Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Астрологи тата юмӑҫ пӑхни пуласлӑх ҫинчен пӗлме пулӑшать-ши?

Астрологи тата юмӑҫ пӑхни пуласлӑх ҫинчен пӗлме пулӑшать-ши?

АСТРОЛОГИ

Астрологи вӑл — юмӑҫламалли меслетсенчен пӗри. Вӑл ҫынсен пурнӑҫӗ ҫине ҫӑлтӑрсем, уйӑх тата планетӑсем пысӑк витӗм кӳрсе тӑнине ӗненни ҫинче никӗсленсе тӑрать. Астрологсем каланӑ тӑрӑх, ҫын ҫуралнӑ кун ҫӑлтӑр-планета ӑҫта пулнинчен унӑн характерӗ тата малашнехи пурнӑҫӗ мӗнлерех пуласси килет.

Астрологи тымарӗсем авалхи Вавилонах ҫитеҫҫӗ, ҫапах та вӑл хальхи вӑхӑтра та анлӑ сарӑлнӑ. 2015 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри общество шухӑшне тӗпчекен центр пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсенчен 31 проценчӗ астрологсем мӗн каланине ӗненет. Анчах та астрологи пирки наука теме пулать-и? Ҫук. Акӑ мӗншӗн:

  • Ҫӑлтӑрсемпе планетӑсем ҫыннӑн мӗнле пурнӑҫ пуласси ҫине витӗм кӳмеҫҫӗ.

  • Астрологсем мӗн каланине час-часах кирек мӗнле ҫынпа та ҫыхӑнтарма пулать.

  • Астрологсен прогнозӗсем планетӑсем ҫӗр тавра ҫаврӑнаҫҫӗ текен авалхи ӗненӳ ҫинче никӗсленсе тӑраҫҫӗ. Чӑннипе вара планетӑсем Хӗвел тавра ҫаврӑнаҫҫӗ.

  • Пӗр ҫын пиркиех тӗрлӗ астрологсем тӗрлӗрен прогноз тӑваҫҫӗ.

  • Астрологсем ҫынсене, вӗсем хӑш кун ҫуралнине шута илсе, 12 категори ҫине пайлаҫҫӗ, кашнийӗн вара хӑйӗн зодиак палли пур. Ӗмӗрсем хушшинче ҫӗр тӗнӗлӗ майӗпен темиҫе градус куҫнине пула зодиак паллисен датисем улшӑннӑ. Халӗ, виҫӗ пин ҫула яхӑн иртсен, ҫав датӑсем хӑйсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗ тӗлне лекмеҫҫӗ.

Зодиак палли тӑрӑх ҫыннӑн характерӗ мӗнлине калама пулать теҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара, пӗр кунтах ҫуралнӑ ҫынсен те характерӗсем тӗрлӗрен. Вӗсем мӗнле характерлӑ пуласси хӑш кун ҫуралнинчен килмест. Ҫынна характерӗ, шухӑшӗ-кӑмӑлӗ-мӗнӗпех йышӑнас вырӑнне астрологсем темле пӗлӳсем ҫинче никӗсленсе ҫын мӗнли пирки пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳсем шанӑҫа тивӗҫлӗ тесе калама пулать-и вара?

ЮМӐҪ ПӐХНИ

Мӗн авалтанпах ҫынсем юмӑҫсем патне ҫӳренӗ. Хӑш-пӗр жрецсемпе юмӑҫсем чӗрчунсен тата ҫынсен чӗре-пӗверне е автан тырӑ пӗрчисене мӗнле сӑхнине пӑхса пуласлӑх ҫинчен пӗлме тӑрӑшнӑ. Теприсем чей курӑкӗн ҫулҫисемпе е кофе вӑррисемпе юмӑҫ янӑ. Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ ятарлӑ картсемпе, асамлӑ кристалпа тата ытти япаласемпе усӑ курса пуласлӑха «курасшӑн». Ҫак меслетсем пирки пуласлӑх ҫинчен пӗлмелли шанчӑклӑ меслетсем тесе калама пулать-и? Ҫук. Айтӑр мӗншӗнне пӗлер.

Пӗр ыйту пиркиех тӗрлӗ майпа юмӑҫ янӑ хыҫҫӑн хуравӗсем час-часах пӗр-пӗрне хирӗҫлеҫҫӗ. Пӗр меслетпех темиҫе хут юмӑҫ пӑхсан та хуравӗсем пӗр пек пулмасан та пултараҫҫӗ. Сӑмахран, икӗ юмӑҫа пӗр ыйту пиркиех картпа юмӑҫ пӑхма ыйтсан хуравӗ пӗрех пулмалла пек. Анчах та час-часах вӗсем тӗрлӗрен хуравлаҫҫӗ.

Юмӑҫсем мӗнле меслетсемпе усӑ курни ҫинчен тата вӗсен тӗллевӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхсан, вӗсене шанма йывӑр. Критиксем асамлӑ кристалпа картсем пирки ячӗшӗн усӑ курмалли япаласем ҫеҫ теҫҫӗ. Хӑй патне килнӗ ҫын ҫинчен ытларах пӗлме юмӑҫа ҫав ҫын хӑйне мӗнле тыткаланине сӑнани пулӑшать. Тӗслӗхрен, опытлӑ юмӑҫ ыйтусем пара-пара клиентӑн пит-куҫне, кӗлетке хусканӑвӗсене, вӑл мӗн каланине тата ытти япаласене те тимлӗ сӑнать. Кайран вара вӑл клиент хӑй сисмесӗрех хӑй ҫинчен панӑ информаципе усӑ курса юмӑҫласа парать. Юмӑҫ пӑхакан, ҫын шанӑҫне кӗрсе, унран нумай укҫа сӑптӑрса илме пултарать.

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?

Астрологсемпе юмӑҫсене ӗненес пулсан, камӑн мӗнле пурнӑҫ пулассине малтанах палӑртса хунӑ пулать. Анчах та ҫапла шутлани тӗрӗс-ши? Библире каланӑ тӑрӑх, мӗне ӗненмеллине тата мӗн тумаллине кашни ҫын хӑй йышӑнма пултарать. Ҫавӑн пекех унта ҫын мӗнле йышӑнусем туни унӑн пуласлӑхӗ ҫине витӗм кӳрет тенӗ (Иисус Навин 24:15).

Туррӑн ӗҫлекенӗсем вара тепӗр сӑлтава пула та пуласлӑх ҫинчен пӗлме астрологсемпе юмӑҫсем патне каймаҫҫӗ — кирек мӗнле меслетпе юмӑҫ пӑхнине те Турӑ сивлет. Библире каланӑ: «Санӑн хушшунта... пӗлӗмҫӗ, юмӑҫ, тухатмӑш, асамҫӑ, илӗртмӗш, сывлӑшсене чӗнсе кӑларакан, ӑрӑмҫӑ, вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен пулмалла мар: ҫавна тӑвакан кирек хӑш ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗр» (Саккуна астутарни 18:10—12).