Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Тӳрӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ»

«Тӳрӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ»

ДАЙАНА 80-ран иртнӗ ӗнтӗ. Унӑн упӑшки Альцгеймер чирӗпе чирленӗ, виличчен темиҫе ҫул вара ваттисен ҫуртӗнче пурӑннӑ. Унсӑр пуҫне, Дайанӑн икӗ ывӑлӗ те вилнӗ, вӑл хӑй вара кӑкӑр ракӗпе кӗрешнӗ. Ҫапах та тӑвансем каланӑ тӑрӑх, ӑна кирек ӑҫта курсан та — пухура-и вӑл, ырӑ хыпар сарать-и — вӑл ялан савӑк кӑмӑллӑ.

Джон 43 ҫул хушши район надзирателӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл ҫак ӗҫе питӗ юратнӑ — хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ӑна халалланӑ. Анчах та хӑйӗн тӑванӗшӗн тӑрӑшмашкӑн Джонӑн район надзирателӗн ӗҫне тума пӑрахма тивнӗ. Джона тахҫантанпах пӗлнӗ ҫынсем ӑна конгрессенче тӗл пулсан вӑл пӗртте улшӑнман, унчченхи пекех хаваслӑн ҫиҫсе ҫӳрет теҫҫӗ.

Дайанӑна тата Джона савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшать? Асапланакан ҫын мӗнле савӑнма пултарать? Ҫавӑн пекех юратнӑ тивӗҫе урӑх ҫынна памалла пулсан, унчченхи пекех савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшма пултарать? Библи пире ҫапла хуравлать: «Тӳрӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ» (Пс. 63:11). Ҫак сӑмахсене лайӑхрах ӑнланмашкӑн айтӑр чӑн-чӑн савӑнӑҫ мӗнрен килнипе килменнине пӑхса тухар.

ВӐХӐТЛӐХА ПЫРАКАН САВӐНӐҪ

Пурнӑҫри хӑш-пӗр япаласем ялан тенӗ пекех савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. Пӗр-пӗрне юратакан ҫынсем мӑшӑрлансан, е упӑшкипе арӑмӗн ача ҫуралсан, е пухури тӑвана пӗр-пӗр тивӗҫ шанса парсан, вӗсем мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫакӑ питӗ савӑнӑҫлӑ самантсем, мӗншӗн тесен ҫакӑ пурте — Иегова панӑ парнесем. Вӑл мӑшӑрлӑ пурнӑҫа пуҫарса янӑ, ҫынсене ача ҫуратмалла тунӑ тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пухури тивӗҫсене шанса парать (Пулт. 2:18, 22; Пс. 126:3; 1 Тим. 3:1).

Анчах та ҫакӑн пек савӑнӑҫ пӗтме пултарать. Шел пулин те, мӑшӑр улталама е вилме те пултарать (Иез. 24:18; Ос. 3:1). Хӑш-пӗр чухне ачасем ашшӗ-амӑшне тата Турра итлеме пӑрахаҫҫӗ, вӗсене пухуран кӑларса яма та пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Самуилӑн ывӑлӗсем Иеговӑн саккунӗсене пӑснӑ, Давид ҫылӑх тунине пула вара унӑн ҫемйи самай хӗн курнӑ (1 Патш. 8:1—3; 2 Патш. 12:11). Ҫавнашкал япаласем, паллах, савӑнӑҫ мар, нумай хуйхӑ кӳреҫҫӗ.

Сӑваплӑ ӗҫри тивӗҫсене те вӑхӑт иртсен урӑх тӑвана пама тивет, мӗншӗн тесен сывлӑх япӑхланса кайма е ҫемьери лару-тӑру улшӑнма пултарать, организацире те улшӑнусем пулса иртме пултараҫҫӗ. Хӑйсен тивӗҫӗсене хӑварнӑ тӑвансем нумайӑшӗ унччен туса тӑнӑ ӗҫӗшӗн тунсӑхлатпӑр теҫҫӗ.

Эпир куртӑмӑр ӗнтӗ, хӑш-пӗр япаласем пӗр вӑхӑт ҫеҫ савӑнтараҫҫӗ. Пурнӑҫра йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та савӑнӑҫлӑ пулма пулать-ши? Пулать. Ҫакна Иеговӑн ӗҫлекенӗсен, сӑмахран, Самуилӑн тата Давидӑн, тӗслӗхӗ ҫирӗплетсе парать. Вӗсем хӑйсене йывӑр килнӗ чухне те савӑнма пӑрахман.

НУМАЙЛӐХА ПЫРАКАН САВӐНӐҪ

Иисус чӑн-чӑн савӑнӑҫ мӗнне пӗлнӗ. Иеговӑпа пӗлӗтре пурӑннӑ чухне вӑл «Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ» (Ытар. 8:30). Анчах та ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне унӑн пысӑк йывӑрлӑхсем тӳсме тивнӗ. Ҫапах та Иисус хаваспах хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне пурнӑҫланӑ (Иоанн 4:34). Иисус виличченхи темиҫе сехет пирки вара мӗн калама пулать? Ун чухне ӑна питӗ йывӑр килнӗ вӗт. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Иисус Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ» (Евр. 12:1, 2). Иисус чӑн-чӑн савӑнӑҫ пирки мӗн каланинчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр.

Пӗррехинче Иисус 70 вӗренекенне ырӑ хыпар сарма янӑ. Вӗсем питӗ савӑнӑҫлӑ таврӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ тата демонсене те хӑваласа кӑларнӑ. Иисус вара вӗсене ҫапла каланӑ: «Усал сывлӑшсем хӑвӑра парӑннишӗн ан савӑнӑр; ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӗн савӑнӑр» (Лука 10:1—9, 17, 20). Чӑнах та, Иегова ырлани кирек мӗнле тивӗҫрен те пӗлтерӗшлӗрех тата чылай ытларах савӑнӑҫ парать.

Иисус проповедь каланӑ чухне пӗр хӗрарӑм ҫакӑн пек аслӑ вӗрентекенӗн амӑшӗ телейлӗ тесе кӑшкӑрса янӑ. Иисус вара ӑна тӳрлетсе ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне илтсе, ӑна пурӑнӑҫласа тӑракансем тата телейлӗрех» (Лука 11:27, 28). Хамӑр ачасем ҫитӗнӳсем тунӑ чухне эпир питӗ савӑнатпӑр. Анчах та Иеговӑна итлени тата унӑн тусӗ пулни пире чылай телейлӗрех тӑвать.

Чӑнах та, чӑн-чӑн савӑнӑҫ Иегова ырланинчен килет. Паллах, йывӑрлӑхсем пире савӑнтармаҫҫӗ, анчах та йывӑр килнӗ чухне те эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан вӑл пире унчченхи пекех ырланине туйса тӑрӑпӑр. Вара пирӗн чӗресенче савӑнӑҫ пулӗ (Рим 5:3—5). Унсӑр пуҫне, Иегова хӑйне шанакансене святой сывлӑш парать, савӑнӑҫ вара — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22). Ҫакӑ Псалом 63:11-мӗшӗнче «тӳрӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ» тенине лайӑхрах ӑнланма пулӑшать.

Джона унчченхи пекех савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ?

Акӑ мӗншӗн Дайана тата Джон йывӑр лару-тӑрура та савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахман. Дайана ҫапла калать: «Ача ашшӗпе юнашар хӑйне хӳтлӗхре туйнӑ пекех, эпӗ те Иеговӑпа пӗрле хама хӳтлӗхре туятӑп». Мӗншӗн Дайана хӑйне Иегова ырлани пирки иккӗленмест? Вӑл ӑнлантарса парать: «Эпӗ Турӑ мана мӗнле пилленине куратӑп: вӑл мана ырӑ хыпара савӑнӑҫлӑн сарма вӑй парать». Район надзирателӗн ӗҫне тума пӑрахнӑ Джон та хастаррӑн ырӑ хыпар сарать. Ӑна мӗн пулӑшать? Вӑл ҫапла калать: «1998 ҫулта эпӗ Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкула ирттерме пуҫларӑм, ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ Библие хам тӗллӗн вӗренме чылай ытларах вӑхӑт уйӑратӑп». Джон хӑйӗн ҫинчен тата арӑмӗ ҫинчен акӑ мӗн калать: «Иегова мӗн хушнине пурне те тума хатӗр пулни пире ҫӗнӗ пурнӑҫа хӑнӑхма пулӑшрӗ. Хамӑр пурнӑҫа ҫапла пурӑнса ирттернӗшӗн эпир пӗртте ӳкӗнместпӗр».

Псалом 63:11-мӗшӗнчи сӑмахсем тӗрӗс пулнине ытти тӑвансем те ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Акӑ пӗр мӑшӑрӑн тӗслӗхӗ. Вӗсем 30 ҫул ытла АПШри Вефильте ӗҫленӗ, кайран вара ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «Хӑв мӗне юратнине ҫухатсан чӗре ыратать. Ҫакӑ йӗркеллӗ япала. Анчах чӗре ӗмӗр-ӗмӗрех ыратмӗ». Ҫав мӑшӑр тӳрех пухури тӑвансемпе ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Вӗсем каласа параҫҫӗ: «Эпир Иеговӑна хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни тата мӗн кирли ҫинчен пӗтӗмпех каласа параттӑмӑр. Турӑ пире мӗнле пулӑшнине курса тӑни пире питӗ хавхалантаратчӗ тата савӑнӑҫ кӳретчӗ. Эпир пухӑва килнӗренпе кӑшт вӑхӑт иртсен хӑш-пӗр тӑвансем пионер пулса тӑчӗҫ тата эпир икӗ ҫынпа Библи вӗренме пуҫларӑмӑр».

ӖМӖР-ӖМӖРЕ ПЫРАКАН САВӐНӐҪ

Паллах, яланах савӑнӑҫлӑ пулма ҫӑмӑлах мар: пӑшӑрханмалли тупӑнсах тӑрать. Анчах та Иегова пире Псалом 63:11-мӗшӗнчи сӑмахсемпе йӑпатать. Кулянса ӳксен те эпир ҫакӑн пирки иккӗленмӗпӗр: тӳрӗ ҫынсем, кирек мӗнле лару-тӑрура та шанчӑклӑ тӑрса юлсан, Иеговӑшӑн савӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне, эпир Иегова «ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр» тума сӑмах пани ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Эпир ун чухне пӗр ҫитменлӗхсӗр пулӑпӑр. Туррӑн пур ӗҫлекенӗ те вӑл парса тӑнӑ пиллӗхсемшӗн ӗмӗр-ӗмӗрех савӑнса, хӗпӗртесе тӑрӗ (Ис. 65:17, 18).

Шухӑшласа пӑхӑр-ха: эпир сып-сывӑ пулӑпӑр, кашни ир вӑрансан вӑй тапса тӑнине туйӑпӑр. Унччен мӗн пулнине аса илнипе чӗре урӑх ыратмӗ. Иегова пире «унчченхисем вара аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ» тесе шантарать. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан вара эпир хамӑрӑн юратнӑ ҫынсемпе каллех тӗл пулӑпӑр. Иисус 12 ҫулхи хӗрачана чӗртсе тӑратсан унӑн ашшӗпе амӑшӗ савӑнмаллипех савӑннӑ (Марк 5:42). Вилнисем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне пирӗн туйӑмсем вӗсенӗнни пекех пулӗҫ. Юлашкинчен вара пур ҫын та чӑннипех тӳрӗ пулса тӑрӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпех «Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ».