БИОГРАФИ
Иегова мана нихӑҫан та хӑварман!
Пӗррехинче Адольф Гитлер сӑмах тухса каланӑ хыҫҫӑн эпир, тӑватӑ хӗрача, ӑна чечексем парнелерӗмӗр. Мӗншӗн мана суйласа илнӗ-ши? Ман атте нацистсен партийӗн ӗҫне активлӑ хутшӑнатчӗ тата шофер пулса хамӑр пурӑнакан вырӑнти парти уйрӑмӗн пуҫлӑхне турттарса ҫӳретчӗ. Анне католиксен тӗнне ҫирӗп тытса тӑратчӗ, мана вара манашка пулма хавхалантаратчӗ. Анчах та манран ни нацист, ни манашка пулмарӗ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине каласа парам-ха сире.
ЭПӖ Австрире Грац хулинче ҫуралса ӳснӗ. Ҫичӗ ҫулта мана тӗн шкулне вӗренме ячӗҫ. Анчах та унта эпӗ священниксемпе манашкӑсем аскӑнланса пурӑннине курса тӑраттӑм, ҫавӑнпа ҫулталӑкран анне мана шкултан пӑрахса кайма ирӗк пачӗ.
Кайран эпӗ интерната вӗренме кайрӑм. Пӗррехинче ҫӗрле бомбӑсем пӑрахма пуҫларӗҫ, вара атте мана хӑрушӑ мар ҫӗре илсе кайрӗ. Эпир Грац хулинчен Шладминга куҫса кайрӑмӑр. Ҫав хулара пирӗн пӗр кӗпер урлӑ каҫмалла пулчӗ. Эпир каҫсанах ҫав кӗпере сирпӗтсе ячӗҫ! Тепрехинче вара кукамайпа иксӗмӗр хамӑр кил хушшинче пулнӑ чухне самолетсенчен пеме пуҫларӗҫ. Вӑрҫӑ пӗтнӗ тӗлелле хамӑра ни патшалӑха, ни чиркӗве кирлӗ мар пек туяттӑмӑрччӗ.
ЧӐН-ЧӐН ТӖРЕК ТУПАТӐП
1950 ҫулта пӗр хӗрарӑм, Иегова Свидетелӗ, пирӗн пата аннепе Библи ҫинчен калаҫма килсе ҫӳреме пуҫларӗ. Эпӗ вӗсем мӗн калаҫнине итлеттӗм, хӑш-пӗр чухне аннепе пӗрле пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене те каяттӑм. Анне Иегова Свидетелӗсем чӑнлӑха вӗрентнине ӑнланса илнӗ, вара 1952 ҫулта шыва кӗнӗ.
Ҫав вӑхӑтра пирӗн вырӑнти пуху мана ватӑ карчӑксем пухӑнакан вырӑн пек туйӑнатчӗ. Анчах та каярахпа эпир урӑх пухӑва кайса куртӑмӑр, унта ҫамрӑксем нумайччӗ. Ҫавӑнтанпа эпӗ Грац хулинчи пухӑва ҫӳреме пуҫларӑм, вара кӗҫех чӑнлӑха тупнине хам та ӑнланса илтӗм. Эпӗ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене яланах пулӑшса тӑнине куртӑм. Пире лару-тӑрӑва татса пама ҫук пек туйӑнма пултарать, анчах Турӑ ҫак лару-тӑрура та пӑрахмасть (Пс. 3:6, 7).
Манӑн ыттисене те чӑнлӑх ҫинчен каласа парас килсе тӑратчӗ. Малтанах эпӗ хамӑн тӑватӑ аппапа йӑмӑка тата пиччене ырӑ хыпар каласа патӑм. Аппасем уйрӑм пурӑнатчӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ялсенче учительте ӗҫлетчӗҫ. Вӗсене Библи вӗренме хавхалантарас тесе эпӗ кашнийӗ патне кайса килтӗм. Каярахпа аппасем те, йӑмӑкпа пичче те Иегова Свидетелӗсем пулса тӑчӗҫ.
Эпӗ килтен киле ырӑ хыпар сарма пуҫларӑм. Икӗ эрне те иртмерӗ, эпӗ пӗр вӑтӑр ҫулхи хӗрарӑма тӗл пултӑм, вӑл Библи вӗренме килӗшрӗ. Пӗр вӑхӑт иртсен вӑл шыва кӗчӗ, кайран унӑн упӑшкипе икӗ ывӑлӗ те шыва кӗчӗҫ. Ҫав хӗрарӑмпа Библи вӗренни манӑн ӗненӗве ҫирӗплетрӗ. Манпа никам та Библи вӗренӗвне ирттермен, ҫавӑнпа унпа кашни вӗренмессерен манӑн тӗплӗн хатӗрленмеллеччӗ. Ыттисене вӗрентес умӗн чи малтан манӑн хамӑн веҫех ӑнланса ҫитмеллеччӗ. Ҫавна пула эпӗ чӑнлӑха тарӑнрах ӑнланма пуҫларӑм. Эпӗ хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑм та 1954 ҫулхи апрель уйӑхӗнче шыва кӗтӗм.
«ПИРЕ ХӖСӖРЛЕҪҪӖ — ҪАВАХ ЭПИР ПӖЧЧЕН МАР»
1955 ҫулта эпӗ Германире, Францире тата Англире иртекен пӗтӗм тӗнчери конгрессенче пулса куртӑм. Лондонра эпӗ Альберт Шрёдерпа паллашрӑм. Вӑл Галаад шкулӗнче вӗрентнӗ, каярахпа вара Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ. Британири музейра экскурсире ҫӳренӗ чухне Шрёдер тӑван Библин темиҫе алҫырӑвӗ ҫине тимлеттерчӗ. Унта темиҫе вырӑнта еврей саспаллийӗсемпе ҫырнӑ Туррӑн ячӗ пурччӗ. Шрёдер тӑван ҫав алҫырусем мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарса пачӗ. Ҫакӑ ман чӗрене пырса тиврӗ тата Иеговӑна та, Библири чӑнлӑха та хытӑрах юратма хавхалантарчӗ. Ыттисене чӑнлӑха пӗлтерес тесе эпӗ хам мӗн тума пултарнине пурне те тӑвас терӗм.
1956 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче эпӗ пионер пулса ӗҫлеме тытӑнтӑм. Тӑватӑ уйӑхран вара мана ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме сӗнчӗҫ. Мана Мистельбаха, Австри хулине, ячӗҫ. Ҫав вӑхӑтра унта пӗр Свидетель те пулман. Анчах та эпӗ тата тепӗр йывӑрлӑхпа тӗл пултӑм. Манпа пӗрле пионер пулса ӗҫленӗ хӗрарӑм тӑванпа эпир пачах расна ҫынсемччӗ. Эпӗ 19 ҫултаччӗ, вӑл — 25-реччӗ; эпӗ хулара ӳссе ҫитӗннӗ, вӑл вара — ялта. Ирхине вӑл тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тӑратчӗ, эпӗ вара ытларах ҫывӑрма юрататтӑм. Каҫхине пачах урӑхлаччӗ: вӑл ирех ҫывӑрма выртатчӗ, манӑн пӗртте ҫывӑрас килместчӗ. Апла пулин те Библири канашсемпе усӑ курни пире пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма тата Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пулӑшрӗ.
Паллах ӗнтӗ, пирӗн урӑх пысӑк йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ. Эпир хӗсӗрленипе те тӗл пултӑмӑр, анчах Иегова пире нихӑҫан та пӑрахман (2 Кор. 4:7—9). Пӗр ялта ырӑ хыпар сарнӑ чухне ял ҫыннисем пире курсан йыттисене вӗҫертсе ячӗҫ. Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: пирӗн ҫине пысӑк йытӑсем ыткӑнса килеҫҫӗ, шӑлӗсене кӑтартса хаяррӑн вӗреҫҫӗ. Эпир пӗр-пӗрне алран ярса тытрӑмӑр та эпӗ сасӑпа кӗлтума пуҫларӑм: «Иегова, вӗсем пирӗн ҫине сиксе ларсан хӑвӑртрах вилесчӗ!» Анчах та йытӑсем пирӗн пата чупса ҫитсен чарӑнса тӑчӗҫ те хӳрисемпе вылятма пуҫларӗҫ, кайран аяккалла кайрӗҫ. Пире Иегова хӳтӗлени пирки эпир пӗртте иккӗленмерӗмӗр. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир ял тӑрӑх ырӑ хыпар сарма кайрӑмӑр. Тӗлӗнмелле те, ҫынсем пире питӗ тимлӗ итлерӗҫ. Те пире йытӑсем тӗкӗнменни, те хытӑ хӑратнине пӑхмасӑрах эпир ырӑ хыпар сарса ҫӳрени вӗсене тӗлӗнтернӗ. Каярахпа ҫав ялта хӑш-пӗрисем Иегова Свидетелӗсем пулса тӑнӑ.
Хытӑ хӑрамалли пирӗнпе тата пулса иртнӗччӗ. Пире пӳлӗме тара панӑ кил хуҫи пӗррехинче ӳсӗр таврӑнчӗ. Вӑл вӗлеретӗп вӗсене, кӳршӗсене канӑҫ памаҫҫӗ тесе кӑшкӑратчӗ. Арӑмӗ ӑна лӑплантарма
тӑрӑшрӗ, анчах та усси пулмарӗ. Эпир хамӑрӑн ҫӳлти пӳлӗмрен веҫех илтрӗмӗр. Ҫавӑнпа та алӑка пукансемпе тӗкӗлесе хутӑмӑр та япаласем пуҫтарма пуҫларӑмӑр. Пӳлӗмрен тухсан вара картлашка ҫинче пысӑк ҫӗҫӗ тытнӑ кил хуҫи тӑнине куртӑмӑр. Вара эпир пур-ҫук япаласене йӑтса хыҫалти алӑк еннелле вирхӗнтӗмӗр те сад витӗр чупса тартӑмӑр. Унта эпир урӑх таврӑнман.Эпир хӑна ҫуртне кайса пӳлӗм ыйтрӑмӑр. Унта ҫулталӑка яхӑн пурӑнтӑмӑр. Ҫакӑ пире сӑваплӑ ӗҫре те пулӑшрӗ, мӗншӗн тесен хӑна ҫурчӗ хула варринче пулнӑран хӑш-пӗрисем Библи вӗренме унта килесшӗн пулчӗҫ. Кӑшт вӑхӑт иртсен вара эпир хамӑр пӳлӗмре кашни эрнере кӗнеке вӗренӗвне ирттерме тата «Хурал башнине» сӳтсе явма тытӑнтӑмӑр. Ҫав тӗлпулусене 15 ҫынна яхӑн килетчӗ.
Мистельбахра эпир ҫулталӑк ытларах ырӑ хыпар сартӑмӑр. Кайран вара мана Фельдбаха, Грацран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ хулана, куҫса кайма ыйтрӗҫ. Унта эпӗ урӑх хӗрарӑм тӑванпа ырӑ хыпар сарма пуҫларӑм. Ҫав хулара та пуху ҫукчӗ. Эпир пӗренерен тунӑ кивӗ ҫуртра иккӗмӗш хутри пӗчӗк пӳлӗмре пурӑнаттӑмӑр. Пӗренесем хушшинче ҫав тери пысӑк хушӑксем пулнӑран ҫил шӑхӑрса тӑратчӗ. Ҫав шӑтӑксене эпир хаҫатпа питӗрме тӑрӑшрӑмӑр. Шыв ӑсма вара пусӑ патне ҫӳреттӗмӗр. Анчах та ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене тӳсни кӑлӑхах пулмарӗ. Темиҫе уйӑх иртсен Фельдбахра ушкӑн йӗркеленсе кайрӗ. Пирӗнпе Библи вӗреннӗ пӗр ҫемьере вӑтӑра яхӑн ҫын Иегова Свидетелӗсем пулса тӑчӗҫ!
Хампа мӗн-мӗн пулса иртнӗ хыҫҫӑн эпӗ Иеговӑна хӑйӗн ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та пӑрахманшӑн тата пархатарлӑрах пулма вӗрентӗм. Пире никам пулӑшайман чухне те Иегова пулӑшма пултарать (Пс. 120:1—3).
ИЕГОВА МАНА «ТӲРӖЛӖХӖН СЫЛТӐМ АЛЛИПЕ» ПУЛӐШСА ТӐЧӖ
1958 ҫулта Нью-Йоркра «Янки» тата «Поло Граундс» стадионсенче пӗтӗм тӗнчери конгресс пулмаллаччӗ. Эпӗ унта кайма заявка ҫыртӑм. Австри филиалӗнчи тӑвансем вара санӑн Галаад шкулӗн 32-мӗш класӗнче вӗренес килмест-и тесе ыйтрӗҫ. «Ҫук» тесе калайӑн-и вара?! Эпӗ тӳрех: «Паллах, вӗренес килет!» — тесе хуравларӑм.
Галаад шкулӗнче манпа юнашар Мартин Пётцингер тӑван ларатчӗ. Вӑл нацистсен концлагерӗсенче тем те тӳссе курнӑ, кайран вара Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ. Вӗреннӗ чухне вӑл
хушӑран манран: «Эрика, нимӗҫле ку мӗне пӗлтерет?» — тесе шӑппӑн ыйтатчӗ.Ҫуррине вӗренсен Нейтан Норр Шкул хыҫҫӑн кам ӑҫта каясси пирки пӗлтерчӗ. Мана Парагвая ячӗҫ. Питӗ ҫамрӑк пулнӑран унта кайма атте ирӗк пани кирлӗ пулчӗ. 1959 ҫулхи март уйӑхӗнче пӗтӗм документсене туса пӗтерсен эпӗ тинех Парагвая кайрӑм. Манпа пӗрле ӗҫлеме янӑ хӗрарӑм тӑванпа эпир Асунсьонри миссионерсен ҫуртӗнче пурӑнма пуҫларӑмӑр.
Кӗҫех эпӗ Уолтер Брайт миссионерпа паллашрӑм, вӑл Галаад шкулӗн 30-мӗш класӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт иртсен эпир мӑшӑрлантӑмӑр та пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пӗрле татса пама пуҫларӑмӑр. Йывӑр килнӗ чухне кашнинчех Исаия 41:10-мӗшӗнчи Иегова сӑмах панине вулаттӑмӑр: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп». Ҫак сӑмахсем пире ҫакӑн пирки шантарса тӑратчӗҫ: эпир Турра шанчӑклӑ тӑрса юлсан тата Патшалӑха малти вырӑна хурсан вӑл пире нихӑҫан та пӑрахмӗ.
Каярахпа пире Бразили чикки ҫывӑхнерех куҫса кайма ыйтрӗҫ. Унти священниксем хӗтӗртнипе ҫамрӑк ачасем пирӗн миссионерсен ҫуртне, ахаль те япӑхланса кайнӑскерне, чулсемпе персе пӗтерчӗҫ. Ҫакӑн пекки пӗрре анчах мар пулчӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен Уолтер полици пуҫлӑхӗпе Библи вӗренме пуҫларӗ. Вӑл хушнипе полицейскисем пирӗн ҫурта эрне хушши сыхларӗҫ. Вара ҫав пуҫтах ачасем килме пӑрахрӗҫ. Кайран эпир лайӑхрах вырӑна пурӑнма куҫрӑмӑр. Вӑл чикӗ леш енче, Бразилире, вырнаҫнӑччӗ, ҫавӑнпа пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене Парагвайра та, Бразилире те ирттерме май пулчӗ. Ҫав вырӑнтан кайнӑ чухне унта икӗ пысӑках мар пуху йӗркеленсе кайнӑччӗ.
ИЕГОВА ТӖРЕК ПАРСАХ ТӐРАТЬ
Тухтӑрсем мана санӑн нихӑҫан та ача пулмасть тесе каланӑччӗ. Ҫавӑнпа хамӑн ҫие юлни ҫинчен пӗлсессӗн эпир тӗлӗнсех кайрӑмӑр! Ҫакӑ 1962 ҫулта пулса иртнӗччӗ. Эпир Флоридӑри Холливуд хулине, Уолтер тӑванӗсенчен аякрах мар вырнаҫнӑ хулана, куҫса кайрӑмӑр. Ҫемьери тивӗҫлӗхсене пула пирӗн нумай ҫул хушши пионер пулса ӗҫлеме май килмерӗ. Ҫапах та пирӗн пурнӑҫра Турӑ Патшалӑхӗ яланах малти вырӑнта пулнӑ (Матф. 6:33).
1962 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Флоридӑна килсен эпир хура ӳтлӗ тӑвансем пухусене шурӑ ӳтлисенчен уйрӑммӑн ирттернине, ырӑ хыпара та урӑх районсенче сарса ҫӳренине асӑрхарӑмӑр. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнӑ-ха? Ҫав вырӑнти ҫынсем шурӑ ӳтлисемпе хура ӳтлисем пӗрле пуҫтарӑннине килӗштермен пирки. Анчах та Иеговӑшӑн пур ҫын та пӗрех. Кӗҫех ҫав районти тӑвансем пурте: шурӑ ӳтлисем те, хура ӳтлисем те — пӗрле пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ. Иегова ҫав улшӑнусене пиллерӗ, халӗ унта пухусем нумай.
Шел пулин те, 2015 ҫулта Уолтер рак чирӗпе чирлесе вилчӗ. Эпир 55 ҫул хушши пӗрле пурӑнтӑмӑр, вӑл маншӑн питӗ лайӑх упӑшка пулчӗ. Вӑл Иеговӑна хытӑ юрататчӗ тата час-часах тӑвансене пулӑшатчӗ. Уолтер ҫӗнӗ тӗнчере чӗрӗлсе тӑрасса эпӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп! (Ап. ӗҫ. 24:15.)
Эпӗ 40 ҫул ытла ӗнтӗ Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа савӑнса ӗҫлетӗп, вӑл мана нумай пиллӗх пачӗ. Тӗслӗхрен, эпир Уолтерпа хамӑрпа Библи вӗреннӗ ҫынсенчен 136-шӗ шыва кӗнине куртӑмӑр. Йывӑрлӑхсемсӗр пулмарӗ паллах, анчах та вӗсене пула эпир нихӑҫан та Иеговӑн ӗҫне тума пӑрахман. Пачах урӑхла, эпир Иеговӑпа ҫывӑхланса пытӑмӑр, вӑл пирӗн йывӑрлӑхсене кирлӗ вӑхӑтра тата чи лайӑх майпа татса парасса шанаттӑмӑр. Иегова чӑнах та ҫапла тӑватчӗ те (2 Тим. 4:16, 17.)
Уолтерсӑр эпӗ питӗ тунсӑхлатӑп, анчах та мана пионер пулса ӗҫлени тӗреклетет. Мана ытти ҫынсене Библири чӑнлӑхсем ҫинчен, уйрӑмах вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, вӗрентме питӗ килӗшет. Иегова хӑйне шанма юранине миҫе хут кӑтартмарӗ пулӗ, ҫавна шутласа пӗтереес те ҫук! Хӑй сӑмах панӑ пекех вӑл мана хӑйӗн «тӳрӗлӗхӗн сылтӑм аллипе» тытса тӗрек парса тӑчӗ (Ис. 41:10).