БИОГРАФИ
Иегова пире «ырӑлӑх турӗ»
ЭПИР Даньелӑпа пӗрле Габона, Африкӑн хӗвеланӑҫ енчи ҫӗршывне, ҫитрӗмӗр. 1970 ҫулсенче унта Иегова Свидетелӗсен ӗҫне чарса лартнӑ пулнӑ. Хӑна ҫуртӗнче регистраци тусан пире чикӗ полицине шӑнкӑравлама ыйтрӗҫ.
Даньела питӗ тимлӗ ҫынччӗ. Хӑна ҫурчӗн алӑкӗ патӗнче машина чарӑнса тӑнине асӑрхасан вӑл мана шӑппӑн: «Ан шӑнкӑравла. Полици кунтах»,— терӗ. Темиҫе минутран пире арестлерӗҫ. Анчах та Даньела мана систернине пула эпӗ хӑш-пӗр документсене пирӗнпе пулнӑ арҫын тӑвана пама ӗлкӗртӗм.
Полици участокне машинӑпа пынӑ май эпӗ шухӑшласа илтӗм: «Манӑн мӗнле лайӑх арӑм! Вӑл ҫав тери хӑюллӑ тата Иеговӑпа унӑн организацине шанчӑклӑ». Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлесе тӑнӑ май ҫавнашкал лару-тӑрусем нумай пулса тухнӑ, эпир ҫав лару-тӑрусенче пӗр-пӗрне пулӑшма яланах хатӗрччӗ. Иегова Свидетелӗсен ӗҫне чарса лартнӑ ҫӗршывсене эпир мӗнле ҫӳреме пуҫларӑмӑр? Айтӑр каласа парам.
ИЕГОВА МАНӐН КУҪА УҪРӖ
Эпӗ 1930 ҫулта Францин ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ Круа ятлӑ пӗчӗк хулара ҫуралнӑ. Аттепе анне католик тӗнне ҫирӗп тытса пурӑнатчӗҫ. Атте чиркӗве тӗрлӗ ӗҫ туса пулӑшатчӗ тата кашни эрнере эпир пӗтӗм ҫемьепе службӑна ҫӳреттӗмӗр. 14 ҫулта пулнӑ чухне вара эпӗ чиркӳ икӗпитлӗхне куртӑм.
Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пыратчӗ. Францие нимӗҫ ҫарӗ ярса илнӗччӗ. Пирӗн священник чиркӗве ҫӳрекенсене кашни проповедьрех Виши хулинчи правительствӑна пулӑшма чӗнетчӗ, ҫав правительство нацистсем майлӑччӗ. Унӑн сӑмахӗсем пире аптратса ӳкерчӗҫ. Францире нумайӑшӗ пекех эпир те вӑрттӑн Би-би-си радиона итлеттӗмӗр, унта Германие хирӗҫ пулнӑ ҫӗршывсем тӗнчери лару-тӑру пирки мӗн каласа тӑни ҫинчен пӗлтеретчӗҫ. Каярахпа вара ҫав священник Германие хирӗҫ тӑракансен енне куҫрӗ. 1944 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче вӑл вӗсем ҫӗнтерсе пынӑ ятпа ятарлӑ служба та ирттерчӗ. Вӑл ҫавӑн пек икӗпитлӗ хӑтланнине курсан эпӗ шалт тӗлӗнсе хытса кайрӑм. Вара чиркӳ ҫыннисене пач шанма пӑрахрӑм.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен манӑн атте вилчӗ. Манӑн аппа Симона упӑшкипе пӗрле Бельгире пурӑнатчӗ, ҫавӑнпа аннешӗн манӑн тӑрӑшмалла пулчӗ. Эпӗ пир-авӑр тӑвакан компание вырнаҫрӑм. Унӑн хуҫи ывӑлӗсемпе пӗрле католик тӗнне тытса тӑратчӗ. Унта ӗҫлесе эпӗ лайӑх карьера тунӑ пулӑттӑм, анчах кӗҫех манӑн ҫӑмӑл мар йышӑну тума тиврӗ.
1953 ҫулта пирӗн пата хӑнана Симона килчӗ. Ҫав вӑхӑталла вӑл Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Библипе ӑста усӑ курса вӑл католик чиркӗвӗ вутлӑ тамӑк, Троица тата вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳсем суя пулнине кӑтартрӗ. Малтанах эпӗ аппапа килӗшместӗмччӗ, эсӗ католиксен
Библийӗпе мар, урӑх Библипе усӑ куратӑн теттӗмччӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен вара вӑл чӑннине каланине уҫҫӑн куртӑм. Симона мана «Хурал башнин» кивӗ кӑларӑмӗсене пачӗ. Эпӗ вӗсене каҫсерен хамӑн пӳлӗмре хаваспах вулаттӑм. Вара ҫакӑ чӑнлӑх иккенне ӑнланса илтӗм, анчах та эпӗ Иегова майлӑ тӑрсассӑн ӗҫсӗр тӑрса юласран хӑраттӑм.Темиҫе уйӑх хушши Библипе «Хурал башнинчи» статьясене эпӗ хам тӗллӗн вӗрентӗм. Юлашкинчен вара Турӑ Патшалӑхӗн залне каяс терӗм. Пухура пурте пӗр-пӗрне юратни манӑн чӗрене хускатрӗ. Пӗр опытлӑ арҫын тӑван манпа Библи вӗренме пуҫларӗ, вара ҫур ҫул иртсен, 1954 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче, эпӗ шыва кӗтӗм. Ман хыҫҫӑн аннепе йӑмӑкӑм та Свидетельсем пулса тӑрсан эпӗ питӗ савӑнтӑм.
ИЕГОВӐНА ШАНСА УНШӐН ТУЛЛИ ВӐХӐТПА ӖҪЛЕТӖП
1958 ҫулта Нью-Йоркри пӗтӗм тӗнчери конгресра пулса курма эпӗ питӗ хавас пултӑм. Шел пулин те, темиҫе эрне маларах манӑн анне вилчӗ. Халӗ манӑн никамшӑн та тӑрӑшмалла марччӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӗҫрен тухса кайрӑм та пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Ун чухнех эпӗ Даньела Делие ҫураҫрӑм, вӑл хастар пионерччӗ. 1959 ҫулта май уйӑхӗнче эпир пӗрлешрӗмӗр.
Даньела пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ чухне килтен аякра, Бретань облаҫӗнчи ялсенче, ырӑ хыпар сарнӑ. Вӑл ялтан яла велосипедпа нумай ҫӳренӗ. Ҫав ялсенче ытларах католиксем пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсене ырӑ хыпар пӗлтерме хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ. Вӑл ман пекех ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килнине тата тӑхтаса тӑма юраманнине ӑнланатчӗ (Матф. 25:13). Даньела яланах хӑйне шеллемесӗр Турӑшӑн ӗҫлеме хатӗрччӗ, ҫакӑ пире малалла та тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пулӑшатчӗ.
Эпир мӑшӑрланнӑранпа темиҫе кун иртсен мана район надзирателӗн ӗҫне шанса пачӗҫ. Пирӗн питӗ ансат пурнӑҫпа пурӑнма хӑнӑхмаллаччӗ. Эпир кайнӑ пӗрремӗш пухура 14 хыпарҫӑччӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те пире хӑй патне йышӑнма пултараймарӗ. Ҫавӑнпа эпир Патшалӑх залӗнче сцена ҫине матрассем хурса ҫывӑраттӑмӑр. Унта ҫывӑрма меллӗ пулчӗ тесе калаймӑн, анчах та хамӑр ҫурӑмсене лайӑх тӳрлетрӗмӗр!
Ҫак ӗҫе туса тӑрас тесе пирӗн пӗрмай вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳремеллеччӗ, анчах та Даньела ҫакӑн пек пурнӑҫа хӑвӑртах хӑнӑхса ҫитрӗ. Манӑн пухури старейшинӑсемпе час-часах кӗтмен ҫӗртен тӗл пулма тиветчӗ. Ун чухне вара Даньела мана хамӑр пӗчӗк машинӑра кӗтсе ларатчӗ. Анчах та вӑл нихӑҫан та мана ҫавӑншӑн ӳпкелемен. Район надзирателӗн ӗҫне эпир икӗ ҫул туса тӑтӑмӑр. Ҫав вӑхӑт хушшинче эпир упӑшкипе арӑмӗн хӑйсен шухӑшӗсене уҫҫӑн каламаллине тата яланах пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗр пулмаллине ӑнланса илтӗмӗр (Еккл. 4:9).
ҪӖНӖ ТИВӖҪСЕМ
1962 ҫулта пире Бруклина (Нью-Йорк) Галаад шкулӗн 37-мӗш класне вӗренме чӗнчӗҫ. Эпир 10 уйӑх хушши вӗрентӗмӗр. 100 студент хушшинче 13 мӑшӑрччӗ. Пире Даньелӑпа пӗрле вӗренме чӗннӗшӗн эпир ҫав тери хӗпӗртерӗмӗр! Турра питӗ ҫирӗп ӗненнӗ тӑвансемпе, тӗслӗхрен, Фредерик Френц, Юлиссис Гласс тата Александр Макмиллан
тӑвансемпе, хутшӑнни халӗ те манӑн чӗрере ӑшӑ туйӑмсем ҫуратать.Галаад шкулӗнче пире вак-тӗвексене асӑрхама вӗрентетчӗҫ. Шӑматкун кӑнтӑрла хыҫҫӑн, занятисем вӗҫленсен, эпир хӑш-пӗр чухне Нью-Йоркри паллӑ вырӑнсене курса ҫӳреттӗмӗр. Ҫакӑ вӗренӳ шутне кӗретчӗ. Тунтикун вара пире эпир мӗнле тимлӗ пулнине тӗрӗслетчӗҫ. Шӑматкун каҫхине эпир ывӑннипе аран сӗтӗрӗнсе утаттӑмӑр. Пирӗн гид, вефилецсенчен пӗри, пире тунтикун валли хатӗрленме пулӑшас тесе ыйтусем паратчӗ. Астӑватӑп, пӗррехинче ҫур кун хулара пултӑмӑр: обсерваторире пире метеорсемпе метеоритсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пуррине ӑнлантарса пачӗҫ, естествознани музейӗнче вара аллигатор крокодилран мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлтӗмӗр. Вефильте гид: «Эппин, метеоритсем метеорсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?» — тесе ыйтрӗ. Ывӑнса ҫитнӗскер, Даньела: «Ну, метеоритсен шӑлӗсем вӑрӑмрах»,— терӗ.
Пире Францири филиала ӗҫлеме ячӗҫ. Ҫакӑ пирӗншӗн кӗтмен япала пулчӗ. Унта эпир 53 ҫул пӗрле ӗҫлерӗмӗр. 1976 ҫулта мана филиал комитечӗн координаторӗ пулма лартрӗҫ тата Африкӑпа Ҫывӑхри Хӗвелтухӑҫри хӑш-пӗр ҫӗршывсене ҫӳреме хушрӗҫ. Пирӗн ӗҫе ӑҫта тума чӑрмантарнӑ е пӗтӗмпех чарса лартнӑ, ҫав ҫӗршывсене ҫӳреттӗмӗр. Ҫапла вара эпир Габона лекрӗмӗр. Чӑннипе каласан, хушӑран хама шанса панӑ ӗҫсене тума пултарасси пирки эпӗ иккӗленеттӗм, анчах та Даньела пулӑшнипе кирек мӗнле ӗҫе те тума пултартӑм.
ПЫСӐК ИНКЕК ПЫРСА ҪАПРӖ
Вефильте ӗҫлеме пире тӳрех килӗшсе кайрӗ. Даньела, Галаад шкулне кайиччен пилӗк уйӑх хушшинче акӑлчан чӗлхине вӗренсе ҫитнӗскер, лайӑх куҫаракан пулса тӑчӗ. Вефильте ӗҫленисӗр пуҫне пухупа пӗрле ӗҫлени те пире нумай савӑнӑҫ парса тӑчӗ. Халӗ те лайӑх астӑватӑп: пӗрре метрона кӗрсе лартӑмӑр. Ун чухне эпир ывӑнсах ҫитнӗччӗ, анчах ҫав кун ҫынсемпе Библи ӑнӑҫлӑ вӗренме пултарнӑшӑн хамӑра питӗ телейлӗ туяттӑмӑр. Шел пулин те, каярахпа Даньела йывӑр чирпе чирлесе ӳкрӗ, ҫавӑнпа унчченхи пекех нумай ӗҫлейместчӗ.
1993 ҫулта Даньелӑна кӑкӑр ракӗ тесе диагноз лартрӗҫ. Сипленнӗ чухне питӗ йывӑр килчӗ: ӑна операци тата вӑйлӑ химиотерапи турӗҫ. 15 ҫултан вӑл каллех ракпа чирлесе ӳкрӗ. Хальхинче ҫак рак тата хӑрушӑрахчӗ. Анчах та Даньела куҫарас ӗҫе ҫав тери юратнӑран хӑйне лайӑхрах туйма пуҫласан каллех ҫак ӗҫе пикенчӗ.
Диагноз хӑрушла пулнӑ пулин те, Вефильтен тухса каясси пирӗн шухӑшра та пулман. Анчах та пӗр вӑхӑтрах чирпе кӗрешме тата Вефильте ӗҫлеме ҫӑмӑл марччӗ, уйрӑмах ыттисем пире мӗн тери йывӑр килнине ӑнланман чухне (Ытар. 14:13). Даньела 80-на ҫитсе пынӑ чухне те илемлӗ те чечен хӗрарӑмччӗ. Вӑл нихӑҫан та хӑйне хӑй шеллесе лармастчӗ, пачах урӑхла, ыттисене пулӑшма тӑрӑшатчӗ. Даньела пӗлнӗ: йывӑрлӑхсем тӳсекенсене тимлӗ итлесе пулӑшма пулать (Ытар. 17:17). Вӑл канашсем пама нихӑҫан та васкамастчӗ, анчах та ракпа чирленӗ нумай хӗрарӑм тӑвана ҫак чиртен хӑрамасӑр тӑма пулӑшрӗ.
Пирӗн хамӑрӑн пурнӑҫри ытти улшӑнусене те хӑнӑхмаллаччӗ. Даньела тулли вӑхӑтпа урӑх ӗҫлейместчӗ, вара вӑл мана пулӑшас терӗ: мана Ытар. 18:22).
Вефильте ӗҫлеме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе мӗн тума пултарнине веҫех тӑватчӗ. Вӑл пулӑшнипе эпӗ 37 ҫул хушши филиал комитечӗн координаторӗ пулса ӗҫлеме пултартӑм. Сӑмахран, вӑл пирӗн хамӑр пӳлӗмре кӑнтӑрлахи апат ҫисе кӑшт канса илме май пултӑр тесе тӑрӑшатчӗ (КӖРЕШМЕ ПӐРАХМАСТПӐР
Даньела пурнӑҫа юратакан, пур лару-тӑрура та лайӑххине асӑрхама тӑрӑшакан ҫынччӗ. Анчах та виҫҫӗмӗш хут рак чирӗпе чирлесе ӳксен пирӗн алсем усӑнчӗҫ. Химио- тата радиотерапине пула вӑл халран каятчӗ, унӑн утма та вӑй ҫукчӗ. Ман юратнӑ арӑм, опытлӑ куҫаракан, хӑйӗн шухӑшне уҫӑмлӑн калайманнине курса тӑни ман чӗрене питӗ ыраттаратчӗ.
Питӗ йывӑр пулнӑ чухне эпир ҫине тӑрсах Иеговӑна кӗлтӑваттӑмӑр, вӑл эпир тӳссе ирттерме пултарайман йывӑрлӑхсене пулма памасса ҫирӗп шанаттӑмӑр. Иегова пире пулӑшса тӑнӑшӑн эпир яланах пархатарлӑ пулма тӑрӑшаттӑмӑр. Вӑл пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ, медицина пулӑшӑвӗн уйрӑмӗнче ӗҫлекен вефилецсем урлӑ тата ытти тӑвансем урлӑ пулӑшатчӗ.
Эпир час-часах Иеговӑран пире юрӑхлӑ сипленмелли меслет тупма пулӑшу ыйтаттӑмӑр. Анчах та пӗр вӑхӑт хушши Даньелӑн сипленме май пулмарӗ. Унччен Даньелӑна 23 ҫул хушши сипленӗ тухтӑр мӗншӗн Даньела кашни химиотерапи сеансӗ хыҫҫӑн тӑн ҫухатнине ӑнланса илейместчӗ. Урӑх сиплемелли меслете вӑл тупаймарӗ. Пире никам та пулӑшаймасть пек туйӑнатчӗ. Малалла мӗн пулать-ши тесе пӑшӑрханаттӑмӑр. Кӑшт вӑхӑт иртсен вара Даньелӑна урӑх онколог сиплеме килӗшрӗ. Иегова пире чӑтса ирттермелӗх ҫӑмӑллӑх парса пӑшӑрханусене сирсе яма пулӑшрӗ.
Эпир ыран мӗн пулассишӗн пӑшӑрханмалла маррине ӑнлантӑмӑр. Ҫапла тусан йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме ҫӑмӑлтарах. Иисус хӑй каланӑ: «Кашни кунӑн хӑйӗн йывӑрлӑхӗ те ҫителӗклех» (Матф. 6:34). Унсӑр пуҫне, пире шӳтлеме пӗлни тата пурнӑҫра лайӑххине курма тӑрӑшни пулӑшатчӗ. Тӗслӗхрен, пӗррехинче, икӗ уйӑх хушши химиотерапи туман вӑхӑтра, Даньела чеен кулса илсе: «Эпӗ хама ҫавӑн пек лайӑх нихӑҫан та туйман!» — терӗ (Ытар. 17:22). Чирпе асапланнине пӑхмасӑрах Даньела хаваспах Патшалӑх юррисене вӗренетчӗ тата вӗсене ҫирӗп сасӑпа юрлатчӗ.
Унӑн лайӑх шухӑш-кӑмӑлӗ мана та ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пулӑшрӗ. Тӗрӗссипе каласан, мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн 57 ҫул хушши килти ӗҫсене пӗтӗмпех Даньела туса пынӑ. Вӑл мана ҫӑмарта мӗнле ӑшаламаллине те кӑтартасшӑн марччӗ! Ҫавӑнпа вӑл хӑйне япӑхрах туйма пуҫласан манӑн кашӑк-чашӑк тата япала ҫума, ҫавӑн пекех ахаль апат хатӗрлеме вӗренмеллеччӗ. Пӗр-ик стакан ҫӗмӗртӗм пулсан та, килти ӗҫсене туса Даньелӑна савӑнтарма эпӗ питӗ хавас пултӑм *.
ИЕГОВА ПИРӖНПЕ ЫРӐ ПУЛНИШӖН ЭПӖ ПИТӖ ПАРХАТАРЛӐ
Ватӑлса пынӑҫемӗн тата сывлӑх начарланса пынӑҫемӗн эпӗ икӗ питӗ кирлӗ япалана ӑнлантӑм. Пӗрремӗшӗнчен, питӗ ӗҫлӗ пулсан та, юратнӑ ҫыншӑн тӑрӑшмалла, вӑй питти чухне мӗн тума пултарнине веҫех тумалла (Еккл. 9:9). Иккӗмӗшӗнчен вара, кирлӗ-кирлӗ маршӑн пӑшӑрханмалла мар — пӑшӑрханмалла мар, вара кулленхи пиллӗхсене асӑрхаса тӑрӑн (Ытар. 15:15).
Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе пурӑннӑ ҫулсем ҫинчен шутланӑ май эпӗ Иегова пире шутсӑр нумай пиллӗх панине куратӑп. Манӑн туйӑмсем псалом юрлаканӑнни пекех: «Эй чунӑм... Ҫӳлхуҫа сана ырӑлӑх турӗ» (Пс. 114:7).
^ 32 абз. Ҫак статьяна пичете яма хатӗрленӗ чухне Даньела Боккар тӑван вилчӗ. Вӑл 78 ҫулта пулнӑ.