Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Нумай ҫимӗҫ» кӳрсе тӑрар

«Нумай ҫимӗҫ» кӳрсе тӑрар

«Нумай ҫимӗҫ кӳнипе, Манӑн вӗренекенӗмсем пулнипе эсир Манӑн Аттеме мухтава кӑларатӑр» (ИОАНН 15:8).

ЮРӐСЕМ: 53, 60

1, 2. а) Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе мӗн ҫинчен калаҫнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ырӑ хыпар сармаллине кӑтартакан сӑлтавсене мӗншӗн асра тытмалла? б) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ХӐЙ вилес умӗнхи каҫ Иисус апостолсемпе нумай вӑхӑт хушши калаҫнӑ. Вӑл вӗсене хытӑ юратни пирки шантарса каланӑ. Унсӑр пуҫне, унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, Иисус иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Ҫав ытарӑшпа усӑ курса вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене «нумай ҫимӗҫ» кӳме, урӑхла каласан, тӳсӗмлӗ пулса Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме, хавхалантарнӑ (Иоанн 15:8).

2 Анчах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсен мӗн тумаллине ҫеҫ каламан, ҫавна мӗншӗн тумаллине те — ырӑ хыпар сарма мӗнле сӑлтавсем пуррине те — каланӑ. Мӗншӗн пирӗн ҫав сӑлтавсене асра тытмалла? Ҫакӑ пире малалла та тӳсӗмлӗ пулса «пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» пӗлтерме пулӑшӗ (Матф. 24:13, 14). Ҫак статьяра эпир ырӑ хыпар сармаллине кӑтартакан Библири тӑватӑ сӑлтава пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Иегова пире тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳме мӗнле пулӑшнине те сӳтсе явӑпӑр.

ЭПИР ИЕГОВӐНА МУХТАВА КӐЛАРАТПӐР

3. а) Иоанн 15:8-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн эпир ырӑ хыпар саратпӑр? ӑ) Иисус каланӑ ытарӑшра иҫӗм ҫырли сапакисем мӗне сӑнарласа параҫҫӗ тата ҫак танлаштару мӗншӗн вырӑнлӑ?

3 Ырӑ хыпар сарма хавхалантаракан тӗп сӑлтавӗ мӗнле? Эпир Иеговӑна мухтава кӑларасшӑн тата унӑн ятне сӑваплӑ тӑвасшӑн. (Иоанн 15:1, 8 вуласа пар.) Иисус хӑйӗн Ашшӗне, Иеговӑна, иҫӗм пахчийӗн хуҫипе танлаштарнӑ, хӑйне — иҫӗм ҫырли авӑрӗпе, хӑйӗн вӗренекенӗсене вара — турачӗсемпе (Иоанн 15:5). Ҫавӑнпа та Христос хыҫҫӑн пыракансем кӳрсе тӑракан Патшалӑх ҫимӗҫне иҫӗм ҫырли сапакисемпе танлаштарни питӗ вырӑнлӑ. Иисус хӑйӗн апостолӗсене каланӑ: «Нумай ҫимӗҫ кӳнипе... эсир Манӑн Аттеме мухтава кӑларатӑр». Иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫырла тухӑҫлӑ парать пулсан, ҫакӑ пахчаҫӑна мухтав кӳрет. Ҫавӑн евӗрлех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпара сарас ӗҫре мӗн тума пултарнине веҫех тӑватпӑр пулсан эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр (Матф. 25:20—23).

4. а) Мӗнле майпа эпир Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑватпӑр? ӑ) Турӑ ятне мухтава кӑларма чыс пурри ҫинчен шухӑшлани сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать?

4 Эпир ырӑ хыпар сарни мӗнле майпа Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвать? Эпир унӑн ятне тата сӑваплӑрах тума пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен вӑл ахаль те пур енчен те сӑваплӑ. Иегова Исаия пророк урлӑ мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Манӑн ятӑма чун-чӗререн хисеплеме пуҫлӗҫ» (Ис. 29:23). Эпир тӗрлӗ майпа усӑ курса Туррӑн ятне хисеплӗ, е сӑваплӑ, тӑвас тесе тӑрӑшатпӑр. Тӗслӗхрен, унӑн ятне ытти пур ятран та асла хуратпӑр тата ҫынсене те ҫак ят сӑваплӑ пулнине ӑнланма пулӑшатпӑр (Матф. 6:9). Ҫав тӗллевпе эпир ҫынсене, сӑмахран, Туррӑн паха енӗсем ҫинчен тата вӑл ҫынсене пуласлӑхра ӗмӗр-ӗмӗр райра пурӑнма май туса парасси ҫинчен каласа паратпӑр. Ҫапла туса эпир ҫынсене Сатана Туррӑн ятне варалас тесе мӗн калани веҫех суя пулнине курма пулӑшатпӑр (Пулт. 3:1—5). Унсӑр пуҫне, эпир пирӗн территорири ҫынсене Иегова «мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ» пулнине ӑнлантарса паратпӑр. Ҫапла майпа та эпир унӑн ятне сӑваплӑ тӑватпӑр (Ӳлӗм. 4:11). 16 ҫул пионер пулса ӗҫлекен Руне акӑ мӗн калать: «Мана ҫынсемпе Ҫут тӗнчене Пултаракан ятӗнчен калаҫма май панӑ. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшласан ман чӗре пархатарлӑхпа тулать. Ҫакӑ мана малалла та ырӑ хыпар сарса тӑма хавхалантарать».

ЭПИР ИЕГОВӐПА УНӐН ЫВӐЛНЕ ЮРАТАТПӐР

5. а) Иоанн 15:4—10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх тата мӗншӗн эпир ырӑ хыпар саратпӑр? ӑ) Тӳсӗмлӗ пулни мӗн тери кирлине Иисус мӗнле палӑртнӑ?

5 Иоанн 15:9, 10 вуласа пар. Эпир Иеговӑпа Иисуса питӗ хытӑ юрататпӑр. Ҫакӑ та пире ырӑ хыпар сарма хавхалантарса тӑрать (Марк 12:30; Иоанн 14:15). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир Эпӗ хушнине туса тӑрсан, Эпӗ те юратса тӑрӑп сире». Мӗншӗн вӑл ҫапла каланӑ-ха? Ҫултан-ҫул Иисусӑн чӑн вӗренекенӗ пек пурӑнас тесен чӑтӑмлӑх кирлӗ. Иисус ҫак лайӑх ен мӗн тери кирлине кӑтартас тесе Иоанн 15:4—10 сӑвӑ йӗркисенче темиҫе хут та «тӑр» глаголпа усӑ курнӑ.

6. Иисус пире юратма ан пӑрахтӑр тесе тӑрӑшнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

6 Хамӑра Иисус юратма тата ырлама ан пӑрахтӑр тесе тӑрӑшнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Вӑл хушнине туса тӑнипе. Иисус хӑй мӗн туса тӑнине ҫеҫ тума хушнӑ. «Эпӗ Аттем хушнине туса тӑтӑм, ҫавӑнпа Аттем юратса тӑрать Мана»,— тенӗ вӑл. Иисус пире валли лайӑх тӗслӗх хӑварнӑ (Иоанн 13:15).

7. Итлесе пурӑнасси юратупа мӗнле ҫыхӑннӑ?

7 Итлесе пурӑнасси юратупа ҫыхӑннине кӑтартас тесе Иисус ҫапла каланӑ: «Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать» (Иоанн 14:21). Иисусӑн заповечӗсем Иеговӑран пулнӑ, ҫавӑнпа Иисус хушнӑ пек ырӑ хыпар саратпӑр пулсан, эпир Иеговӑна та юратнине кӑтартатпӑр (Матф. 17:5; Иоанн 8:28). Иеговӑпа Иисус эпир вӗсене юратнине курса тӑрса хӑйсем те пире юратса тӑрӗҫ.

ЭПИР ҪЫНСЕНЕ АСӐРХАТТАРАТПӐР

8, 9. а) Тата мӗншӗн эпир ырӑ хыпар сарса ҫӳретпӗр? ӑ) Иезекииль 3:18, 19 тата 18:23 сӑвӑ йӗркисенчи Иеговӑн сӑмахӗсем пире ырӑ хыпар сарма мӗнле хавхалантараҫҫӗ?

8 Эпир тепӗр сӑлтава пула та ырӑ хыпар саратпӑр — пирӗн ҫынсене Иеговӑн кунӗ ҫывхарса килни ҫинчен асӑрхаттармалла. Библире Ной пирки «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» тенӗ. (2 Петр 2:5 вуласа пар.) Ҫӗре шыв илес умӗн вӑл ҫынсене усал тӗнче пӗтесси ҫинчен асӑрхаттарса тӑнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иисус мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман [«ун ҫинчен никам та шухӑшламан», ҪХ] — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ» (Матф. 24:38, 39). Ҫынсем итлемен пулсан та Ной Туррӑн хыпарне пӗлтерме пӑрахман, вӗсене асӑрхаттарсах тӑнӑ.

9 Турӑ этемлӗх пирки мӗн шухӑшласа хунине пурте пӗлччӗр тесе эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳретпӗр. Иегова пекех эпир те ҫынсем ҫак хыпара йышӑнса чӗрӗ юлччӑр тетпӗр (Иез. 18:23). Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне е халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир май килнӗ таран нумайрах ҫынна Турӑ Патшалӑхӗ ҫак йӗркесӗр тӗнчене тӗп тӑвасси пирки асӑрхаттарма тӑрӑшатпӑр (Иез. 3:18, 19; Дан. 2:44; Ӳлӗм. 14:6, 7).

ЭПИР ҪЫНСЕНЕ ЮРАТАТПӐР

10. а) Матфей 22:39-мӗшӗ тӑрӑх, тата мӗншӗн эпир ырӑ хыпар сарса ҫӳретпӗр? ӑ) Павелпа Сила Филиппӑри тӗрме хуралҫине мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парӑр.

10 Унсӑр пуҫне, эпир ҫывӑх ҫынсене юратнӑран ырӑ хыпар сарса ҫӳретпӗр (Матф. 22:39). Юрату пире ҫак ӗҫе малалла та туса тӑма хавхалантарать, мӗншӗн тесен эпир ҫын пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртме пултарасса, ҫавна пула вӑл ырӑ хыпара йышӑнма пултарасса пӗлетпӗр. Павел апостолпа ӑна пулӑшакан Силӑпа мӗн пулса тухнине аса илер. Филиппӑ хулинче вӗсене тӗрмене хупса лартнӑ. Ҫӗрле ҫӗр чӗтреннине пула тӗрме алӑкӗсем уҫӑлса кайнӑ. Хупнӑ ҫынсем тарса пӗтнӗ тесе шутласа тӗрме хуралҫи хӑйне вӗлерме тӑнӑ. Анчах та Павел ӑна: «Хӑвна ху нимӗн усал та ан ту»,— тесе кӑшкӑрнӑ. Хӑраса ӳкнӗ тӗрме хуралҫи Павелпа Силӑран: «Ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тӑвас?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗсем вара: «Иисус Христос Ҫӳлхуҫана ӗнен, вара эсӗ ху та, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ»,— тесе хуравланӑ (Ап. ӗҫ. 16:25—34).

Ырӑ хыпар сарма пире Иеговӑна, Иисуса тата ҫынсене юратни хавхалантарать (5, 10 абзацсене пӑхӑр.)

11, 12. а) Тӗрме хуралҫипе мӗн пулса иртни ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле пырса тивет? ӑ) Мӗншӗн эпир малалла та ырӑ хыпар сарса ҫӳресшӗн?

11 Тӗрме хуралҫипе мӗн пулса иртни ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле пырса тивет? Асӑрхӑр-ха, ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн кӑна тӗрме хуралҫин чӑнлӑха пӗлес кӑмӑл ҫуралнӑ, вара вӑл Павелпа Силӑран пулӑшу ыйтнӑ. Хальхи вӑхӑтра та ҫапла пулма пултарать: унччен ырӑ хыпара йышӑнман ҫынсем инкеке лекнӗ хыҫҫӑн тин хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, тен, кам та пулин нумай ҫул пӗр ӗҫре ӗҫленӗ хыҫҫӑн сасартӑк ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Тепри вара нумаях пулмасть мӑшӑрӗпе уйрӑлнӑ. Ҫакӑн пек лару-тӑрусенче ҫын ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑма пултарать. Хӑш-пӗрисем вара йывӑр чирпе чирленӗрен е ҫывӑх ҫынна ҫухатнӑран хуйха ӳкеҫҫӗ. Инкеке лексен ҫын пурнӑҫ тӗллевӗ ҫинчен шухӑшлама пуҫлама пултарать, унччен унӑн ҫавӑн ҫинчен, тен, шухӑшлас та килмен. Вӑл: «Ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тӑвас?» — тесе шутлама та пултарать. Ҫакӑн пек ҫын патне килсен вӑл, шанчӑк паракан хыпара нихҫан итлеменскер, тен, халӗ итлеме килӗшӗ.

12 Ҫавӑнпа малалла та ырӑ хыпар сарса ҫӳресен эпир хуйхӑракан ҫын тӗлне пулма пултаратпӑр, ҫав самантра вӑл лӑплантаракан хыпара, тен, йышӑнӗ те (Ис. 61:1). Шарлотта, 38 ҫул хушши Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван, калать: «Хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ шанчӑкне ҫухатнӑ. Пирӗн вӗсене ырӑ хыпара илтме май памалла». 34 ҫул пионер пулса ӗҫлекен Эйвор вара акӑ мӗн калать: «Хальхи вӑхӑтра хуйха ӳкнӗ ҫынсем нихҫанхинчен нумай. Манӑн вӗсене ҫав тери пулӑшас килет! Акӑ мӗншӗн эпӗ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп». Чӑнах та, ҫынсене юратни малалла та ырӑ хыпар сарма хавхалантарать.

ТӲСӖМЛӖ ПУЛСА ЫРӐ ХЫПАР САРМА МӖН ПУЛӐШАТЬ?

13, 14. а) Иоанн 15:11-мӗшӗ тӑрӑх, ырӑ хыпар сарма пире мӗн пулӑшать? ӑ) Иисус туйнӑ савӑнӑҫа туйса тӑрас тесен мӗн тумалла? б) Ырӑ хыпар сарас ӗҫре савӑнӑҫ мӗнле пулӑшать?

13 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус апостолсене тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрсе тӑма мӗн-мӗн пулӑшма пултарни пирки каланӑ. Вӑл мӗн калани пире мӗнле пулӑшма пултарать?

14 Савӑнӑҫ. Иисус хушса хӑварнӑ ӗҫ пирки, ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки, йывӑр ҫӗклем теме пулать-и? Ҫук, паллах! Пачах урӑхла, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинчен ытарӑш каласа панӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпар сарса ҫӳрени савӑнӑҫ кӳрӗ тесе шантарнӑ. (Иоанн 15:11 вуласа пар.) Иисуса Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлани савӑнӑҫ кӳнӗ, вӑл пирӗн те ҫавнашкал савӑнӑҫ пулать тесе сӑмах панӑ. Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Иисус хӑйне иҫӗм ҫырли авӑрӗпе танлаштарнӑ, вӗренекенӗсене вара — турачӗсемпе. Турачӗсене иҫӗм ҫырли авӑрӗнчен касса пӑрахсан вӗсем шыв та, тутлӑхлӑ япаласене те илеймеҫҫӗ. Ҫавӑн евӗрлех, Иисуспа хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упрасан ҫеҫ эпир Иисус туйнӑ савӑнӑҫа туйса тӑрӑпӑр (Иоанн 4:34; 17:13; 1 Петр 2:21). 40 ҫул ытла пионер пулса ӗҫлекен Ханне акӑ мӗн калать: «Ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ хыҫҫӑн эпӗ савӑнӑҫ туятӑп. Ҫакӑ мана малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантарать». Чӑнах та, ҫынсем нумайӑшӗ итлемеҫҫӗ пулсан та, савӑнӑҫ пире ырӑ хыпар сарма вӑй парать (Матф. 5:10—12).

15. а) Иоанн 14:27-мӗшӗ тӑрӑх, ҫимӗҫ кӳрсе тӑма тата мӗн пулӑшать? ӑ) Чӗрери канӑҫлӑх пире мӗнле пулӑшать?

15 Канӑҫлӑх. (Иоанн 14:27 вуласа пар.) Ҫав каҫах кӑшт маларах Иисус апостолсене: «Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп»,— тесе каланӑ. Христосӑн канӑҫлӑхӗ пире ҫимӗҫ кӳрсе тӑма мӗнле пулӑшать? Тӳсӗмлӗ пулса ырӑ хыпар сарса ҫӳресе эпир чӗрере канӑҫлӑх туятпӑр, мӗншӗн тесен Иеговӑпа Иисус пире ырланине пӗлсе тӑратпӑр (Пс. 149:4; Рим 5:3, 4; Кол. 3:15). Ульф, 45 ҫул хушши Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен арҫын тӑван, калать: «Ырӑ хыпар сарса эпӗ ывӑнатӑп пулсан та хама телейлӗ туятӑп, ҫак ӗҫ манӑн пурнӑҫа тӗллевлӗ тӑвать». Чӗрере канӑҫлӑх пурришӗн эпир ҫав тери пархатарлӑ!

16. а) Иоанн 15:15-мӗшӗ тӑрӑх, апостолсен мӗнле май пулнӑ? ӑ) Иисуспа хӑйсен хушшинчи туслӑха упраса хӑварас тесен апостолсен мӗн тумалла пулнӑ?

16 Иисуспа туслӑ пулни. Апостолсене «сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр» тенӗ хыҫҫӑн Иисус мӗншӗн вӗсен чуна пама хатӗр пулса ыттисене юратмаллине ӑнлантарса панӑ (Иоанн 15:11—13). Унтан вӑл: «Сире тусӑмсем тетӗп»,— тесе каланӑ. Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: апостолсен Иисусӑн тӳсӗсем пулма май пулнӑ! Ҫав туслӑха упраса хӑварас тесен вӗсен нумай «ҫимӗҫ» кӳрсе тӑмалла пулнӑ. (Иоанн 15:14—16 вуласа пар.) Икӗ ҫула яхӑн маларах Иисус апостолсене каланӑ: «Ҫӳренӗ чухне: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ“ тесе вӗрентӗр» (Матф. 10:7). Ҫавна асра тытса вӗсен Иисус пуҫарнӑ ӗҫе тӳсӗмлӗ пулса малалла та туса тӑмалла пулнӑ. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус вӗсене шӑпах ҫавна тума хавхалантарнӑ та (Матф. 24:13; Марк 3:14, 15). Иисус хушнӑ ӗҫ ҫӑмӑл пулман пулин те унӑн вӗренекенӗсем ӑна пурнӑҫланӑ, ҫавна пула вӗсем Иисусӑн тусӗсем пулма пӑрахман. Ҫак ӗҫре вӗсене мӗн пулӑшнӑ-ши?

17, 18. а) Иоанн 15:16-мӗшӗнче Иисус апостолсене мӗн пирки шантарса каланӑ? ӑ) Иисусӑн сӑмахӗсем вӗсене мӗнле тӗреклетнӗ? б) Хальхи вӑхӑтра ҫимӗҫ кӳрсе тӑма пире мӗн пулӑшать?

17 Иегова кӗлӗсене илтсе хуравлани. Иисус каланӑ: «Эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире ҫавна... [парӗ]» (Иоанн 15:16). Ҫак сӑмахсем апостолсене мӗн тери тӗреклетнӗ пулӗ! * Иисус кӗҫех вилессе вӗсем ӑнланман пулин те, ҫав сӑмахсем вӗсем пулӑшусӑр тӑрса юлас ҫуккине шантарнӑ. Иегова апостолсем малалла та ырӑ хыпар сарма пултарччӑр тесе вӗсем мӗн ыйтнине пама хатӗр пулнӑ. Кӗҫех апостолсем Иегова вӗсен кӗллисене илтсе пулӑшу панине хӑйсен куҫӗпе курнӑ: вӑл вӗсене ырӑ хыпар пӗлтерме хӑюлӑх панӑ (Ап. ӗҫ. 4:29, 31).

Иегова пирӗн кӗлӗсене илтсе пулӑшасса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр (18-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18 Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Эпир тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрсе тӑратпӑр пулсан Иисусӑн тусӗсем пулма пӑрахмастпӑр. Унсӑр пуҫне, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ чухне йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Иегова пирӗн кӗлӗсене илтсе пулӑшасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Ис. 12:2). Иегова пире яланах пулӑшма хатӗр пулнишӗн тата Иисусӑн тусӗсем пулма май пурришӗн эпир ҫав тери пархатарлӑ! Ҫакӑ пурте пире малалла та ҫимӗҫ кӳрсе тӑма вӑй парать (Иак. 1:17).

19. а) Малалла та ырӑ хыпар сарма пире мӗн хавхалантарать? ӑ) Ҫак ӗҫе туса ҫитерме пире мӗн пулӑшӗ?

19 Ҫак статьяра эпир малалла та ырӑ хыпар сарма пире мӗн хавхалантарса тӑнине пӑхса тухрӑмӑр. Эпир Иеговӑна мухтава кӑларасшӑн тата унӑн ятне сӑваплӑ тӑвасшӑн. Унсӑр пуҫне, эпир ҫынсене Иеговӑн кунӗ пирки асӑрхаттарасшӑн тата вӗсене юратнине кӑтартасшӑн. Савӑнӑҫ, чӗрери канӑҫлӑх, Иисуспа туслӑ пулни тата Иегова пирӗн кӗлӗсене итлени пире хамӑра хушнӑ ӗҫе туса ҫитерме вӑй парса тӑрать. Эпир вӑя шеллемесӗр «нумай ҫимӗҫ» кӳрсе тӑнине курса Иегова ҫав тери савӑнать!

^ 17 абз. Апостолсемпе калаҫнӑ чухне Иисус вӗсен кӗллисем хуравсӑр юлмаҫҫӗ тесе пӗрре анчах мар шантарса каланӑ (Иоанн 14:13; 15:7, 16; 16:23).