӑнса пытӑр, Ҫӳлхуҫа Турру валли, Вӑл сан пирки каланӑ пек, Ҫурт туса лартмалла пултӑр» (1 Ҫулс. 22:11, 14—16).
8. Мӗншӗн Давид Соломонӑн пӗлӳпе опыт ҫитмест тесе шутлама пултарнӑ тата вӑл мӗн тунӑ?
8 1 Ҫулсеренхи 22:5 вуласа пар. Тен, Давид Соломонӑн ҫак пысӑк ӗҫе туса пӗтерме пӗлӳпе опыт ҫитмест тесе шутланӑ. «Капмар та чаплӑ» храм туса лартмалла пулнӑ вӗт, Соломон вара «ҫамрӑк та хевтесӗр» пулнӑ. Анчах та Давид ҫак ӗҫе пурнӑҫа кӗртме Соломона Иегова пулӑшасса ӗненнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хӑй енчен мӗн тума пултарнине тӑвас тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ — Туррӑн Ҫуртне тума кирлӗ материалсене нумай хатӗрленӗ.
ЫТТИСЕНЕ ХАВАСПАХ ВӖРЕНТӖР
9. Аслӑрах арҫын тӑвансен хӑйсен яваплӑхӗсене ҫамрӑкраххисене парсан мӗншӗн савӑнмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
9 Аслӑрах арҫын тӑвансен хӑйсен яваплӑхӗсене ҫамрӑкрах тӑвансене памалла пулсан кулянма кирлӗ мар. Ҫамрӑк арҫын тӑвансене пухура нумайрах яваплӑх илме вӗрентеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ пурне те пысӑк усӑ кӳрет. Яваплӑ арҫын тӑвансен унччен хӑйсем тунӑ ӗҫсене ҫамрӑкрах тӑвансем тунине курса савӑнмалла. Айтӑр ывӑлне машинпа ҫӳреме вӗрентекен ашшӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пӗчӗк чухне ывӑлӗ ашшӗ машинӑна мӗнле тытса пынине ҫеҫ сӑнать. Ҫитӗнерехпе ашшӗ ӑна хӑй мӗн-мӗн тунине ӑнлантарса пама пуҫлать. Ҫула ҫитсе права илсен вара ывӑлӗ хӑй руль умне ларать, анчах та
ашшӗ ӑна вӗрентме пӑрахмасть. Тен, малтан вӗсем черетпе машинпа ҫӳреҫҫӗ, ашшӗ ватӑлса пынӑҫемӗн вара ывӑлӗ ытларах та ытларах руль умне ларать. Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ ҫавӑншӑн савӑнать тата ывӑлне яланах тӗрӗслесе тӑмалла тесе шутламасть. Ҫавӑн пекех аслӑрах арҫын тӑвансем ҫамрӑкраххисене Иеговӑн организацийӗнче шанса панӑ ӗҫсене туса тӑма вӗрентме пултарнипе мухтанаҫҫӗ.10. Моисей чап тата власть ҫине мӗнле пӑхнӑ?
10 Ҫулӗсемпе ҫамрӑк мар христиансен чӗрере кӗвӗҫӳ тата ӑмсану ҫураласран асӑрханмалла. Аса илӗр-ха, израильтянсен тапӑрӗнчи хӑш-пӗр арҫынсем пророкла калаҫма пуҫлани ҫинчен илтсен Моисей хӑйне мӗнле тытнӑ? (Йыша шутлани 11:24—29 вуласа пар.) Моисее пулӑшса тӑракан Иисус Навин ҫав арҫынсене пророкла калаҫма чарасшӑн пулнӑ. Анчах та Моисей ӑна каланӑ: «Эсӗ маншӑн кӗвӗҫместӗн-и? Эх, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ ҫине Хӑйӗн Сывлӑшне яринччӗ, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн пур ҫынни те пророк пулинччӗ!» Моисей пӗтӗмпех Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пулса иртнине ӑнланнӑ. Вӑл чапшӑн ҫунман, Иеговӑн пур ӗҫлекенӗсем те ҫакӑн пек тивӗҫлӗхсем илччӗр тенӗ. Унӑн тӗслӗхӗ пире хамӑра шанса пама пултарнӑ ӗҫе ыттисене шанса панӑ чухне савӑнма хавхалантармасть-и вара?
11. Пӗр арҫын тӑван хӑйӗн яваплӑхӗсене тепӗр тӑвана пама тивнӗ хыҫҫӑн мӗн каланӑ?
11 Тӑвансем нумайӑшӗ вун-вун ҫул хушши вӑйне шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫленӗ тата ыттисене ытларах яваплӑх илме пулӑшнӑ. Акӑ Питер ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл 74 ҫул хушши Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫленӗ, вӗсенчен 35 ҫулне вара Европӑри филиалсенчен пӗринче ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть Питер сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗн надзирателӗ пулнӑ. Халӗ вара унӑн яваплӑхӗсене темиҫе ҫул хушши пӗрле ӗҫленӗ Пол ятлӑ ҫамрӑкрах арҫын тӑвана панӑ. Питертан ҫак улшӑну пирки мӗн шутланине ыйтсан вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫӗнӗ тивӗҫлӗхсене туса тӑма вӗреннӗ тӑвансемшӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп, вӗсем хӑйсен ӗҫне питӗ лайӑх тӑваҫҫӗ».
АСЛӐРАХ ТАТА ОПЫТЛӐРАХ ТӐВАНСЕНЕ ХАКЛӐР
12. Ровоам тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
12 Соломон вилнӗ хыҫҫӑн унӑн ывӑлӗ Ровоам патшана ларнӑ. Хӑйӗн яваплӑхӗсене мӗнле пурнӑҫламалли пирки канаш кирлӗ чухне Ровоам малтан хӑйӗнчен аслӑ ҫынсемпе канашланӑ. Анчах та вӗсен канашне вӑл вырӑна хуман. Унтан Ровоам хӑйпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ ҫамрӑк ҫынсемпе канашлама шут тытнӑ. Ҫакӑ инкек патне илсе ҫитернӗ (2 Ҫулс. 10:6—11, 19). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Канаша хамӑртан аслӑрах тата опытлӑрах тӑвансенчен ыйтсан тата илнӗ канаш ҫинчен тӗплӗн шухӑшласан ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫамрӑкрах арҫын тӑвансен хӑйсене шанса панӑ ӗҫе аслӑрах тӑвансем тунӑ пекех тумалла тесе шутламалла мар. Ҫав вӑхӑтрах аслӑраххисем каланине вырӑна хуманни те тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ.
13. Хӑйсенчен аслӑрах тӑвансемпе пӗрле ӗҫлесе тӑнӑ май ҫамрӑкрах арҫын тӑвансен мӗн тумалла?
13 Хӑш-пӗр чухне ҫамрӑкрах тӑвансене аслӑрах тата опытлӑрах тӑвансен ӗҫӗсене йӗркелесе тӑма яваплӑх параҫҫӗ. Апла пулин те вӗсен йышӑну тӑвас умӗн аслӑрах тӑвансен канашӗсене шута илсен лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Маларах асӑннӑ Пол тӑван Питер вырӑнне сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗн надзирателӗ пулса тӑрсан акӑ мӗн каланӑ: «Эпӗ яланах Питерӑн шухӑшӗсене пӗлме вӑхӑт тупаттӑм, ҫапла тума ыттисене те хавхалантараттӑм».
14. Тимофей тата Павел апостол пӗрле мӗнле ӗҫленинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
Филиппӑ 2:20—22 вуласа пар.) Павел Коринфри христиансем патне ҫырнӑ: «Эпӗ сирӗн пата Тимофее — хамӑн савнӑ ывӑлӑма, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскере — ятӑм, вӑл сире эпӗ епле Христос ҫулӗпе пынине, ӗненекен ушкӑнсенче пур ҫӗрте те епле вӗрентнине асӑра илтерӗ» (1 Кор. 4:17). Ҫак сӑмахсенчен Павелпа Тимофей ҫума-ҫумӑн ӗҫлени курӑнать. Павел Тимофее вӗрентме вӑхӑт уйӑрнӑ, лешӗ вара хаваспах вӗреннӗ, ҫавӑнпа Павел ӑна юратнӑ. Вӑл Тимофей Коринфри христиансемшӗн тӑрӑшма пултарасси пирки иккӗленмен. Пухура ертсе пырас ӗҫе туса тӑма ыттисене вӗрентекен старейшинӑсемшӗн Павел — питӗ чаплӑ тӗслӗх!
14 Тимофей тӗслӗхне аса илер. Вӑл нумай ҫул хушши хӑйӗнчен чылай аслӑрах Павел апостолпа пӗрле ӗҫленӗ. (КАШНИ ВӐЙ ХУНИ ХАКЛӐ
15. Пире улшӑнусем пырса тивнӗ пулсан, Павел панӑ канаш мӗнле пулӑшма пултарать?
15 Эпир тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Иеговӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ питӗ хӑвӑрт ӳссе пырать, ҫакӑ вара яланах улшӑнусемпе ҫыхӑннӑ. Улшӑнусем пире те пырса тивнӗ пулсан, айтӑр хамӑра кӗҫӗне хурар, чи малтан хамӑр ҫинчен мар, Иеговӑн ирӗкӗ ҫинчен шухӑшлар. Ҫакӑ пире пӗрлӗхе упрама пулӑшӗ. Павел Римри христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр: Турӑ кама мӗн чухлӗ ӗненмелӗх панӑ, ҫав таран йӑвашланса шухӑшлӑр. Пирӗн пӗр ӳтӗмӗрӗнех темӗн чухлӗ пай, кашни пайӗн хӑйӗн ӗҫӗ, ҫавӑн пек эпир те, темӗн чухлӗн пулсан та, Христос урлӑ пӗр ӳт пулса тӑратпӑр» (Рим 12:3—5).
16. Ватӑ тата ҫамрӑк арҫын тӑвансен, ҫавӑн пекех вӗсен арӑмӗсен Иеговӑн организацийӗнче мирпе пӗрлӗхе упрас тесен мӗн тумалла?
16 Айтӑр кирек мӗнле лару-тӑрура та Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ ӑнса пытӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшар. Ватӑ тӑвансем, хӑвӑра шанса панӑ тивӗҫлӗхсене тума ҫамрӑк тӑвансене вӗрентӗр. Ҫамрӑк тӑвансем, хӑвӑр ҫине яваплӑхсем илме хатӗр пулӑр, йӑваш ӑслӑ пулса хӑвӑртан аслӑраххисене хисеплӗр. Арӑмсем, эсир вара Прискиллӑран тӗслӗх илӗр. Вӑл яланах, пурнӑҫӗнче улшӑнусем пулса иртнӗ вӑхӑтра та, хӑйӗн упӑшкине Акилӑна пулӑшма хатӗр пулнӑ (Ап. ӗҫ. 18:2).
17. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем мӗн тума пултарасса ҫирӗп шаннӑ тата вӗсене мӗнле ӗҫ тума хатӗрленӗ?
17 Ыттисене мӗнле вӗрентмеллине Иисус никамран лайӑх кӑтартнӑ. Вӑл хӑй ҫӗр ҫинче яланах пулас ҫуккине тата унӑн ӗҫне малашне ыттисен тумалла пулассине пӗлнӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнине ӑнланнӑ, апла пулин те вӗсем хӑйӗнчен те ытларах ӗҫсем тӑвасси пирки иккӗленмен (Иоанн 14:12). Иисус вӗсене лайӑх вӗрентсе ҫитернӗ, вара вӗсем ҫав вӑхӑтра пӗлнӗ ҫӗрсенче пур ҫӗртре те ырӑ хыпара пӗлтерсе тухма пултарнӑ (Кол. 1:23).
18. Пуласлӑхра пире мӗнле пиллӗхсем кӗтеҫҫӗ тата хальхи вӑхӑтра эпир мӗнле ӗҫе хутшӑнма пултаратпӑр?
18 Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пире тӳлесе илме панӑ хыҫҫӑн Турӑ ӑна пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ та «пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран» та пысӑкрах власть панӑ (Эф. 1:19—21). Эпир Армагеддон пуҫланиччен вилес пулсан та, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлсан ҫӗнӗ тӗнчере чӗрӗлсе тӑратпӑрах, унта вара пире валли кӑмӑла каякан ӗҫ нумай пулӗ. Халӗ вара эпир пурте, ҫамрӑксем те, ваттисем те, питӗ кирлӗ ӗҫе — ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе — хутшӑнма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа айтӑр Иисус шанса панӑ «ӗҫе яланах тӑрӑшса туса» тӑрар! (1 Кор. 15:58.)