Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑран парне илме сире нимӗн те ан чӑрмантартӑр

Турӑран парне илме сире нимӗн те ан чӑрмантартӑр

«Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята [«парнене», ҪТ] илесшӗн тӑрӑшатӑп» (ФЛП. 3:14).

ЮРӐСЕМ: 122, 139

1, 2. а) Туррӑн ӗҫлекенӗсен мӗнле парне илме шанчӑк пур? ӑ) Хамӑр илес парнене куҫран вӗҫертесрен мӗн пулӑшать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

СВЯТОЙ сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен чаплӑ шанчӑк пур, ҫавӑн пирки Павел апостол «Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята [«парнене», ҪТ] илесшӗн тӑрӑшатӑп» тенӗ (Флп. 3:14). Ҫав христиансем Иисус Христоспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларнӑ вӑхӑтра ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗҫ (Ӳлӗм. 20:6). Мӗн тери чаплӑ ӗҫ шанса панӑ вӗсене! Урӑх сурӑхсен те питӗ лайӑх шанчӑк пур. Иегова вӗсене ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарма сӑмах панӑ, ҫак шанчӑк вара вӗсене чӑннипех телейлӗ тӑвать (2 Петр 3:13).

2 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма тата вӑл пама пулнӑ парнене илме пулӑшас тесе Павел ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр» (Кол. 3:2). Вӗсен хӑйсене пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине асра тытмалла пулнӑ (Кол. 1:4, 5). Иегова мӗнле пиллӗхсем пама сӑмах пани ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир хамӑр илес парнене — пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк-и вӑл е ҫӗр ҫинче-и — куҫран вӗҫертмӗпӗр (1 Кор. 9:24).

3. Павел мӗнле хӑрушлӑхсем пирки асӑрхаттарнӑ?

3 Унсӑр пуҫне, Павел христиансене вӗсем парнесӗр тӑрса юлма пултарасси ҫинчен тата ҫакӑ мӗне пула пулса тухма пултарасси ҫинчен те асӑрхаттарнӑ. Тӗслӗхрен, Колоссӑри пухӑва вӑл суя христиансем ҫинчен ҫырса янӑ, мӗншӗн тесен лешӗсем Турӑ патне ҫывхарма Христоса ӗненни мар, Саккуна пурнӑҫласа тӑни пулӑшать тесе вӗрентнӗ пулнӑ (Кол. 2:16—18). Ҫавӑн пекех Павел эпир хальхи вӑхӑтра та лекме пултаракан хӑрушлӑхсем ҫинчен каланӑ. Вӑл аскӑн шухӑшсене мӗнле сирсе ямаллине, пухури тӑвансем хушшинчи харкашусене тата ҫемьери йывӑрлӑхсене мӗнле татса памаллине ӑнлантарса панӑ. Айтӑр Павел Колоссӑ ҫыннисем патне янӑ ҫырура асӑннӑ хӑш-пӗр хӑрушлӑхсене тата вӑл панӑ канашсене пӑхса тухар.

АСКӐН ШУХӐШСЕНЕ «ПӖТЕРӖР»

4. Мӗншӗн аскӑн шухӑшсене пула эпир парнесӗр тӑрса юлма пултаратпӑр?

4 Христиансене чаплӑ шанчӑкӗ ҫинчен аса илтернӗ хыҫҫӑн Павел ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха, мула хапсӑнассине пӗтерӗр» (Кол. 3:5). Аскӑн шухӑшсем питӗ вӑйлӑ пулма пултараҫҫӗ, вӗсене пула вара хамӑр илес парнесӗрех тӑрса юлма пулать. Пӗр арҫын тӑван, аскӑн ӗҫ тунӑскер, пухӑва таврӑнсан акӑ мӗн каланӑ: «Мана питӗ вӑйлӑ туртӑм хистесе тӑратчӗ. Хам мӗн туса хунине ӑнланса илсен вара ним улӑштарма та май ҫукчӗ».

5. Хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерекен лару-тӑрура хамӑра мӗнле хӳтӗлеме пулать?

5 Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене пӑсас мар тесен хӑш-пӗр лару-тӑрусенче пирӗн уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Сӑмахран, хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫласан христиансен Библири принципсене шута илсе пӗрле тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явмалла. Тӗслӗхрен, пӗр-пӗрне алран тытӗҫ-и, ыталӗҫ-и тата чуптӑвӗҫ-и? Хӑйсене валли палӑртса хунӑ чикӗсенчен тухас мар тесе тата иккӗн ҫеҫ тӑрса юлас мар тесе вӗсем мӗн тӑвӗҫ? (Ытар. 22:3.) Христианин командировкӑна кайсан е унӑн хӗрарӑмпа (е христианкӑн арҫынпа) ӗҫлеме тивет пулсан, ҫакӑ та ӑна нравственность тӗлӗшӗнчен хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать (Ытар. 2:10—12, 16, 17). Эсир ҫакӑн пек лару-тӑрӑва лекрӗр пулсан, тӳрех хӑвӑр Иегова Свидетелӗ пулни ҫинчен калӑр. Хӑвӑра йӗркеллӗ тытӑр тата якӑлтатса ҫӳренине пула хуйхӑ курмалла пуласси ҫинчен ан манӑр. Кӑмӑл пусӑрӑнчӑк чухне тата хамӑра пӗчченӗн туйнӑ чухне те пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Ун пек чухне пирӗн хамӑра юратнине тата хакланине туяс килет, ҫавӑнпа пирӗнпе интересленекен кирек мӗнле ҫынпа та хутшӑнма пуҫлама пултаратпӑр. Эсир хӑҫан та пулин ҫакнашкал лару-тӑрӑва лекес пулсан, Иеговӑран тата унӑн халӑхӗнчен пулӑшу ыйтӑр. Ҫакӑ сире парнесӗр тӑрса юласран хӳтӗлӗ. (Псалом 33:19; Ытарӑшсем 13:21 вуласа пар.)

6. Вӑйӑ-кулӑ суйласа илнӗ чухне мӗн асра тытмалла?

6 Аскӑн шухӑшсене пӗтерес тесен пирӗн йӗркесӗр вӑйӑ-кулӑран пӑрӑнмалла. Хальхи вӑхӑтра шутласа кӑларнӑ вӑйӑ-кулӑсем нумай енчен Содомпа Гоморрӑна аса илтереҫҫӗ (Иуда 7). Кӗнекесен, фильмсен тата телешоусен авторӗсем час-часах аскӑн ӗҫсене йӗркеллӗ япала пек кӑтартаҫҫӗ, ҫак ӗҫсем мӗнле инкексем патне илсе ҫитерни ҫинчен вара каламаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ним шутласа тӑмасӑрах ку тӗнче сӗнекен кирек мӗнле вӑйӑ-кулӑпа та киленсе лармалла мар. Вӑйӑ-кулӑ пире Турӑран парне илме ан чӑрмантартӑр тесе пирӗн ӑна асӑрхануллӑ пулса суйласа илмелле (Ытар. 4:23).

ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТӐР, ЫРӐ ПУЛӐР

7. Христиансен пухӑвӗнче мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ?

7 Христиансен пухӑвӗ — чӑн-чӑн пиллӗх. Ҫав тӗлпулусенче эпир Туррӑн Сӑмахне вӗренетпӗр тата пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр. Ҫакӑ пире парне ҫинчен манасран пулӑшать. Ҫапах та пухури тӑвансем хушшинче хирӗҫӳсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Вӗсене татса памасан эпир пӗр-пӗрин ҫине ҫилленсе ҫӳреме пултаратпӑр. (1 Петр 3:8, 9 вуласа пар.)

8, 9. а) Мӗнле лайӑх енсем Турӑран парне илме пулӑшӗҫ? ӑ) Пухури тӑван пире кӳрентерсен мире упраса хӑварас тесе мӗн тумалла?

8 Кӳренни пире парнесӗр тӑратса ан хӑвартӑр тесе мӗн тумалла? Павел Колоссӑри христиансене ҫапла чӗнсе каланӑ: «Апла эсир — Туррӑн суйласа илнӗ, сӑваплӑ, савнӑ ҫыннисем — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр. Пуринчен ытла сирӗн юрату пултӑр, юратсассӑн сирӗнте пур ырӑлӑх та пулӗ» (Кол. 3:12—14).

9 Юратни тата ырӑ кӑмӑллӑ пулни пире пӗр-пӗрне каҫарма пулӑшать. Тӗслӗхрен, пухури пӗр-пӗр тӑван сире кӳрентерчӗ пулсан мӗн тумалла? Хӑвӑр пӗр-пӗр тӑвана сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерсен вӑл сире каҫарнине аса илӗр. Ҫавӑн чухне эсир ҫав тӑвана хӑвӑра юратнине кӑтартнӑшӑн тата хӑвӑрпа ырӑ пулнӑшӑн ҫав тери пархатарлӑ пулнӑ пулӗ! (Екклесиаст 7:21, 22 вуласа пар.) Уйрӑмах эпир Иисус Христоса вӑл ырӑлӑх кӑтартса Туррӑн ӗҫлекенӗсене пӗр пухӑва пуҫтарнӑшӑн пархатарлӑ (Кол. 3:15). Эпир пурсӑмӑр та пӗр Турра юрататпӑр, пӗр хыпарах пӗлтерсе ҫӳретпӗр тата пӗр пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр. Юратнӑран тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран эпир пӗр-пӗрне каҫаратпӑр, ҫакӑ пире хамӑр хушӑри пӗрлӗхе ҫирӗплетме тата парнене асра тытма пулӑшать.

10, 11. а) Кӗвӗҫесси мӗн патне илсе ҫитерме пултарать? ӑ) Кӗвӗҫнине пула парнесӗр тӑрса юлас мар тесен мӗн тумалла?

10 Ыттисене кӗвӗҫни те пире хамӑр илес парнене илме чӑрмантарма пултарать. Библире ҫак туйӑм мӗн тери хӑрушӑ пулни пирки асӑрхаттаракан тӗслӗхсем ҫырса панӑ. Сӑмахран, Каин хӑйӗн шӑллӗне Авеле кӗвӗҫме пуҫланӑ, вара вӗлернӗ ӑна. Корей, Дафан тата Авирон Моисее кӗвӗҫме пуҫласан ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Саул патша Давида кӗвӗҫнӗрен ӑна вӗлерме хӑтланнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ сӑмахӗнче ҫапла калани тӗлӗнтермест: «Ӑҫта кӗвӗҫӳпе чӑркӑшлӑх, унта йӗркесӗрлӗхпе тӗрлӗ усаллӑх» (Иак. 3:16, ҪХ).

11 Эпир чун-чӗререн юратма тата ырӑ кӑмӑллӑ пулма вӗренес тесе вӑй хуратпӑр пулсан, ҫакӑ пире ыттисене кӗвӗҫесрен хӳтӗлӗ. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать, юрату ӑмсанмасть» (1 Кор. 13:4). Кӗвӗҫесси пирӗн чӗрере тымар ан ятӑр тесен пирӗн пур лару-тӑру ҫине те Турӑ куҫӗпе пӑхма тӑрӑшмалла, хамӑр ҫине тата пухури тӑвансем ҫине пӗр ӳт пайӗсем ҫине пӑхнӑ пекех пӑхмалла. Ҫакӑ пире хамӑра Библири ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн тытма пулӑшӗ: «Пӗр пайне ырласассӑн, унпа пӗрле пур пайӗ те савӑнать» (1 Кор. 12:16—18, 26). Айтӑр ыттисем ҫитӗнӳсем тунине курсан вӗсене ӑмсанар мар, вӗсемшӗн савӑнар. Ҫак тӗлӗшрен Саул ывӑлӗ Ионафан лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Патша пулма Турӑ ӑна мар, Давида суйласа лартсан, вӑл кӗвӗҫмен. Пачах урӑхла, Ионафан Давида яланах пулӑшма тӑрӑшнӑ (1 Патш. 23:16—18). Эпир те Ионафан пекех ыттисене юратма тата вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма пултаратпӑр-и?

ҪЕМЬЕРЕ ПУРИН ТЕ ТУРӐРАН ПАРНЕ ИЛМЕЛЛЕ ПУЛТӐР

12. Библири хӑш канаш ҫемьесене Турӑран парне илме пулӑшӗ?

12 Ҫемьере мир тата телей пултӑр тесен Библири принципсене тытса тӑмалла. Вара ҫемьере пурте Турӑран парне илӗҫ. Колоссӑ ҫыннисем патне янӑ ҫырура Павел лайӑх канаш панӑ: «Эй арӑмсем, упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр. Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр. Эй ачасем, аҫӑр-аннӗре пур тӗлӗшпе те итлесе пурӑнӑр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ. Эй ашшӗсем, ачӑрсемпе хаяр ан пулӑр — вӗсем хуҫӑлсах ан ӳкчӗр» (Кол. 3:18—21). Ҫак сӑмахсем хӑвӑр ҫемьене мӗнле пулӑшма пултарнине куратӑр-и эсир?

13. Христианка хӑйӗн упӑшкине Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма мӗнле пулӑшма пултарать?

13 Калӑпӑр, хӗрарӑм тӑвана Иеговӑна ӗненмен упӑшки хӑйне унпа лайӑхах тытмасть пек туйӑнать. Пӗр вӗҫӗм упӑшкине ӳпкелесе калаҫнипе лару-тӑрӑва лайӑхлатма пулать-и? Арӑмӗн хӑйӗн упӑшкине хӑй мӗн тутарас тенине тутарма май килсен те, ҫакӑ ӑна чӑнлӑха йышӑнма хавхалантарӗ-ши? Ҫук пуль. Анчах та христианка упӑшкине ҫемье пуҫӗ вырӑнне хурать пулсан, ҫемьере килӗшӳ пулать. Хӑйне мӗнле тытнипе вӑл Иеговӑна мухтава кӑларӗ тата, тен, упӑшкине Туррӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма та пулӑшӗ. Вара вӗсем Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлесе иккӗшӗ те парне илме пултарӗҫ. (1 Петр 3:1, 2 вуласа пар.)

14. Арҫын тӑван Иеговӑна ӗненмен арӑмӗ пирки вӑл мана хисеплемест тесе шутлать пулсан, унӑн мӗн тумалла?

14 Е калӑпӑр, арҫын тӑван Иеговӑна ӗненмен арӑмӗ пирки вӑл мана хисеплемест тесе шутлать. Ун пек чухне унӑн мӗн тумалла? Килте кам хуҫа пулнине кӑтартас тесе упӑшки арӑмӗ ҫине кӑшкӑрать пулсан, арӑмӗ ӑна ытларах хисеплеме пуҫлӗ-ши? Паллах, ҫук! Турӑ ҫемье пуҫӗсене Иисусран тӗслӗх илсе хӑйсен арӑмӗсене юратма хушать (Эф. 5:23). Иисус христиансен пухӑвне тӳсӗмлӗхпе тата юратупа ертсе пырать (Лука 9:46—48). Упӑшки Иисус пек пулма тӑрӑшать пулсан, тен, унӑн арӑмӗ те Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑрӗ.

15. Христианин хӑйӗн арӑмне юратнине мӗнле кӑтартма пултарать?

15 Библире упӑшкасене ҫапла канаш панӑ: «Арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр» (Кол. 3:19). Упӑшки хӑйӗн арӑмне юратать пулсан, ӑна тимлӗ итлет тата вӑл мӗн шутлани уншӑн пурпӗрех маррине кӑтартать (1 Петр 3:7). Паллах, упӑшки арӑмӗ мӗн ыйтнине пурне те тумӗ, анчах та арӑмӗн канашӗсем час-часах ӑна лайӑхрах йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ (Ытар. 15:22). Юратакан упӑшки арӑмне хӑйне вӑйпах хисеплеттересшӗн мар, вӑл хӑйне хисепленине тивӗҫлӗ пулма тӑрӑшать. Упӑшки хӑйӗн арӑмне тата ачисене юратни пӗтӗм ҫемьене Иеговӑшӑн ӗҫлеме тата Турӑран парне, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ, илме вӑй хума хавхалантарма пултарать.

Ҫемьери йывӑрлӑхсем сире парнесӗр тӑратса ан хӑварччӑр тесен мӗн тумалла? (13—15 абзацсене пӑхӑр.)

ЯШСЕМПЕ ХӖРСЕМ, НИМЕ ТЕ ХӐВӐРА ПАРНЕСӖР ТӐРАТСА ХӐВАРМА АН ПАРӐР

16, 17. Яшсемпе хӗрсене ашшӗ-амӑшӗсем ҫине кӳренесрен мӗн пулӑшӗ?

16 Ҫамрӑксем пирки вара мӗн калама пулать? Яшсемпе хӗрсем, сире аҫу-аннӳ хӑвӑра ӑнланмасть пек тата ытла хытӑ тытать пек туйӑнма пултарать. Эсир хӑвӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалласси пирки те иккӗленме пултаратӑр. Анчах та Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахас пулсан эсир кӗҫех аҫупа аннӳ тата пухури тӑвансем сире пуринчен хытӑ юратнине куратӑр.

17 Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: аҫупа аннӳ сире нихӑҫан та тӳрлетмен пулнӑ пулсан, вӗсем сирӗншӗн чӑнах та тӑрӑшнӑ тесе калама пулатчӗ-ши? (Евр. 12:8.) Ҫав-ҫавах сире, тен, аҫу-аннӳ хӑвӑра мӗнле пӑхса ӳстерни килӗшмест. Ун пек пулсан ҫилленсе ан ҫӳрӗр, ун вырӑнне вӗсем мӗншӗн апла е капла тунине ӑнланма тӑрӑшӑр. Хӑвӑра лӑпкӑ тытӑр тата аҫу-аннӳ тӳрлетнӗ чухне ан кӳренӗр. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын сӑмах вылятмасть, ырӑ шухӑшлӑ ҫын хӗрсе каймасть» (Ытар. 17:27). Хӑвӑр ума ҫитӗннӗ христианин пулса тӑма тӗллев лартӑр, ҫакӑн пек христианин вара хӑйне канаш панӑ чухне лӑпкӑн итлеме пӗлет тата, канаша мӗнле пани ҫине ытлашши пӑхмасӑр, унпа усӑ курать (Ытар. 1:8). Иеговӑна чун-чӗререн юратакан атте-анне пурри — чӑн-чӑн пиллӗх! Вӗсем сире Турӑран парне, ӗмӗрлӗх пурнӑҫа, илме питӗ пулӑшасшӑн.

18. Мӗншӗн пирӗн хамӑр илес парнене куҫран вӗҫертмелле мар?

18 Эпир пӗлӗтре вилӗмсӗр пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанатпӑр-и — пурсӑмӑр та Турӑран ҫак чаплӑ парнене илессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Ҫакӑ ӗмӗт мар, ҫак парнене парнелеме Турӑ сӑмах панӑ. Библире «пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ» тенӗ (Ис. 11:9). Унта пурӑнакансене Турӑ хӑй вӗрентсе тӑрӗ. Ҫав парнене илме пӗтӗм вӑя хумалла. Айтӑр Иегова мӗн тума сӑмах панине асра тытар. Унран парне илме пире ним те ан чӑрмантартӑр!