«Кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр»
«Кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе [«пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр», ҪТ] . . .тӗне кӗртӗр. Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене» (МАТФ. 28:19, 20).
1, 2. Матфей 24:14-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсем пирки мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?
ЭПИР тӗрлӗ ҫынсене тӗл пулатпӑр: пӗрисем эпир мӗне ӗненнипе килӗшеҫҫӗ, теприсем пире хаяррӑн хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Анчах та пурте тенӗ пекех Иегова Свидетелӗсене ырӑ хыпар сарса ҫӳрени тӑрӑх палласа илеҫҫӗ. Тен, ырӑ хыпар сарнӑ чухне сире кам та пулин эсир мӗне ӗненнипе килӗшместӗп, анчах та ҫак ӗҫе тунӑшӑн сире хисеплетӗп тенӗ пулӗ. Эпир пӗлетпӗр: Иисус пророкла каланӑ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухмалла (Матф. 24:14). Анчах та Христосӑн пророкла сӑмахӗсене эпир пурнӑҫлатпӑр тесе мӗншӗн ҫирӗппӗн калама пулать? Ҫак ӗҫе эпир кӑна тӑватпӑр тени мӑнаҫланса калани пулмасть-и?
2 Тӗн ушкӑнӗсем нумайӑшӗ хӑйсем пирки эпир Евангели, е ырӑ хыпар, саратпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та час-часах вӗсем ыттисене хӑйсем Иисуса мӗнле ӗненме пуҫлани ҫинчен каласа панипех е чиркӳре, телевидени тата интернет урлӑ
проповедь ирттернипех ҫырлахаҫҫӗ. Теприсем вара ҫынсене мӗн кирлипе тивӗҫтерес е чирлисене пулӑшас тесе нумай ӗҫлеҫҫӗ, е пӗлӳ парас тӗлӗшрен вӑй хураҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем Иисус хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ теме пулать-и?3. Матфей 28:19, 20-мӗшӗсем тӑрӑх, Христосӑн вӗренекенӗсен мӗнле тӑватӑ ӗҫ тумалла?
3 Иисусӑн вӗренекенӗсем ниҫта та каймасӑрах ҫынсем хӑйсемех килессе кӗтсе ларнӑ-и? Паллах, ҫук! Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус ҫӗр-ҫӗр вӗренекенне каланӑ: «Ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе [«пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр», ҪТ] ...тӗне кӗртӗр. Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене» (Матф. 28:19, 20). Эппин, кунта тӑватӑ утӑм ҫинчен каланӑ. Пирӗн вӗренекенсене хатӗрлемелле, шыва кӗртмелле, вӗсене вӗрентмелле, анчах та чи малтан пирӗн мӗн тумалла? Иисус «кайӑр» тенӗ! Пӗр Библи тӗпчевҫи ҫак хушу ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «„Кайӑр“ тени — кашни ӗненекен ҫынна хушнӑ ӗҫ, вӑл хӑй пурӑнакан урамри ҫынсем патне каять-и е тинӗс леш еннех каять-и, уйрӑмлӑх ҫук» (Матф. 10:7; Лука 10:3).
4. «Ҫын тытакансем» пулатӑр тенине мӗнле ӑнланмалла?
4 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ырӑ хыпара кашни хӑй тӗллӗн сармалли пирки каланӑ-и е пӗрле вӑй хурса сармалли пирки каланӑ? Пӗр ҫын «пур халӑх» патне те кайма пултараймасть, ҫавӑнпа нумай ҫын вӑй хуни кирлӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗсене пулӑҫпа танлаштарса эсир «ҫын тытакансем» пулатӑр тенӗ чухне Иисус шӑп ҫавна каласшӑн пулнӑ. (Матфей 4:18—22 вуласа пар.) Вӑл вӑлтапа ларакан пулӑҫӑ пулӑ туртасса кахаллӑн кӗтсе ларни ҫинчен каламан. Иисус пулла тетелсемпе тытни ҫинчен — нумай ҫын пӗрле вӑй хурса тумалли ӗҫ ҫинчен — каланӑ (Лука 5:1—11).
5. Мӗнле тӑватӑ ыйту ҫине пирӗн хурав тупмалла тата мӗншӗн?
5 Иисусӑн пророкла сӑмахӗсене пурнӑҫлас тесе паян кам ырӑ хыпар сарса ҫӳренине ӑнланмашкӑн ҫак тӑватӑ ыйтӑвӑн хуравӗсене пӑхса тухар:
-
Мӗнле хыпар сарса ҫӳремелле?
-
Ҫак ӗҫе тума пире мӗн хавхалантарса тӑмалла?
-
Пирӗн мӗнле меслетсемпе усӑ курмалла?
-
Ырӑ хыпара ӑҫта ҫити тата хӑҫанччен сармалла?
Ҫак ыйтусен хуравӗсем пире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлакан ӗҫе кам туса тӑнине пӗлме пулӑшнисӗр пуҫне малалла та шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма ҫирӗп шут тытма хавхалантарӗҫ (1 Тим. 4:16).
ХЫПАР МӖН ҪИНЧЕН ПУЛМАЛЛА?
6. Иегова Свидетелӗсем тӗрӗс хыпар пӗлтерни пирки мӗншӗн иккӗленмелли ҫук?
6 Лука 4:43 вуласа пар. Иисус «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар» пӗлтерсе ҫӳренӗ, хӑйӗн вӗренекенӗсем те ҫавнах тӑвасса кӗтет. Ҫынсен хӑш ушкӑнӗ ҫак хыпара «пур халӑха та» пӗлтерет? Хуравӗ паллӑ — Иегова Свидетелӗсем кӑна. Пире хирӗҫ тӑракан хӑш-пӗр ҫынсем те ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, миссионер пулса ӗҫлекен пӗр священник пирӗн арҫын тӑвана эпӗ нумай ҫӗршывра пултӑм, кашнинчех Свидетельсенчен эсир мӗнле хыпар каласа ҫӳретӗр тесе ыйтрӑм тенӗ. Свидетельсем ӑна мӗн хуравланӑ-ха? Ҫав священник акӑ мӗн каланӑ: «Вӗсем ӑссӑр ҫынсем пекех пурте: „Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен“ — терӗҫ». Паллах ӗнтӗ, ҫав Свидетельсем ӑссӑр пулман. Вӗсен хуравӗсем чӑн христиансем хушшинче пулмалли пӗрлӗх пуррине кӑтартнӑ (1 Кор. 1:10). «Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать» ятлӑ журналта та ҫав хыпар тӗп вырӑн йышӑнать. Ҫак журнала 254 ытла чӗлхепе тата чи пысӑк тиражпа пичетлесе кӑлараҫҫӗ — кашни кӑларӑмӗ 59 миллиона яхӑн экземплярпа тухса тӑрать.
7. Христиан тӗнчинчи тӗн пуҫлӑхӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпар пӗлтерменнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
7 Христиан тӗнчинчи тӗн пуҫлӑхӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтермеҫҫӗ, ун ҫинчен каласан та, вӑл христианинӑн чӗринчи туйӑм теҫҫӗ. Вӗсем ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ вӑл Иисус Христос ертсе пыракан пӗлӗтри правительство пулнине, вӑл этемлӗхӗн пур йывӑрлӑхӗсене те татса парассине тата ҫӗр ҫинчен усаллӑха пӗтерессине ӑнлантармаҫҫӗ (Ӳлӗм. 19:11—21). Ун вырӑнне вӗсем Иисус пирки Раштава тата Мӑнкуна уявланӑ чухне ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Вӗсем Христос ертсе пыни ҫӗре мӗнле пиллӗхсем кӳрессине пач та ӑнланманни курӑнать. Тӗн пуҫлӑхӗсем мӗнле хыпар пӗлтермеллине пӗлмеҫҫӗ пулсан, ҫав ӗҫе тума мӗн хавхалантарса тӑмаллине те вӗсем ӑнланманни пире тӗлӗнтермелле-и вара?
ҪАК ӖҪЕ ТУМА МӖН ХАВХАЛАНТАРСА ТӐМАЛЛА?
8. Ырӑ хыпара мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа сармалла мар?
8 Ырӑ хыпар сарма пире мӗн хавхалантарса тӑмалла? Капӑр чиркӳсем лартма нумайрах укҫа пуҫтарас шухӑш мар, паллах. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр» (Матф. 10:8). Туррӑн Сӑмахне вӗрентесси вӑл укҫа тумалли ӗҫ мар. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:33—35 вуласа пар.) Нумай тӗнре хӑйсен чиркӗвӗсене тытса тӑма, хӑйсен пуҫлӑхӗсене тата чиркӳре ытти ӗҫлекенсене тӳлеме укҫа пуҫтарассишӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа тӗн пуҫлӑхӗсем нумайӑшӗ пуйса каяҫҫӗ (Ӳлӗм. 17:4, 5).
9. Иегова Свидетелӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа туни ӑҫтан курӑнать?
9 Иегова Свидетелӗсем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем хӑйсен ӗҫне харпӑр хӑй ирӗкӗпе паракан укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ (2 Кор. 9:7). Патшалӑх залӗсенче е конгрессем вӑхӑтӗнче укҫа пуҫтармаҫҫӗ. Апла пулин те, иртнӗ ҫул кӑна Иегова Свидетелӗсем 2 миллиарда яхӑн сехет ырӑ хыпар сарнӑ. Кашни уйӑхра вӗсем тӳлевсӗр тӑхӑр миллион ытла Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ. Ҫакна та палӑртмалла, вӗсене ҫак ӗҫшӗн тӳлемеҫҫӗ, тӑкакӗсене вара вӗсем хӑйсемех хаваспах саплаштараҫҫӗ. Пӗр тӗпчевҫӗ Иегова Свидетелӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Вӗсен тӗп тӗллевӗ — ырӑ хыпар сарасси тата вӗрентесси... Вӗсен хушшинче пуҫлӑхсем ҫук, ҫавна пула тӑкаксем чылай сахалтарах». Апла пулсан, ҫак ӗҫе туса тӑма пире мӗн хавхалантарать? Кӗскен каласан, ҫакна тума пире чӗре хавхалантарса тӑрать, мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна тата ҫынсене юрататпӑр. Псалом 109:3-мӗшӗнче (вуласа пар) пророкла каланӑ пекех, эпир ҫак ӗҫе хатӗр пулсах тӑватпӑр.
МӖНЛЕ МЕСЛЕТСЕМПЕ УСӐ КУРМАЛЛА?
10. Иисус тата унӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпар сарма мӗнле меслетсемпе усӑ курнӑ?
10 Иисус тата унӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпар сарма мӗнле меслетсемпе усӑ курнӑ? Тивӗҫлӗ ҫынсене шыраса вӗсем халӑх умӗнче те, килрен киле ҫӳресе те ырӑ хыпар пӗлтернӗ (Матф. 10:11; Лука 8:1; Ап. ӗҫ. 5:42; 20:20). Ырӑ хыпара ҫапла майпа сарни вӗсем ҫынсене камне кура уйӑрманнине кӑтартнӑ.
11, 12. Ырӑ хыпар сарас тесе христиан тӗнчинчи чиркӳсем мӗн тӑваҫҫӗ? Иегова Свидетелӗсем пирки вара мӗн калама пулать?
11 Христиан тӗнчинчи чиркӳсем пирки вара мӗн калама пулать? Ытларах чухне чиркӗве ҫӳрекенсем вӗрентес ӗҫе чиркӳ пуҫлӑхӗсем хӑйсемех тунипе, ҫав ӗҫшӗн вӗсем укҫа илнипе те килӗшеҫҫӗ. Анчах та тӗн пуҫлӑхӗсем пирки «ҫын тытакансем» теме йывӑр. Вӗсем «пулӑ» тухса тарасран ытларах пӑшӑрханаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, тӗн пуҫлӑхӗсем хӑш-пӗр чухне чиркӗве ҫӳрекенсене пӗр-пӗр майпа Евангели сарма хавхалантарса пӑхаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2001 ҫул пуҫламӑшӗнче II Иоанн Павел, католик чиркӗвӗн пуҫлӑхӗ, хӑйӗн ҫырӑвӗнче чиркӗве ҫӳрекенсен Евангелие пӗлтерсе ҫӳремелле тенӗ. Ҫавӑн пекех Павел апостолӑн «Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремесессӗн хуйхӑ ҫитӗ мана!» сӑмахӗсем ҫине тимлеттернӗ те апостол пекех хастарлӑ ӗҫлемелле тенӗ. Унтан вӑл ҫав ӗҫе ятарласа вӗрентнӗ ҫынсен ҫеҫ мар, чиркӗве ҫӳрекенсен пурин те тумалла тесе ҫырнӑ. Анчах та ҫак сӑмахсене пурнӑҫлас текенсем нумай пулнӑ-ши?
12 Иегова Свидетелӗсем вара Иисус 1914 ҫултан пуҫласа Патшара ларни ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ. Иисус каланине итлесе вӗсем ҫак ӗҫе хӑйсен пурнӑҫӗнче малти вырӑна хураҫҫӗ (Марк 13:10). Пӗр кӗнекере ҫырнӑ: «Иегова Свидетелӗсемшӗн миссионер ӗҫӗ пуринчен те кирлӗрех». Унтан ҫав кӗнеке авторӗ пӗр Свидетель сӑмахӗсене аса илсе ҫапла калать: «Кам та пулин выҫлӑхпа, е сывлӑх начар пулнипе, е пӗчченлӗх туйӑмӗ ярса илнипе асапланнине курсан вӗсем пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ... анчах та хӑйсен тӗп ӗҫне — тӗнче пӗтесси ҫывхарса пыни ҫинчен тата ҫӑлӑнмалли ҫинчен калакан Туррӑн хыпарне пӗлтерсе ҫӳремеллине — вӗсем нихӑҫан та манмаҫҫӗ» (Pillars of Faith—American Congregations and Their Partners). Иегова Свидетелӗсем ҫак хыпара Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем усӑ курнӑ меслетсемпех сараҫҫӗ.
ЫРӐ ХЫПАРА ӐҪТА ҪИТИ ТАТА ХӐҪАНЧЧЕН САРМАЛЛА?
13. Ырӑ хыпара ӑҫта ҫити сармалла?
13 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ырӑ хыпара «пӗтӗм тӗнчипе» пӗлтерсе ҫӳрӗҫ тесе каланӑ (Матф. 24:14). Вӗренекенсене «пур халӑхра та» хатӗрлемелле пулнӑ (Матф. 28:19, 20). Ҫакӑ ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сармаллине пӗлтерет.
14, 15. Ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тухӗҫ тесе Иисус пророкла каланине Иегова Свидетелӗсем пурнӑҫлани мӗнрен курӑнать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗксене пӑхӑр.)
14 Иегова Свидетелӗсем ырӑ хыпара Иисус каланӑ пекех пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпех сараҫҫӗ-и? Айтӑр хӑш-пӗр фактсене пӑхса тухар. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи христиан тӗнӗсенче пӗтӗмпе 600 000-е яхӑн священник. Унтах 1 200 000-е яхӑн Иегова Свидетелӗ ырӑ хыпар сарать. Пӗтӗм тӗнчипе католик священникӗсен шучӗ 400 000-рен кӑшт ытларах. Ҫак цифрӑна Пс. 33:2; 50:17).
Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен Свидетельсен шучӗпе танлаштарса пӑхӑр-ха. Туррӑн сакӑр миллион ытла ӗҫлекенӗ хӑйсен ирӗкӗпе 240 ҫӗршывра, чи аякри кӗтессенче те, ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерет. Вӗсем мӗн тери пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ! Ҫакӑ вара Иеговӑна чыс-мухтав кӳрсе тӑрать (15 Эпир, Иегова Свидетелӗсем, ку йӗркесӗр тӗнче пӗтиччен май килнӗ таран ытларах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтересшӗн. Акӑ мӗншӗн эпир Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисене тӗрлӗ чӗлхепе куҫарас тата пичетлесе кӑларас тесе кирек камран та нумайрах вӑй хуратпӑр. Эпир миллион-миллион кӗнеке, журнал, буклет тата конгрессемпе Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне чӗнмелли хутсене тӳлевсӗр салататпӑр. Пирӗн публикацисем 700 ытла чӗлхепе тухса тӑраҫҫӗ. «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» 130 ытла чӗлхепе 200 миллион ытла экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. Иртнӗ ҫулталӑкра ҫеҫ 4 миллиард ҫурӑ публикаци кӑларнӑ. Пирӗн официаллӑ сайтри публикацисене 750 ытла чӗлхепе вулама пулать. Ҫакнашкал ӗҫе урӑх кам та пулин туса тӑрать-и?
16. Туррӑн сывлӑшӗ Иегова Свидетелӗсенче пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
16 Ырӑ хыпара хӑҫанччен сармалла? Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе «пӗтес вӑхӑт» ҫитичченех пымалла. Ҫак юлашки кунсенче тата мӗнле тӗн ушкӑнӗ ырӑ хыпара шанчӑклӑн пӗлтерсе ҫӳрет? Тен, ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑш-пӗрисем пире ҫапла калаҫҫӗ: «Святой сывлӑш пирӗнте, пӗтӗм ӗҫе вара эсир тӑватӑр». Анчах та эпир ҫак ӗҫе тӳсӗмлӗн туса тӑни Туррӑн сывлӑшӗ пирӗнте пулнине кӑтартмасть-и вара? (1 Петр 4:14; Ап. ӗҫ. 1:8.) Вӑхӑтран вӑхӑта хӑш-пӗр тӗн ушкӑнӗсем Иегова Свидетелӗсем пекех ырӑ хыпар сарса пӑхаҫҫӗ, анчах та вӗсен ӗҫӗ ӑнӑҫусӑр. Теприсем пӗр вӑхӑтлӑха миссионер ӗҫне тӑваҫҫӗ те кайран вара каллех унчченхи пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Килрен киле ҫӳресе ырӑ хыпар сарса пӑхакансем те пур, анчах вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каламаҫҫӗ. Вӗсем Иисус пуҫарса янӑ ӗҫе туманни яр уҫҫӑн курӑнать.
ПИРӖН ВӐХӐТРА ЫРӐ ХЫПАРА КАМ ПӖЛТЕРСЕ ТӐРАТЬ?
17, 18. а) Мӗншӗн эпир Иегова Свидетелӗсем ҫеҫ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ тесе ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр? ӑ) Мӗне пула эпир малалла та ҫак ӗҫе туса тӑма пултаратпӑр?
17 Эппин, пирӗн вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара кам пӗлтерсе тӑрать? Эпир ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр: «Иегова Свидетелӗсем!» Мӗншӗн эпир ҫавӑн пирки пӗртте иккӗленместпӗр? Мӗншӗн тесен эпир тӗрӗс хыпар — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар — пӗлтеретпӗр. Эпир тӗрӗс меслетсемпе усӑ куратпӑр — ҫынсем патне хамӑр каятпӑр. Эпир ҫак ӗҫе тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа туса тӑратпӑр — укҫашӑн мар, юратнӑран тӑватпӑр. Эпир пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе, пур халӑха та, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене те ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр. Ҫак ӗҫе эпир малалла та пӗр чарӑнмасӑр, ҫултан ҫул, пӗтес вӑхӑт ҫитичченех туса тӑрӑпӑр.
18 Туррӑн халӑхӗ паян мӗнле ӗҫ туса тӑни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Мӗне пула эпир ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма пултаратпӑр? Павел апостол ҫак ыйту ҫине Филиппӑ ҫыннисем патне янӑ ҫырура хуравланӑ: «Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать» (Флп. 2:13). Иисус хушнине пурнӑҫласа ырӑ хыпара сарма Иегова пире малалла та вӑй парса тӑтӑр! (2 Тим. 4:5.)