Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Йӗркесӗр ӗҫсенчен хӳтӗленӗ чухне юратупа тӗрӗслӗх кӑтартни

Йӗркесӗр ӗҫсенчен хӳтӗленӗ чухне юратупа тӗрӗслӗх кӑтартни

«Эсӗ — йӗркесӗр ӗҫе юратман Турӑ... Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те кураймастӑн» (ПС. 5:5, 6).

142-МӖШ ЮРӐ Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1—3. а) Псалом 5:5—7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова йӗркесӗр ӗҫсем ҫине мӗнле пӑхать? ӑ) Мӗншӗн ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни «Христос саккунне» пӑсни пулать?

ИЕГОВА кирек мӗнле йӗркесӗр ӗҫе те кураймасть. (Псалом 5:5—7 вуласа парӑр.) Ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнине вара вӑл пачах кураймасть! Ҫакӑ вӑл — ирсӗр те усал ӗҫ. Эпир, Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май, ҫак ӗҫсем ҫине вӑл пӑхнӑ пекех пӑхатпӑр тата христиансен пухӑвӗнче ҫавӑн пек ӗҫсене чӑтса тӑмӑпӑр (Рим 12:9; Евр. 12:15, 16).

2 Ачасене хирӗҫ тунӑ кирек мӗнле пусмӑрла ӗҫ те «Христос саккунне» пӑсни пулать (Гал. 6:2). Мӗншӗн? Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, Христос саккунӗ — Иисус хӑйӗн сӑмахӗпе тата хӑйӗн тӗслӗхӗпе мӗне вӗрентни — юрату ҫинче никӗсленсе тӑрать тата тӗрӗслӗхе юратма хавхалантарать. Ҫак саккуна тытса тӑракан чӑн христиансем хӑйсене ачасемпе лайӑх тытма тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсем ачасем хӑйсене хӳтлӗхре тата хӑйсене юратнине туйччӑр теҫҫӗ. Анчах ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни вӑл — хаяр преступлени, ҫавна пула ачасем хӑйсене никам та хӳтӗлеме пултараймасть тата хӑйсене никам та юратмасть тесе шутлама пултараҫҫӗ.

3 Ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни хальхи вӑхӑтра анлӑ сарӑлни питӗ хурлантарать. Ҫак йывӑрлӑхпа чӑн христиансем те тӗл пулаҫҫӗ. Тӗнчере «усал ҫынсемпе ултавҫӑсем» нумай, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, тен, пухури тӑван пулса тӑрас та тейӗ (2 Тим. 3:13). Унсӑр пуҫне, хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пирки пухури тӑвансем тенӗ пулсан та, ӳт хыҫҫӑн кайса ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ. Мӗншӗн Иегова ҫак ӗҫ пирки йывӑр ҫылӑх тесе шутланине пӑхса тухар. Унтан вара пухури тӑван ҫак йывӑр ҫылӑха тусан старейшинӑсен мӗн тумаллине тата ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене мӗнле хӳтӗлеме пултарнине сӳтсе явар *.

ЙЫВӐР ҪЫЛӐХ

4, 5. Мӗншӗн ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ачана хирӗҫ ҫылӑх туни пулать?

4 Ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни нумай ҫынна асаплантарать. Мӑшкӑлланӑ ачасем те, вӗсене юратакан ҫынсем те — пӗртӑванӗсем тата пухури тӑвансем — хытӑ хуйхӑраҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл питӗ йывӑр ҫылӑх.

5 Ачана хирӗҫ тунӑ ҫылӑх. Кам ыттисен чунне ыраттарать тата вӗсене асаплантарать, ҫавӑ ҫылӑх тӑвать. Тепӗр статьяра эпир мӑшкӑлҫӑ ачана питӗ пысӑк сиен кӳнине курӑпӑр. Хӑйне ача шанса тӑнине пӗлсе тӑрсах вӑл ачан чунне ыраттарать, ҫапла ача хӑйне хӳтлӗхре туйма пӑрахать. Пирӗн ачасене ҫак усал ӗҫсенчен хӳтӗлемелле тата кама мӑшкӑлланӑ, ҫавсене йӑпатмалла тата пулӑшмалла (1 Фес. 5:14).

6, 7. Мӗншӗн ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни пухӑва хирӗҫ тата влаҫа хирӗҫ ҫылӑх туни пулать?

6 Пухӑва хирӗҫ тунӑ ҫылӑх. Христианин ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртсе пухӑвӑн ятне ярать (Матф. 5:16; 1 Петр 2:12). Миллион-миллион Турра шанчӑклӑ христианин «ӗненӳшӗн кӗрешме» тӑрӑшать, ҫавӑнпа христиансен пухӑвӗ пирки ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртме ирӗк парать тесе калани ҫав тери тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ! (Иуда 3, ҪХ.) Кам усал ӗҫ тунипе тата ӳкӗнменнипе пухӑвӑн ятне ярать, ҫав ҫын Иегова Свидетелӗ пулма пӑрахать.

7 Влаҫа хирӗҫ тунӑ ҫылӑх. Христиансен «аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса» пурӑнмалла (Рим 13:1). Ҫакна эпир ҫӗршывӑн законӗсене хисепленипе тата вӗсене тытса тӑнипе кӑтартатпӑр. Пухӑва ҫӳрекен ҫын закона пӑссан, сӑмахран, ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртсен, вӑл влаҫа хирӗҫ ҫылӑх тӑвать. (Апостолсен ӗҫӗсем 25:8 танлаштарӑр.) Старейшинӑсен закона пӑсакансене наказани пама право ҫук, анчах вӗсем мӑшкӑлҫӑсене влаҫри ҫынсем наказани парасран хӳтӗлемеҫҫӗ (Рим 13:4). Галати 6:7-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, ҫын «мӗн акать, ҫавна вырса илет».

8. Пӗр ҫын теприне хирӗҫ ҫылӑх туни ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

8 Турра хирӗҫ тунӑ ҫылӑх (Пс. 50:6). Пӗр ҫын теприне хирӗҫ ҫылӑх тусан, вӑл Иеговӑна хирӗҫ те ҫылӑх тӑвать. Турӑ Израиле панӑ Моисей саккунӗ тӑрӑх, кам та пулин ҫывӑх ҫынна улталанӑ пулсан, вӑл «Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ» тунӑ (Лев. 6:2—4). Ҫавӑн пекех пухури тӑван ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнипе Турра хирӗҫ ҫылӑх тӑвать, мӗншӗн тесен вӑл ачана улталать. Мӑшкӑлҫӑ хӑйне ача шаннипе усӑ курса ӑна усал тӑвать, вара ача хӑйне хӳтлӗхре туйма пӑрахать. Мӑшкӑлҫӑ Иеговӑн ырӑ ятне чыссӑрлатать. Акӑ мӗншӗн ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнине эпир питӗ сивлетпӗр, вӑл Турра хирӗҫ тӑвакан питӗ йывӑр ҫылӑх тесе шутлатпӑр.

9. Чылай ҫул хушши Иеговӑн организацийӗ Библи тӑрӑх хатӗрленӗ мӗнле информацие парса тӑрать тата мӗншӗн?

9 Ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнипе ҫыхӑннӑ информацие, Библи тӑрӑх хатӗрленӗ информацие, Иеговӑн организацийӗ чылай ҫул хушши парса тӑрать. Хушӑран «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсенчи статьясенче кама мӑшкӑлланӑ, ҫавсем хӑйсен чун суранӗсене сиплес тесе мӗн тума пултарни ҫинчен, ыттисем вӗсене мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен тата ашшӗ-амӑшӗсем ачисене мӗнле хӳтӗлеме пултарни ҫинчен ҫырса параҫҫӗ. Пухури тӑван пусмӑрла ӗҫ тусассӑн старейшинӑсен мӗн-мӗн тумаллине пирӗн организаци Библи тӑрӑх тӗплӗн ӑнлантарса парать. Ҫавӑн пек ӗҫсене мӗнле пӑхса тухмалли ҫинчен организаци вӑхӑтран вӑхӑта ҫӗнӗ канашсем парать. Мӗншӗн? Ҫакна старейшинӑсем Христос саккунне тытса тӑччӑр тесе тӑвать.

ПУХУРА ЙЫВӐР ҪЫЛӐХ ТУСАН

10—12. а) Старейшинӑсен йывӑр ҫылӑх тунине пӑхса тухнӑ чухне мӗн асра тытмалла? ӑ) Иаков 5:14, 15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, старейшинӑсем мӗн тума тӑрӑшаҫҫӗ?

10 Йывӑр ҫылӑх тунине пӑхса тухнӑ чухне старейшинӑсен ҫакна манмалла мар: Христос саккунӗ тӑрӑх, вӗсен юрату кӑтартмалла тата Турӑ куҫӗ умӗнче мӗн тӗрӗс, ҫавна туса тӑмалла. Чи кирли вара вӑл — Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси (Лев. 22:31, 32; Матф. 6:9). Ҫавӑн пекех старейшинӑсен тӑвансене Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене упрама пулӑшмалла тата кам та пулин йывӑр ҫылӑх тунине пула хӗн курнисене йӑпатмалла.

11 Пухури тӑван хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн ӳкӗнет пулсан, старейшинӑсем ӑна Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма пулӑшаҫҫӗ. (Иаков 5:14, 15 вуласа парӑр.) Тӗрӗс мар кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ҫылӑх тунӑ христианина чирлӗ ҫынпа танлаштарма пулать. Ҫакӑ ҫыннӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем пӑсӑлса кайнине пӗлтерет *. Старейшинӑсем вара тухтӑрсем пекех «чирлӗ ҫынна», ҫылӑх тунӑ ҫынна, сыватма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫыннӑн Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем каллех лайӑх пулччӑр тесе вӗсем ӑна Библири канашсене параҫҫӗ. Анчах пулӑшасса та вӗсем ҫылӑх тунӑ ҫын чун-чӗререн ӳкӗнет пулсан ҫеҫ пулӑшма пултараҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 3:19, 20; 2 Кор. 2:5—10).

12 Чӑнах та, старейшинӑсен пысӑк яваплӑх пур. Вӗсем хӑйсене Турӑ шанса панӑ кӗтӳшӗн питӗ тӑрӑшаҫҫӗ (1 Петр 5:1—3). Тӑвансем пухура хӑйсене лӑпкӑ туйччӑр, нимӗнрен те ан хӑраччӑр теҫҫӗ вӗсем. Ҫавӑнпа кам та пулин йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен, сӑмахран, ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫинчен, пӗлсен вӗсем ним тумасӑр лармаҫҫӗ. Вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ? Айтӑр пӑхса тухар.

13, 14. Ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫинчен илтсен старейшинӑсен ҫӗршыври законсене пӑхӑнса ҫакӑн ҫинчен полицие пӗлтермелле-и? Ӑнлантарса парӑр.

13 Ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫинчен илтсен старейшинӑсен ҫӗршыври законсене пӑхӑнса ҫакӑн ҫинчен полицие пӗлтермелле-и? Пӗлтермелле. Хӑш-пӗр ҫӗршыври законсем тӑрӑх, ҫакӑн пек ӗҫ пулса тухсан, ун пирки полицие пӗлтермелле. Старейшинӑсем вара ҫак законсене пӑхӑнаҫҫӗ (Рим 13:1). Ҫав законсем Туррӑн законӗсене хирӗҫлемеҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 5:28, 29). Ҫавӑнпа ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫинчен илтсен старейшинӑсем ҫӗршыври законсем тӑрӑх мӗн тумаллине пӗлес тесе тӳрех филиалпа ҫыхӑнаҫҫӗ.

14 Мӑшкӑлланӑ ачапа, унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тата ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлекен ытти ҫынсемпе калаҫнӑ чухне старейшинӑсем эсир ҫакӑн ҫинчен полицие пӗлтерме пултаратӑр тесе ӑнлантараҫҫӗ. Анчах та ҫак усал ӗҫе пухури тӑван тунӑ пулсан тата ҫавӑн ҫинчен нумай ҫын пӗлнӗ пулсан, ҫак ӗҫ ҫинчен полицие пӗлтернипе христианин Туррӑн ятне чыссӑрлатмасть-и? Ҫук. Кам ачана мӑшкӑлланӑ, ҫав ҫын Туррӑн ятне чыссӑрлатать.

15, 16. а) 1 Тимофей 5:19-мӗшӗ тӑрӑх, йывӑр ҫылӑх тунӑ тесе ҫирӗппӗн калама мӗншӗн старейшинӑсене ҫакна сахалтан та икӗ ҫын ҫирӗплетсе пани кирлӗ? ӑ) Старейшинӑсем пухури пӗр-пӗр тӑван ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫинчен илтсен мӗн тӑваҫҫӗ?

15 Пухури пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх тунӑ тесе ҫирӗппӗн калама мӗншӗн старейшинӑсене ҫакна сахалтан та икӗ ҫын ҫирӗплетсе пани кирлӗ? Библи тӑрӑх, ҫакӑн пек туни тӗрӗс. Ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман чухне вӑл йывӑр ҫылӑх тунине икӗ ҫын ҫирӗплетсе парсан ҫеҫ старейшинӑсем ҫав ӗҫе пӑхса тухма комитет йӗркелеме пултараҫҫӗ (Сак. аст. 19:15; Матф. 18:16; 1 Тимофей 5:19 вуласа парӑр). Преступлени тунине икӗ ҫын ҫирӗплетсе пама пултараймасть пулсан, ҫак ӗҫ ҫинчен полицие пӗлтермелле мар тесе калама пулать-и? Ҫук. Ҫав йӗрке старейшинӑсен е ытти ҫынсен преступлени ҫинчен полицие пӗлтермелле маррине пӗлтермест.

16 Старейшинӑсем пухури тӑвансенчен пӗри ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫинчен илтсен ҫӗршыври законсене пӑхӑнса ҫакӑн ҫинчен полицие пӗлтереҫҫӗ. Унтан мӗн пулса иртнине тӗплӗн тӗпчесе тухаҫҫӗ те Библире мӗн каланине шута илсе ҫак ӗҫе пӑхса тухма комитет йӗркелес е йӗркелес марри пирки йышӑну тӑваҫҫӗ. Ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть пулсан, старейшинӑсем ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлме пултаракансенчен ыйтса пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫылӑх тунӑ ҫынна сахалтан та икӗ ҫын — айӑплакан тата ҫав ачана е урӑх ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнине ҫирӗплетсе пама пултаракан ҫын — айӑплать пулсан, старейшинӑсем ҫак ӗҫе пӑхса тухма комитет йӗркелеҫҫӗ *. Йывӑр ҫылӑх тунине пӗр ҫын кӑна ҫирӗплетсе пама пултарать пулсан, ҫакӑ айӑпласа калани суя пулнине пӗлтермест. Ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнине икӗ ҫын ҫирӗплетсе пама пултараймасть пулсан та, старейшинӑсем айӑпланакан ҫын йывӑр ҫылӑха, ыттисене хытӑ кулянтарнӑ ӗҫе, туман тесе пӗтӗмлетӳ тумаҫҫӗ. Старейшинӑсем хытӑ хуйхӑракансене яланах йӑпатма тата пулӑшма хатӗр. Унсӑр пуҫне, вӗсем пухӑва ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртме пултарнӑ ҫынран хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:28).

17, 18. Йывӑр ҫылӑх тунине пӑхса тухакан комитет мӗн тӑвать?

17 Йывӑр ҫылӑх тунине пӑхса тухакан комитет мӗн тӑвать? Ҫав комитетри старейшинӑсем йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫын пухура тӑрса юлма пултарать-и е ҫук тесе йышӑну тӑваҫҫӗ. Ҫӗршыври законсене пӑснӑшӑн ӑна наказани памалла е памалла мар тесе вӗсем йышӑну тумаҫҫӗ. Ҫакӑ влаҫри ҫынсен яваплӑхӗ пулнине вӗсем ӑнланаҫҫӗ (Рим 13:2—4; Тит 3:1).

18 Йывӑр ҫылӑх тунине пӑхса тухакан комитетри старейшинӑсем Турра пуҫҫапнине пырса тивекен тӗрӗс мар ӗҫсене кӑна пӑхса тухаҫҫӗ. Библире мӗн ҫырнине шута илсе вӗсем ҫылӑх тунӑ ҫын ӳкӗннипе ӳкӗнменнине курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ҫын ӳкӗнмест пулсан, ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ тата пухура ҫавӑн ҫинчен пӗлтерӳ тӑваҫҫӗ (1 Кор. 5:11—13). Ӳкӗнсен вара вӑл пухура тӑрса юлма пултарать. Анчах старейшинӑсем ӑна эсӗ, тен, нихӑҫан та пухура тивӗҫлӗхсем илеймӗн тесе ӑнлантарса парӗҫ. Пухури ҫула ҫитмен ачасене хӳтӗлес тесе старейшинӑсем ашшӗ-амӑшӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫса вӗсене ҫак ҫын сирӗн ачасемпе юнашар пулнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла тесе калама пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене ҫав ҫын кама мӑшкӑллани пирки каламалла мар.

ХӐВӐРӐН АЧАСЕНЕ МӖНЛЕ ХӲТӖЛЕМЕ ПУЛТАРАТӐР?

Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртессинчен ачисене хӳтӗлес тесе ашшӗпе амӑшӗ вӗсем миҫе ҫулта пулнине шута илсе вӗсене секс ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫакна тунӑ чухне вӗсем организаци парса тӑракан публикацисемпе усӑ кураҫҫӗ. (19—22 абзацсене пӑхӑр.)

19—22. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене мӗнле хӳтӗлеме пултараҫҫӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

19 Ачасене камӑн хӳтӗлемелле? Ашшӗ-амӑшӗсен *. Сирӗн ачасем — Иегова панӑ хаклӑ парне, «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер» (Пс. 126:3). Вӗсене хӳтӗлесси вӑл — сирӗн яваплӑх. Ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртессинчен хӳтӗлеме сире мӗн пулӑшма пултарать?

20 Пӗрремӗшӗнчен, ҫак йывӑрлӑх ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшӑр. Мӗнле ҫынсем мӑшкӑлҫӑсем пулса тӑнине тата вӗсем ачасене мӗнле улталанине пӗлме тӑрӑшӑр. Мӗнле хӑрушлӑхсем пулма пултарнине асӑрхаса тӑрӑр (Ытар. 22:3; 24:3). Асра тытӑр: ытларах чухне мӑшкӑлҫӑ вӑл — ача лайӑх пӗлекен тата шанакан ҫын.

21 Иккӗмӗшӗнчен, ачасемпе уҫҫӑн калаҫӑр тата вӗсене те хӑвӑрпа уҫҫӑн калаҫма хавхалантарӑр (Сак. аст. 6:6, 7). Ҫавна тӑвас тесен сирӗн вӗсене тимлӗ итлемелле (Иак. 1:19). Час-часах ачасем хӑйсене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫинчен каласа пама хӑранине асра тытӑр. Пӗрисем хӑйсене никам та ӗненмӗ тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем хӑйсене мӑшкӑлҫӑ хӑратса пӑрахнӑран никама та нимӗн те каласа памаҫҫӗ. Сире ачапа темскер япӑххи пулса иртнӗ пек туйӑнать пулсан, ӑна ыррӑн ыйтусем парӑр, унтан вара тимлӗ итлӗр.

22 Виҫҫӗмӗшӗнчен, хӑвӑр ачӑрсене вӗрентӗр. Ачасем миҫе ҫулта пулнине шута илсе вӗсене секс ҫинчен каласа парӑр. Кам та пулин тӗрӗс мар шухӑшпа тӗкӗнме хӑтлансан ачасене хӑйсене мӗнле тытмаллине вӗрентӗр. Хӑвӑрӑн ачасене хӳтӗлес тӗлӗшрен Иеговӑн организацийӗ мӗн парса тӑрать, ҫавӑнпа усӑ курӑр. («Хӑвӑр вӗренӗр, ачӑрсене те вӗрентӗр» рамкӑна пӑхӑр.)

23. Ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫине эпир мӗнле пӑхатпӑр? Тепӗр статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?

23 Эпир, Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май, ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни пирки йывӑр ҫылӑх тата преступлени тесе шутлатпӑр. Христос саккунне тытса тӑрса пухусем мӑшкӑлҫӑсене хӑйсен ӗҫӗсемшӗн явап тыттарасран хӑтармаҫҫӗ. Кама мӑшкӑлланӑ, ҫавсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Ҫавӑн ҫинчен эпир тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.

103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

^ 5 абз. Ҫак статьяра ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртесрен мӗнле хӳтӗлемелли ҫинчен каласа панӑ. Ҫав тӗлӗшрен пухури старейшинӑсемпе ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

^ 3 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни вӑл — ҫитӗннӗ ҫын хӑйӗн аскӑн шухӑш-кӑмӑлне ҫырлахтарас тесе ачапа ар ҫыхӑнӑвне кӗни. Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни шутне ҫавӑн пекех оральнӑй секс, анальнӑй секс, арлӑх органӗсене, кӑкӑра е купарчана ачашлани тата ытти ирсӗр ӗҫсене туни кӗрет. Ҫакна асра тытмалла: ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ ачасем хӑйсемпе мӗн пулса иртнишӗн айӑплӑ мар — унпа мӑшкӑлҫӑ хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ ачасенчен, мӑшкӑлланӑ ачасенчен, чылайӑшӗ хӗрачасем, ҫавӑн пекех ҫав ачасем хушшинче арҫын ачасем те пур. Ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртекенсем, мӑшкӑлҫӑсем, ытларах чухне арҫынсем, анчах вӗсем хушшинче хӗрарӑмсем те пур.

^ 11 абз. Ҫын хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем пӑсӑлса кайнӑран йывӑр ҫылӑх тӑвать пулсан, ҫакӑ вӑл мӗн тунине тӳрре кӑлармасть. Унӑн хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Турӑ умӗнче явап тытма тиветех (Рим 14:12).

^ 16 абз. Ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ тесе айӑпланакан ҫынпа старейшинӑсем калаҫма пуҫтарӑннӑ чухне, ҫав тӗлпулӑва ачана пыма чӗнмеҫҫӗ. Старейшинӑсене ачан сӑмахӗсене ашшӗ е амӑшӗ, е ача шанакан урӑх ҫын каласа пама пултарать. Мӗншӗн тесен ҫапла тумасан ачан чунне тата хытӑрах ыраттарма пулать.

^ 19 абз. Ҫакна опекунсем ҫинчен те калама пулать.