Христианин пулса тӑрас тесен шыва кӗмелле
«Халӗ те эпир тӗне [шыва] кӗрсе ҫӑлӑнатпӑр» (1 ПЕТР 3:21).
1, 2. а) Ача шыва кӗме шут тытсан ашшӗ-амӑшӗн пуҫӗнче мӗнле ыйтусем явӑнма пултараҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн шыва кӗрес текенсенчен эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халалланӑ-и тесе ыйтаҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
АШШӖПЕ амӑшӗ хӑйсен хӗрӗ ҫине пӑхса лараҫҫӗ, вӑл Мария ятлӑ тейӗпӗр. Мария конгресра шыва кӗрекенсем хушшинче тӑрать. Вӑл доклад тӑвакан панӑ икӗ ыйту ҫине уҫҫӑн хуравлать те кӗҫех шыва кӗрет.
2 Мария хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме шут тытнӑшӑн ашшӗпе амӑшӗ унпа мухтанаҫҫӗ. Анчах та унччен кӑшт маларах амӑшне ҫак ыйтусем канӑҫ паман: «Шыва кӗме Мария ытла ҫамрӑк мар-ши? Ҫак утӑм питӗ пӗлтерӗшлӗ утӑм пулнине чӑнахах ӑнланать-ши вӑл? Унӑн кӑштах тӑхтамалла марччӗ-ши?» Ача шыва кӗме шут тытсан нумай ашшӗ-амӑшӗн пуҫӗнче ҫакнашкал ыйтусем явӑнма пултараҫҫӗ (Еккл. 5:4). Вӗсене ӑнланма та пулать, мӗншӗн тесен харпӑр хӑй пурнӑҫне Турра халалласси тата шыва кӗресси ҫын пурнӑҫӗнче чи пӗлтерӗшлӗ событисем. («Эсир хӑвӑра Иеговӑна халалланӑ-и?» рамкӑна пӑхӑр.)
3, 4. а) Петр апостол шыва кӗресси питӗ кирлӗ утӑм пулнине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Шыва кӗрессине мӗншӗн Ной ковчег тунипе танлаштарма пулать?
1 Петр 3:20, 21, ҪХ). Ной ковчег туни ыттисене вӑл хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑн ирӗкне тума халалланине уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Нойпа унӑн ҫемйи хӑйсен ӗненӗвне ӗҫсемпе кӑтартнӑ, вара ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ. Ҫак тӗслӗхпе Петр мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?
3 Шыва кӗрессине Петр апостол Ной ковчег тунипе танлаштарнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Ӗлӗк-авал, Ной вӑхӑтӗнче, карап тунӑ чухне, Турӑ ҫав чунсем пӑхӑнасса чӑтӑмлӑн кӗтнӗ пулин те, вӗсем пӑхӑнман. Вара карап ҫине нумаййӑн та мар, саккӑрӑн ларнӑ та шыв ҫинче ҫӑлӑнса юлнӑ. Ҫакӑ вӑл — пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать» (4 Ҫынсем ковчег ҫине пӑхса Ной Турра ӗненнине ӑнланнӑ. Ҫавӑн пекех ыттисем кам та пулин шыва кӗнине курсан, ҫав ҫын вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Христоса ӗненсе хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланине ӑнланаҫҫӗ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн христиансем, Ной пекех, Турӑ хушнӑ ӗҫе туса тӑраҫҫӗ. Ҫӗре шыв илнӗ чухне Ноя ҫӑлса хӑварнӑ пекех Иегова шыва кӗнӗ шанчӑклӑ христиансене те ҫак усал тӗнчене тӗп тунӑ вӑхӑтра ҫӑлса хӑварӗ (Марк 13:10; Ӳлӗм. 7:9, 10). Ҫавӑнпа та ҫын хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалласси тата шыва кӗресси — питӗ кирлӗ утӑмсем. Ҫын витӗмлӗ сӑлтавсем ҫук ҫӗртенех шыва кӗме вӑрахлать пулсан, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка ҫухатма пултарать.
5. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
5 Шыва кӗни питӗ кирлӗ утӑм пулнӑран пирӗн ҫак виҫӗ ыйтӑвӑн хуравне пӗлмелле:
Библире шыва кӗресси ҫинчен мӗн каланӑ? Шыва кӗриччен мӗнле утӑмсем тумалла? Ачана е урӑх ҫынна Библи вӗренме пулӑшнӑ май шыва кӗни питӗ кирлине мӗншӗн асра тытмалла?БИБЛИРЕ ШЫВА КӖРЕССИ ҪИНЧЕН МӖН КАЛАНӐ
6, 7. а) Мӗнле тӗллевпе ҫынсем Иоанн патне шыва кӗме килнӗ? ӑ) Иоанн мӗнле чыса тивӗҫнӗ?
6 Библире шыва кӗртни ҫинчен пӗрремӗш хут Шыва кӗртекен Иоанн ҫинчен ҫырнӑ чухне асӑннӑ (Матф. 3:1—6). Мӗншӗн ҫынсем ун патне шыва кӗме килнӗ? Вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн, урӑхла каласан, Моисей саккунне пӑхӑнманшӑн, ӳкӗннине кӑтартнӑ. Анчах та пӗр ҫын Иоанн патне пачах урӑх тӗллевпе шыва кӗме пынӑ. Вӑл шыва кӗни, ыттисем шыва кӗнипе танлаштарсан, чи пӗлтерӗшли пулнӑ. Иоанн пысӑк чыса тивӗҫнӗ — вӑл Иисуса, Туррӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр Ывӑлне, шыва кӗртнӗ (Матф. 3:13—17). Иисус пӗр ҫылӑхсӑр пулнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӳкӗнмелле пулман (1 Петр 2:22). Мӗншӗн вара вӑл шыва кӗнӗ? Ҫапла майпа Иисус Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама хатӗр пулнине кӑтартнӑ (Евр. 10:7).
7 Иисус сӑваплӑ ӗҫе ҫӗр ҫинче тунӑ чухне унӑн вӗренекенӗсем те ҫынсене шыва кӗртнӗ (Иоанн 3:22; 4:1, 2). Ҫав ҫынсем те, Иоанн шыва кӗртнӗ ҫынсем пекех, хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннине кӑтартас тесе шыва кӗнӗ. Анчах та Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн христиансем урӑх тӗллевпе шыва кӗме пуҫланӑ.
8. а) Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле хушу панӑ? ӑ) Мӗнле тӗллевпе христиансем шыва кӗреҫҫӗ?
8 Пирӗн эрӑри 33 ҫулта чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса 500 ытла ҫын курнӑ — арҫынсем, хӗрарӑмсем тата, тен, ачасем те. Шӑпах ҫавӑн чухне пулас, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак хушӑва панӑ: «Ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр, Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене» (Матф. 28:19, 20; 1 Кор. 15:6). Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӗренекенсем хатӗрлеме хушнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ман хыҫҫӑн пыма, е «ман сӳсмене» тӑхӑнма, шут тытнӑ ҫыннӑн шыва кӗмелле тенӗ (Матф. 11:29, 30). Ҫын Турӑшӑн ӑна юрӑхлӑ майпа ӗҫлес тенӗ пулсан, унӑн Турӑ хӑйӗн ирӗкне Иисус урлӑ пурнӑҫланине йышӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тин ҫын шыва кӗме пултарнӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрте Христосӑн ҫӗнӗ вӗренекенӗсем шыва кӗни питӗ кирлӗ утӑм пулнине ӑнланнӑ. Ҫакна кӑтартакан ҫирӗплетӳсем Библире нумай. Вӗсем витӗмлӗ сӑлтав ҫук ҫӗртенех шыва кӗме тӑхтаса тӑман (Ап. ӗҫ. 2:41; 9:18; 16:14, 15, 32, 33).
ВӐРАХА АН ЯРӐР
9, 10. Эфиопи ҫыннин тата Павел апостолӑн тӗслӗхӗсенчен эпир шыва кӗресси ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
9 Апостолсен ӗҫӗсем 8:35, 36 вуласа пар. Эфиопи улпучӗн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл, Иерусалима Турра пуҫҫапма пынӑскер, каялла киле кайма тухнӑ пулнӑ. Ангел хушнипе Филипп ҫав Эфиопи ҫынни ларса пыракан урапана хӑваласа ҫитнӗ те «ӑна Иисус ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа панӑ». Лешӗ вара мӗн тунӑ? Вӑл Иисуса Ҫӳлхуҫа вырӑнне хурса йышӑнмаллине ӑнланнӑ, вара Иегова христиансенчен мӗн кӗтнине тӑвас тенӗ. Ҫавӑнпа пӗр тӑхтаса тӑмасӑр шыва кӗнӗ.
10 Халӗ вара христиансене хӗсӗрленӗ пӗр иудейпа мӗн пулса тухни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл Турра халалланӑ халӑх хушшинче ҫуралнӑ, анчах та каярахпа Иегова хӑйне итлеменшӗн ҫав халӑха пӑрахнӑ. Ҫав ҫын вара иудейсем Турра тӗрӗс пуҫҫапаҫҫӗ Ап. ӗҫ. 9:17, 18; Гал. 1:14). Сӑмах Савл ҫинчен пынине эсир тавҫӑрса илтӗр паллах, каярахпа ыттисем ӑна Павел апостол пек пӗле пуҫланӑ. Асӑрхӑр-ха: Турӑ хӑйӗн ирӗкне Иисус урлӑ пурнӑҫланине ӑнлансанах Павел шыва кӗнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 22:12—16 вуласа пар.)
тесе шутланӑ, ҫавӑнпа вӑл христиансене хӗсӗрленӗ. Анчах та пӗррехинче ӑна чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос курӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн пурнӑҫӗ тӗпренех улшӑннӑ. Вӑл хатӗр пулсах Анания ятлӑ христианинран пулӑшу илнӗ те шыва кӗнӗ (11. а) Библи вӗренекенсене шыва кӗме мӗн хавхалантарать? ӑ) Христосӑн ҫӗнӗ вӗренекенӗсем шыва кӗнӗ чухне эпир мӗн туятпӑр?
11 Хальхи вӑхӑтра та Библи вӗренекен ҫынсем — ҫамрӑккисем те, ваттисем те — ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑлах кӑтартаҫҫӗ. Турра ӗненни тата Библири чӑнлӑхшӑн чун-чӗререн пархатарлӑ пулни вӗсене хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме хавхалантарать. Шыва кӗрекенсем валли ятарласа тунӑ доклад — кашни конгресрах питӗ хумхануллӑ самант. Библи вӗренекенсем ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата шыва кӗме шут тытнӑшӑн Иегова Свидетелӗсем питӗ савӑнаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсене те хӑйсен ачисем конгресра шыва кӗрекенсем хушшинче тӑни питӗ савӑнтарать. 2017 ҫулхи сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнче хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ ҫынсен шучӗ 284 000 ытла пулнӑ (Ап. ӗҫ. 13:48). Паллах, ҫӗнӗ вӗренекенсем христианин пулса тӑрас тесен шыва кӗмеллине ӑнланаҫҫӗ. Анчах та шыва кӗриччен вӗсен мӗнле утӑмсем тумалла?
12. Шыва кӗриччен мӗнле утӑмсем тумалла?
12 Шыва кӗриччен ҫыннӑн Турӑ ҫинчен, вӑл ҫӗр пирки мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен тата этемлӗхе ҫӑлас тесе мӗн туни ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илмелле (1 Тим. 2:3—6). Ҫавӑн пекех унӑн хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетмелле. Ҫак ӗненӳ ҫынна Турӑ сивлекен ӗҫсенчен пӑрӑнма тата унӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнма хавхалантарать (Ап. ӗҫ. 3:19). Ку питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫын Турӑ курайман ӗҫсене тума пӑрахмасан вӑл хӑйӗн пурнӑҫне Турра халаллани усӑсӑр пулать — Турӑ ҫавна йышӑнмасть (1 Кор. 6:9, 10). Анчах та нравственность нормисене тытса тӑни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Хӑйӗн пурнӑҫне Турра халаллас текен ҫыннӑн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене те ҫӳремелле. Унсӑр пуҫне, унӑн ырӑ хыпар сарса ҫӳремелле тата чӑнлӑха ыттисене вӗрентмелле, мӗншӗн тесен ҫакӑ Христосӑн вӗренекенӗсен яваплӑхӗ (Ап. ӗҫ. 1:8). Ҫак утӑмсене тунӑ хыҫҫӑн тин ҫӗнӗ вӗренекен кӗлтуса хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама, кайран вара ыттисем умӗнче шыва кӗме пултарать.
БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ШЫВА КӖМЕ ХАВХАЛАНТАРӐР
13. Ыттисене вӗрентнӗ чухне шыва кӗмесӗр Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма май ҫуккине мӗншӗн асра тытмалла?
13 Хамӑр ачасене е ытти ҫынсене Библи вӗренме тата ҫӳлерех асӑннӑ утӑмсене тума пулӑшнӑ чухне пирӗн ҫакна асра тытмалла: шыва кӗмесӗр Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗ пулса тӑма май ҫук. Ҫавӑнпа та пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗресси мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен вӗсемпе майлӑ вӑхӑтра сӳтсе явма хӑраса тӑмӑпӑр. Эпир хамӑр ачасем те, Библи вӗренекен ытти ҫынсем те ҫитӗнӳсем туса шыва кӗччӗр тетпӗр.
14. Мӗншӗн никама та шыва кӗме вӑйпах хистемелле мар?
14 Паллах ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗсен те, Библи вӗренме пулӑшакансен те, пухури ытти тӑвансен 1 Иоанн 4:8). Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне пирӗн ӑна ҫакна ӑнланма пулӑшмалла: унӑн Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла. Шыва кӗме ӑна чӑнлӑха пӗлнишӗн чун-чӗререн пархатарлӑ пулни тата чӑн христианин пек пурӑнас килни хавхалантарса тӑмалла (2 Кор. 5:14, 15).
те ыттисене шыва кӗме хистемелле мар, мӗншӗн тесен Иегова та никама та вӑйпах хӑйӗншӗн ӗҫлеттермест (15, 16. а) Ҫын шыва кӗме шут тытнӑ пулсан вӑл миҫе ҫула ҫитнине пӑхмалла-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Унччен урӑх тӗнре шыва кӗнӗ ҫыннӑн Иегова Свидетелӗ пулас тесен мӗншӗн каллех шыва кӗмелле?
15 Миҫе ҫулта шыва кӗме юрани пирки Библире нимӗн те каламан. Кашни ҫын чӑнлӑхра тӗрлӗ хӑвӑртлӑхпа ҫитӗнӳсем тӑвать. Нумайӑшӗ ҫамрӑк чухнех шыва кӗнӗ те паян кун та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Теприсем вара ватлӑхра тин чӑнлӑха пӗлсе шыва кӗнӗ. Ун чухне вӗсенчен хӑш-пӗрисем ҫӗр ҫултан та иртнӗ пулнӑ!
16 Библи вӗреннӗ пӗр ватӑ хӗрарӑм унччен тӗрлӗ тӗнре шыва кӗнӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйне Библи вӗренме пулӑшакан хӗрарӑм тӑванран манӑн каллех шыва кӗмелле-и тесе ыйтнӑ. Вӗсем пӗрле ҫак ыйтупа ҫыхӑннӑ Библири сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухнӑ. Вара ҫав хӗрарӑм Библире мӗн хушнине ӑнланнӑ та кӗҫех шыва кӗнӗ. Ун чухне вӑл 80 ҫула ҫитсе пынӑ. Ҫын шыва кӗни Иеговӑна юрӑхлӑ пултӑр тесен унӑн чи малтан Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илмелле. Ҫавӑнпа ҫын унччен урӑх тӗнре шыва кӗнӗ пулсан та унӑн, Иегова Свидетелӗ пулас тесен, тепре шыва кӗмелле. (Апостолсен ӗҫӗсем 19:3—5 вуласа пар.)
17. Шыва кӗнӗ кун мӗн ҫинчен шухӑшламалла?
17 Шыва кӗни — питӗ савӑнӑҫлӑ событи. Ҫавӑн пекех ҫак вӑхӑт шухӑшламалли вӑхӑт та. Хамӑра Турра халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнас тесен нумай вӑй хумалла. Акӑ мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗ пулассине сӳсмен тӑхӑнассипе танлаштарнӑ. Христосӑн вӗренекенӗсен «хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе Чӗрӗлсе Тӑнӑскершӗн» пурӑнмалла (2 Кор. 5:15; Матф. 16:24).
18. Тепӗр статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
18 Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Марийӑн амӑшӗ шӑпах ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ. Сирӗн ачасем пур пулсан эсир те, тен, хӑвӑртан ыйтатӑр: «Манӑн ача шыва кӗме хатӗр-ши? Хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама вӑл ҫителӗклех пӗлет-ши? Малтан унӑн лайӑх професси илсе лайӑх ӗҫе вырнаҫмалла мар-ши? Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫылӑха кӗрсен вара?» Тепӗр статьяра эпир ҫак ыйтусене тата ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисем шыва кӗме шут тытни ҫине мӗнле пӑхмаллине сӳтсе явӑпӑр.