Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

21-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхне» ан ӗненӗр

«Ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхне» ан ӗненӗр

«Ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче — ӑссӑрлӑх» (1 КОР. 3:19).

98-МӖШ ЮРӐ Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Турӑ Сӑмахӗ пире мӗне вӗрентет?

ЭПИР кирек мӗнле йывӑрлӑха та татса пама пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иегова — пирӗн Вӗрентекен (Ис. 30:20, 21). Вӑл пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ вӗрентет, ҫавна пула эпир «пӗтӗмпех ырӑ [е пӗлекен]» пулса пыратпӑр тата «кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе» ҫитетпӗр (2 Тим. 3:17). Библи вӗрентӗвӗсем тӑрӑх пурӑнни пире «ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗпе» пурӑнма хавхалантаракан ҫынсенчен ӑслӑрах пулма пулӑшать (1 Кор. 3:19; Пс. 118:97—100).

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫак статьяра эпир ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ ӳт хыҫҫӑн кайма хӗтӗртнине курӑпӑр. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне пирӗн ҫак тӗнчери ҫынсем пек шухӑшлас мар тесе тата вӗсем тӑвакан ӗҫсене тӑвас мар тесе нумай вӑй хума тивет. Ахальтен мар ӗнтӗ Библире ҫапла каланӑ: «Асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах» (Кол. 2:8). Ҫак статьяран эпир ҫынсем мӗнле майпа икӗ тӗрӗс мар шухӑша ӗненме пуҫланине пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех иккӗшӗнче те ҫак тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ ӑссӑрлӑх пулнине тата вӑл Туррӑн ӑслӑлӑхӗпе танлашайманнине курӑпӑр.

АР ҪЫХӐНӐВНЕ КӖРЕС НОРМӐСЕМ УЛШӐНСА ПЫНИ

3, 4. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫынсем ар ҫыхӑнӑвне кӗрес нормӑсем пирки мӗн шутлама пуҫланӑ?

3 XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫынсем ар ҫыхӑнӑвне кӗрес нормӑсем пирки пачах урӑхла шутлама пуҫланӑ. Унччен ар ҫыхӑнӑвне мӑшӑрланнӑ ҫынсем кӑна кӗме пултараҫҫӗ тесе шутланӑ тата ҫак тема ҫинчен уҫҫӑн калаҫман. Анчах та ҫав нормӑсем арканнӑ, ҫынсем вара хӑйсем мӗн тӑвас килнине тума пуҫланӑ.

4 1920 ҫулсенче нравственность принципӗсем йӑлтах улшӑннӑ. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫапла каланӑ: «Фильмсенче, пьесӑсенче, юрӑсенче, кӗнекесенче, рекламӑсенче — пуринче те ҫынсем секспа интересленни курӑнса тӑнӑ». Ҫав ҫулсенче ҫынсем ясартарах ташлама, уҫӑрах тумтир тӑхӑнма пуҫланӑ. Библире малтанах каласа хунӑ пекех, юлашки кунсенче ҫынсем киленӗҫе юратма пуҫланӑ (2 Тим. 3:4).

Иеговӑн халӑхӗ ар ҫыхӑнӑвне кӗрес нормӑсем ҫине ҫак тӗнче пӑхнӑ пек пӑхмасть (5-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

5. 1960 ҫулсенче ар ҫыхӑнӑвне кӗрес нормӑсем мӗнле улшӑнса пынӑ?

5 1960 ҫулсенче мӑшӑрланмасӑр пӗрле пурӑнасси, гомосексуализм тата мӑшӑрсем уйрӑласси анлӑ сарӑлма пуҫланӑ. Вӑйӑ-кулӑра аскӑн ӗҫе уҫӑмлӑрах кӑтартма тытӑннӑ. Ҫаксем мӗн патне илсе ҫитернӗ? Пӗр кӗнекере каланӑ тӑрӑх, ҫакна пула ҫемьесем арканнӑ, ачисене пӗччен пӑхса ӳстерекенсен шучӗ нумайланса кайнӑ, ҫынсем чун ыратнипе асапланнӑ, нумайӑшӗ порнографи пӑхма хӑнӑхнӑ. Ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ерекен чирсем, сӑмахран, СПИД чирӗ анлӑ сарӑлни, ҫак тӗнчен ӑслӑлӑхӗ ӑссӑрлӑх пулнине уҫҫӑн кӑтартса парать (2 Петр 2:19).

6. Ҫынсем секс ҫине мӗнле пӑхни Сатанана килӗшет тесе мӗншӗн калама пулать?

6 Секс ҫине ҫакӑн пек пӑхни Сатанана килӗшет. Ҫынсем Турӑ панӑ парнепе, ар ҫыхӑнӑвне кӗрессипе, тӗрӗс мар усӑ курса Турӑ йӗркеленӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплеменнине кӑтартаҫҫӗ. Сатана ҫакна курса питӗ савӑнать (Эф. 2:2). Аскӑн ӗҫ туни Турӑ ҫынсене панӑ парнене — ачасем ҫуратма май пуррине — хакламаннине кӑтартать кӑна мар, ҫавӑн пекех ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме те чӑрмантарать (1 Кор. 6:9, 10).

АР ҪЫХӐНӐВНЕ КӖРЕС НОРМӐСЕМ ПИРКИ БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?

7, 8. Ҫак тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗпе танлаштарсан, Библи ар ҫыхӑнӑвне кӗресси ҫине мӗнле пӑхма вӗрентет?

7 Ҫак тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗпе пурӑнакан ҫынсем Библири нормӑсенчен кулаҫҫӗ, вӗсем кивелнӗ теҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: «Мӗншӗн Турӑ пире ар ҫыхӑнӑвне кӗрес кӑмӑл панӑ, унтан ҫак кӑмӑла тытса чарма хушнӑ?» Вӗсем ҫыннӑн мӗн тӑвас килет, ҫавна тумалла тесе шутлаҫҫӗ. Анчах Библи пачах урӑхла вӗрентет. Турӑ Сӑмахӗнче эпир хамӑрӑн тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑла тытса чарма пултараятпӑр тесе те каланӑ (Кол. 3:5). Унсӑр пуҫне, ҫынсем ар ҫыхӑнӑвне кӗрес кӑмӑла тӗрӗс майпа ҫырлахтарма пултарччӑр тесе Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫ йӗркеленӗ (1 Кор. 7:8, 9). Упӑшкипе арӑмӗ ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ чухне савӑнӑҫ туйма пултараҫҫӗ, аскӑн ӗҫ тӑвакансем вара час-часах ҫавӑншӑн кулянаҫҫӗ тата вӗсене совеҫӗ те кӑшлать.

8 Ҫак тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗпе танлаштарсан, Библи ар ҫыхӑнӑвне кӗресси ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентет. Библи ар ҫыхӑнӑвне кӗни килентерет тесе калать (Ытар. 5:18, 19). Ҫав вӑхӑтрах унта христиансене «хӑвӑр ӳтӗре пурсӑр та таса та чыслӑ тытма пӗлӗр, Турра пӗлмен суя тӗнлӗ ҫынсем пек, ӳт еккипе ан кайӑр» тесе каланӑ (1 Фес. 4:4, 5).

9. а) XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мӗнле майпа Иегова хӑйӗн халӑхне Туррӑн Сӑмахӗнчи ӑслӑлӑхпа пурӑнма хавхалантарнӑ? ӑ) 1 Иоанн 2:15, 16 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле ӑслӑ канаш пур? б) Рим 1:24—27 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗнрен пӑрӑнмалла?

9 XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Иеговӑн халӑхӗ «намӑс-симӗсе ҫухатса» пурӑнакан ҫынсем пек шухӑшлама пуҫламан (Эф. 4:19, ҪХ). Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иеговӑн нормисене тытса тӑнӑ. 1926 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ пулнӑ: «Арҫынсен хӗрарӑмсемпе тата хӗрарӑмсен арҫынсемпе хутшӑннӑ чухне хӑйсен чысне упрамалла тата таса шухӑшлӑ пулмалла». Тӗнчере кирек мӗн пулса иртнӗ пулсан та, Иеговӑн халӑхӗ Турӑ Сӑмахӗнчи чӑн-чӑн ӑслӑлӑхпа пурӑннӑ. (1 Иоанн 2:15, 16 вуласа парӑр.) Библи пурришӗн эпир питӗ пархатарлӑ! Ҫавӑн пекех Иегова парса тӑракан сӑнарлӑ апата та эпир хаклатпӑр, мӗншӗн тесен ҫавна пула эпир ар ҫыхӑнӑвне кӗрес нормӑсем ҫине ҫак тӗнче пӑхнӑ пек пӑхмастпӑр *. (Рим 1:24—27 вуласа парӑр.)

ҪЫНСЕМ ХӐЙСЕМ ҪИНЕ УРӐХЛА ПӐХМА ПУҪЛАНИ

10, 11. Библире юлашки кунсем пирки малтанах мӗн каласа хунӑ пулнӑ?

10 Библире юлашки кунсенче «ҫынсем хӑйсене юратакан» пулӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (2 Тим. 3:1, 2). Ҫавӑнпа та тӗнче ҫынсене хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама хавхалантарни пире тӗлӗнтермест. Пӗр энциклопедире каланӑ тӑрӑх, 1970 ҫулсенче пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалли ҫинчен калакан кӗнекесем анлӑ сарӑлнӑ. Ҫав кӗнекесенчен хӑшӗ-пӗрисенче вулакансене хӑйсене пӗлме, хӑйсемпе кӑмӑллӑ пулма е хӑйсемпе мухтанма хавхалантарнӑ. Сӑмахран, пӗр кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫут тӗнчери чи хитре, чи чаплӑ, чи тивӗҫлӗ ҫынна — хӑвна — юрататӑп тесе кала». Ҫак кӗнеке «ҫыннӑн хӑйне пуҫҫапмалла, урӑхла каласан, унӑн хӑйне мӗнле тытмаллине хӑйӗн шутласа хумалла, хӑй мӗн тӗрӗс тесе шутлать тата хӑйӗншӗн мӗн меллӗ, ҫавна тумалла» тесе вӗрентет.

11 Ҫакӑ сире ним те аса илтермест-и? Сатана Евӑна шӑп ҫапла тума хистенӗ те. Вӑл ӑна эсӗ ырӑпа усала пӗлекен Турӑ пек пулатӑн тесе каланӑ (Пулт. 3:5). Хальхи вӑхӑтра та ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсене пысӑка хурать: пире никамӑн та — Туррӑн та — мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине калама право ҫук теҫҫӗ. Уйрӑмах ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл ҫынсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен курӑнать.

Христианин чи малтан ыттисем ҫинчен, уйрӑмах хӑйӗн мӑшӑрӗ ҫинчен, шухӑшлать (12-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

12. Ҫак тӗнчере нумайӑшӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхать?

12 Турӑ Сӑмахӗ упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне хисеплемелле тата мӑшӑрланнӑ чухне пӗр-пӗрне тупа туса сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнмалла тесе вӗрентет. Библи упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗрне парӑнса юратма хавхалантарать. Пултарни 2:24-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ». Ҫак тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗпе пурӑнакансем вара пачах урӑхла — чи малтан кашнин хӑйӗн ҫинчен шутламалла тесе шутлаҫҫӗ. Мӑшӑрсем уйрӑлни ҫинчен калакан пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Хӑш-пӗр чухне туйра каччӑпа хӗр пӗр-пӗрне тупа тунӑ чухне ялан калакан сӑмахсем вырӑнне — „вилӗм пире пӗр-пӗринчен уйӑриччен“ текен сӑмахсем вырӑнне — „пӗр-пӗрне юратма пӑрахиччен“ тесе калаҫҫӗ». Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине ҫакӑн пек ҫӑмӑлттайлӑн пӑхнӑран питӗ нумай ҫемье арканать тата нумай ҫын чун ыратнипе асапланать. Ҫак тӗнче мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплеменни ӑссӑрлӑх пулни уҫҫӑн курӑнать.

13. Мӗншӗн мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем — Иегова умӗнче ирсӗрлӗх?

13 Библире «кирек хӑш мӑнаҫлӑ ҫын та — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх» тенӗ (Ытар. 16:5). Мӗншӗн? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — ҫын хӑйне питӗ юратнӑран Сатана пекех хӑйне мӑнна хума пуҫлать. Шухӑшласа пӑхӑр кӑна, мӑнкӑмӑллӑ Сатана хӑйне Иисус — тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине тума Турра пулӑшнӑскер — ӳксе пуҫҫапасса кӗтнӗ (Матф. 4:8, 9; Кол. 1:15, 16). Ҫавӑн пекех хӑйсене пысӑка хуракан ҫынсем те Турӑ умӗнче питӗ ӑссӑр!

БИБЛИ ХАМӐР ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМА ВӖРЕНТЕТ?

14. Рим 12:3-мӗшӗнчи сӑмахсем пире хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

14 Библи пире хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентет. Унта каланӑ тӑрӑх, хамӑра кирлӗ таран юратнинче ним япӑххи те ҫук. Иисус «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат» тенӗ (Матф. 19:19). Ҫапах та Библи тӑрӑх, пирӗн хамӑр пирки эпир ыттисенчен лайӑхрах тесе нихӑҫан та шутламалла мар. Унта каланӑ: «Нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр» (Флп. 2:3; Рим 12:3 вуласа парӑр).

15. Хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшакан Библири канашсем мӗншӗн усӑллӑ тесе шутлатӑр эсир?

15 Кама ӑслӑ ҫынсем вырӑнне хураҫҫӗ, ҫавсенчен нумайӑшӗ хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшакан Библири канашсенчен кулаҫҫӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ыттисене хамӑртан асла хунипе эпир вӑйсӑр та хӳтлӗхсӗр тӑрса юлатпӑр, вара ыттисем пирӗнпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Сатанан тӗнчи ҫынсене хӑйсемшӗн ҫеҫ шутлама хӗтӗртсе тӑни мӗн патне илсе ҫитерчӗ? Шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлакан ҫынсем телейлӗ-и? Вӗсен ҫемйинчи ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Ҫавӑн пек ҫынсен чӑн-чӑн туссем пур-и? Вӗсен Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пур-и? Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшланӑ май эсир мӗнле пӗтӗмлетӳ тӑватӑр? Мӗн лайӑхрах: ҫак тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗпе пурӑнни е Турӑ Сӑмахӗнчи ӑслӑлӑхпа пурӑнни-и?

16, 17. Мӗншӗн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ?

16 Ҫынсем ҫак тӗнчери ӑслӑ теекенсен канашӗсене тытса тӑнӑ чухне ҫухалса кайнӑ турист пекех тепӗр ҫухалса кайнӑ туристран ӑҫта каймаллине ыйтаҫҫӗ теме пулать. Иисус хӑй пурӑннӑ чухнехи ӑслӑ теекен ҫынсем пирки ҫапла каланӑ: «Вӗсем — суккӑрсене ҫавӑтса ҫӳрекен суккӑрсем; суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳресен, иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ» (Матф. 15:14). Чӑнах та, ҫак тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ — Турӑ умӗнче ӑссӑрлӑх.

Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен пурнӑҫне аса илеҫҫӗ тата Иеговӑн ӑслӑлӑхӗпе пурӑннишӗн савӑнаҫҫӗ (17-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

17 Турӑ Сӑмахӗнчи ӑслӑ канашсем яланах усӑ параҫҫӗ, вӗсем вӗрентеҫҫӗ, питлеҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлеҫҫӗ (2 Тим. 3:16). Иегова хӑйӗн организаци урлӑ пире ҫак тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗнчен хӳтӗлет, ҫакӑншӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ! (Эф. 4:14.) Иегова парса тӑракан сӑнарлӑ апат пире Библи нормисемпе пурӑнма вӑй парать. Библири чӑн-чӑн ӑслӑлӑх пире пурнӑҫ ҫулӗпе малалла та ертсе пытӑр!

54-МӖШ ЮРӐ «Акӑ ҫул»

^ 5 абз. Ҫак статья пире Иегова чи лайӑх канашсем панине хытӑрах шанма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех, ҫак статьяран ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗпе пурӑнни питӗ пысӑк йывӑрлӑхсем патне илсе пынине, Турӑ Сӑмахӗнчи ӑслӑлӑхпа пурӑнни вара телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшнине курӑпӑр.

^ 50 абз. ӲКЕРЧӖК. Кунта пӗр мӑшӑрӑн (вӗсем Иегова Свидетелӗсем) пурнӑҫӗнче тӗрлӗ ҫулсенче пулса иртнӗ событисене сӑнласа панӑ. Вӗсем 1960 ҫулсем вӗҫӗнче ырӑ хыпар сараҫҫӗ.

^ 52 абз. ӲКЕРЧӖК. 1980 ҫулсенче упӑшки чирлӗ арӑмне пӑхать, вӗсемпе пӗрле вӗсен хӗрӗ.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК. Хальхи вӑхӑтра ҫак мӑшӑр хӑйсен ҫитӗннӗ хӗрне, унӑн упӑшкине тата вӗсен ывӑлне Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне пулса иртнӗ савӑнӑҫлӑ событисем ҫинчен каласа парать.