Ыттисен йӑнӑшӗсем сирӗншӗн такӑнтаракан чул пулса ан тӑччӑр
«Пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр» (КОЛ. 3:13).
1, 2. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен шучӗ ӳссе пыни пирки Библире мӗн каланӑ?
ИЕГОВӐН шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем — унӑн Свидетелӗсем — хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр организацие пухӑннӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнчери организаци йӑнӑшсем тӑвакан ҫитменлӗхлӗ ҫынсенчен тӑрать. Анчах та Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнине пула вӑл ӳссех пырать, унӑн ӗҫӗсем те ӑнса пыраҫҫӗ. Хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫитменлӗхлӗ пулсан та, Иегова вӗсем урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Айтӑр ҫав ӗҫсенчен хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар.
2 1914 ҫулта ҫак йӗркесӗр тӗнчен юлашки кунӗсем пуҫланнӑ чухне ҫӗр ҫинче Туррӑн ӗҫлекенӗсем сахал пулнӑ. Анчах та Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе пиллесе тӑнӑ. Тепӗр вун-вун ҫул хушшинче миллион-миллион ҫын чӑнлӑха пӗлсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Хӑйӗн халӑхӗн йышӗ тӗлӗнмелле хӑвӑрт ӳссе каясси пирки Иегова малтанах каласа хунӑ: «Сахаллинчен — пин, чи халсӑрринчен вӑйлӑ халӑх пулӗ. Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑртах пурӑнӑҫа килтерӗп» (Ис. 60:22). Ҫак пророкла калани, паллах, пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланса пырать. Ҫапла вара паян ҫӗр ҫинчи Туррӑн ӗҫлекенӗсен шучӗ нумай ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсен шутӗнчен те пысӑкрах.
3. Пирӗн вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем ыттисене юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
3 Хальхи вӑхӑтра та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗр-пӗрин хушшинчи юратӑва — Туррӑн тӗп паха енне — вӑйлатма пулӑшать (1 Иоанн 4:8). Иегова юратнӑ пек юратма вӗренсе ҫитнӗ Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене каланӑ: «Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: ...эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр. Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:34, 35). Ҫак сӑмахсем мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни пирӗн вӑхӑтра уҫҫӑн палӑрнӑ, мӗншӗн тесен нумай ҫӗршыв хӑрушӑ вӑрҫӑсене хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче 55 миллиона яхӑн ҫын пӗтнӗ. Анчах та Иегова Свидетелӗсем ҫав тискер ӗҫсене хутшӑнман. (Михей 4:1, 3 вуласа пар.) Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсем пирки «пуринӗн юнӗ тӗлӗшӗнчен те таса» теме пултараҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:26, ҪС).
4. Туррӑн ӗҫлекенӗсен шучӗ ӳссе пыни мӗншӗн тӗлӗнтерет?
4 Библире каланӑ тӑрӑх, ҫак тискер тӗнчене Сатана — «ҫак тӗнченӗн турри» — хӑйӗн аллинче тытса тӑрать (2 Кор. 4:4). Апла пулин те, Туррӑн ӗҫлекенӗсен шучӗ ӳссех пырать. Политика организацийӗсем ҫине те, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫине те Шуйттан витӗм кӳрсе тӑрать. Анчах та вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартаймасть. Сатана хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлет, ҫавӑнпа вӑл ҫынсене Турра тӗрӗс пуҫҫапма парас мар тесе мӗн тума пултарнине пурне те тума хӑтланать (Ӳлӗм. 12:12).
ТУРРА ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛАР
5. Мӗншӗн хушӑран ыттисем пире кӳрентерме пултараҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
5 Чӑн христиансен пухӑвӗнче Турра тата ҫывӑх ҫынсене юратни питӗ кирли ҫинчен яланах аса илтереҫҫӗ. Иисусран Саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ тесе ыйтсан вӑл хуравланӑ: «„Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат”: ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт; иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: „ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“» (Матф. 22:35—39). Анчах та Библире Адам ҫылӑха кӗнине пула эпир пурте ҫитменлӗхлӗ ҫуралатпӑр тесе ӑнлантарнӑ. (Рим 5:12, 19 вуласа пар.) Ҫавӑнпа хушӑран пухури тӑвансем пире сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне эпир Иеговӑна тата унӑн халӑхне мӗн тери хытӑ юратни тӗрӗсленме пултарать. Ҫак лару-тӑрӑва лексен эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Ӗлӗк-авал та Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ыттисене сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентернӗ. Ҫавӑн ҫинчен Библире вуласа эпир нумай вӗренме пултаратпӑр.
6. Илий хӑйӗн ывӑлӗсене тӳрлетмен тесе мӗншӗн калама пулать?
6 Тӗслӗхрен, аслӑ священникӑн Илийӑн икӗ ывӑл пулнӑ, вӗсем Иегова умӗнче усал ӗҫсем тунӑ. Библире: «Илий ывӑлӗсем юрӑхсӑр ҫынсем пулнӑ; вӗсем Ҫӳлхуҫана уяман»,— тесе ҫырнӑ (1 Патш. 2:12). Чӑн Турра тӗрӗс пуҫҫапас тӗлӗшрен Илий пысӑк вырӑн йышӑннӑ пулсан та, унӑн ывӑлӗсем йывӑр ҫылӑхсем туса пурӑннӑ. Илийӑн вӗсене тӳрлетмелле пулнӑ, анчах та вӑл вӗсен ҫылӑхӗсене курмӑш тунӑ. Вара Турӑ Илийӑн пӗтӗм килне айӑпласа хӑрушӑ приговор йышӑннӑ (1 Патш. 3:10—14). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн ӑрӑвӗнчен никам та аслӑ священниксем пулса урӑх ӗҫлемен. Эсир Илий вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӑл хӑйӗн ывӑлӗсен ҫылӑхӗсене курмӑш туни ҫине мӗнле пӑхнӑ пулӑттӑр? Ҫав лару-тӑру сирӗншӗн такӑнтаракан чул пек пулса тӑнӑ пулӗччӗ-и? Эсир Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ пулӑттӑр-и?
7. Давид мӗнле ҫылӑх тунӑ тата Иегова ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ?
Ап. ӗҫ. 13:22; 1 Патш. 13:13, 14). Анчах та каярахпа Давид Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ, лешӗ вара йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне Вирсавийӑн упӑшки Урия вӑрҫӑра пулнӑ. Вӑл пӗр вӑхӑтлӑха таврӑнсан Давид ӑна арӑмӗ патне кайса унпа ҫывӑрма ӳкӗтленӗ. Анчах та Урия патша каланӑ пек туман. Ҫавӑнпа Давид ӑна ҫапӑҫура вӗлермелле тунӑ. Ҫав ҫылӑхшӑн Давид та, унӑн ҫемйи те нумай хӗн курнӑ (2 Патш. 12:9—12). Анчах та Иегова Давида хӗрхенсе каҫарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпе ун умӗнче «таса чӗрепе» ҫӳренӗ (3 Патш. 9:4). Эсир ҫав вӑхӑтра Туррӑн халӑхӗ хушшинче пурӑннӑ пулсан, ҫав лару-тӑру ҫине мӗнле пӑхнӑ пулӑттӑр? Давид хӑйне мӗнле тытни сирӗншӗн такӑнтаракан чул пек пулса тӑнӑ пулӗччӗ-и?
7 Иегова Давида юратнӑ, ун пирки «кӑмӑла килекен ҫын» тенӗ (8. а) Петр апостол хӑйӗн сӑмахне тытманни ӑҫтан курӑннӑ? ӑ) Петр йӑнӑшнӑ пулсан та, мӗншӗн Иегова унпа малалла та усӑ курнӑ?
8 Библири тепӗр тӗслӗх вӑл — Петр. Иисус ӑна апостолсенчен пӗри пулма суйласа илнӗ. Апла пулин те, Петр хӑш-пӗр чухне йӑнӑшнӑ, хӑйӗн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсемшӗн кайран унӑн ӳкӗнме те тивнӗ. Тӗслӗхрен, чи йывӑр самантра апостолсем Иисуса пӑрахса кайнӑ. Кӑшт маларах ҫеҫ Петр Иисуса пурте санран тунсан та, эпӗ тунмӑп тесе каланӑ (Марк 14:27—31, 50). Ҫапах та, Иисуса арестленӗ чухне апостолсем пурте, ҫав шутра Петр та, ӑна пӑрахса тарнӑ. Петр темиҫе хутчен те Иисус пирки ку ҫынна пӗлместӗп тенӗ (Марк 14:53, 54, 66—72). Анчах та вӑл ҫавӑншӑн ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа Иегова унпа малалла та усӑ курнӑ. Ҫав вӑхӑтра эсир Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулсан, Петр мӗн тунине пӗлсен малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пулӑттӑрччӗ-и?
9. Иегова яланах тӗрӗс туни пирки эсир мӗншӗн иккӗленместӗр?
9 Ҫак темиҫе тӗслӗх ҫынсем ыттисене хӑйсен ӗҫӗсемпе кӳрентерме пултарнине кӑтартса параҫҫӗ. Иеговӑн ытти нумай ӗҫлекенӗ те хальхи вӑхӑтра та, ӗлӗк-авал та хӑйсене лайӑх мар тытнипе ыттисен чӗрисене ыраттарнӑ. Анчах та ҫавнашкал лару-тӑрура чи кирли вӑл — ҫынсен йӑнӑшӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма пӗлни. Ҫав йӑнӑшсем пирӗншӗн такӑнтаракан чул пулса тӑрӗҫ-и? Вӗсене пула эпир Иеговӑна тата унӑн халӑхне, ҫав шутра пирӗн пухури тӑвансене, хӑварӑпӑр-и? Е эпир Иегова хӑш-пӗр чухне ҫылӑх тӑвакансене ӳкӗнме вӑхӑт панине тата юлашкинчен вӑл пурне те тӳрлетессе тата тӗрӗслӗх ҫиеле тухасса ӑнланатпӑр? Анчах та йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫын ӳкӗнмесен те тата Иеговӑран каҫару ыйтмасан та пултарать. Ҫавӑн пек чухне Иегова ҫав лару-тӑрӑва татса парасси пирки иккӗленмелле мар, вӑл ҫав ҫынна пухуран кӑларса яма та пултарать.
ИЕГОВӐНА ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛӐР
10. Иуда Искариотӑн тата Петрӑн ҫылӑхӗсем ҫине Иисус мӗнле пӑхнӑ?
10 Библире эпир Иеговӑн нумай ӗҫлекенӗ, ыттисем йывӑр ҫылӑхсем тусан та, Турра тата унӑн халӑхне шанчӑклӑ тӑрса юлни ҫинчен вулатпӑр. Тӗслӗхрен, Иисус 12 апостола суйласа илес умӗн ҫӗрӗпех Ашшӗне кӗлтунӑ. Апла пулин те, кайран апостолсенчен пӗри, Иуда Искариот, хӑйӗн вӗрентекенне сутнӑ. Анчах та ҫакӑ Иисуспа Ашшӗ хушшинчи хутшӑнусене пӑсман. Хӑйӗнчен Петр тунсан та Иисус Иеговӑран ютшӑнман (Лука 6:12—16; 22:2—6, 31, 32). Иегова е унӑн халӑхӗ ҫавӑншӑн айӑплӑ маррине Иисус пӗлнӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансенчен хӑш-пӗрисем ӑна кулянтарнӑ пулсан та, Иисус хӑйне шанса панӑ ӗҫе шанчӑклӑн туса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та Иегова ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ та пӗлӗтри Патшалӑхра Патшана лартнӑ (Матф. 28:7, 18—20).
11. Хальхи вӑхӑтри Туррӑн халӑхӗ пирки Библире мӗн каланӑ?
11 Иисусӑн тӗслӗхӗ пире Иеговӑна тата унӑн ӗҫлекенӗсене шанма вӗрентет. Ҫакӑн валли пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем урлӑ ҫак юлашки кунсенче мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Хальхи вӑхӑтра Туррӑн халӑхӗ кӑна чӑнлӑха пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тӑрать. Вӗсем телейлӗ тата пӗрлӗхре пурӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене Иегова ертсе пырать. Иегова Исаия 65:14-мӗшӗнче хӑйӗн халӑхӗ ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Манӑн чурамсем чӗререн хавасланса юрлӗҫ».
12. Ыттисен йӑнӑшӗсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?
12 Эпир чӑннипе телейлӗ, мӗншӗн тесен Иегова вӗрентсе тата пулӑшса тӑнипе нумай ырӑ ӗҫ тума пултаратпӑр. Ҫак тӗнче вара Сатана аллинче хӗн-хурпа асапланать, лару-тӑру та япӑхлансах пырать. Ҫавӑнпа та Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсен йӑнӑшӗсемшӗн Ӑна е унӑн организацине айӑплани ӑссӑр та тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Пирӗн Иеговӑна шанчӑклӑ пулмалла тата ыттисен йӑнӑшӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренмелле.
ЙӐНӐШСЕМ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА
13, 14. а) Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗринпе тӳсӗмлӗ пулмалла? ӑ) Иеговӑн мӗнле сӑмахӗсене пирӗн асра тытмалла?
13 Турӑшӑн ӗҫлекенсенчен кам та пулин пире сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерчӗ пулсан, пирӗн мӗн тумалла? Екклесиаст 7:9-мӗшӗнче лайӑх принцип пур: «Эсӗ чунупа ҫилленме ан васка: ҫилӗ вӑл ухмахсенӗн ӑшне йӑва ҫавӑрать». Пӗрремӗш ҫынсем ҫылӑха кӗнӗренпе 6 000-е яхӑн ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран эпир пурте йӑнӑшсем тӑватпӑр. Ҫавӑнпа та пухури тӑвансенчен пирӗн ытлашшине кӗтмелле мар тата вӗсем тунӑ йӑнӑшсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳремелле мар. Ҫапла тумасан эпир Турӑ халӑхӗпе пӗрле ӗҫленинчен килекен савӑнӑҫа ҫухататпӑр. Унтан та ытларах, пирӗн ӗненӳ хавшаса кайнине пула эпир Иеговӑн организацине хӑварма пултаратпӑр. Ҫакӑн пекки пулса тухсан эпир Турӑ ирӗкне тума пӑрахатпӑр кӑна мар, ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма та шанчӑка ҫухататпӑр.
14 Чӑн-чӑн савӑнӑҫа тата ҫирӗп шанчӑка упраса хӑварас тесен пирӗн Иеговӑн лӑплантаракан сӑмахӗсене асра тытмалла: «Акӑ Эпӗ ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр пултаратӑп, унчченхисем вара аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ» (Ис. 65:17; 2 Петр 3:13). Айтӑр ыттисен йӑнӑшӗсене хамӑра ҫак пиллӗхсемсӗр тӑратса хӑварма парар мар!
15. Ыттисем йӑнӑш тусан пирӗн мӗн тумалли пирки Иисус мӗн каланӑ?
15 Хальлӗхе ҫӗнӗ тӗнче ҫитмен-ха, ҫавӑнпа та кам та пулин пире сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерсен хамӑра тӗрӗс тытас тесе Турӑ пек шухӑшлама вӗренмелле. Тӗслӗхрен, Иисусӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать: «Эсир ҫын ҫылӑхне каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ; эсир ҫын ҫылӑхне каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ». Ҫавӑн пекех Петр Иисусран «ҫичӗ хутчен-и» каҫармалла тесе ыйтнине аса илер. Иисус ӑна хуравланӑ: «Ҫичӗ хутчен теместӗп сана, ҫичӗ хут ҫитмӗл таран, тетӗп». Иисус пире ыттисен йӑнӑшӗсене каҫарма яланах хатӗр пулма вӗрентнӗ (Матф. 6:14, 15; 18:21, 22).
16. Иосиф тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
16 Иосиф тӗслӗхӗ пире ыттисем кӳрентерсен хамӑра мӗнле тытмаллине кӑтартать. Иосиф тата унӑн шӑллӗ Иаковпа Рахилӗн ывӑлӗсем пулнӑ. Иаковӑн тата вунӑ ывӑл пулнӑ, анчах та Иосифа вӑл ыттисенчен хытӑрах юратнӑ, пӗртӑванӗсем вара ӑна кӗвӗҫнӗ. Вӗсем ӑна ҫав тери курайманнипе чуралӑха сутса янӑ, ҫапла вара вӑл Египета лекнӗ. Нумай ҫул иртсен хӑйӗн ырӑ ӗҫӗсене пула Иосиф фараонӑн кӑмӑлне кайнӑ. Египетра вӑл патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын пулса тӑнӑ. Хӑйсен ҫӗрӗнче выҫлӑх пуҫлансан, Иосифӑн пиччӗшӗсем Египета апат-ҫимӗҫ туянма килнӗ, анчах та вӗсем ӑна паллайман. Иосиф хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса пиччӗшӗсене хӑйне нумай усал тунӑшӑн тавӑрма пултарнӑ. Анчах та усалпа тавӑрас вырӑнне вӑл вӗсене улшӑннӑ-ши тесе тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Вӗсем чӑнах та улшӑннине курсан вӑл: «Ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп»,— тенӗ. Ҫавӑн пекех Библире каланӑ: «Вӑл вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсен кӑмӑлне килмелле калаҫнӑ» (Пулт. 50:21).
17. Ыттисем йӑнӑшсем тунӑ чухне эсир мӗн тӑвасшӑн?
17 Ҫакӑн ҫинчен те манмалла мар: ҫитменлӗхлӗ пулнӑран эпир хамӑр та ыттисене кӳрентерме пултаратпӑр. Хамӑр кама та пулин кӳрентернине ӑнланса илсен, пирӗн Библири канашпа усӑ курса ҫав ҫынпа кайса мирлешмелле. (Матфей 5:23, 24 вуласа пар.) Ыттисем пирӗн ҫине ҫилленсе ҫӳременшӗн, пире каҫарнӑшӑн эпир пархатарлӑ, ҫавӑнпа хамӑр та вӗсемпе ҫавнашкалах пуласшӑн. Колоссӑ 3:13-мӗшӗнче: «Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос [«Иегова», ҪТ] сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр»,— тенӗ. 1 Коринф 13:5-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, юрату «хӑйне усал тунине асра тытмасть». Эпир ҫывӑх ҫынсене каҫаратпӑр пулсан, Иегова та пире каҫарӗ. Апла пулсан, ыттисем йӑнӑшсем тунӑ чухне пирӗн те хӗрхенекен ҫӳлти Аттемӗр пек пулма тӑрӑшмалла. (Псалом 102:12—14 вуласа пар.)