Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Яшсемпе хӗрсем, Пурнӑҫ Паракан сире телейлӗ тӑвасшӑн

Яшсемпе хӗрсем, Пурнӑҫ Паракан сире телейлӗ тӑвасшӑн

«Савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать» (1 ТИМ. 6:17).

ЮРӐСЕМ: 135, 39

1, 2. Пурнӑҫ ҫулне суйласа илнӗ чухне Турӑ паракан канашсене итлени мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗксене пӑхӑр.)

ЯШСЕМПЕ хӗрсене хӑш пурнӑҫ ҫулне суйласа илмелли пирки тем тӗрлӗ канаш параҫҫӗ. Эсӗ шкулта вӗренетӗн пулсан учительсем, професси суйласа илме пулӑшакан консультантсем тата ыттисем те сана, тен, аслӑ пӗлӳ илсе карьера тума хистеҫҫӗ. Иегова вара пачах урӑхла канашсем парать. Вӑл, паллах, санран шкулта лайӑх вӗренессе кӗтет, мӗншӗн тесен ҫакӑ сана пуласлӑхра хӑвна мӗн кирлипе тивӗҫтерме пулӑшӗ (Кол. 3:23). Ҫавӑн пекех вӑл ҫакна та ӑнланать: ҫак вӑхӑт — пӗтӗм пурнӑҫ ҫине витӗм кӳрекен йышӑнусем тумалли вӑхӑт. Ҫавӑнпа Иегова тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшакан принципсем парать, вӗсем тӑрӑх пурӑнсан эсӗ ҫак юлашки кунсенче ӑна савӑнтарма пултарӑн (Матф. 24:14).

2 Ан ман: Иегова веҫех ал тупанӗ ҫинчи пекех курать. Вӑл пуласлӑхра мӗн пулассине тата ҫак тӗнче хӑҫан тӗп пулассине пӗлет (Ис. 46:10; Матф. 24:3, 36). Унсӑр пуҫне, вӑл пире те лайӑх пӗлет: мӗн пире телейлӗ тӑвать, мӗн вара — телейсӗр. Ҫавӑнпа пӗр-пӗр канаш тӗрӗс пек туйӑнсан та, вӑл Туррӑн Сӑмахне хирӗҫлет пулсан, ун пирки ӑслӑ-тӑнлӑ теме ҫук (Ытар. 19:21).

«ҪӲЛХУҪА ИРӖКӖСӖР ӐСЛӐЛӐХ... ПУЛАС ҪУК»

3, 4. Адампа Ева Сатана каланӑ пек туни хӑйсем ҫине те, хӑйсен тӑхӑмӗсем ҫине те мӗнле витӗм кӳнӗ?

3 Нумай хӗн-асап кӳнӗ пӗрремӗш канаша этемлӗх историйӗ пуҫламӑшӗнче панӑ пулнӑ. Ҫав усал канашҫӑ Сатана пулнӑ. Вӑл Евӑна эсӗ те, упӑшку та Турра итлемесӗр пурӑнсан телейлӗрех пулатӑр тенӗ (Пулт. 3:1—6). Чӑннипе вара Сатана хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшнӑ. Вӑл Адампа Евӑна тата вӗсен тӑхӑмӗсене Иеговӑна мар, хӑйне пӑхӑнтарас тата пуҫҫаптарас тенӗ. Сатана ҫынсене мӗнле те пулин ырлӑх панӑ-и вара? Вӗсене веҫех: ҫемье, илемлӗ рай, пӗр ҫитменлӗхсӗр ӳт-пӳ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас май — пӗтӗмпех Иегова панӑ.

4 Шел пулин те, Адампа Ева Турра итлемен. Ҫакӑ вара нумай асап кӳнӗ. Вӗсем татнӑ чечексем пекех майӗпен шанса пынӑ, юлашкинчен вара вилнӗ. Ҫылӑха пула вӗсен ачисем те халичченех хӗн-асап курса тертленсе пурӑнаҫҫӗ (Рим 5:12). Ҫав-ҫавах ҫынсем ытларахӑшӗ Турра итлесе тӑрас вырӑнне хӑйсем пӗлнӗ пек пурӑнасшӑн (Эф. 2:1—3). Вӗсен пурнӑҫӗ «Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр ӑслӑлӑх... пулас» ҫуккине уҫҫӑн кӑтартса парать (Ытар. 21:30).

5. Турӑ мӗне ҫирӗп шаннӑ тата вӑл шанни кӑлӑхах пулнӑ-и?

5 Иегова хӑш-пӗр ҫынсем, ҫав шутрах ҫамрӑксем те, ун ҫинчен пӗлесшӗн пуласса тата уншӑн ӗҫлессе ҫирӗп шаннӑ (Пс 102:17, 18; 109:3). Ҫак ҫынсене вӑл мӗн тери хаклать! Эсӗ ҫав ҫынсен шутне кӗретӗн-и? Кӗретӗн пулсан, Турӑ сана нумай ырлӑх панӑшӑн эсӗ питӗ савӑнатӑн паллах (1 Тимофей 6:17 вуласа пар; Ыт 10:22). Эпир Иегова паракан ырлӑхсенчен тӑваттӑшне пӑхса тухӑпӑр: Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан пӗлӳ, чи лайӑх туссем, тӗрӗс тӗллевсем тата чӑн-чӑн ирӗклӗх.

ИЕГОВА ХӐЙӖНПЕ ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛӐШАКАН ПӖЛӲ ПАРАТЬ

6. Мӗншӗн Турӑпа ҫывӑхланас тесен пӗтӗм вӑя хумалла тата Иегова пире ҫавна тума мӗнле пулӑшать?

6 Чӗрчунсемпе танлаштарсан пирӗн Турӑ ҫинчен пӗлес кӑмӑл пур. Ҫак пӗлӗве вара Пурнӑҫ Паракан ҫеҫ пама пултарать (Матф. 4:4). Унӑн канашӗсене тимлесессӗн ӑнланупа ӑслӑлӑх илӗн тата телейлӗ пулӑн. «Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланакансем телейлӗ»,— тенӗ Иисус (Матф. 5:3, ҪТ). Турӑ пире Библи панӑ тата «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ публикацисем парса тӑрать (Матф. 24:45). Эпир ҫак публикацисене апатпа танлаштаратпӑр, мӗншӗн тесен апат ҫынна тӗреклӗлетнӗ пекех вӗсем пирӗн ӗненӗве тата хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак сӑнарлӑ апат вара пирӗн ҫав тери нумай! (Ис. 65:13, 14.)

7. Турӑ ҫинчен пӗлсе пыни мӗнле усӑ парать?

7 Турӑ ҫинчен пӗлсе пынӑҫемӗн эсӗ ӑслӑланса пырӑн тата ыррипе усаллине уйӑрма вӗренӗн, ҫакӑ вара сана тӗрлӗ лару-тӑрура хӳтӗлӗ. (Ытарӑшсем 2:10—14 вуласа пар.) Тӗслӗхрен, эсӗ хӑш-пӗр шухӑшсем, сӑмахран, Турӑ ҫук текен шухӑш е телей укҫапа ырлӑх-пурлӑхран килет текен шухӑш, тӗрӗс мар иккенне курӑн. Унсӑр пуҫне, эсӗ ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каясран сыхланма тата сиенлӗ йӑласенчен пӑрӑнма пултарӑн. Ҫавӑнпа ӑслӑлӑх илме тата ыррипе усаллине уйӑрма вӗренме пӗтӗм вӑя хур. Вара Иегова сана юратнине тата чи лайӑххине суннине хӑв туйса илӗн (Пс. 33:9; Ис. 48:17, 18).

8. Мӗншӗн пирӗн халех Иеговӑпа ҫывӑхланмалла тата ҫакӑ пире пуласлӑхра мӗнле пулӑшӗ?

8 Кӗҫех Сатанан тӗнчинче мӗн пурри пӗтӗмпех тӗп пулӗ. Ун чухне Иегова кӑна пире хӳтӗлеме пултарӗ. Тен, ҫав вӑхӑтра вӑл пулӑшмасӑр апат-ҫимӗҫ те тупаймӑпӑр (Аввак. 3:2, 12—19). Ҫавӑнпа пирӗн халех ҫӳлти Аттемӗрпе ҫывӑхланмалла тата ӑна ҫирӗп шанма вӗренмелле (2 Петр 2:9, 10). Вара пирӗн тавра кирек мӗн пулса тухсан та эпир Давид каланӑ пек калама пултарӑпӑр: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл — манӑн сылтӑм енче; такӑнассӑм ҫук» (Пс. 15:8).

ИЕГОВА САНА ЧИ ЛАЙӐХ ТУССЕМ ПАРАТЬ

9. а) Иоанн 6:44-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова мӗн тӑвать? ӑ) Тӑвансемпе паллашни ытти ҫынсемпе паллашнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

9 Калӑпӑр, эсӗ Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынпа паллашатӑн. Эсӗ ун ҫинчен мӗн калама пултаратӑн? Тен, унӑн ятне тата вӑл мӗнле сӑн-питлӗ пулнине ҫеҫ. Иеговӑна пуҫҫапакан ҫынпа паллашсассӑн вара пачах урӑхла. Эсӗ вӑл Турра юратнине тата Иегова ҫав тӑванра лайӑххине курса хӑйӗн ҫемйине йышӑннине пӗлсе тӑратӑн. (Иоанн 6:44 вуласа пар.) Вӑл кирек ӑҫта ҫуралсан та, кирек хӑш халӑх ҫынни пулсан та, кирек мӗнле ҫемьере ӳссен те, эсӗ ун ҫинчен нумай пӗлетӗн, вӑл вара — сан ҫинчен.

Иегова пире чи лайӑх туссем тупма тата тӗрӗс тӗллевсем лартма пулӑшать (9—12 абзацсене пӑхӑр.)

10, 11. Иеговӑн ӗҫлекенӗсене мӗн пӗрлештерет тата мӗншӗн ҫакӑ чӑн-чӑн пиллӗх?

10 Иегова Свидетелӗсем пӗр-пӗрне «таса чӗлхе-ҫӑварпа» — чӑнлӑх чӗлхипе калаҫнипе — палласа илеҫҫӗ (Соф. 3:9). Эсӗ тӑван ҫак чӗлхепе калаҫнине илтсен вӑл сан пекех Иеговӑна ӗненнине, нравственность нормисем тӑрӑх пурӑннине, унӑн чаплӑ шанчӑк пуррине тата ыттине те ӑнланатӑн. Ҫакӑ сана тӑвана шанма тата унпа туслашса кайма пулӑшать. Сирӗн туслӑх вара ӗмӗр-ӗмӗрех пырӗ.

11 Ҫавӑнпа эсӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулсан, санӑн тусусем — чи лайӑх туссем тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пулать. Вӗсем тӗнчен пур кӗтесӗнче те пурӑнаҫҫӗ. Эсӗ вӗсемпе нихӑҫан та тӗл пулман пулсан та, вӗсем санӑн туссем пулнине пӗлсе тӑратӑн. Иеговӑн ӗҫлекенӗсемсӗр пуҫне урӑх камӑн ҫавӑн пек тӑванлӑх пур?

ИЕГОВА ТӖРӖС ТӖЛЛЕВСЕМ ЛАРТМА ПУЛӐШАТЬ

12. Эсӗ мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑн?

12 Екклесиаст 11:9—12:1 вуласа пар. Эсӗ мӗнле те пулин тӗллеве пурнӑҫлама тӑрӑшатӑн-и? Тен, эсӗ кашни кун Библи вулама, е тӗлпулусенче лайӑх комментарисем пама, е вӗренмелли заданисене тӗплӗн хатӗрлеме, е ырӑ хыпар сарнӑ чухне Туррӑн Сӑмахӗпе ӑста усӑ курма тӗллев лартнӑ. Хӑв вӑй хуни мӗнле усӑ панине курсан е ыттисем ҫавна кура сана мухтасан эсӗ мӗн туятӑн? Паллах, эсӗ хӑвна телейлӗ туятӑн. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эсӗ Иисус пекех Туррӑн ирӗкне тӑвассине пуринчен мала хуратӑн (Пс. 39:9; Ытар. 27:11).

13. Ҫак тӗнче сӗнекен тӗллевсене пурнӑҫлас вырӑнне Турӑшӑн ӗҫлеме пӗтӗм вӑя хуни мӗншӗн лайӑхрах?

13 Эсӗ Турӑшӑн ӗҫлеме пӗтӗм вӑя хуратӑн пулсан чӑннипех телейлӗ те тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнатӑн. Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр, хӑвӑр ӗҫлени Ҫӳлхуҫа умӗнче харама каяс ҫуккине пӗлсе Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр» (1 Кор. 15:58). Ҫак тӗнче сӗнекен тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшакансем пирки телейлӗ ҫынсем тесе калаймӑн. Ҫавӑн пек ҫынсен ӗҫӗсем ӑнса пыраҫҫӗ пулсан та вӗсен кӑмӑлӗ тулмасть (Лука 9:25). Ҫакна Соломон патшан тӗслӗхӗ уҫҫӑн кӑтартса парать (Рим 15:4).

14. Соломон тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

14 Соломон шутсӑр пуян пулнӑ тата унӑн пысӑк власть пулнӑ. Вӑл тӗрлӗ ырлӑхпа киленсе пурӑнма шут тытнӑ (Еккл. 2:1—10). Соломон ҫуртсем туса лартнӑ, иҫӗм пахчисемпе йывӑҫ пахчисем лартса ӳстернӗ, мӗн тӑвас килнине веҫех тунӑ. Ҫакӑ унӑн чунне ҫырлахтарнӑ-и? Телей кӳнӗ-и? Соломон ҫапла ҫырнӑ: «Ӗнтӗ аллӑм тунӑ мӗнпур ӗҫе... пӑхса тухрӑм та — акӑ пурте — харамлӑх... вӗсенчен нимӗн усси те ҫук» (Еккл. 2:11). Соломон каланине эсӗ ӑса хывӑн-и?

15. Мӗншӗн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе тӑрӑшмалла тата Псалом 31:8-мӗшӗ тӑрӑх, ҫирӗп ӗненӳ сана мӗнле пулӑшӗ?

15 Хӑш-пӗр ҫынсем йӑнӑшсем туса асап курсан тин ӑса вӗренеҫҫӗ. Иегова санпа ҫакӑн пекки ан пултӑр тет, ҫавӑнпа санӑн ӑна итлесе пурӑнмалла. Ҫапла пурӑнма ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ. Анчах та эсӗ Турра пӑхӑнса пурӑнма шут тытнӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗн. Ан ман: Иегова нихӑҫан та эсӗ «юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ» (Евр. 6:10). Ҫавӑнпа хӑвӑн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе тӑрӑш. Вара эсӗ тӗрӗс йышӑнусем тӑвӑн тата ҫӳлти Аттемӗр сана чи лайӑххине сунни пирки иккӗленмӗн. (Псалом 31:8 вуласа пар.)

ТУРӐ ЧӐН-ЧӐН ИРӖКЛӖХ ПАРАТЬ

16. Мӗншӗн ирӗклӗхе хакламалла тата мӗншӗн унпа тӗрӗс усӑ курмалла?

16 «Ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх»,— тесе ҫырнӑ Павел (2 Кор. 3:17). Иегова ирӗклӗхе юратать, вӑл пире те ирӗклӗхе юратмалла тунӑ. Анчах та Турӑ эпир хамӑрӑн ирӗклӗхпе тӗрӗс усӑ курасса кӗтет. Тен, санӑн тантӑшусем хушшинче порнографи пӑхакансем, аскӑнланса пурӑнакансем, хӑрушӑ спорт вӑййисене хутшӑнакансем тата наркотикпе е эрехпе иртӗхекенсем пур. Ҫак ӗҫсем чӑнах та кӗске вӑхӑтлӑха кӑмӑла ҫӗклеме пултараҫҫӗ, анчах та кайран вӗсемшӗн пысӑк хак тӳлеме тивет. Тӗслӗхрен, ҫамрӑксем япӑх йӑласен тыткӑнне лекме, хытӑ чирлесе ӳкме е вӑхӑтсӑр вилме пултараҫҫӗ (Гал. 6:7, 8). Ҫӳлерех асӑннӑ ӗҫсене хутшӑнакан яшсемпе хӗрсем хӑйсем пирки ирӗклӗ тесе шутлама пултараҫҫӗ, анчах та ҫапла шутлани харпӑр хӑйне улталани ҫеҫ (Тит 3:3).

17, 18. а) Мӗншӗн Турра итлесе пурӑнни ирӗклӗх парать теме пулать? ӑ) Мӗншӗн чи пуҫламӑшӗнче Адампа Ева хальхи вӑхӑтри ҫынсенчен чылай ирӗклӗрех пулнӑ?

17 Халӗ шухӑшласа пӑх-ха: Библи нормисем тӑрӑх пурӑннине пула чирлесе кайнисем пулнӑ-и? Хуравӗ паллӑ: Иеговӑна итлесе пурӑнни сывлӑха упрама тата чӑннипех ирӗклӗ пулма пулӑшать (Пс. 18:8—12). Унсӑр пуҫне, эсӗ хӑвӑн ирӗклӗхӳпе тӗрӗс усӑ куратӑн пулсан, урӑхла каласан, Турӑ панӑ саккунсемпе принципсене пӑсмастӑн пулсан, Иеговӑна та, аҫу-аннӳне те хӑвна ытларах ирӗклӗх пама юранине кӑтартӑн. Хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене Турӑ чи чаплӑ ирӗклӗхе — «Турӑ ачисен ирӗклӗхне» — парнелеме сӑмах парать (Рим 8:21).

18 Адампа Евӑн шӑп ҫавӑн пек ирӗклӗх пулнӑ. Эдем пахчинче вӗсен пӗртен-пӗр саккуна ҫеҫ тытса тӑмалла пулнӑ: пӗр йывӑҫӑн ҫимӗҫне кӑна ҫиме юраман (Пулт. 2:9, 17). Ҫав саккун тӑрӑх пурӑнма йывӑр пулнӑ-и? Паллах, ҫук! Хальхи вӑхӑтра ҫынсен мӗн чухлӗ саккун тытса тӑмалли ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Адампа Евӑна вара Турӑ пӗр саккун ҫеҫ панӑ.

19. Ирӗклӗхе илме пулӑшас тесе Иеговӑпа Иисус пире мӗнле вӗрентеҫҫӗ?

19 Иегова — ӑслӑ-тӑнлӑ Турӑ. Шутласа пӗтерме ҫук саккунсем парас вырӑнне вӑл чӑтӑмлӑн пире юрату саккунӗ тӑрӑх пурӑнма вӗрентет. Вӑл пире хӑйӗн принципӗсем тӑрӑх, усала кураймасӑр пурӑнтарасшӑн (Рим 12:9). Иисус Христос ту ҫинче вӗрентнӗ чухне ҫынсем мӗншӗн усал ӗҫсем тунине ӑнлантарса панӑ (Матф. 5:27, 28). Ҫӗнӗ тӗнчере те вӑл, Туррӑн Патшалӑхӗн Патши пулнӑ май, пире тӳрӗлӗхпе йӗркесӗрлӗх ҫине хӑй пек пӑхма вӗрентсе ҫитерӗ (Евр. 1:9). Унсӑр пуҫне, пирӗн ӑс-тӑнпа ӳт-пӳ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ. Шухӑшласа пӑх-ха: кӗҫех ҫылӑх пирӗнпе хуҫаланма пӑрахӗ, ӑна пула тек хӗн курмӑпӑр. Ун чухне эпир «Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе» туллин савӑнса пурӑнӑпӑр.

20. а) Иегова хӑйӗн ирӗклӗхӗпе мӗнле усӑ курать? ӑ) Иегова евӗрлӗ пулас тесен мӗн тумалла?

20 Паллах, эпир нихӑҫан та пур енчен те ирӗклӗ пулаймастпӑр. Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юратнипе эпир хамӑр мӗн тӑвас килнине пурне те тумӑпӑр. Ҫакӑн пек тусан эпир Иеговӑран тӗслӗх илӗпӗр. Турӑ пур енчен те ирӗклӗ пулсан та, вӑл хӑй мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех юратнӑран тӑвать, ҫакӑ вӑл хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытнинче те курӑнса тӑрать (1 Иоанн 4:7, 8). Чӑнах та, Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшакансем кӑна чӑннипех ирӗклӗ пулма пултараҫҫӗ.

21. а) Иегова паракан ырлӑхсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне Давид мӗн туйнӑ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

21 Эсӗ Иегова «савӑнса пурӑнмалӑх» панӑ ырлӑхсемшӗн, тӗслӗхрен, Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан пӗлӳшӗн, чи лайӑх туссемшӗн, тӗрӗс тӗллевсене лартма пулӑшнӑшӑн тата Турӑ ачисен ирӗклӗхне илес майшӑн, пархатарлӑ-и? (1 Тим. 6:17.) Пархатарлӑ пулсан Псалом 15:11-мӗшӗнчи Давидӑн сӑмахӗсем сан чуна ҫывӑх пуль. Вӑл ҫапла кӗлтунӑ: «Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартӑн: Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп, Санӑн сылтӑм аллунта — ӗмӗрлӗх телей». Тепӗр статьяра эпир 15-мӗш Псаломри ытти усӑллӑ шухӑшсене пӑхса тухӑпӑр. Ҫакӑ сана чӑн-чӑн телей мӗнрен килнине тата лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ.