Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ӗненӳ кӑтартса ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тӑвӑр

Ӗненӳ кӑтартса ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тӑвӑр

«Ӗненсе ыйттӑр, пӗртте ан иккӗлентӗр» (ИАК. 1:6).

ЮРӐСЕМ: 118, 35

1. Мӗншӗн Каин тӗрӗс мар йышӑну тунӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

КАИНӐН йышӑну тумалла пулнӑ: ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмсене парӑнтармалла-и е вӗсем хыҫҫӑн каймалла-и? Вӑл кирек хӑш ҫулне суйласа илес пулсан та, ҫакӑ унӑн малалли пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳнӗ пулӗччӗ. Эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, Каин ыррине суйласа илмен. Ҫав йышӑнӑва пула унӑн шӑллӗн Авелӗн, Турра шанчӑклӑ ҫыннӑн, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Каин та Пурнӑҫ Параканпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха ҫухатнӑ (Пулт. 4:3—16).

2. Тӗрӗс йышӑнусем туни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

2 Пирӗн час-часах йышӑнусем тума тивет. Хӑш-пӗрисенчен пурнӑҫ килет, теприсем вара ҫав таранах пысӑк пӗлтерӗшлӗ мар. Ҫапах та йышӑнусем нумайӑшӗсем пирӗн пурнӑҫ ҫине пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ. Ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тусан эпир лӑпкӑ та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарӑпӑр. Тӗрӗс мар йышӑнусем тусан вара пӑшӑрханусем сиксе тухма, ӗмӗт татӑлма тата ыттисемпе хутшӑнусем япӑхланса кайма пултараҫҫӗ (Ытар. 14:8).

3. а) Тӗрӗс йышӑнусем тӑвас тесен мӗн тумалла? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

3 Ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тума мӗн пулӑшать? Пирӗн Турра шанмалла, вӑл пире пулӑшасшӑн пулни пирки тата тӗрӗс йышӑнусем тума ӑслӑлӑх парасси пирки пӗртте иккӗленмелле мар. Унсӑр пуҫне, пирӗн унӑн Сӑмахӗнчи канашсем усӑллӑ пуласса шанмалла. (Иаков 1:5—8 вуласа пар.) Турӑпа ҫывӑхланнӑҫемӗн тата унӑн Сӑмахне юратма вӗренсе пынӑҫемӗн эпир унӑн пур йышӑнӑвӗ те тӗрӗс пулнине ҫирӗп шанма пуҫлатпӑр. Ҫапла вара мӗн те пулин суйласа илес умӗн эпир Турӑ Сӑмахӗнче канаш шырама хӑнӑхса ҫитетпӗр. Ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тума малалла та вӗренсе пыма пире мӗн пулӑшӗ? Унсӑр пуҫне, хамӑр тунӑ йышӑнусене пурнӑҫа кӗртес тесе ҫине тӑрсах тӑрӑшмалла-и?

ПУРНӐҪРА ЙЫШӐНУСЕМ ТУМА ТИВЕТЕХ

4. Адамӑн мӗнле йышӑну тумалла пулнӑ тата вӑл тунӑ йышӑну мӗн патне илсе ҫитернӗ?

4 Этемлӗх историйӗн пуҫламӑшӗнченех арҫынсен те, хӗрарӑмсен те питӗ кирлӗ йышӑнусем тумалла пулнӑ. Адамӑн суйласа илме ирӗк пулнӑ: хӑйне Пултаракана итлемелле-и е хӑйӗн арӑмне-и? Вӑл йышӑну тунӑ, анчах ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫӗлене итлесе улталаннӑ арӑмӗ упӑшкине тӗрӗс мар йышӑну тума хистенӗ. Ҫавна пула Адама райран кӑларса янӑ, юлашкинчен вара вӑл пурнӑҫне те ҫухатнӑ. Ҫакӑ кӑна мар-ха, вӑл тунӑ йышӑну пирки эпир халӗ те нумай хӗн куратпӑр.

5. Йышӑнусем тӑвас яваплӑх ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

5 Хӑшӗ-пӗрисем йышӑнусем тумасан пурнӑҫ ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ тесе шутлаҫҫӗ. Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? Иегова пире шухӑшлама пӗлмен роботсем пек туман. Унӑн Сӑмахӗ, Библи, пире ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тума вӗрентет. Вӑл пире хамӑрах йышӑнусем тутарасшӑн, ҫакӑ пирӗншӗн хамӑршӑнах усӑллӑ. Айтӑр тӗслӗхсем пӑхса тухар.

6, 7. Израильтянсен мӗнле йышӑну тумалла пулнӑ тата мӗншӗн вӗсене тӗрӗс йышӑну тума йывӑр пулнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

6 Пама пулнӑ ҫӗре ҫитсе вырнаҫсан израильтянсен питӗ пысӑк йышӑну тумалла пулнӑ: Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнмалла-и е ытти турӑсене-и? (Иисус Навин 24:15 вуласа пар.) Ҫак йышӑнӑва тума питӗ ҫӑмӑл пек туйӑнма пултарнӑ, анчах та вӗсен пурнӑҫӗ ҫавӑнтан килнӗ. Тӳресем вӑхӑтӗнче израильтянсем пӗрре кӑна мар ӑссӑрла йышӑнусем тунӑ. Вӗсем Иеговӑна пӑрахса урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ (Тӳр. 2:3, 11—23). Каярахпа Илия пророк израильтянсене вӗсен кама пуҫҫапмаллине — Иеговӑна-и е суя турра Ваала-и — суйласа илмелле тесе лайӑх ӑнлантарса панӑ (3 Патш. 18:21). Вӑл халӑха иккӗленсе тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Тен, эсир вӗсен мӗнле йышӑну тумалли тӳрех паллӑ пулнӑ тесе шутлатӑр, мӗншӗн тесен Иеговӑшӑн ӗҫлесси — чи лайӑх йышӑну. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын суя турра Ваала пуҫҫапас тейӗ-ши вара? Апла пулин те израильтянсем Иеговӑна та, Ваала та пуҫҫапма юрать тесе «икӗ урапа та уксахласа» ҫӳренӗ. Илия вӗсене чӑн Турра, Иеговӑна, пуҫҫапма хавхалантарнӑ.

7 Израиль ҫыннисене ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑну тума мӗншӗн ҫав тери йывӑр пулнӑ-ши? Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем Иеговӑна ӗненме пӑрахнӑ тата вӑл мӗн каланине тимлемен. Вӗсен тӗрӗс пӗлӳпе Туррӑн ӑслӑлӑхӗ пулман. Иеговӑна шанма та вӗсем вӗренмен. Израильтянсем ҫав пӗлӳсене илсе вӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ пулсан, ҫакӑ вӗсене тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшнӑ пулӗччӗ (Пс. 24:12). Иккӗмӗшӗнчен, израильтянсем таврара пурӑнакан халӑхсен витӗмне лекнӗ, унтан та ытларах, хӑйсемшӗн йышӑнусем тума вӗсене ирӗк панӑ. Ҫав суя тӗнлӗ халӑхсем израильтянсен шухӑш-кӑмӑлне пӑсса янӑ, вара вӗсем ҫав халӑхсем пек пурӑнма пуҫланӑ. Ҫавнашкал пулса тухасси пирки Иегова хӑйӗн халӑхне чылай маларах асӑрхаттарса каланӑ пулнӑ (Тух. 23:2).

ХАМӐРШӐН ЙЫШӐНУСЕМ ТУМА ЫТТИСЕНЕ ИРӖК ПАМАЛЛА-И?

8. Израиль халӑхӗн историйӗ пире мӗне вӗрентет?

8 Ҫӳлерех илсе панӑ тӗслӗхсем пире питӗ кирлӗ япалана вӗрентеҫҫӗ: кашнин хӑйӗн йышӑну тумалла. Тӗрӗс, ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑну тӑвас тесе вара Библире мӗн ҫырнине лайӑх пӗлмелле. Галати 6:5-мӗшӗнче пире ҫапла аса илтерсе каланӑ: «Кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ». Йышӑнусем тӑвас яваплӑха ыттисем ҫине хумалла мар. Турӑ умӗнче мӗн тӗрӗс пулнине ӑнланса илме пирӗн хамӑрӑнах тӑрӑшмалла тата йышӑнусене ҫакӑнпа килӗшӳллӗн тумалла.

9. Мӗншӗн хамӑршӑн йышӑнусем тума ыттисене ирӗк пани хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать?

9 Хамӑршӑн йышӑнусем тума ыттисене ирӗк парасси мӗнле пулса тухма пултарать? Таврари ҫынсен витӗмне лексен эпир ӑссӑрла йышӑну тума пултаратпӑр (Ытар. 1:10, 15). Ҫавӑнпа ыттисем пире темле хӗстерсен те пирӗн Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫе итлемелле. Эпир хамӑршӑн йышӑнусем тума ыттисене ирӗк паратпӑр пулсан, ҫакӑ вӗсемпе пӗр ҫулпа пыма шут тытнипе пӗрех. Ҫавӑнпа эпир ҫав-ҫавах йышӑну тӑватпӑр теме пулать, анчах та вӑл пире инкек патне илсе ҫитерме пултарать.

10. Павел Галатири христиансене мӗн пирки асӑрхаттарнӑ?

10 Павел апостол Галатири христиансене хӑйсемшӗн йышӑнусем тума ыттисене ирӗк парасси йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерме пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. (Галати 4:17 вуласа пар.) Пухури хӑш-пӗр тӑвансем ыттисене апостолсенчен «уйӑрттарасшӑн» пулса вӗсемшӗн йышӑнусем тума хӑтланнӑ. Мӗншӗн вӗсем хӑйсене ҫапла тытнӑ? Ҫав мӑнаҫлӑ ҫынсем пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн пулнӑ. Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хуман тата ыттисен йышӑнусем тума ирӗклӗх пуррине хисеплемен.

11. Ыттисем хӑйсем йышӑнусем тума пултарччӑр тесе эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

11 Ыттисен суйласа илмелли ирӗклӗх пуррине хисеплес тӗлӗшрен Павел питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. (2 Коринф 1:24 вуласа пар.) Пӗр-пӗр тӑванӑн хӑйне ҫеҫ пырса тивекен йышӑну тумалла пулсан старейшинӑсем ӑна канаш панӑ чухне Павелтан тӗслӗх илеҫҫӗ. Вӗсем Библире мӗн ҫырнине хаваспах кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫынна хӑйсем шутланӑ пек тутарма тӑрӑшмаҫҫӗ, уншӑн йышӑну та тумаҫҫӗ. Ҫакӑ тӗрӗс те, мӗншӗн тесен тунӑ йышӑнусемшӗн кашни хӑй явап тытать. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Ыттисене пулӑшас тесе эпир Библири принципсемпе канашсем ҫине тимлеттерме пултаратпӑр. Анчах та тӑвансен хӑйсен йышӑну тума ирӗк пур тата тунӑ йышӑнусемшӗн вӗсем хӑйсем яваплӑ. Хӑйсемех ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тусан вӗсем пиллӗхсем илӗҫ. Апла пулсан, тӑвансемшӗн йышӑну тӑвасси пирӗн шухӑшра та пулмалла мар.

Старейшинӑсем пухури тӑвансене йышӑнусене хӑйсем туччӑр тесе пулӑшаҫҫӗ (11 абзаца пӑхӑр.)

ТУЙӐМСЕМ КАПЛАНСА КИЛСЕН

12, 13. Тарӑхнӑ е хуйха ӳкнӗ вӑхӑтра хамӑр чӗре мӗн хушнине туни мӗншӗн сиен кӳме пултарать?

12 Нумайӑшӗсем «чӗрӳ мӗн хушнине ту» текен принциппа пурӑнаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ питӗ хӑрушӑ тата Библире мӗн каланине хирӗҫлет. Унта пире ҫылӑхлӑ чӗре е кӑмӑл-туйӑм хыҫҫӑн кайса йышӑну тумалла марри пирки асӑрхаттарнӑ (Ытар. 28:26). Турӑ Сӑмахӗнчи тӗслӗхсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, ҫын хӑйӗн чӗри еккипе кайни япӑххи патне илсе ҫитерет, мӗншӗн тесен «этем чӗри пек ултавли нимӗн те ҫук, питех те пӑсӑк вӑл» (Иер. 3:17; 13:10; 17:9; 3 Патш. 11:9). Эпир чӗре мӗн хушнине итлесен мӗн пулса тухма пултарать?

13 Христиансемшӗн чӗрере мӗн пурри пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн Иеговӑна пӗтӗм чӗрепе юратмалла тата ҫывӑх ҫынна хамӑра юратнӑ пек юратмалла (Матф. 22:37—39). Анчах та туйӑмсем тӗлӗшӗнчен пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Унчченхи абзацра илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен ҫакӑ курӑнать: туйӑмсене хамӑрӑн шухӑшсемпе ӗҫсем ҫине витӗм кӳме пани япӑххи патне илсе ҫитерме пултарать. Тӗслӗхрен, тарӑхнӑ вӑхӑтра йышӑну тусан мӗн пулма пултарать? Хӑвӑрӑн пурнӑҫра ҫакӑн пекки пулнӑ пулсан, хуравӗ сирӗншӗн паллӑ (Ытар. 14:17; 29:22). Хуйха ӳкнӗ вӑхӑтра вара тӗрӗс йышӑну тума ҫӑмӑл-и? (Йыша шутл. 32:6—12; Ытар. 24:10.) Ан манӑр: «Турӑ саккунне пӑхӑнса» пурӑнни ӑслӑ-тӑнлӑ (Рим 7:25). Чӑнах та, туйӑмсем капланса килнӗ вӑхӑтра тунӑ йышӑну тӗрӗс пулать тесе калаймӑн.

ЙЫШӐНӐВА УЛӐШТАРМАЛЛА ЧУХНЕ

14. Тунӑ йышӑнусене хӑш-пӗр чухне улӑштармаллине мӗн кӑтартать?

14 Пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тумалла. Апла пулин те хӑш-пӗр чухне унччен тунӑ йышӑнӑва ҫӗнӗрен пӑхса тухма тата, тен, улӑштарма та тивет. Иона вӑхӑтӗнче ниневитянсемпе мӗн пулса иртнине астӑватӑр-и? Библире каланӑ: «Турӑ вӗсен ӗҫӗсене, вӗсем хӑйсен усал ҫулӗнчен пӑрӑннине курнӑ та, хӗрхенсе, вӗсем ҫине яма пулнӑ асапа яман» (Иона 3:10). Ниневи ҫыннисем ӳкӗннине тата улшӑннине курса Иегова хӑйӗн йышӑнӑвне улӑштарнӑ. Ҫапла майпа вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхне, хӑйне кӗҫӗне хунине тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫынсем нумайӑшӗ тарӑхнӑ вӑхӑтра йышӑну тӑваҫҫӗ пулин те, Турӑ нихӑҫан та ҫапла тумасть.

15. Мӗне пула хӑш-пӗр чухне хамӑрӑн йышӑнӑва улӑштарма тивет?

15 Хӑш-пӗр чухне унччен тунӑ йышӑнӑва улӑштарсан лайӑхрах пулма пултарать. Тӗслӗхрен, лару-тӑру самаях улшӑнсан. Ҫак сӑлтава пула Иегова та хушӑран хӑйӗн йышӑнӑвне улӑштарнӑ (3 Патш. 21:20, 21, 27—29; 4 Патш. 20:1—5). Унсӑр пуҫне, ҫӗнӗ фактсене пӗлнӗ хыҫҫӑн улшӑнусем кӗртме тивет. Давид патшана Саулӑн мӑнукӗ Мемфивосфей ҫинчен суйса каланӑ пулнӑ. Каярахпа вара, чӑннипе мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлсен, Давид хӑйӗн йышӑнӑвне улӑштарнӑ (2 Патш. 16:3, 4; 19:24—29). Эпир те кирлӗ чухне ҫаплах тӑватпӑр пулсан, ҫакӑ ӑслӑ-тӑнлӑ пулать.

16. а) Тӗрӗс йышӑну тума пире мӗн пулӑшать? ӑ) Унччен тунӑ йышӑнусем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла тата мӗншӗн?

16 Турӑ Сӑмахӗнче пысӑк йышӑнусене тунӑ чухне васкамалла мар тенӗ (Ытар. 21:5). Пур фактсене те шута илсе тӗплӗн шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн эпир тӗрӗс йышӑну тума пултарӑпӑр (1 Фес. 5:21). Ҫемье пуҫӗн йышӑну тӑвас умӗн Библие тата пирӗн публикацисене тӗпчесе канаш шырамалла. Ҫавӑн пекех ҫемьере ыттисем мӗн шутланине ыйтса пӗлмелле. Тӗслӗхрен, пӗррехинче Турӑ Авраама хӑйӗн арӑмне итлеме хушнӑ (Пулт. 21:9—12). Старейшинӑсем ҫинчен калас пулсан, вӗсен те тӗпчеме вӑхӑт уйӑрмалла. Ӑслӑ-тӑнлӑ та хӑйне кӗҫӗне хуракан старейшина ҫӗнӗ фактсене пӗлнӗ хыҫҫӑн кирлӗ улшӑнусем тӑвать тата ыттисем мӗн калӗҫ-ши тесе хӑраса тӑмасть. Унӑн хӑйӗн шухӑшӗсене тата йышӑнӑвне улӑштарма хатӗр тӑмалла. Пирӗн те ҫакнашкал шухӑш-кӑмӑл пулмалла. Вара пухура мир тата килӗшӳ пулать (Ап. ӗҫ. 6:1—4).

ЙЫШӐНУСЕНЕ ПУРНӐҪА КӖРТӖР

17. Мӗне пула эпир ӑнӑҫлӑ йышӑнусем тума пултаратпӑр?

17 Хӑш-пӗр йышӑнусем теприсенчен пӗлтерӗшлӗрех. Вӗсене тӑвас умӗн тӗплӗн шухӑшламалла тата пӗрре анчах мар Иеговӑна кӗлтумалла. Ҫакна тума вара вӑхӑт кирлӗ. Хӑш-пӗр христиансем ҫемье ҫавӑрасси пирки е мӑшӑр пулма кама суйласа илмелли пирки шухӑшлаҫҫӗ. Теприсем вара нумай пиллӗх паракан тепӗр пысӑк йышӑну ҫинчен шутлаҫҫӗ — хӑҫан Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫламалли ҫинчен. Ҫакӑн пек йышӑнусем тунӑ чухне пирӗн пӗтӗмпех Иеговӑна шанмалла тата вӑл пире тӗрӗс йышӑну тума пулӑшасса ӗненмелле (Ытар. 1:5). Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ чи лайӑх канашсем парать, ҫавӑнпа пирӗн Библие тӗпчемелле тата кӗлӗре Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла. Ҫакна та ан манӑр: Иегова пире тӗрӗс те хӑйӗн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ йышӑнусем тума кирлӗ енсене аталантарма пулӑшӗ. Мӗн тумаллине суйласа илмелле чухне хӑвӑртан ыйтӑр: манӑн йышӑну эпӗ Иеговӑна юратнине кӑтартӗ-и? Манӑн ҫемьене телейлӗ пулма пулӑшӗ-и? Эпӗ тӳсӗмлӗ те ырӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартӗ-и?

18. Мӗншӗн Иегова пирӗнтен йышӑнусене хамӑр тӑвасса кӗтет?

18 Иегова хӑйне юратма тата хӑйӗншӗн ӗҫлеме вӑйпах хистемест. Ӑна пӑхӑнса пурӑнас тетпӗр-и е ҫук-и, ҫавна суйласа илме Иегова пире ирӗк панӑ, ҫак ирӗклӗхе вӑл хисеплет (Иис. Н. 24:15; Еккл. 5:3). Иегова пирӗнтен хӑйӗн Сӑмахӗнчи канашсене шута илсе тунӑ йышӑнусене пурнӑҫа кӗртессе кӗтет. Турӑ вӗрентнӗ пек тӑвасси чи лайӑх ҫул пулнине ӗненетпӗр пулсан тата вӑл пире юратса панӑ принципсене шанатпӑр пулсан, ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тума пултаратпӑр тата пур тӗлӗшрен те тӗреклӗ пулатпӑр (Иак. 1:5—8).