Вулакансен ыйтӑвӗсем
Патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсене укҫа-тенкӗ е ытти йышши парнесем пама вырӑнлӑ е вырӑнлӑ маррине пӗлме христианина мӗн пулӑшӗ?
Ҫавӑн пек чухне нумай япалана шута илмелле. Христиансен суймасӑр-улталамасӑр пурӑнмалла. Вӗсен хӑйсен ҫӗршывӗнчи законсем Иеговӑн законӗсене хирӗҫлемеҫҫӗ пулсан вӗсене пӑхӑнса тӑмалла (Матф. 22:21; Рим 13:1, 2; Евр. 13:18). Унсӑр пуҫне, Туррӑн ӗҫлекенӗсем вырӑнти йӑла-йӗркене хисеплеме, ыттисен туйӑмӗсене шута илме тата ҫывӑх ҫынсене хӑйсене юратнӑ пек юратма тӑрӑшаҫҫӗ (Матф. 22:39; Рим 12:17, 18; 1 Фес. 4:11, 12). Ҫак принципсем тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан христиансене патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсене укҫа-тенкӗ тата парнесем пани вырӑнлӑ е вырӑнлӑ маррине пӗлме пулӑшаҫҫӗ.
Чылай ҫӗрте ҫыннӑн закон тӑрӑх мӗн илме ирӗк пуррине илмешкӗн патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсене нимле парне те памалла мар. Тӗрлӗ пулӑшу парса тӑнӑшӑн патшалӑх вӗсене ӗҫ укҫи тӳлесе тӑрать, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен ӗҫӗшӗн урӑх нимӗн те ыйтмаҫҫӗ, ҫиелтен мӗн те пулин парасса та кӗтмеҫҫӗ. Нумай ҫӗршывра чиновниксен, хӑйсен тивӗҫне законлӑ майпа тунӑ чухне те, нимле парне те ыйтма е илме юрамасть. Унта ҫакӑн пек парне, вӑл ӗҫ тӑвасси ҫине витӗм кӳмест пулсан та, взятка шутланать. Ҫавӑнпа ҫавнашкал ҫӗршывсенче патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсене укҫа-тенкӗ е парнесем парасси пирки пӗр ыйту та сиксе тухмасть. Унта ҫавнашкал парнесем пани вырӑнсӑр.
Анчах та хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫакӑн пек законсем ҫук е вӗсене тытса тӑнине тӗрӗслесех каймаҫҫӗ, ҫавӑнпа патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен ӗҫӗ ҫине урӑхла пӑхма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫавӑн пек чиновниксем, хӑйсене ҫынсене пулӑшма лартнӑ пулин те, хӑйсен влаҫӗпе тивӗҫсӗр усӑ курса ҫав ҫынсене укҫа е мӗн те пулин пама ыйтаҫҫӗ тата парне илмесӗр нимӗн те тумаҫҫӗ. Сӑмахран, мӑшӑрсене регистраци тӑвакансем, тупӑшран налог пуҫтаракансем, ҫурт-йӗр тума ирӗк паракансем тата ҫавнашкал ытти ӗҫсене тӑвакансем хӑш-пӗр чухне хӑйсен ӗҫӗшӗн мӗн те пулин пама ыйтаҫҫӗ. Парне памасан чиновниксем пӗлсе тӑрсах пысӑк
чӑрмавсем кӳме пултараҫҫӗ, ҫавна пула граждансем закон тӑрӑх илме тивӗҫлине те илеймеҫҫӗ е ҫавна тума вӗсене питӗ йывӑр пулать. Сӑмахран, пӗр ҫӗршывра пожарниксем пушар сӳнтерме килсен те, вӗсене самаях тӳлемесессӗн, пушара сӳнтерме пуҫламаҫҫӗ.Ҫавӑн пек йӑла-йӗрке анлӑ сарӑлнӑ вырӑнсенче парне памасӑр нимӗн тума та ҫук пек туйӑнма пултарать. Ҫавӑн пек чухне христиансем ҫавнашкал парнесем парасси пирки законлӑ пулӑшу илмелли хушма тӳлев тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ҫав-ҫавах, коррупци хуҫаланакан вырӑнсенче пурӑнакан христиансен Турӑшӑн мӗн юрӑхлӑ, мӗн юрӑхлӑ маррине курма пӑрахасран асӑрхануллӑ пулмалла. Законлӑ пулӑшу илмешкӗн парне панинче, тен, ним япӑххи те ҫук, анчах та закона пӑсса пулӑшу илме парне пани тӗрӗс мар. Коррупци анлӑ сарӑлнӑ ҫӗрте хӑш-пӗрисем закона пӑссах илме ирӗк ҫуккине илессишӗн чиновника укҫа пама е штраф тӳлессинчен хӑтӑлмашкӑн полицейские е инспектора «парне» сӗнме вӑтанса тӑмаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, кама та пулин укҫа парса хӑв майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшни те, ҫавӑн пек «парнесене» илни те тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ку та, вӑл та закона пӑснипе пӗрех пулнӑ пулӗччӗ (Тух. 23:8; Сак. аст. 16:19; Ытар. 17:23).
Чиновниксем парне памалли пирки аякран каласан та, ырӑпа усала уйӑрса илме хӑнӑхса ҫитнӗ христиансене Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫӗ парне пама ирӗк памасть. Вӗсен шучӗпе ҫакӑ вӑл коррупцире ним япӑххи те ҫук тенӗпе пӗрех пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем ҫавнашкал лару-тӑрура нимле парне те пама килӗшмеҫҫӗ.
Ырӑпа усала уйӑрса илме хӑнӑхса ҫитнӗ христиансем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: закона пӑсса тупӑш илес тесе патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсене парне пани взятка шутланма пултарать. Ҫав вӑхӑтрах, вырӑнти лару-тӑрупа йӑла-йӗркене шута илсе, хӑш-пӗрисем хӑйсене закон тӑрӑх пулӑшу панӑшӑн тав тӑвас тесе е ыйтӑва вӑраха ямасӑр татса паччӑр тесе пӗчӗк парнесем пани вырӑнлӑ тесе шутлаҫҫӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗр христиансем патшалӑх больницинче сипленнӗ хыҫҫӑн тухтӑрсемпе ытти ӗҫлекенсене тав туса парнесем парнелеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем хӑйсене тухтӑрсем ыттисенчен лайӑхрах сиплеччӗр тесе панӑ взятка пек ан курӑнтӑр тесе парнене больницӑна выртас умӗн мар, сипленсе пӗтернӗ хыҫҫӑн параҫҫӗ.
Паллах ӗнтӗ, пулма пултаракан майсене пурне те ку статьяра пӑхса тухма май ҫук. Кашни ҫӗршывра хӑйне евӗрлӗ лару-тӑру. Ҫав-ҫавах, эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, совесть яланах таса пултӑр тесе тӑрӑшмалла (Рим 14:1—6). Христиансен закона пӑсма юрамасть (Рим 13:1—7). Эпир Иеговӑн ятне яма е ыттисене кӳрентерме пултаракан ӗҫсем тӑвасшӑн мар (Матф. 6:9; 1 Кор. 10:32, ҪТ). Пирӗн йышӑнусенче ҫывӑх ҫынна юратни курӑнса тӑмалла (Марк 12:31).
Пӗр-пӗр христианина пухӑва каллех йышӑнни ҫинчен пӗлтерӳ тусан, пухури тӑвансем хӑйсен савӑнӑҫне мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
Лука ҫырнӑ Евангелире 15-мӗш сыпӑкра 100 пуҫ сурӑх тытса усракан ҫын ҫинчен калакан витӗмлӗ тӗслӗх пур. Пӗр сурӑхӗ ҫухалсан, вӑл 99-шне пушхирте хӑварать те ҫухалнӑ сурӑхне шырама каять. Иисус ҫавӑн пирки ҫапла каланӑ: «Тупсассӑн савӑннипе ӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ; килне таврӑнсан тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене ҫапла калӗ: „савӑнӑр манпа пӗрле — эпӗ ҫухалнӑ сурӑхӑма тупрӑм“ тейӗ». Ҫак тӗслӗхе Иисус ҫапла вӗҫленӗ: «Калатӑп сире: тӳпере те ҫапла пулӗ: пӗр ӳкӗнекен ҫылӑхлӑ ҫыншӑн ӳкӗнмелли ҫылӑхсӑр тӑхӑрвунӑ тӑхӑр сӑваплӑ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ» (Лука 15:4—7).
Контекст кӑтартнӑ тӑрӑх, Иисус ҫак сӑмахсене хӑйне куланай пухакансемпе тата ҫылӑха кӗнӗ ҫынсемпе хутшӑннӑшӑн айӑпланӑ кӗнекеҫӗсемпе фарисейсен шухӑшне тӳрлетес тесе каланӑ (Лука 15:1—3). Ҫылӑха кӗнӗ ҫын ӳкӗнсен тӳпере савӑнаҫҫӗ тесе каланӑ Иисус. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: «Ҫылӑха кӗнӗ ҫын ӳкӗнсен, ҫылӑх тума пӑрахсан тата тӳрӗ ҫулпа ҫӳреме тытӑнсан тӳпере савӑнаҫҫӗ пулсан, ҫӗр ҫинче те ҫавӑн пек савӑнӑҫ пулмалла мар-и вара?» (Евр. 12:13.)
Христианина пухӑва каялла йышӑнсан, ҫакӑ пире чӑннипех савӑнтарать. Турра чунтан парӑнса пурӑнма унӑн малалла та вӑй хумалла пулӗ. Апла пулин те, ӑна пухӑва каллех йышӑнни вӑл ӳкӗннине кӑтартать, ҫакӑ пире савӑнтарать. Эппин, кама та пулин пухӑва каялла йышӑнни ҫинчен старейшинӑсем пӗлтерӳ тусан пухури тӑвансем хӑйсен туйӑмӗсене кӑтартас тесе сӑпайлӑн алӑ ҫупас тейӗҫ пулсан, ҫакӑ вырӑнлӑ пулать.
Иерусалимри Вифезда ятлӑ шыва кӗмелли вырӑнти шыв мӗншӗн пӑлханса илкеленӗ?
Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра Иерусалим ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем Вифезда ятлӑ шыва кӗмелли вырӑнти шыв пӑлханма пуҫласан, вӑл чиртен сыватма пултарать тесе шутланӑ (Иоанн 5:1—7). Ҫавӑнпа ҫынсем сипленес тесе унта пынӑ.
Археологсем иудейсен тӗн йӑли-йӗркипе шыва кӗрсе тасалмалли вырӑна тупнӑ, вӗсен шучӗпе ҫав вырӑнта Вифезда пулнӑ. Унти шыва пӗр шайра тытса тӑрас тесе ҫав ҫуртрах вырнаҫнӑ тепӗр резервуартан шыв ярса тӑнӑ. Ученӑйсем тӗпченӗ тӑрӑх, ҫак икӗ резервуара пӗвелесе уйӑрнӑ пулнӑ. Унти шлюза уҫсан иккӗмӗш резервуарти шыв канал тӑрӑх шыва кӗрсе тасалмалли вырӑнӑн аялти пайне юхма пуҫланӑ. Юхса килнӗ шыва пула шыв ҫийӗ хумханнӑ пулмалла.
Ҫакна та палӑртмалла: Иоанн 5:4-мӗш сӑвӑ йӗрки (унта ангел шыва пӑлхатнӑ тенӗ) шанӑҫа тивӗҫлӗ авалхи грек алҫырӑвӗсенче, сӑмахран, IV ӗмӗрте ҫырнӑ Синай кодексӗнче, ҫук. Вифездӑра Иисус 38 ҫул хушши чирпе асапланакан ҫынна сыватнӑ. Лешӗ тӳрех, шыва кӗмелли вырӑна кӗмесӗрех сывалнӑ.