Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнӑр

Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнӑр

«Санпа ман хушшӑмра та, санӑн вӑрлӑхупа манӑн вӑрлӑх хушшинче те Ҫӳлхуҫа пултӑр» (1 ПАТШ. 20:42).

ЮРӐСЕМ: 43, 31

1, 2. Шанчӑклӑ пулас тӗлӗшрен Давидпа Ионафан хушшинчи туслӑх мӗншӗн чаплӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ?

ҪАМРӐК Давид Голиаф улӑпа хирӗҫ тухсан Ионафан ҫав тери тӗлӗннӗ пулӗ. Халӗ Давид Ионафанӑн ашшӗ, Израилӗн патши, умӗнче тӑрать, унӑн «аллинче филистим пуҫӗ» (1 Патш. 17:57). Давидӑн хӑюлӑхӗ Ионафанӑн чӗрине тыткӑнланӑ пулас. Турӑ Давидпа пулни уҫҫӑнах курӑннӑ, вара «Ионафанӑн чунӗ Давид чунӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ». Ун хыҫҫӑн «Ионафан Давидпа килӗшӳ тунӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ» (1 Патш. 18:1—3). Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех Ионафан Давида шанчӑклӑ пулнӑ.

2 Иегова Давида Израиль патши пулма суйласа илнӗ пулсан та, Ионафан унран сивӗнмен. Саул Давида вӗлерес тесе шыранӑ чухне Ионафан Давидшӑн пӑшӑрханнӑ. Вӑл Давида Иегова ҫине шанса тӑма хавхалантарас тесе Иудӑри Хореш пушхирне кайнӑ. Ионафан Давида: «Ан хӑра... эсӗ Израиль патши пулӑн, эпӗ сан хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ пулӑп»,— тенӗ (1 Патш. 23:16, 17).

3. Давида чӗререн парӑнма Ионафана чи малтанах мӗн пулӑшнӑ тата эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Хӑйсене чунтан парӑннине пур ҫӗртре те хаклаҫҫӗ. Анчах та Ионафан Давида шанчӑклӑ пулнине ҫеҫ шута илсен эпир пӗр питӗ кирлӗ япалана куҫран вӗҫертме пултаратпӑр. Мӗншӗн Ионафан Давида тӑшман вырӑнне хуман, тус вырӑнне хунӑ? Ионафаншӑн хӑй патша пуласси мар, темскер урӑххи кирлӗрех пулнӑ. Вӑл Давида Турӑ ҫине шанма хавхалантарнине унччен каларӑмӑр ӗнтӗ. Турра чунтан парӑнса пурӑнасси Ионафан чӗринче тӗп вырӑн йышӑнни уҫҫӑн курӑнать. Хӑйӗн тусне шанчӑклӑ пулни шӑп ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ пулнӑ та. Ионафанпа Давид пӗр-пӗрне ҫапла каласа тупа тунӑ: «Санпа ман хушшӑмра та, санӑн вӑрлӑхупа манӑн вӑрлӑх хушшинче те Ҫӳлхуҫа пултӑр». Вӗсем ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗ пурӑннӑ (1 Патш. 20:42).

4. а) Чӑн телей тата савӑнӑҫ мӗнрен килет? ӑ) Ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Христиансем пулнӑ май, эпир ыттисем Турра парӑнса пурӑннине курса савӑнатпӑр ҫеҫ мар, хамӑр та ҫемьерисене, туссене тата хамӑр пек ӗненекенсене чунтан парӑннине кӑтартатпӑр (1 Фес. 2:10, 11). Анчах та чи малтан пирӗн кама чунтан парӑнса пурӑнмалла? Паллах, хамӑра пурнӑҫ паракан Туррӑмӑра! (Ӳлӗм. 4:11.) Иеговӑна яланах шанчӑклӑ пулни пире телейлӗ тӑвать тата савӑнӑҫ кӳрет. Эпир Турра чунтан парӑнса пурӑнатпӑр пулсан, вара ӑна чи йывӑр лару-тӑрура та шанма пултаратпӑр. Ҫак статьяра Ионафан тӗслӗхӗ пире тӑватӑ ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр: 1) власть пуррисем хисепе тивӗҫлӗ мар пек туйӑннӑ чухне; 2) кама чунтан парӑнса пурӑнмаллине суйласа илнӗ чухне; 3) пӗр-пӗрне ӑнланманран е ыттисем пирӗн пирки тӗрӗс мар шухӑшланӑран йывӑрлӑх сиксе тухнӑ чухне тата 4) сӑмах тытма йывӑр чухне.

ВЛАСТЬ ПУРРИСЕМ ХИСЕПЕ ТИВӖҪЛӖ МАР ПЕК ТУЙӐННӐ ЧУХНЕ

5. Саул патшара ларнӑ вӑхӑтра Израиль халӑхне Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗншӗн ҫӑмӑл пулман?

5 Чи малтанах Турӑ Израилӗн патши пулма Ионафан ашшӗне Саула суйласа илнӗ. Анчах та кайран Саул Турра итлеме пӑрахнӑ, ҫавӑнпа Иегова унран пӑрӑннӑ (1 Патш. 15:17—23). Апла пулин те, Иегова Саула тата тепӗр вӑхӑт хушши патшара ларма ирӗк панӑ. Вара патшан япӑх ӗҫӗсене пула халӑх та, ҫывӑх ҫыннисем те пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. «Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ пуканӗ ҫинче» ларакан патша йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ пулсан та, вӗсен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла пулнӑ (1 Ҫулс. 29:23).

6. Ионафан Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнине мӗн кӑтартать?

6 Саул Иеговӑна итлеменнине кӑтартма пуҫласан унӑн ывӑлӗ Ионафан Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (1 Патш. 13:13, 14). Самуил пророк каланӑ: «Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн халӑхне Хӑйӗн аслӑ ячӗшӗн пӑрахмӗ» (1 Патш. 12:22). Филистимсен ҫарӗ 30 000 ҫар урапипе Израиле тапӑнма хатӗрленнӗ чухне Ионафан Самуил сӑмахӗсем чӑн пулнине ҫирӗп ӗненнине кӑтартнӑ. Ҫав вӑхӑтра Саулӑн 600 ҫын анчах пулнӑ, Саулпа Ионафансӑр пуҫне хӗҫпе сӑнӑ урӑх никамӑн та пулман! Апла пулсан та, Ионафан филистимсен ҫар ушкӑнӗ патне йӑпшӑнса пыма шут тытнӑ, хӑйпе пӗрле вӑл кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине кӑна илнӗ. Ионафан ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫашӑн нумай ҫын урлӑ ҫӑласси те, сахал ҫын урлӑ ҫӑласси те йывӑр мар». Вара вӗсем иккӗшӗ тӑшмансен 20-е яхӑн ҫар ҫыннине вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «пӗтӗм ҫӗр кисреннӗ», Иегова пурне те «сехӗрлентерсе пӑрахнӑ». Сехре хӑпнипе филистимсем пӗр-пӗрне вӗлерме пуҫланӑ. Ҫапла майпа, Ионафан Иеговӑна хытӑ ӗненнине пула израильтянсем тӑшмансене ҫӗнтернӗ (1 Патш. 13:5, 15, 22; 14:1, 2, 6, 14, 15, 20).

7. Ионафан хӑйне ашшӗпе мӗнле тытнӑ?

7 Саул Турра итлеме пӑрахнӑ пулсан та, Ионафан май килнӗ таран хӑйӗн ашшӗне пулӑшма тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, вӗсем Туррӑн халӑхне хӳтӗлес тесе пӗрле ҫапӑҫнӑ (1 Патш. 31:1, 2).

8, 9. Камӑн власть пур, ҫавсене хисеплени Турра чунтан парӑннипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

8 Ионафан пекех, эпир те хамӑр ҫӗршыври влаҫсене пӑхӑннипе Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартма пултаратпӑр. Власть илнӗ ҫынсем хисепе тивӗҫлӗ мар пек туйӑннӑ чухне те пирӗн вӗсене итлемелле тет Иегова. Хӑш-пӗр пуҫлӑхсем сутӑнчӑкла хӑтланма пултараҫҫӗ пулсан та, эпир ҫав-ҫавах «аслӑ пуҫлӑхсене» хисеплетпӗр, мӗншӗн тесен влаҫра ларма вӗсене Иегова ирӗк панӑ. (Рим 13:1, 2 вуласа пар.) Эпир пурте Иегова власть панӑ ҫынсене хисепленипе ӑна чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартатпӑр (1 Кор. 11:3; Евр. 13:17).

Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартмалли майсенчен пӗри вӑл — Иеговӑна ӗненмен мӑшӑра хисеплени (9-мӗш абзаца пӑхӑр.)

9 Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан Олга 1 ятлӑ хӗрарӑм тӑван йывӑр лару-тӑрура та хӑйӗн упӑшкине хисепленипе Турра чунтан парӑннине кӑтартнӑ. Нумай ҫул хушши упӑшки вӑл Иегова Свидетелӗ пулнӑшӑн питӗ хытӑ хирӗҫнӗ. Упӑшки унпа тӑрӑхласа-хурласа калаҫнӑ е пачах та калаҫман. Унсӑр пуҫне вӑл ачасене илетӗп те сана пӑрахса каятӑп тесе хӑратнӑ. Анчах та Олга усалшӑн усалпа тавӑрман. Вӑл лайӑх арӑм пулма тӑрӑшнӑ: упӑшки валли апат хатӗрленӗ, тумтир ҫунӑ тата упӑшкин тӑванӗсене те пулӑшнӑ (Рим 12:17). Упӑшки хӑйӗн хурӑнташӗсемпе е пӗрле ӗҫлекенӗсемпе тӗл пулмалла чухне вӑл унпа пӗрле кайнӑ. Тӗслӗхрен, упӑшкин ашшӗ вилсен ӑна пытарма урӑх хулана каймалла пулнӑ. Ҫавӑн чухне Олга ачисене ҫула тухма пуҫтарнӑ тата ҫул ҫинче мӗн кирлине хатӗрленӗ. Вилнӗ ашшӗшӗн чиркӳре кӗлтунӑ вӑхӑтра вӑл упӑшкине урамра кӗтсе тӑнӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн Олга чӑтӑмлӑ пулнине тата хӑйне хисеплӗн тытнине пула упӑшкин чӗри ҫемҫелнӗ. Халӗ упӑшки ӑна пуху тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме хавхалантарать, Патшалӑх залне машинпа илсе пырать, хӑш чухне хӑй те унпа пӗрле пухура итлесе ларать (1 Петр 3:1).

КАМА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНМАЛЛИНЕ СУЙЛАСА ИЛНӖ ЧУХНЕ

10. Кама чунтан парӑнса пурӑнмаллине Ионафан ӑҫтан пӗлнӗ?

10 Саул Давида вӗлерме ҫирӗп шут тытнӑран Ионафанӑн ҫӑмӑл мар йышӑну тумалла пулнӑ. Вӑл Давидпа килӗшӳ тунӑ, анчах унӑн хӑйӗн ашшӗне те пӑхӑнмалла пулнӑ. Иегова Саула мар, Давида пулӑшса тӑнине Ионафан пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл Давида чунтан парӑнассине хӑйӗн ашшӗне чунтан парӑнассинчен мала хунӑ. Ионафан Давида пытанма хушнӑ, Саула вара ун ҫинчен лайӑххине ҫеҫ каланӑ. (1 Патшасен 19:1—6 вуласа пар.)

11, 12. Турра юратни пире Ӑна чунтан парӑнса пурӑнма мӗнле пулӑшать?

11 Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас килни Австралире пурӑнакан Элис ятлӑ хӗрарӑм тӑвана чи малтан кама чунтан парӑнса пурӑнмалли пирки тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнӑ. Элис Библи вӗренме пуҫласан хӑй мӗн пӗлнине кил-йышне каласа пама тытӑннӑ. Каярахпа Элис Раштава урӑх уявламастӑп тенӗ тата мӗншӗнне те ӑнлантарса панӑ. Малтанлӑха унӑн ҫемйи пӑшӑрханса ӳкнӗ, каярахпа вара хӑйсене хаяррӑн тытма пуҫланӑ. Элис аса илсе калать: «Юлашкинчен анне мана тек эсӗ ман хӗр мар терӗ. Юратнӑ ҫын ҫапла калани манӑн чӗрене хӗҫпе каснӑ пек ыраттарчӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах, эпӗ ман чӗрере тӗп вырӑнта Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пулӗҫ тесе ҫирӗп шут тытрӑм. Тепӗр конгресра эпӗ шыва кӗтӗм» (Матф. 10:37).

12 Хамӑрӑн халӑха, шкула е спорт командине шанчӑклӑ пулма тӑрӑшнӑ чухне Турра чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахасран асӑрханмалла. Хенри ҫамрӑк арҫын тӑванпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл шахмӑтла выляма юратнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенсем шахмат вӑййисенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Хенри те хӑйӗн шкулне тепӗр ҫӗнтерӳ парнелесшӗн пулнӑ. Анчах та вӑл акӑ мӗн калать: «Вӑхӑт иртнӗҫемӗн шкула чапа кӑларас килни Турра чунтан парӑнса пурӑнассинчен вӑйлӑрах пулса тӑнине асӑрхарӑм. Канмалли кунсенче ырӑ хыпар сарас вырӑнне эпӗ шахмат вӑййисен ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаттӑм. Ҫавӑнпа эпӗ шкул командинчен тухса кайни чи тӗрӗс йышӑну пулать тесе шутларӑм» (Матф. 6:33).

13. Турра чунтан парӑнса пурӑнас килни ҫемьери йывӑрлӑхсене татса пама мӗнле пулӑшать?

13 Хӑш-пӗр чухне пуринчен ытла кама чунтан парӑнса пурӑнмаллине суйласа илме ҫӑмӑлах мар. Кен ятлӑ арҫын тӑван каласа парать: «Эпӗ ватӑ анне патне тӑтӑшах кӗрсе тухма тӑрӑшаттӑм, ӑна та хамӑр патра хӑнара пултарас килетчӗ. Анчах та аннепе арӑм пӗр-пӗринпе килӗштерейместчӗҫ. Малтанах эпӗ ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑраттӑм, мӗншӗн тесен пӗр вӑхӑтрах иккӗшне те юрама ҫукчӗ. Унтан эпӗ ҫак йывӑрлӑха мӗнле татса памаллине ӑнланса илтӗм: манӑн ҫак лару-тӑрура чи малтанах арӑма хисепленине кӑтартмалла. Ҫавӑнпа та эпӗ унӑн шухӑшӗсене шута илме тӑрӑшрӑм». Хунямӑшӗпе мӗншӗн ырӑ кӑмӑллӑ пулмалли ҫинчен Кен хӑйӗн арӑмӗпе калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех хӑйӗн амӑшне те мӗншӗн унӑн арӑмне хисеплемеллине ӑнлантарса панӑ. Ҫапла вара Кен Турра чунтан парӑнса пурӑннине тата Унӑн Сӑмахне пурнӑҫра тытса тӑнине кӑтартнӑ. (Пултарни 2:24; 1 Коринф 13:4, 5 вуласа пар.)

ЫТТИСЕМ ПИРӖН ПИРКИ ТӖРӖС МАР ШУХӐШЛАНӐ ЧУХНЕ

14. Мӗншӗн Саул Ионафан пирки тӗрӗс мар шухӑшланӑ?

14 Яваплӑ вырӑн йышӑнакан пӗр-пӗр ҫын пирӗн пирки тӗрӗс мар шухӑшланӑ чухне те эпир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнни тӗрӗсленме пултарать. Ионафан та ҫакӑн пек йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ пулас. Саул патша хӑйӗн ывӑлӗ Давидпа туслашнине пӗлнӗ, анчах та мӗншӗнне ӑнланман. Тарӑхса кайнипе вӑл Ионафана сӑмахпа хӑртнӑ. Апла пулин те, Ионафан ӑна тавӑрман. Ҫав хушӑрах вӑл Турра та, Израилӗн пулас патшине Давида та, чунтан парӑнса пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ (1 Патш. 20:30—41).

15. Пӗр-пӗр арҫын тӑван хӑйне пирӗнпе тӗрӗс мар тытать пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

15 Паян христиансен пухӑвӗнче тӗрӗсмарлӑхпа эпир тӗл пулсах каймастпӑр. Апла пулин те, пухура яваплӑ вырӑн йышӑнакан арҫын тӑвансем — пирӗн пекех ҫылӑхлӑ ҫынсем. Ҫавӑнпа вӗсем пӗр-пӗр ӗҫе эпир мӗншӗн апла е капла туни ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшлама пултараҫҫӗ (1 Патш. 1:13—17). Пӗр-пӗрне ӑнланманран е пирӗн пирки тӗрӗс мар шухӑшланӑран йывӑрлӑх сиксе тухсан та, айтӑр малалла та Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнар.

СӐМАХ ТЫТМА ЙЫВӐР ЧУХНЕ

16. Мӗнле лару-тӑрусенче пирӗн хамӑра хӗрхенмесӗр Турра чунтан парӑнса пурӑнмалла?

16 Саул Ионафана хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама хистенӗ (1 Патш. 20:31). Анчах та Ионафан ниме пӑхмасӑр патшана ларма тӑрӑшман, Турра чунтан парӑннине пула вӑл Давида шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Пирӗн те Ионафанран тӗслӗх илсе хамӑршӑн ҫеҫ тӑрӑшмалла мар, мӗншӗн тесен Иеговӑна савӑнтаракан ҫын, хӑйне япӑх пулсан та, «ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть» (Пс. 14:4). Ионафан Давида сӑмах пани ҫӗре ӳкмен, вӑл ӑна пурнӑҫланӑ. Пирӗн те хамӑр сӑмаха тытмалла. Тӗслӗхрен, эпир кампа та пулин пӗр-пӗр ӗҫ тума договор тунӑ хыҫҫӑн ӑна пурнӑҫлама йывӑррине асӑрхасан та Иеговӑна чунтан парӑнни тата Библие хисеплени пире ҫав ӗҫе пурнӑҫлама хавхалантарӗ. Пирӗн ҫемьере ӗҫсем тикӗсех пымаҫҫӗ пулсан вара? Турра юратнӑран эпир хамӑрӑн мӑшӑра шанчӑклӑ пулӑпӑр. (Малахия 2:13—16 вуласа пар.)

Кампа та пулин пӗр-пӗр ӗҫ тума договор тунӑ чухне Иеговӑна чунтан парӑнни тата Библие хисеплени тӗрӗсленме пултарать (16-мӗш абзаца пӑхӑр.)

17. Ҫак статьяран эсир мӗне вӗрентӗр?

17 Ионафан тӗслӗхӗ Турра шанчӑклӑ пулма пире те хавхалантармасть-и? Айтӑр хамӑр ҫинчен тата хамӑра мӗн килӗшни ҫинчен ытлашши шухӑшлар мар. Кам та пулин пире кӳрентерсен те, Туррӑн халӑхне шанчӑклӑ пулнине кӑтартса Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнар. Йывӑр лару-тӑрура та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлса эпир унӑн чӗрине савӑнтарӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ пире телейлӗрех те тӑвать (Ытар. 27:11). Эпир Турра яланах чунтан парӑнса пурӑнсан, пуласлӑхра вӑл хӑйне юратакансене мӗнле пилленине курӑпӑрах. Тепӗр статьяра эпир Давид вӑхӑтӗнче пурӑннӑ Турра шанчӑклӑ, ҫавӑн пекех шанчӑклӑ тӑрса юлман ҫынсем хӑйсене мӗнле тытни ҫинчен тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентни ҫинчен пӗлӗпӗр.

^ 1 9-мӗш абзац. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.