Ҫамрӑксем, хӑвӑра ҫӑлас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр
«Эсир яланах итлекенччӗ... хӑвӑра ҫӑласшӑн хӑраса та чӗтресе тӑрӑшӑр» (ФЛП. 2:12).
1. Шыва кӗресси мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
КАШНИ ҫулах Библи вӗренекен пин-пин ҫын шыва кӗрет. Вӗсем хушшинче яш ачасем те, пӗчӗкреххисем те сахал мар. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ӳссе ҫитӗннӗ. Тен, эсӗ те ҫавсем хушшинче пулнӑ — ҫавӑншӑн сана мухтас килет. Шыва кӗресси вӑл — питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм. Унсӑрӑн христианин пулаймӑн, ҫӑлӑнса та юлаймӑн (Матф. 28:19, 20; 1 Петр 3:21).
2. Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама мӗншӗн хӑрамалла мар?
2 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пиллӗхсем илме санӑн майсем нумай уҫӑлнӑ, анчах та халӗ сан ҫинче пысӑк яваплӑх. Мӗнле яваплӑх-ши вӑл? Хӑв шыва кӗнӗ кун санран: «Иисус Христос хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине йышӑнса хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн эсӗ ӳкӗнтӗн-и тата Турӑ ирӗкне тӑвас тесе хӑвна Иегова Турра халалларӑн-и?» — тесе ыйтсан эсӗ «ҫапла» тенӗ. Хӑв шыва кӗнипе эсӗ пурин умӗнче те хӑвна Иеговӑна
халалланине кӑтартнӑ, урӑхла каласан, Иеговӑна юратма тата унӑн ирӗкне туса тӑрассине малти вырӑна хума сӑмах панӑ. Ҫапла эсӗ хӑв ҫине питӗ пысӑк яваплӑх илнӗ. Ҫавӑншӑн ӳкӗнмелле-и? Паллах, ҫук! Турра итлесе пурӑнман ҫынсем Сатана аллине кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Вӑл вара никама та ҫӑлса хӑварасшӑн тӑрӑшмасть. Пачах урӑхла, ун майлӑ тӑрса Иеговӑна хирӗҫ кайсан тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка ҫухатсан, вӑл ҫавӑншӑн савӑнӗччӗ кӑна.3. Хамӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалланӑ хыҫҫӑн эпир мӗнле пиллӗхсем илнӗ?
3 Христианин пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Иегова сана мӗнле пиллени ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халалларӑн, ҫавӑнпа пӗр иккӗленмесӗр ҫапла калама пултаратӑн: «Ҫӳлхуҫа ман майлӑ — эпӗ хӑрамӑп: этем мана мӗн тӑвайӗ?» (Пс. 117:6.) Иегова майлӑ тӑни тата вӑл хӑвна ырланине пӗлни мӗн тери пысӑк чыс! Ҫакӑнпа нимӗн те танлашаймасть.
ХАМӐР ҪИНЕ ИЛНӖ ЯВАПЛӐХ
4, 5. а) Хамӑра Иеговӑна халалланӑ чухне тупа туса сӑмах панине пурнӑҫласси вӑл мӗншӗн кашнин хӑйӗн яваплӑхӗ? ӑ) Ҫамрӑксем ҫеҫ мар, ытти христиансем те мӗнпе тӗл пулаҫҫӗ?
4 Эсӗ шыва кӗнӗ христианин пулсан, Иеговӑпа сан хушӑри хутшӑнусене килти интернетпа танлаштарма ҫук — уншӑн аҫу-аннӳ тӳлет, усӑ курасса вара пурте усӑ кураҫҫӗ. Эсӗ халь те аҫу-аннӳпе пурӑнатӑн пулсан та, ҫӑлӑнса юласси санран ҫеҫ килет. Мӗншӗн ҫакна асра тытмалла? Мӗншӗн тесен пуласлӑхра мӗн пулса иртме пултарнине нихӑҫан та пӗлме ҫук. Тӗслӗхрен, эсӗ ача чухне шыва кӗнӗ пулсан, ҫитӗнерехпе санӑн унччен пулман туйӑмсемпе тата йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивӗ, тен. Пӗр ҫамрӑк хӗр ҫакӑн ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫуралнӑ кун ячӗпе пӗҫернӗ торта ҫисе пӑхайман пирки никам та хӑй Свидетель пулнишӗн ӳкӗнмест пулӗ. Анчах та темиҫе ҫул иртсен, ар ҫыхӑнӑвне кӗрес туртӑм вӑйланса пынӑ чухне, каччӑна е хӗре Иегова кӑтартнӑ ҫул — чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ пулнине ҫирӗп ӗненни кирлӗ».
5 Паллах ӗнтӗ, ҫамрӑксен кӑна ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма тивмест. Аслӑраххисем те шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӗтмен йывӑрлӑхсемпе, тӗслӗхрен, мӑшӑрланассипе, сывлӑхпа е ӗҫпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсемпе, тӗл пулма пултараҫҫӗ. Эпир кирек миҫере пулсан та, кирек мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та пирӗн пурин те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмалла (Иак. 1:12—14).
6. а) Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна пӗр услови лартмасӑр халаллани мӗне пӗлтерет? ӑ) Филиппӑ 4:11, 12 тата Исаия 12:2 сӑвӑ йӗркисем мӗн пирки шантарса калаҫҫӗ?
6 Пур лару-тӑрура та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшма пултарать? Хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна пӗр услови лартмасӑр халалланине асра тыт. Ҫакӑ кирек мӗн пулса тухсан та, тӗслӗхрен, юлташусем е аҫу-аннӳ Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан та, эсӗ Ҫут тӗнчене Тытса Тӑраканшӑн ӗҫлесе тӑма сӑмах панине пӗлтерет (Пс. 26:10). Кирек мӗнле лару-тӑрӑва лекес пулсан та хӑвӑн сӑмахна тытма пулӑшу ыйтса Иеговӑна кӗлту. (Филиппӑ 4:11, 12; Исаия 12:2 вуласа пар.)
7. Ҫӑлӑнас тесе «хӑраса та чӗтресе» тӑрӑшмалла тени мӗне пӗлтерет?
7 Иегова сире хӑйӗн тусӗ тӑвасшӑн. Анчах та ҫак туслӑха упраса хӑварас тесен тата ҫӑлӑнас тесен пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Филиппӑ 2:12-мӗшӗнче ҫӑлӑнас тесе «хӑраса та чӗтресе» тӑрӑшмалла тенӗ. Ҫак сӑмахсем кирек мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухсан та Иеговӑн тусӗ пулма пӑрахас мар тесе мӗн тумалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшламаллине пӗлтереҫҫӗ. Хамӑр ҫине ытлашши шанни хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать, мӗншӗн тесен нумай ҫул хушши Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракансем те юлашкинчен чӑнлӑх ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнса кайнӑ. Апла пулсан, ҫӑлӑнса юлас тесе санӑн мӗнле утӑмсем тумалла?
БИБЛИ ВӖРЕННИ
8. Мӗншӗн Библи вӗренмелле тата ҫакӑ мӗне пӗлтерет?
8 Иеговӑпа туслӑ пулас тесен унпа хутшӑнмалла, хутшӑнни вара пӗр-пӗринпе калаҫмаллине пӗлтерет. Иегова мӗн каланине эпир мӗнле итлеме пултаратпӑр? Тӗп май вӑл — Библи вӗренни. Ҫакӑн шутне ӑна тата ун ҫинче никӗсленнӗ публикацисене вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани кӗрет. Библи вӗренессине шкулта экзамена хатӗрленнӗ чухне вӗренсе ларнипе танлаштарма ҫук. Библи вӗренесси интереслӗ экспедици пекех: пӗр-пӗр темӑна тӗпченӗ май эсӗ Иегова ҫинчен мӗн те пулин ҫӗннине пӗлетӗн. Ҫавна пула эсӗ Турӑ патне ҫывӑхаратӑн, вӑл вара — сан пата (Иак. 4:8).
9. Библи вӗреннӗ чухне эсир мӗнпе усӑ куратӑр?
9 Сана Библи вӗренме пулӑшас тесе Иеговӑн организацийӗ хатӗрсем нумай туса панӑ. Унсӑр пуҫне, 2009 ҫулхи апрель уйӑхӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Вопросы молодежи» рубрикӑра «Как сделать чтение Библии занимательным?» ятлӑ статьяра лайӑх шухӑшсем тупма пулать. Ҫӑлӑнас тетӗн пулсан вӗренни тата шухӑшлани питӗ кирлӗ. (Псалом 118:105 вуласа пар.)
КӖЛТУНИ ПИТӖ КИРЛӖ
10. Мӗншӗн шыва кӗнӗ христиансен Иеговӑна кӗлтумалла?
10 Библи вӗреннӗ чухне эпир Иеговӑн сассине илтетпӗр, кӗлтунӑ чухне вара эпир унпа калаҫатпӑр. Христиансен кӗлтӑвасси ҫине усӑсӑр йӑла-йӗрке ҫине пӑхнӑ пек е ӑнӑҫу паракан «асамлӑ» сӑмахсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла мар. Кӗлтунӑ чухне эпир хамӑра Пултараканпа чӑнах та калаҫатпӑр — вӑл пирӗнтен ҫавна кӗтет те. (Филиппӑ 4:6 вуласа пар.) Сана темскер питӗ пӑшӑрхантарать пулсан, Библири ҫак канаша тимле: «Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан» (Пс. 54:23). Ҫак канаш сана пулӑшма пултарасса эсӗ ӗненетӗн-и? Миллионшар тӑван ҫак канаш усӑллине хӑйсем ҫинче туйнӑ. Вӗсене пулӑшнӑ пулсан, сана та пулӑшатех!
11. Мӗншӗн Иеговӑна ялан пархатарлӑ пулмалла?
11 Кӗлтуни вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтмалли май ҫеҫ мар. Библире каланӑ: «Тав туса пурӑнӑр» (Кол. 3:15). Хӑш чухне эпир хамӑр проблемӑсем ӑшне пуҫӗпех кӗрсе ӳкетпӗр те хамӑр тавра мӗн чухлӗ ырӑ япала пуррине те асӑрхамастпӑр. Эпир кашни кунах Иеговӑна пӗр виҫӗ япалашӑн кӗлтуса тав тума тӗллев лартма пултаратпӑр. 12 ҫулта шыва кӗнӗ Абигейл каласа парать: «Ман шутпа, Ҫут тӗнчере никамран та ытларах Иеговӑна пархатарлӑ пулмалла. Пирӗн ӑна май килсен яланах парнесемшӗн тав сӑмахӗсем каламалла. Пӗррехинче эпӗ пӗр интереслӗ ыйту илтрӗм: паян эпир Иеговӑна мӗншӗн тав тунӑ, тепӗр ирхине ыйхӑран вӑрансан ҫав япаласем ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ пулсан, пирӗн мӗн юлнӑ пулӗччӗ?»
ХАМӐР ҪИНЧЕ ТУЙСА КУРМАЛЛА
12, 13. Хӑйӗн ырӑлӑхне Иегова пире хамӑра мӗнле кӑтартни ҫинчен мӗншӗн шухӑшласа пӑхмалла?
12 Ӗлӗк-авал Иегова Давида пӗрре ҫеҫ мар пысӑк йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшнӑ. Давид хайланӑ псаломра ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Астивсе пӑхӑр, Ҫӳлхуҫа епле ыррине курӑр!» (Пс. 33:9.) Ҫак сӑмахсем Иегова мӗн тери ырӑ пулнине хамӑр ҫинче туйса илмеллине кӑтартаҫҫӗ. Библие тата ун ҫинче никӗсленнӗ публикацисене вуланӑ май тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренӗ май, эсӗ Иегова ытти ҫынсене хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшни ҫинчен пӗлсе пыратӑн, ҫакӑ сана хавхалантарать паллах. Анчах та Иеговӑпа хӑвӑн хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пытӑр тесен, вӑл сана хӑвна мӗнле пулӑшнине курмалла. Иегова мӗн тери ыррине эсӗ хӑв ҫинче мӗнле туйса илнӗ?
13 Ҫав тӗлӗшрен пур христиансен те пӗрпеклӗх пур. Иегова хӑйӗн патне тата Ывӑлӗ патне ертсе пынипе пире кашнине ырӑлӑх кӑтартнӑ. Иисус каланӑ: «Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 6:44). Ҫак сӑмахсене сан пирки те каланӑ, ҫавна туятӑн-и? Тен, эсӗ ҫапла шутлатӑн: «Иегова мана мар, аттепе аннене хӑй патне ертсе пынӑ. Эпӗ вӗсем хыҫҫӑн кайнӑ ҫеҫ». Анчах та хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халалласа шыва кӗнипе эсӗ хӑвпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулнине кӑтартнӑ. Библи пире шантарса калать: «Кам Турра юратать, ҫавна Турӑ пӗлет» (1 Кор. 8:3). Иеговӑн организацийӗнчи хӑвӑн вырӑна яланах хакла.
14, 15. Ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳрени ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетет?
14 Иегова ырӑ пулнине эсӗ хӑвӑн пурнӑҫунта тата мӗнле курма пултаратӑн? Ырӑ хыпар сарнӑ чухне е шкулта ыттисемпе хӑв мӗне ӗненни ҫинчен калаҫнӑ чухне Вӑл сана мӗнле пулӑшнине туйма тӑрӑш. Хӑш-пӗрисене пӗр класри ачасене ырӑ хыпара калама йывӑр. Вӗсене ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен пӗрле вӗренекенсем хирӗҫ мӗн каласса пӗлме ҫук. Хӑв мӗне ӗненни ҫинчен хӑш-пӗр чухне пӗр ҫынна та калама йывӑр, темиҫе ҫын пӗрле чухне вара тата йывӑртарах. Хӑранине мӗнле ҫӗнтерме пулать-ши?
15 Чи малтан ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑх: мӗншӗн эсӗ хӑв мӗне ӗненнине тӗрӗс тесе шутлатӑн? Хӑв мӗне ӗненни ҫинчен, мӗншӗн ҫавна ӗненни ҫинчен тата ҫавна ыттисене мӗнле ӑнлантарса памалли ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑр. Санӑн ӗненӳ ҫирӗп пулсан тата мӗн каламаллине пӗлетӗн пулсан, Иер. 20:8, 9).
эсӗ Иегова ҫинчен каласа парасах тейӗн (16. Хӑв мӗне ӗненни ҫинчен хӑюллӑн каласа пама мӗн пулӑшма пултарать?
16 Анчах та лайӑх хатӗрленсен те сана хӑв мӗне ӗненни ҫинчен ыттисемпе калаҫма пуҫлама ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. 18 ҫулхи пӗр хӗр, 13 ҫулта шыва кӗнӗскер, акӑ мӗн калать: «Хам мӗне ӗненнине эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп, анчах та мана кирлӗ сӑмахсене шыраса тупма хушӑран йывӑр». Вара вӑл мӗн тӑвать? «Хама яланхилле тытма тӑрӑшатӑп,— каласа парать вӑл.— Манпа пӗр класра вӗренекенсем хӑйсен ӗҫӗсем пирки пӗр хӑрамасӑр каласа параҫҫӗ. Ман вара мӗншӗн хӑрамалла?! Кайран эп сӑмах майӑн ҫакӑн пекрех калатӑп: „Ҫынсемпе Библи ҫинчен калаҫнӑ чухне...“ — унтан вара хампа мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пама пуҫлатӑп. Эп мӗн ҫинчен каласа пани Библипе пачах та ҫыхӑнман пулсан та, нумайӑшне эпӗ ҫынсене Библие мӗнле вӗрентни интереслентерет. Хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пирки вӗсем ыйтусем те параҫҫӗ. Ҫак меслетпе мӗн чул ытларах усӑ куратӑп, ҫавӑн чул ҫӑмӑлтарах. Ҫавӑн пек калаҫусем мана яланах савӑнтараҫҫӗ!»
17. Ыттисемпе калаҫма сире тата мӗн пулӑшма пултарать?
17 Эсӗ хӑвпа калаҫакансене хисеплетӗн пулсан тата вӗсемпе интересленетӗн пулсан, тен, вӗсем санпа ырӑ кӑмӑллӑ пулӗҫ. Пӗчӗк чухнех шыва кӗнӗ 17 ҫулхи Оливия каласа парать: «Ҫынсемпе калаҫнӑ чух эпӗ Библи ҫинчен асӑнмастӑмччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ман пирки фанатик тесе каласран хӑраттӑм». Кайран вӑл ҫак лару-тӑру ҫине урӑхларах пӑхма пуҫланӑ. Хӑй мӗнрен хӑрани ҫинчен шутласа ҫӳрес вырӑнне вӑл ҫапла тӑвас тенӗ: «Ҫамрӑксем нумайӑшӗ Иегова Свидетелӗсем ҫинчен пачах илтмен. Пирӗнсӗр пуҫне вӗсем Свидетельсене урӑх никама та пӗлмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсене пирӗнпе мӗнле тытасси эпир хамӑра вӗсемпе мӗнле тытнинчен килет. Пирӗн ӗненӳ ҫинчен сӑмах тапрансассӑн эпир именсе, вӑтанса тӑратпӑр пулсан вара? Е калаҫӑва урӑх еннелле пӑрса яратпӑр пулсан? Е калаҫнӑ чухне пӑлханатпӑр пулсан тата темскер уҫӑмсӑр калатпӑр пулсан? Вара ҫынсем пирӗн пирки хӑйсем мӗне ӗненнинчен вӑтанаҫҫӗ теме пултарӗҫ. Тата хамӑра хӑюсӑр тытсассӑн ыттисем пирӗнпе тӳрккессӗн калаҫма пултарӗҫ. Эпир хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен ытти темӑсем ҫинчен калаҫнӑ пекех ирӗклӗн калаҫатпӑр пулсан тата хамӑра яланхи пекех тытатпӑр пулсан ыттисем, тен, пирӗнпе хисеплӗн калаҫӗҫ».
ХӐВӐРА ҪӐЛАС ТЕСЕ ПӖТӖМ ВӐЙРАН ТӐРӐШӐР
18. Хамӑра ҫӑлас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшни мӗне пӗлтерет?
18 Эпир куртӑмӑр ӗнтӗ, пирӗн ҫинче пысӑк яваплӑх. Кашни христианинӑн ҫӑлӑнас тесе вӑй хумалла. Тӗслӗхрен, пирӗн Турӑ Сӑмахне вуламалла, мӗн вуласа пӗлни ҫинчен шухӑшламалла, кӗлтумалла тата Иеговӑна хамӑра мӗн-мӗн панишӗн пуриншӗн те тав тумалла. Ҫапла туни сана Иегова хӑвӑн Тусу пулнине ҫирӗп ӗненме пулӑшӗ тата хӑв мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене хӑюллӑн каласа пама хавхалантарӗ. (Псалом 72:28 вуласа пар.)
19. Мӗншӗн ҫӑлӑнас тесе пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшмалла?
19 Иисус ҫапла каланӑ «Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та... Ман хыҫҫӑн пытӑр» (Матф. 16:24). Христианин пулас тесен хамӑра Турра халалласа шыва кӗмелле. Ҫакӑ нумай пиллӗх паракан ҫул пуҫламӑшӗ. Юлашкинчен вара вӑл Турӑ пама пулнӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе ҫитерӗ. Ҫавӑнпа та ҫӑлӑнас тесе пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑш!