Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫав сывлӑш пирӗн сывлӑша пӗлтерсе тӑрать

Ҫав сывлӑш пирӗн сывлӑша пӗлтерсе тӑрать

«Ҫав Сывлӑшах пирӗн сывлӑша эпир Турӑ ачисем иккенне пӗлтерсе тӑрать» (РИМ 8:16).

ЮРӐСЕМ: 5, 14

1—3. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ мӗншӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ? Ҫав кун Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ПИРӖН эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ. Вырсарникун. Вӑхӑт ирхи 9 сехет тӗлнелле ҫитсе пырать. Иудейсен ҫак уяв кунӗ шӑматкун шутланнӑ. Анчах та Иерусалимра пуҫтарӑннисенчен хӑш-пӗрисемшӗн ҫак Аллӑмӗш кун уявӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулать. Храмра ирхине кӳмелли парнесене кӳнӗ те ӗнтӗ. Аслӑ священник Иеговӑна силлентерсе кӳмелли парнесене — ҫӗнӗ тырӑран йӳҫӗтсе пӗҫернӗ икӗ ҫӑкӑра — илсе килессе пурте чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ (Лев. 23:15—20). Ҫакӑ тулӑ вырмалли вӑхӑт пуҫланасса пӗлтернӗ.

2 Ҫӗршер ҫул хушши храмра ҫак йӗркене туса тӑнӑ. Анчах та халӗ храмра мар, Иерусалимри пӗр ҫуртри ҫӳлти пӳлӗмре кӗҫ-вӗҫ пӗр пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулса иртмелле. Ҫав пӳлӗмре Христосӑн 120-е яхӑн вӗренекенӗ пуҫтарӑннӑ та «кӗлтуса тӑнӑ» (Ап. ӗҫ. 1:13—15). Аллӑмӗш кун уявӗнче аслӑ священник мӗн-мӗн туни кӗҫех пулса иртмелли ӗҫпе тачӑ ҫыхӑннӑ пулнӑ. 800 ҫула яхӑн маларах Иоиль пророкла калани те ҫав ӗҫ пулса иртнипе пурнӑҫланмалла (Иоиль 2:28—32; Ап. ӗҫ. 2:16—21). Мӗнле пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ ҫинчен сӑмах пырать-ши?

3 Апостолсен ӗҫӗсем 2:2—4 вуласа пар. Ҫӳлти пӳлӗмре пуҫтарӑннӑ христиансем ҫине святой сывлӑш аннӑ (Ап. ӗҫ. 1:8). Вӗсем пророкла калаҫма, е хӑйсем курнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа пама, пуҫланӑ. Кӗҫех питӗ нумай ҫын пухӑннӑ. Петр апостол вӗсене пулса иртнӗ ӗҫсем мӗне пӗлтернине ӑнлантарса панӑ. Унтан вӑл каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑхӑрсене каҫармашкӑн эсир пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр, вара Таса Сывлӑш тивлетне илетӗр». Ҫав кун 3 000 ҫын унӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ те шыва кӗнӗ, вара вӗсем ҫине пама пулнӑ святой сывлӑш аннӑ (Ап. ӗҫ. 2:37, 38, 41).

4. а) Аллӑмӗш кун уявӗнче пулнӑ ӗҫсем пире мӗншӗн интереслентермелле? ӑ) Ҫӗр-ҫӗр ҫул маларах ҫав кунах мӗнле тепӗр пысӑк ӗҫ пулса иртме пултарнӑ? (Хушса панине пӑхӑр.)

4 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ мӗншӗн-ха пирӗншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ? Иерусалим храмӗнче пулса иртнӗ ӗҫсемшӗн мар, паллах. Ҫав кун Библири пророкла сӑнарсем пурнӑҫланнӑ: Чи Аслӑ Священник Иисус Христос Иегова умне хӑйӗн парнипе пырса тӑнӑ [1]. Храмра аслӑ священник Иеговӑна йӳҫӗтсе пӗҫернӗ икӗ ҫӑкӑр кӳнӗ. Ҫав икӗ ҫӑкӑр святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене сӑнарланӑ. Вӗсене ҫылӑхлӑ ҫынсем хушшинчен Туррӑн ывӑлӗсем пулмашкӑн суйласа илнӗ. Ҫапла майпа «малтанхи... ҫимӗҫсемпе» сӑнарланӑ христиансен Турӑ Патшалӑхӗнче патшасем пулма май уҫӑлнӑ, ҫавӑн чухне вӗсем Турра итлекен ытти ҫынсене питӗ нумай пиллӗх парӗҫ (Иак. 1:18, ҪХ; 1 Петр 2:9). Ҫавӑнпа пирӗн кирек мӗнле шанчӑк — пӗлӗтре Иисуспа патшасем пулас е ҫӗр ҫинче райра пурӑнас шанчӑк — пулсан та, ҫав кун мӗн пулса иртни пирӗншӗн пуриншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ЛАРТАССИ МӖНЛЕ ПУЛСА ИРТЕТ?

5. Святой сывлӑшпа суйласа лартни тӗрлӗрен пулса иртнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

5 Эсир ҫав вӑхӑтра Христосӑн вӗренекенӗсенчен пӗри пулнӑ пулсан тата сирӗн пуҫ тӑрринче вут чӗлхи курӑнса кайнӑ пулсан, эсир ҫав куна нихӑҫан та манман пулӑттӑр. Сире святой сывлӑшпа суйласа лартни пирки пӗртте иккӗленмен пулӑттӑр, уйрӑмах эсир сасартӑк урӑх чӗлхесемпе калаҫма пуҫланӑ пулсан (Ап. ӗҫ. 2:6—12). Анчах та пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнӗ пур христианина та ҫав 120 христианина тӗлӗнмелле майпа суйласа лартнӑ пекех суйласа лартнӑ-и? Ҫук. Ҫав кун Иерусалимра пулнӑ ытти ҫынсем ҫине святой сывлӑш вӗсем шыва кӗнӗ чухне аннӑ (Ап. ӗҫ. 2:38). Вӗсен пуҫ тӑрринче вут чӗлхисем курӑнса кайман. Унсӑр пуҫне, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫине пурин ҫине те святой сывлӑш вӗсем шыва кӗнӗ чухне анман. Сӑмахран, самаритянсене вӗсем шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен ҫеҫ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ (Ап. ӗҫ. 8:14—17). Корнилийпе тата унӑн килтисемпе вара пачах урӑхла пулса тухнӑ: святой сывлӑш вӗсем ҫине шыва кӗричченех аннӑ (Ап. ӗҫ. 10:44—48).

6. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пур христианин пирки те мӗн калама пулать тата ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

6 Святой сывлӑшпа суйласа лартни пӗр пек пулса иртменнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Хӑйсене пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине пӗрисем ӑнсӑртран ӑнланса илеҫҫӗ, теприсем ҫавна вӑхӑт иртсен ҫеҫ ӑнланма пуҫлаҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ кашни христианин пирки те Павел каланӑ пек калама пулать: «Эсир... ӗнентӗр те ярса пама пулнӑ Таса Сывлӑш хӑватне илтӗр; Таса Сывлӑша илни вӑл эпир хамӑра пама пулнине... илессе пӗлтерет» (Эф. 1:13, 14). Святой сывлӑш витӗмне пула, урӑхла каласан, пӗлтерсе тӑнине пула, ҫак христиансем хӑйсен шанчӑкӗ пурнӑҫланасса шанса тӑраҫҫӗ. Святой сывлӑш шантарса тӑнине пула вӗсем хӑйсене пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине ҫирӗп ӗненеҫҫӗ. (2 Коринф 1:21, 22; 5:5 вуласа пар.)

7. Пӗлӗтри чаплӑ парнене илмешкӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнисен кашнин мӗн тумалла?

7 Христианин ҫине святой сывлӑш ҫапла майпа витӗм кӳрсе тӑрать пулсан, вӑл пӗлӗтри чаплӑ парнене илетех тесе калама пулать-и? Ҫук. Ҫак ҫын хӑйне Турӑ чӗнсе илнине пӗлсе тӑрать, анчах та вӑл ҫав чаплӑ парнене илесси шанчӑклӑ тӑрса юлнинчен килет. Петр апостол ҫавна ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр, вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ» (2 Петр 1:10, 11). Ҫавӑнпа святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ кашни христианинӑн хӑйне чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ тӑрса юлмашкӑн пӗтӗм вӑйне хумалла. Ҫакна тумасан вӑл пӗлӗтри чаплӑ парнене илеймест (Евр. 3:1; Ӳлӗм. 2:10).

ХРИСТИАНИН ҪАВНА МӖНЛЕ ӐНЛАНСА ИЛЕТ?

8, 9. а) Святой сывлӑшпа суйласа лартни мӗнле пулса иртнине христиансенчен нумайӑшне мӗншӗн ӑнланма йывӑр? ӑ) Ҫын хӑйне пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине ӑҫтан пӗлет?

8 Тен, паян Туррӑн ӗҫлекенӗсене нумайӑшне святой сывлӑшпа суйласа лартни мӗнле пулса иртнине ӑнланма йывӑр. Ҫакӑ тӗлӗнтермест те, мӗншӗн тесен хӑш-пӗрисем ҫеҫ ҫавна хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Чи малтанах Турӑ ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тунӑ пулнӑ (Пулт. 1:28; Пс. 36:29). Анчах та Иегова хӑш-пӗр ҫынсене пӗлӗтри патшасемпе священниксем пулма суйласа илнӗ. Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартсан вӗсем урӑхларах шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ, вӗсен шанчӑкӗ те улшӑнать. (Эфес 1:18, 19 вуласа пар.)

9 Анчах та христианин хӑйне пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине ӑҫтан пӗлет? Хуравне эпир Римри христиансене, «сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗскерсене», Павел мӗн ҫырнинчен пӗлме пултаратпӑр. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: „эй Авва, Аттемӗр!“ тесе чӗнетпӗр. Ҫав Сывлӑшах пирӗн сывлӑша эпир Турӑ ачисем иккенне пӗлтерсе тӑрать» (Рим 1:7; 8:15, 16). Урӑхла каласан, Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса ҫынна пӗлӗтри Патшалӑха кӗме чӗнсе илнине уҫҫӑн кӑтартса парать (1 Фес. 2:12).

10. 1 Иоанн 2:27-мӗшӗнче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианина пӗр-пӗр ҫын вӗрентни кирлӗ мар тенине мӗнле ӑнланмалла?

10 Хӑйсене Турӑ пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илни пирки ҫак христиансене урӑх кам та пулин ҫирӗплетсе калани кирлӗ мар. Иеговӑн святой сывлӑшӗн витӗмне пула вӗсен ӑс-тӑнӗнче те, чӗрисенче те пӗр иккӗленӳ те ҫук. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисене Иоанн апостол: «Сире Святой Хӑй суйласа илнӗ: эсир пурне те пӗлетӗр»,— тенӗ. Малалла вӑл ҫапла каланӑ: «Илнӗ тивлет хӑвӑрӑнтах, ҫавӑнпа сирӗн камран та пулин вӗренме те кирлӗ мар; хӑвӑра суйласа илнӗ чухне панӑ тивлет сире хӑй пурне те вӗрентсе тӑрать, вӑл — чӑн, суясӑр; вӑл сире мӗне вӗрентнӗ, ҫавӑн пек, Унпа пӗрле, пулӑр» (1 Иоанн 2:20, 27). Паллах ӗнтӗ, святой сывлӑшпа суйласа лартнисене те Иегова вӗрентсе тӑни кирлӗ. Анчах та вӗсене хӑйсене пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине урӑх кам та пулин шантарса калани кирлӗ мар. Ҫут тӗнчери чи вӑйлӑ хӑват витӗм кӳрсе тӑнине пула вӗсем хӑйсен шанчӑкӗ пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ.

ҪӲЛТЕН ҪУРАЛНИ

11, 12. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хӑйсене мӗнле ыйтусем пама пултараҫҫӗ, анчах та мӗн пирки вӗсем пӗртте иккӗленмеҫҫӗ?

11 Святой сывлӑш витӗмне пула христианин хӑйне пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине ҫирӗп ӗненме пуҫласан унра пысӑк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Иисус Никодимпа калаҫнӑ чухне ҫакӑ мӗнле пулса иртнине ӑнлантарса панӑ. Вӑл ҫакӑн пек ҫыннӑн «ҫӳлтен ҫуралм[алла]» тенӗ (Иоанн 3:3, 5) [2]. Унтан вӑл ҫапла ӑнлантарса каланӑ: «Эпӗ хӑвна мӗн каланинчен ан тӗлӗн эсӗ: сирӗн ҫӳлтен ҫуралмалла. Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет, унӑн сассине те илтетӗн, анчах вӑл ӑҫтан килнине, ӑҫталла кайнине пӗлместӗн: Сывлӑшран ҫуралакан кирек хӑш ҫынпа та ҫапла пулать» (Иоанн 3:7, 8). Пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илменнисем ҫакӑ мӗнле пулса иртнине пӗтӗмпех ӑнланса ҫитерейменни курӑнать.

12 Пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнисем хӑйсенчен ыйтма пултараҫҫӗ: «Мӗншӗн мана суйласа илнӗ, мӗншӗн урӑх ҫынна мар?» Вӗсем эпӗ ҫак чыса тивӗҫлех-ши тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та хӑйсене чӗнсе илни пирки вӗсем пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Хӑйсене пысӑк чыс тунишӗн вӗсем чун-чӗререн савӑнаҫҫӗ тата ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ. Вӗсен туйӑмӗсем Петрӑнни пекех, вӑл вара святой сывлӑш хавхалантарнипе ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ! Хӑй нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран, Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни урлӑ Вӑл пире ҫӗнӗрен ҫуратса хамӑр валли тӳпере упранса тӑракан ҫӗрми, таса, иксӗлми еткер илессине иккӗленмесӗр шанса тӑма панӑ» (1 Петр 1:3, 4). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫак сӑмахсене вуланӑ чухне хӑйсемпе ҫӳлти Ашшӗ калаҫнине туяҫҫӗ.

13. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен шухӑшӗсем мӗнле улшӑнаҫҫӗ тата мӗншӗн?

13 Хӑйсене Турӑ чӗнсе иличчен ҫак христиансен ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк пулнӑ. Вӗсем Иегова ҫӗр ҫинчи пӗтӗм усаллӑха пӗтерессе кӗтсе пурӑннӑ тата ҫӗр ҫинче телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Тен, вӗсем чӗрӗлсе тӑнӑ ҫывӑх ҫыннисене мӗнле кӗтсе илесси пирки шухӑшланӑ. Вӗсем хӑйсен аллипе тунӑ ҫуртра пурӑнма тата хӑйсен пахчинче ӳстернӗ йывӑҫ ҫимӗҫӗсене ҫиме ӗмӗтленнӗ (Ис. 65:21—23). Мӗншӗн вӗсем халӗ урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ? Вӗсем ҫынсем ҫӗр ҫинче райра пурӑнассине ӗненме пӑрахман. Нумай асап курнӑран е хуйхӑ пусса лартнӑран та вӗсем урӑхларах шухӑшлама пуҫламан. Ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма кичем пулӗ тата йӑлӑхтарса ҫитерӗ тесе пӗлӗтре урӑхла пурнӑҫпа пурӑнса курасчӗ темен вӗсем. Пачах урӑхла, Туррӑн святой сывлӑшӗ витӗм кӳнине пула вӗсем хӑйсене чӗнсе илнине ҫирӗп ӗненме пуҫланӑ, вара вӗсен ӗмӗт-шухӑшӗ те, шанчӑкӗ те тӗпренех улшӑннӑ.

14. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫӗр ҫинчи хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн шутлаҫҫӗ?

14 Апла пулсан, святой сывлӑшпа суйласа лартнисен вилес килет тесе шутламалла-и? Павел апостол ҫак ыйту ҫине ҫапла хуравланӑ: «Эпир ҫак хӳшӗре пурӑнса йывӑрлӑх тӳссе йынӑшатпӑр, киввине хывсах пӑрахасшӑн мар эпир, ӑна улӑштарасшӑн ҫеҫ, вилӗмли вырӑнне чӗрӗ тӑраканни пулинччӗ тетпӗр» (2 Кор. 5:4). Ҫав христиансен вилес килмест, вӗсем ҫӗр ҫинче хӑйсен пурнӑҫӗ хӑвӑртрах татӑлтӑр тесе те ӗмӗтленмеҫҫӗ. Пачах урӑхла, вӗсен кашни куна хӑйсен тусӗсемпе тата хурӑнташӗсемпе пӗрле Турӑшӑн ӗҫлесе ирттерес килет. Анчах та кирек мӗнле лару-тӑрура та вӗсем хӑйсен чаплӑ шанчӑкне асра тытаҫҫӗ (1 Кор. 15:53; 2 Петр 1:4; 1 Иоанн 3:2, 3; Ӳлӗм. 20:6).

СИРЕ ПӖЛӖТРЕ ПУРӐНМА ЧӖНСЕ ИЛНӖ-И?

15. Ҫынна пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине мӗн кӑтартса памасть?

15 Тен, эсир шухӑшлатӑр: «Мана пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илмен-ши?» Сире чӗнсе илнӗ пек туйӑнать пулсан, ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: эсир сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ хутшӑнатӑр-и? Туррӑн Сӑмахне тӗплӗн тӗпчетӗр-и тата «Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене» пӗлсе пыма килӗшет-и сире? (1 Кор. 2:10.) Сӑваплӑ ӗҫре Иегова уйрӑмах хӑвӑра пилленине асӑрхатӑр-и? Эсир Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласшӑн ҫунса тӑратӑр-и? Эсир ыттисене юрататӑр-и тата ыттисене Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшас яваплӑха туятӑр-и? Турӑ хӑвӑра тӗлӗнтерекен майпа пулӑшнине курнӑ-и эсир? Тен, эсир ҫак ыйтусем ҫине «ҫапла» тесе хуравланӑ. Апла пулсан, ҫакӑ сире пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине пӗлтерет-и? Ҫук, пӗлтермест. Мӗншӗн-ха? Мӗншӗн тесен святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те, лартманнисем те ҫапла хуравлама пултараҫҫӗ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кашнине, вӗсен кирек мӗнле шанчӑк пулсан та, хӑйӗн вӑйне пама пултарать. Чӑннипе каласан, хӑвӑра пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илни пирки эсир иккӗленетӗр пулсан, ҫакӑ сире святой сывлӑшпа суйласа лартманнине кӑтартать. Иегова чӗнсе илнӗ христиансем хӑйсене святой сывлӑшпа суйласа лартни пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Вӗсем ҫавна питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ!

16. Святой сывлӑш илнисене пурне те пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

16 Сӑваплӑ Ҫырура Иеговӑн шанчӑклӑ, святой сывлӑш илнӗ нумай ӗҫлекенӗ ҫинчен каласа панӑ, анчах вӗсен пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк пулман. Вӗсенчен пӗри Шыва кӗртекен Иоанн. Иисус ун пирки ырласа каланӑ, анчах та Иоанн ҫӳлти Патшалӑха кӗмест тенӗ (Матф. 11:10, 11). Давид та святой сывлӑшӑн витӗмне туйнӑ (1 Патш. 16:13). Святой сывлӑш ӑна Иегова ҫинчен тарӑн пӗлӳ илме пулӑшнӑ тата Библин хӑш-пӗр пайӗсене ҫырма хавхалантарнӑ (Марк 12:36). Апла пулин те, Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр «Давид тӳпене ҫӗкленмен» тенӗ (Ап. ӗҫ. 2:34, 35). Святой сывлӑш пулӑшнипе вӗсем хӑватлӑ ӗҫсем тунӑ, анчах та Турӑ вӗсене пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илмен. Ҫакӑ вӗсем ҫак чыса илме тивӗҫлӗ мар пулнине пӗлтермен. Иегова вӗсене ҫӗр ҫинче райра пурӑнма чӗртсе тӑратӗ (Иоанн 5:28, 29; Ап. ӗҫ. 24:15).

17, 18. а) Хальхи вӑхӑтри Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен ытларахӑшӗн мӗнле шанчӑк пур? ӑ) Тепӗр статьяра мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

17 Хальхи вӑхӑтри Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен ытларахӑшне пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илмен. Вӗсен Давидӑн, Шыва кӗртекен Иоанӑн тата Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсен пекех ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пур. Авраам пекех вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пурӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ (Евр. 11:10). Ҫак юлашки кунсенче пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнисенчен сахалӑшӗ кӑна ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ (Ӳлӗм. 12:17). Ҫакӑ 144 000 шутне кӗрекенсенчен нумайӑшӗ вилнине пӗлтерет, ҫав шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ христиансем халӗ пӗлӗтре.

18 Анчах та хӑйсем пирки пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнӗ текенсем ҫине ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пуррисен мӗнле пӑхмалла? Хӑвӑр пухура кам та пулин Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявланӑ чухне ҫӑкӑрпа эрехе тутаннине курсан, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Ҫавнашкал христиансен хисепӗ ӳссе пынӑшӑн пирӗн пӑшӑрханмалла-и? Хуравӗсене эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

^ [1] 4-мӗш абзац. Аллӑмӗш кун уявне паллӑ тунӑ вӑхӑт израильтянсене Синай тӑвӗ патӗнче Саккун панӑ вӑхӑтпа пӗр килет пулас (Тух. 19:1). Ҫакӑ чӑнах та тӗрӗс пулсан, ҫав кун Моисей урлӑ Израиль халӑхӗпе Саккун килӗшӗвне тунӑ пулнӑ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен ҫав кунах Иисус урлӑ Туррӑн Израилӗпе ҫӗнӗ килӗшӳ тунӑ.

^ [2] 11-мӗш абзац. Ҫӳлтен ҫураласси мӗне пӗлтерни ҫинчен 2009 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнине» пӑхӑр, 3—11-мӗш страницӑсем.