Эсир астӑватӑр-и?
Эсир юлашки брошюрӑсене тимлӗ вуласа тухрӑр-и? Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хӑвӑр хуравлама пултарнипе пултарайманнине тӗрӗслесе пӑхӑр:
Лайӑхрах юрлама пире мӗн пулӑшма пултарать?
Юрланӑ чухне тӳрӗ тӑмалла, юрӑ кӗнекине ҫӳлерех тытмалла, тӗрӗс сывламалла, ҫӑвара хытӑ кармалла тата вӑйлӑрах саспа юрламалла (bw588, 5-мӗш страница).
Авалхи Израильте хӳтлӗх хуласем ӑҫта вырнаҫни ҫинчен тата унталла каякан ҫулсем ҫинчен калакан фактсем мӗншӗн интереслентереҫҫӗ?
Израильте ултӑ хӳтлӗх хула пулнӑ, унталла каякан ҫулсене юсасах тӑнӑ. Ҫавӑнпа ҫав хуласене хӑвӑртах тата пӗр чӑрмавсӑр ҫитме май пулнӑ (bw588, 14-мӗш страница).
Иисус Христосӑн тӳлесе илмелли парни Турӑ панӑ чи лайӑх парне тесе мӗншӗн калама пулать?
Ҫав парнене пула пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тата ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтӑлма май пур. Адамӑн тӑхӑмӗсене юратнӑран Турӑ «эпир ҫылӑхлӑ чухнех» тӳлесе илмелли парне панӑ (bp188, 6, 7 страницӑсем).
Псалом 117:22-мӗшӗнче Иисус чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ҫырнӑ тесе мӗншӗн калама пулать?
Иисуса, Мессийӑна, йышӑнман тата вӗлернӗ. «Кӗтесри тӗп чул» пулмашкӑн унӑн чӗрӗлсе тӑмалла пулнӑ (bw589, 9, 10 страницӑсем).
Мессия ҫуралмалли йӑхри пур арҫыннӑн та малтанхи ывӑл тивӗҫӗ пулнӑ-и?
Мессия ҫуралмалли йӑхри арҫынсенчен нумайӑшӗ малтанхи ывӑлсем пулнӑ, анчах та пурте мар. Давид Иессейӑн малтанхи ывӑлӗ пулман пулсан та Мессия унӑн йӑхӗнчен тухнӑ (bw589, 14, 15 страницӑсем).
Библири хӑш принципсем хальхи медицинӑпа килӗшсе тӑраҫҫӗ?
Моисей саккунӗ тӑрӑх, ерекен чирпе чирлекен ҫынсен сыввисенчен уйрӑм пурӑнмалла пулнӑ тата вилене тӗкӗннӗ ҫыннӑн ҫӑвӑнмалла пулнӑ. Саккунра ҫын каяшӗсене мӗнле тасатмалли ҫинчен тата тин ҫуралнӑ арҫын ачан хӗрринчи ӳтне саккӑрмӗш кунне кастармалли ҫинчен те ҫырнӑ пулнӑ. Ачасен юнӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн шӑпах пӗр эрнерен лайӑх кӗвӗлме пуҫлать (bp190, 7-мӗш страница).
Хамӑра виҫине пӗлсе юратни мӗншӗн кирлӗ?
Пирӗн ҫывӑх ҫынсене хамӑра юратнӑ пек юратмалла (Марк 12:31). «Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать» (Эфес. 5:28). Анчах та хамӑра ытлашши юратма пуҫласран асӑрханмалла (bw590, 23-мӗш страница).
Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме мӗн пулӑшать?
Пирӗн Турӑ Сӑмахне тӗпчемелле тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшламалла, кайран вара мӗн пӗлнипе усӑ курмалла. Ҫавӑн пекех хамӑрӑн чӗресемпе ӑс-тӑнсем ҫине святой сывлӑша витӗм кӳме памалла тата ыттисем канаш парсан пархатарлӑ пулса йышӑнмалла (bw591, 26-мӗш страница).
Астрологи тата юмӑҫ яни пуласлӑх ҫинчен пӗлме пулӑшаҫҫӗ тесе мӗншӗн калама ҫук?
Темиҫе сӑлтава пула, анчах та чи пысӑк сӑлтавӗ вӑл — Библи астрологие те, юмӑҫ янине те сивлет (bp194, 4, 5 страницӑсем).
Пире хӑнана чӗнсен мӗн-мӗн шута илмелле?
Хӑнана кайма килӗшрӗмӗр пулсан, сӑмаха тытмалла (Пс. 14:4). Витӗмлӗ сӑлтав ҫук ҫӗртенех хӑнана пыраймастӑп тесе каламалла мар, мӗншӗн тесен кил хуҫисем, тен, хатӗрленме те пуҫланӑ (bw592, 18-мӗш страница).
Яваплӑ арҫын тӑвансем Тимофейран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
Тимофей ыттисемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшнӑ; Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне мала хунӑ; сӑваплӑ ӗҫре пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ; хӑй мӗн пӗлсе пынипе пурнӑҫра усӑ курнӑ; вӗренме чарӑнман; Иеговӑн сывлӑшӗ ҫине шанса тӑнӑ. Старейшинӑсем тата ытти христиансем унран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ (bw593, 13, 14 страницӑсем).