Эсир астӑватӑр-и?
Эсир «Хурал башнин» юлашки кӑларӑмӗсене тимлӗ вуласа тухрӑр-и? Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хуравлама пултарнипе пултарайманнине тӗрӗслесе пӑхӑр.
Турӑ пире хӗрхеннине Библи мӗнле ҫирӗплетсе парать?
Авалхи вӑхӑтра израильтянсем Египетра чуралӑхра пулнӑ. Турӑ вӗсен хуйхи ҫинчен пӗлнӗ кӑна мар, вӑл вӗсем мӗн туйнине те туйнӑ (Тух. 3:7; Ис. 63:9, ҪТ). Иегова пире хӑй евӗрлӗ тунӑ, ҫавӑнпа эпир те ыттисене хӗрхенме пултаратпӑр. Эпир хамӑр пирки Турӑ юратнине тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ чухне те вӑл пире ӑнланса хӗрхенет (wp18.3, 8—9 страницӑсем).
Иисус Христосӑн вӗрентӗвӗсем унӑн вӗренекенӗсене ыттисене камне кура уйӑрас йӑлана пӗтерме мӗнле пулӑшнӑ?
Иисус вӑхӑтӗнче ыттисене камне кура уйӑрас йӑла иудейсен чӗри ӑшне ҫирӗп кӗрсе ларнӑ. Иисус хамӑра кӗҫӗне хуни питӗ кирлине кӑтартнӑ тата вӑл ҫынсем харпӑр хӑй халӑхӗпе мухтанни тӗрӗс мар тесе вӗрентнӗ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне тӑван вырӑнне хумалла тенӗ (w18.06, 9—10 страницӑсем).
Мӗншӗн Иегова Моисее Пама пулнӑ ҫӗре кӗме ирӗк паман тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?
Моисей Иеговӑн тусӗ пулнӑ (Сак. аст. 34:10). Израильтянсем пушхир тӑрӑх хӗрӗх ҫул ҫӳренӗ хыҫҫӑн шыв пулманнипе каллех ӳпкелешме пуҫланӑ. Турӑ Моисее шыв кӑларас тесе чул хысакӗ ҫине пӑхса сӑмах ҫеҫ калама хушнӑ, вӑл вара чул хысакне туяпа ҫапнӑ. Тен, Иегова Моисей хӑйне хушнине туманшӑн е ӑна чыс кӳменшӗн тарӑхса кайнӑ (Йыша шутл. 20:6—12). Ҫакӑ пире Иеговӑна итлемеллине тата ӑна чыс кӳмеллине вӗрентет (w18.07, 13—14 страницӑсем).
Мӗншӗн ыттисене ҫиелтен пӑхса хак пани тӗрӗс мар?
Час-часах эпир виҫӗ япала ҫине пӑхса — ҫын хӑш расӑран е хӑш халӑхран пулнине кура, пуян е чухӑн пулнине кура тата миҫе ҫула ҫитнине кура — ыттисене хак паратпӑр. Пирӗн вара ыттисем ҫине Турӑ пек пӑхмалла (Ап. ӗҫ. 10:34, 35) (w18.08, 8—12 страницӑсем).
Ватӑ арҫын тӑвансем пухура мӗн-мӗн туни мӗншӗн питӗ хаклӑ?
Хӑйсен хӑш-пӗр тивӗҫӗсене ыттисене панӑ ватӑ арҫын тӑвансене Иегова унчченхи пекех хаклать тата ҫав тӑвансем пухушӑн нумай тума пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем хӗрарӑм тӑвансен ӗненмен упӑшкисем валли ытларах вӑхӑт уйӑрма, пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене пулӑшма, ытларах ҫынпа Библи вӗренме, ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма пултараҫҫӗ (w18.09, 8—11 страницӑсем).
Пирӗн ырӑ хыпар сармалли мӗнле хатӗрсем пур?
Вӗсем шутне ҫак хатӗрсем кӗреҫҫӗ: визиткӑсем, чӗнӳ хучӗсем, сакӑр буклет, «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсем, ҫавӑн пекех темиҫе брошюра, Библи вӗренмелли икӗ кӗнеке тата тӑватӑ видеоролик, ҫав шутрах «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» видеоролик (w18.10, 16-мӗш страница).
Ытарӑшсем 23:23-мӗшӗнче «чӑнлӑха туян... ан сут» тенине тытса тӑрас тесен мӗн тумалла?
Чӑнлӑха туянас тесе укҫа тӳлемелле мар. Ӑна туянмашкӑн хамӑрӑн вӑхӑта пама тата вӑй хума хатӗр пулмалла (w18.11, 4-мӗш страница).
Осия хӑйне Гомерьпе мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
Гомерь Осияна улталаса пӗрре анчах мар аскӑн ӗҫ тунӑ, анчах та Осия ӑна каҫарнӑ тата унран уйрӑлас темен. Хальхи вӑхӑтра та христианин хӑйӗн мӑшӑрӗ аскӑн ӗҫ тунине пӗлсен ӑна каҫарма пултарать. Вӑл мӑшӑрӗпе каллех арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма пуҫлать пулсан ӑна каҫарнине кӑтартать, вара уйрӑлма сӑлтав пулмасть (w18.12, 13-мӗш страница).