«Райра тӗл пуличчен!»
«Манпа пӗрле райра пулӑн» (ЛУКА 23:43).
1, 2. Ҫынсем рай пирки мӗн шутлаҫҫӗ?
СЕУЛРА (Кӑнтӑр Корея) конгресс вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ делегатсем стадионран тухнӑ чухне Кореяри Свидетельсем вӗсене ӑсатма пухӑннӑ. Ал сулса вӗсем: «Райра тӗл пуличчен!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Ку питӗ хумхануллӑ самант пулнӑ. Сирӗн шутпа, ҫав тӑвансем мӗнле рай пирки каланӑ?
2 Тӗрлӗ ҫынсем рай пирки тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. Пӗрисемшӗн вӑл пуш ӗмӗт кӑна. Теприсем ӑҫта хӑвна телейлӗ туятӑн, ҫавӑнта рай теҫҫӗ. Выҫӑхса ҫитнӗ ҫыншӑн вара рай вӑл — сӗтел тулли апат. Питӗ илемлӗ тавралӑха, сӑмахран, улӑх тулли чечек, курсан хӑш-пӗрисем: «Кунта райри пекех!» — теҫҫӗ. Сирӗншӗн вара рай мӗн вӑл? Эсир райра пурӑнма шанатӑр-и?
3. Библире рай ҫинчен пӗрремӗш хут ӑҫта асӑннӑ?
3 Библире авалхи рай ҫинчен те, пулас рай ҫинчен те ҫырнӑ. Унта пӗрремӗш страницӑсенчех рай пирки асӑннӑ. Латынь чӗлхинчен куҫарнӑ «Дуэ Библинче» Пултарни 2:8-мӗшне ҫапла куҫарнӑ: «Чи малтан Ҫӳлхуҫа Турӑ киленӳ райне лартса ӳстернӗ те унта хӑй тунӑ [Адама] вырнаҫтарнӑ» (курсив пирӗн.— Ред.). Авалхи еврей текстӗнче вара «Эдем пахчи» тенӗ. «Эдем» тени «киленӳ» тенине пӗлтерет. Ҫав вырӑн чӑнах та киленсе пурӑнмалли вырӑн пулнӑ: унта илемлӗ тавралӑх куҫа савӑнтарнӑ, ҫимӗҫ тулӑх пулнӑ, ҫынсемпе чӗрчунсем те пӗр-пӗрне сиен кӳмен (Пулт. 1:29—31).
4. Мӗншӗн Эдем сачӗ пирки рай теме пулать?
4 «Рай» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахне грекла «пара́дейсос» теҫҫӗ. Макклинтокпа Стронгӑн энциклопедийӗнче ҫапла каланӑ: «„Пара́дейсос“ сӑмаха илтсен ҫулҫӳрекен грек ҫынни ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратнӑ: ешерсе ларакан илемлӗ пысӑк парк, унта пурӑнакансене ним те хӑратмасть; капмар та ҫӳллӗ йывӑҫсем нумайӑшӗ ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ; парк тап-таса юханшывсемпе шӑварӑнать, ҫыранӗсем тӑрӑх вара сурӑхсен е антилопӑсен пысӑк кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ». (Пултарни 2:15, 16 танлаштарӑр.)
5, 6. Мӗншӗн ҫынсем райра пурӑнас правӑна ҫухатнӑ тата мӗнле ыйту сиксе тухать?
5 Иегова Адампа Евӑна рай пахчинче вырнаҫтарнӑ. Анчах та Турра итлеменнишӗн вӗсем хӑйсем те, вӗсен тӑхӑмӗсем те унта пурӑнас правӑна ҫухатнӑ (Пулт. 3:23, 24). Ҫав райра ҫынсем урӑх пурӑнман пулсан та, вӑл Ной вӑхӑтӗнче ҫӗре шыв иличченех упранса юлнӑ пулас.
6 Хӑш-пӗрисем ҫапла ыйтма пултараҫҫӗ: «Ҫынсем хӑҫан та пулин каллех райра пурӑнӗҫ-ши?» Фактсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ? Эсир хӑвӑр юратнӑ ҫынсемпе пӗрле райра пурӑнма ӗмӗтленетӗр пулсан, ҫапла пуласса сире мӗн шантарать? Ҫӗр ҫинче каллех рай пуласса хӑвӑр мӗншӗн ӗненнине эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?
РАЙ ҪӖР ҪИНЧЕ ПУЛАССИНЕ ЭПИР ӐҪТАН ПӖЛЕТПӖР?
7, 8. а) Турӑ Авраама мӗн пирки сӑмах панӑ? ӑ) Туррӑн сӑмахӗсене илтсен Авраам мӗн пирки шутланӑ?
7 Райпа ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравӗсене Библире шырамалла, мӗншӗн тесен Библие Иегова, пирвайхи рая тунӑ Турӑ, панӑ. Вӑл хӑйӗн тусне, Авраама, мӗн каланине аса илер. Иегова унӑн вӑрлӑхне йышлӑлантарма, «тинӗс хӗрринчи хӑйӑр чухлӗ» тума, сӑмах панӑ тата ҫапла шантарса каланӑ: «Эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ» (Пулт. 22:17, 18). Иегова Авраамӑн ывӑлне те, мӑнукне те ҫак сӑмахсенех каланӑ. (Пултарни 26:4, 5; 28:14 вуласа пар.)
8 Авраам Иегова ҫынсене пӗлӗтри райри пурнӑҫа парнелессе шаннӑ тесе Библире ниҫта та каламан. Турӑ «пур халӑх та пиллӗх илӗ» тесе каласан, Авраам ҫынсем ҫӗр ҫинче пиллӗхсем илессине ӑнланнӑ. Рай ҫӗр ҫинчех пуласса Библири тата хӑш сӑвӑ йӗркисем ҫирӗплетсе параҫҫӗ?
9, 10. Рай ҫӗр ҫинче пулассине мӗнле пророкла каланисем ҫирӗплетсе параҫҫӗ?
9 Давид, Авраамӑн тӑхӑмӗ, ҫӗр ҫинче «усал ҫын пулмӗ» тесе ҫырнӑ (Пс. 36:1, 2, 10). Турӑ хавхалантарнипе вӑл «йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» тата «тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» тесе пророкла каланӑ (Пс. 36:11, 29; 2 Патш. 23:2). Сирӗн шутпа, ҫак пророкла сӑмахсем Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлас текен ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӗсем ҫакна ҫирӗп ӗненнӗ: ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсем ҫеҫ пурӑнсассӑн, ҫӗр каллех Эдем пахчи евӗр пулса тӑрӗ.
10 Иеговӑшӑн ӗҫлетпӗр текен израильтянсенчен нумайӑшӗ Турӑран пӑрӑнса уншӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ вавилонянсене вӗсене ҫӗнсе илме, вӗсен мӗнпур хулине аркатма тата нумайӑшне тыткӑна илсе кайма ирӗк панӑ (2 Ҫулс. 36:15—21; Иер. 4:22—27). Туррӑн пророкӗсем израильтянсем 70 ҫул иртсен тӑван ҫӗре каялла таврӑнӗҫ тенӗ. Ҫав пророкла каланисем пурнӑҫланнӑ пулин те вӗсем пире те пырса тивеҫҫӗ. Айтӑр ҫав пророкла каланисенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар та вӗсем рай ҫӗр ҫинче пулассине мӗнле ҫирӗплетсе панине курар.
11. Исаия 11:6—9 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ тата мӗнле ыйту сиксе тухать?
11 Исаия 11:6—9 вуласа пар. Исаия пророк урлӑ Турӑ израильтянсем тӑван ҫӗре таврӑнсан мирлӗ пурнӑҫпа пурӑнӗҫ тенӗ, вӑл вӗсене усал ҫынсенчен те, тискер чӗрчунсенчен те хӑрамалла пулмӗ тесе сӑмах панӑ. Пурте — ҫамрӑккисем те, ваттисем те — хӑрушсӑрлӑхра пулӗҫ тенӗ. Ҫакӑ Эдем пахчине аса илтермест-и вара? (Ис. 51:3.) Ҫавӑн пекех Исаия пророк Турра израильтянсем кӑна мар, «шывсем тинӗсе тултарса тӑнӑ евӗр, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ» тесе ҫырнӑ. Ҫак сӑмахсем хӑҫан пурнӑҫланӗҫ?
12. а) Вавилон тыткӑнӗнчен таврӑннӑ израильтянсем мӗнле пиллӗхсем илнӗ? ӑ) Исаия 35:5—10 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пуласлӑхра пурнӑҫланӗҫ тесе мӗншӗн калама пулать?
12 Исаия 35:5—10 вуласа пар. Исаия тыткӑнран таврӑннӑ израильтянсен ҫынсенчен те, чӗрчунсенчен те хӑрамалла пулмӗ тесе тепӗр хут палӑртать. Эдем пахчи пекех вӗсен ҫӗрӗ лайӑх шӑварӑнса тулӑх ҫимӗҫ парӗ (Пулт. 2:10—14; Иер. 31:12). Ҫак пророкла сӑмахсем ҫав вӑхӑтра ҫеҫ пурнӑҫланнӑ-ши? Тыткӑнран таврӑнсан израильтянсем тӗлӗнмелле майпа чир-чӗртен сывалнӑ тесе ниҫта та каламан. Тӗслӗхрен, суккӑррисем куракан пулса тӑман. Апла пулсан Турӑ ҫакна кӑтартасшӑн пулнӑ: ҫынсем пур чир-чӗртен сывалас вӑхӑт пуласлӑхра пулӗ.
13, 14. Исаия 65:21—23 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем израильтянсем тыткӑнран таврӑннӑ чухне мӗнле пурнӑҫланнӑ? Ҫав пророкла сӑмахсенчен хӑшӗсем пуласлӑхра пурнӑҫланмалла? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
13 Исаия 65:21—23 вуласа пар. Израильтянсем тӑван ҫӗре таврӑнсан унта хӑтлӑ ҫуртсем те, тыр-пул акнӑ уйсем те, иҫӗм пахчисем те пулман. Анчах та Турӑ вӗсене пилленипе вӗсен пурнӑҫӗ йӗркене кӗнӗ. Хӑйсем валли ҫуртсем туса лартса тата пахча-ҫимӗҫпе тыр-пул ӳстерсе вӗсем ҫав тери савӑннӑ пулӗ!
14 Асӑрхӑр-ха: Исаия пирӗн пурнӑҫӑн кунӗсем «йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗҫ» тесе пророкла каланӑ. Йывӑҫсенчен хӑш-пӗрисем пин-пин ҫул лараҫҫӗ. Ҫавӑн чухлех пурӑнас тесен этемӗн ҫирӗп сывлӑх пулмалла. Енчен те ҫынсем Исаия пророкла каланӑ пекех лайӑх пурӑннӑ пулсан, ҫӗр ҫинче чӑнах рай пулнӑ пулӗччӗ. Пуласлӑхра ҫак пророкла калани пурнӑҫланатех!
15. Исаия кӗнекинче мӗнле пулас пиллӗхсем ҫинчен каланӑ?
15 Эпир ҫӳлерех сӳтсе явнӑ пророкла каланисем пуласлӑхра рай пуласса мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? Турӑ пӗтӗм ҫынна пиллӗ. Никам та тискер чӗрчун е усал ҫын тапӑнасран хӑраса тӑмӗ. Суккӑррисем, илтменнисем тата уксаххисем сып-сывӑ пулса тӑрӗҫ. Ҫынсем хӑйсем валли ҫуртсем лартӗҫ тата хӑйсем ӳстернӗ ҫимӗҫе ҫисе киленӗҫ. Вӗсен пурнӑҫӗ йывӑҫ кунӗсенчен те вӑрӑмрах пулӗ. Библире ҫынсем ҫакӑн пек пурнӑҫпа пуласлӑхра пурӑнӗҫ тесе шантарнӑ. Анчах хӑш-пӗр ҫынсем ҫак пророкла калани рай ҫӗр ҫинче пулассине пӗлтермест теме пултараҫҫӗ. Вӗсене мӗн калама пулать? Рай ҫӗр ҫинчех пуласса ӗненме витӗмлӗ сӑлтав пур-и? Ҫӗр ҫинче чӑнах та рай пуласса чи аслӑ ҫыннӑн, Иисусӑн, сӑмахӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
«МАНПА ПӖРЛЕ РАЙРА ПУЛӐН»
16, 17. Мӗнле лару-тӑрура Иисус рай пирки каланӑ?
16 Иисуса ним сӑлтавсӑрах айӑпланӑ та юпа ҫумне пӑталанӑ. Унпа юнашар вӑрӑ-хурахсем, икӗ еврей, ҫакӑнса тӑнӑ. Вилес умӗн вӗсенчен пӗри Иисус патша пулнине йышӑнса Лука 23:39—42). Иисус ӑна мӗн калани пирӗн пуласлӑхпа ҫыхӑннӑ. Унӑн сӑмахӗсене Лука 23:43-мӗшӗнче ҫырнӑ. Хӑш-пӗр ученӑйсем чарӑну паллине «паян» сӑмах умӗн лартса ҫак сӑвӑ йӗркине ҫапла куҫараҫҫӗ: «Чӑн калатӑп сана: паян Манпа пӗрле райра пулӑн». Анчах та ҫак предложенире чарӑну паллине ӑҫта лартмалли пирки тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. «Паян» тесе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ-ши?
ӑна ҫапла йӑлӑннӑ: «Хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен асна илсем мана» (17 Хальхи вӑхӑтри чӗлхесенче нумайӑшӗнче чарӑну паллисем, сӑмахран, хӳреллӗ пӑнчӑ тата икӗ пӑнчӑ, шухӑша тӗрӗс ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Анчах та пирӗн вӑхӑтчен упранса юлнӑ чи авалхи грек алҫырӑвӗсенче чарӑну паллисене пур ҫӗрте те лартман. Ҫавӑнпа Иисусӑн сӑмахӗсене мӗнле куҫармалли пирки ыйту сиксе тухать: «Чӑн калатӑп сана: паян Манпа пӗрле райра пулӑн» тесе куҫармалла-и е «Чӑн калатӑп сана паян: манпа пӗрле райра пулӑн» темелле-и? Библие куҫаракансем ҫак предложенире чарӑну паллине Иисусӑн сӑмахӗсене хӑйсем мӗнле ӑнланнине кура лартаҫҫӗ: «паян» сӑмах умӗн е хыҫҫӑн. Ҫавӑнпа тӗрлӗ Библи куҫарӑвӗсенче ҫак сӑвӑ йӗркине тӗрлӗрен ҫырнӑ.
18, 19. Иисусӑн сӑмахӗсене тӗрӗс ӑнланма мӗн пулӑшать?
18 Иисус вӗренекенӗсене хӑйӗн вилӗмӗ пирки мӗн каланине аса илер: «Этем Ывӑлӗ... ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ». Ҫавӑн пекех вӑл ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ» (Матф. 12:40; 16:21; 17:22, 23; Марк 10:34). Петр апостол сӑмахӗсенче веҫех Иисус каланӑ пек пулса иртни курӑнать (Ап. ӗҫ. 10:39, 40). Ҫавӑнпа Иисуспа вӑрӑ-хурах рая хӑйсем вилнӗ куннех лекмен. Иисус хӑйне Турӑ чӗртсе тӑратиччен виҫӗ куна яхӑн «тамӑкра» (е виле шӑтӑкӗнче) пулнӑ (Ап. ӗҫ. 2:31, 32) *.
19 Ҫавӑнпа Иисус вӑрӑ-хураха каланӑ сӑмахсене ҫапла куҫармалла: «Чӑн калатӑп сана паян». Ҫапла калаҫасси Моисей вӑхӑтӗнче те йӑлара пулнӑ. Пӗррехинче Моисей ҫапла каланӑ: «Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте... пулччӑр» (Сак. аст. 6:6; 7:11; 8:1, 19; 30:15).
20. Эпир Иисусӑн сӑмахӗсене тӗрӗс ӑнланатпӑр тесе мӗншӗн калама пулать?
20 Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫри пӗр Библи куҫаракан акӑ мӗн каланӑ: «Кунта „паян“ сӑмаха палӑртса каланӑ, ҫавӑнпа ҫак предложение ҫапла вуламалла: „Чӑн калатӑп сана паян: манпа пӗрле райра пулӑн“. Иисус ҫав кунах сӑмах панӑ, пурнӑҫланасса вара вӑл каярах пурнӑҫланмалла пулнӑ. Хӑш кун сӑмах панине тата ӑна пурнӑҫламасӑр хӑварас ҫуккине палӑртса калани хӗвелтухӑҫри ҫынсен йӑлара пулнӑ». Ҫавӑнпа та V ӗмӗрте сири чӗлхи ҫине куҫарнӑ Библире Иисусӑн сӑмахӗсене: «Аминь, эпӗ сана калатӑп паян: манпа пӗрле Эдем пахчинче пулӑн»,— тесе куҫарнӑ. Ҫапла сӑмах пани пире питӗ хавхалантарать.
21. Мӗншӗн Турӑ вӑрӑ-хураха пӗлӗтре патшара ларма суйласа илмен тесе калама пулать?
21 Иисус вӑрӑ-хураха рай ҫинчен каланӑ чухне пӗлӗтри рай пирки каламан. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Ҫав вӑрӑ-хурах Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсемпе килӗшӳ туни пирки — пӗлӗтре хӑйпе пӗрле патшара ларма килӗшӳ туни пирки — пӗлме пултарайман Лука 22:29). Унсӑр пуҫне, ҫав вӑрӑ-хурах шыва та кӗмен пулнӑ (Иоанн 3:3—6, 12). Ҫавӑнпа унӑн пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк пулман тесе тата Иисус ҫӗр ҫинчи рай ҫинчен каланӑ тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать. Ҫавӑн хыҫҫӑн нумай ҫул иртсен Павел апостол хӑй курнӑ курӑну ҫинчен ҫырнӑ, унта пӗр ҫынна «рая илсе кайнӑ» пулнӑ (2 Кор. 12:1—4). Павелпа ытти шанчӑклӑ апостолсене Иисуспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларма суйласа илнӗ пулнӑ пулсан та, Павел ҫӗр ҫинчи пулас рай пирки те каланӑ теме пулать-и? * Эсир ҫав райра пулӑр-и?
(ПУЛАСЛӐХРА ПИРЕ МӖН КӖТЕТ?
22, 23. Пуласлӑхра пире мӗн кӗтет?
22 Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, Давид «тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ» тесе пророкла каланӑ (Пс. 36:29; 2 Петр 3:13). Вӑл пур ҫын та Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнӗ тесе каласшӑн пулнӑ. Исаия 65:22-мӗшӗнче: «Ман халӑхӑмӑн кунӗсем йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗҫ»,— тенӗ (Ис. 65:22). Апла пулсан ҫынсем пин-пин ҫул пурӑнӗҫ. Эсир ун пек пурнӑҫ пуласса шанатӑр-и? Ҫавӑн пек пурнӑҫ пулатех, мӗншӗн тесен Ӳлӗмхине 21:1—4 тӑрӑх, Турӑ этемлӗхе нумай пиллӗх парса тӑрӗ, ун чухне «вилӗм те... урӑх» пулмӗ.
23 Эппин, Библи рай ҫинчен мӗне вӗрентни уҫҫӑн курӑнать. Адампа Ева райра пурӑнас правӑна ҫухатнӑ пулин те, ҫынсен ҫӗр ҫинчи пулас райра пурӑнма шанчӑк пур. Иегова ҫынсене ҫӗр ҫинче пиллеме сӑмах панӑ. Турӑ хавхалантарнипе Давид йӑваш та тӳрӗ ҫынсем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ тесе пророкла каланӑ. Исаия кӗнекинчи пророкла сӑмахсене вуланӑ чухне вара рая тата хытӑрах курас килет. Ҫак вӑхӑт хӑҫан ҫитӗ-ши? Иисус вӑрӑ-хураха панӑ сӑмах пурнӑҫлансан. Эсир те ҫав райра пурӑнма пултаратӑр. Вара Кӑнтӑр Кореяри тӑвансем «Райра тӗл пуличчен!» тенӗ сӑмахсем пурнӑҫланӗҫ.
^ 18 абз. Марвин Пейт профессор ҫырнӑ тӑрӑх, ученӑйсем нумайӑшӗ «паян» тени Иисус ҫав кунах, 24 сехет хушшинчех, вилсе рая кайнине пӗлтерет тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав профессор каланӑ тӑрӑх, ҫапла шутлани Сӑваплӑ Ҫырури ытти вырӑнсене хирӗҫлет. Тӗслӗхрен, Библире Иисус вилнӗ хыҫҫӑн виле шӑтӑкӗнче пулнӑ, кайран тин пӗлӗте хӑпарнӑ тесе каланӑ (Матф. 12:40; Ап. ӗҫ. 2:31; Рим 10:7).
^ 21 абз. Ҫак кӑларӑмри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» рубрикӑна пӑхӑр.