Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

48-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Мӗн тума пуҫланине туса пӗтерӗр

Мӗн тума пуҫланине туса пӗтерӗр

«Ҫав ӗҫе... туса пӗтерӗр» (2 КОР. 8:11).

35-МӖШ ЮРӐ Мӗн аваннине пӗлсе пурӑн

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова пире мӗн суйласа илме ирӗк панӑ?

ИЕГОВА пире пурнӑҫ ҫулне суйласа илме ирӗк панӑ. Вӑл пире тӗрӗс йышӑнусем тума вӗрентет тата хӑйне юрӑхлӑ йышӑнусене пурнӑҫа кӗртме пулӑшать (Пс. 118:173). Ҫавӑнпа та Турӑ Сӑмахӗнчи ӑслӑ канашсене тытса тӑратпӑр пулсан, эпир лайӑхрах та лайӑхрах йышӑнусем тӑвӑпӑр (Евр. 5:14).

2. Йышӑну тунӑ хыҫҫӑн эпир мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултаратпӑр?

2 Анчах тӗрӗс йышӑнусем тӑватпӑр пулин те, пире мӗн тума пуҫланине туса пӗтерме йывӑр пулма пултарать. Акӑ темиҫе тӗслӗх. Калӑпӑр, ҫамрӑк арҫын тӑван Библие вуласа тухма шут тытать. Малтан вӑл ӑна кашни кун вулать, анчах темиҫе эрнерен ҫавна тума пӑрахать. Хӗрарӑм тӑванӑн пионер пулса ӗҫлеме тӗллев пур, анчах ҫак ӗҫе хӑш кун пуҫламаллине вӑл пӗрмай улӑштарса тӑрать. Старейшинӑсен совечӗ тӑвансене хавхалантарма вӗсем патне ытларах кайса ҫӳреме йышӑну тӑвать, анчах уйӑхсем иртсен те вӗсем ҫавна тума пуҫламаҫҫӗ. Илсе панӑ тӗслӗхсенчи лару-тӑру тӗрлӗрен, анчах вӗсем хушшинче пӗрпеклӗх те пур: тӑвансем мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫа кӗртмеҫҫӗ. Ҫакӑн пек йывӑрлӑхпа пӗрремӗш ӗмӗрте Коринф хулинчи христиансем тӗл пулнӑ. Вӗсемпе мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Айтӑр пахса тухар.

3. Коринфри христиансем мӗнле йышӑну тунӑ, анчах кайран мӗн пулса тухнӑ?

3 Пирӗн эрӑри 55 ҫул тӗлнелле Коринфри христиансем питӗ пӗлтерӗшлӗ йышӑну тунӑ. Вӗсем Иерусалимри тата Иудейӑри тӑвансем нуша курса пурӑнни ҫинчен тата ҫав тӑвансене пулӑшас тесе ытти пухусем укҫа пуҫтарма шут тытни ҫинчен илтнӗ. Коринфри христиансем ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем те нуша куракан тӑвансене укҫапа пулӑшма шут тытнӑ. Ҫавна мӗнле тумалли пирки вӗсем Павел апостолран ыйтнӑ. Павел вара мӗн тумалли ҫинчен вӗсем патне ҫырса янӑ, ҫавӑн пекех Тита укҫа пуҫтарас ӗҫре пулӑшма хушнӑ (1 Кор. 16:1; 2 Кор. 8:6). Анчах темиҫе уйӑхран Павел ҫакна пӗлет: Коринфри христиансем халӗ те укҫа пуҫтарман иккен. Ҫавна пула вӗсем хӑйсен парнине ытти пухусем пуҫтарнӑ укҫапа пӗрле Иерусалима парса яма ӗлкӗреймесен те пултарнӑ (2 Кор. 9:4, 5).

4. 2 Коринф 8:7, 10, 11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел Коринфри христиансене мӗн тума хавхалантарнӑ?

4 Коринфри христиансем лайӑх йышӑну тунӑ пулнӑ. Павел вӗсене ҫирӗп ӗненнӗшӗн тата ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулнӑшӑн мухтаса илнӗ. Анчах вӑл вӗсене мӗн тума пуҫланине туса пӗтерме те хавхалантарнӑ. (2 Коринф 8:7, 10, 11 вуласа парӑр.) Ҫак тӗслӗх мӗн кӑтартса парать? Шанчӑклӑ христиансене те лайӑх йышӑнусене пурнӑҫа кӗртме йывӑр пулма пултарать.

5. Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

5 Пире те мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама йывӑр пулма пултарать. Мӗншӗн? Пирӗн ҫитменлӗхсем пур пирки эпир тӑвас тенӗ ӗҫе пӗрмай вӑраха яма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме кӗтмен-ҫӗртен пулса иртме пултаракан пӗр-пӗр ӗҫ чӑрмантарма пултарать (Еккл. 9:11; Рим 7:18). Айтӑр лайӑх йышӑнӑва тӑвас тесе тата унччен тунӑ йышӑнӑва улӑштармаллипе улӑштармалла маррине ӑнланас тесе мӗн-мӗн тумалли ҫинчен калаҫар. Ҫавӑн пекех тума пуҫланӑ ӗҫе туса пӗтерме мӗнле канашсем пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.

ЙЫШӐНУ ТӐВАС УМӖН

6. Мӗншӗн хӑш-пӗр йышӑнусене улӑштарма тивет?

6 Пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑнусенчен хӑшӗ-пӗрисене эпир нихӑҫан та улӑштармӑпӑр. Тӗслӗхрен, эпир Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма тата хамӑрӑн мӑшӑра шанчӑклӑ пулма сӑмах панине пӑрахӑҫламӑпӑр (Матфей 16:24; 19:6). Хӑш-пӗр йышӑнусене вара улӑштарма тивет. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен лару-тӑру улшӑнать. Чи лайӑх йышӑнусем тӑвас тесен пирӗн мӗн-мӗн тумалла?

7. Кӗлӗре пирӗн мӗн ыйтмалла тата мӗншӗн?

7 Кӗлӗре ӑслӑлӑх ыйтӑр. Турӑ хавхалантарнипе Иаков ҫапла ҫырнӑ: «Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ» (Иак. 1:5). Пирӗн пурин те «ӑс ҫитеймест» теме пулать. Ҫавӑнпа та йышӑну тӑвас умӗн е унччен тунӑ йышӑнӑва улӑштармаллипе улӑштармалла марри пирки шутланӑ чухне Иегова ҫине шанса унран пулӑшу ыйтӑр. Вара вӑл сире лайӑх йышӑну тума пулӑшӗ.

8. Йышӑну тӑвас умӗн тата мӗн тумалла?

8 Тӗплӗн тӗпчӗр. Турӑ Сӑмахӗнче канаш шырӑр, Иеговӑн организацийӗ кӑларнӑ публикацисене вулӑр, лайӑх канаш пама пултаракан ҫынсемпе калаҫса пӑхӑр (Ытар. 20:18). Сӑмахран, ӗҫе улӑштарас умӗн е куҫса каяс умӗн ҫапла туни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫителӗклӗ укҫа ӗҫлесе илмешкӗн вӗренме ӑҫта каймалли пирки шутланӑ чухне те ҫакӑн пек тӗпчени питӗ кирлӗ.

9. Мӗншӗн пирӗн хамӑра хамӑр улталамалла мар?

9 Хӑвӑра мӗн хистени ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Иеговӑшӑн эпир пӗр-пӗр ӗҫе мӗншӗн, е мӗнле шухӑшпа, туни питӗ пӗлтерӗшлӗ (Ытар. 16:2). Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑра тӗрӗслесе пӑхмалла: «Ҫак йышӑнӑва тума мана мӗн хистет?» Ҫак тӗлӗшрен эпир хамӑра та, ыттисене те улталасшӑн мар, мӗншӗн тесен Иегова пирӗнтен тӳрӗ пуласса кӗтет. Хамӑра хамӑр улталатпӑр пулсан, тунӑ йышӑнӑва пурнӑҫлама пире йывӑр пулма пултарать. Тӗслӗхрен, ҫамрӑк тӑван пионер пулса тӑрас терӗ тейӗпӗр. Анчах каярахпа, пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ хыҫҫӑн, сехет нормине тума ӑна йывӑр пулса тӑрать, вара ҫак ӗҫ ӑна унчченхи пек савӑнӑҫ памасть. Ҫак тӑван, тен, Иеговӑна савӑнтарас килни мана пионер пулса тӑма хавхалантарчӗ тесе шутланӑ пуль. Анчах ҫав йышӑнӑва тума ӑна мӗн те пулин урӑххи хистемен-ши? Тен, вӑл ытларах ашшӗ-амӑшне е кама та пулин урӑххине юрасшӑн пулнӑ?

10. Улшӑнусем тума мӗн пулӑшать?

10 Калӑпӑр, Библи вӗренекен ҫын пирус туртма пӑрахас тет. Малтан вӑл пӗр-ик эрне туртмасӑр чӑтса пурӑнать, анчах кайран каллех туртса ярать. Ҫапах та пирус туртас кӑмӑлпа малалла та кӗрешсе вӑл ӑна ҫӗнтерет! Ҫакна тума ӑна Иеговӑна юратни тата ӑна савӑнтарас килни пулӑшать (Кол. 1:10; 3:23).

11. Тӗллевсене лартнӑ чухне мӗншӗн вак-тӗвексене палӑртса хумалла?

11 Тӗллевсене лартнӑ чухне вак-тӗвексене палӑртса хурӑр. Ҫакӑн пек тусан лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ҫӑмӑлтарах пулӗ. Калӑпӑр, эсир Библие кашни кун вулама шут тытрӑр. Анчах эсир Библи вуламалли график туман пулсан ҫак тӗллеве пурнӑҫлаймасан та пултаратӑр *. Е старейшинӑсем тӑвансене хавхалантарма вӗсем патне ытларах кайса ҫӳреме йышӑну турӗҫ тейӗпӗр. Ҫак ӗҫ ӑнса пытӑр тесе вӗсем хӑйсене ҫакӑн пек ыйтусем пама пултараҫҫӗ: «Хӑш-хӑш тӑвана уйрӑмах хавхалантармалла? Вӗсем патне хӑҫан каяссине эпир палӑртса хутӑмӑр-и?»

12. Хӑш-пӗр чухне мӗн тума тивет тата мӗншӗн?

12 Хӑвӑртан ытлашшине ан кӗтӗр. Пирӗнтен никамӑн та мӗн тӑвас килнине пурне те тума вӑхӑт та, вӑй та, май та ҫук. Ҫавӑнпа та хӑвӑртан ытлашшине ан кӗтӗр. Унччен тунӑ йышӑнӑва пурнӑҫлама пултарайманнине ӑнланса илтӗр пулсан, тен, ӑна улӑштарма тивӗ (Еккл. 3:6). Калӑпӑр, эсир унччен тунӑ йышӑну ҫинчен тепре шухӑшласа пӑхрӑр та улӑштармаллине улӑштартӑр. Халӗ вара палӑртса хунине пурнӑҫа кӗртме пултаратӑп тесе шутлатӑр. Йышӑнӑва пурнӑҫлама сире мӗн пулӑшӗ? Айтӑр пилӗк канаша пӑхса тухар.

ТУМА ПУҪЛАНИНЕ ТУСА ПӖТЕРМЕ МӖН ПУЛӐШӖ?

13. Йышӑнӑва пурнӑҫлама вӑй пултӑр тесен мӗн тумалла?

13 Йышӑнӑва пурнӑҫлама Иеговӑран кӗлӗре вӑй ыйтӑр. Хӑвӑрӑн йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме Турӑ сире вӑй пама пултарать (Флп. 2:13). Вӑй илес тесе Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Турӑ чылайччен хуравламасть пек туйӑнать пулсан та, кӗлтума ан чарӑнӑр. Иисус ҫапла каланӑ: «[Святой сывлӑш] ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире» (Лука 11:9, 13).

14. Йышӑнӑва пурнӑҫлама Лука 14:28-мӗшӗнчи принцип мӗнле пулӑшать?

14 Мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хурӑр. (Лука 14:28 вуласа парӑр.) Мӗнле те пулин ӗҫе туса пӗтерес тесен малтан мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хумалла. Унтан палӑртса хунине тытса тӑмалла. Йышӑну тунӑ чухне те ҫавнах тумалла — ӑна пурнӑҫлас тесен мӗнле утӑмсем тумаллине палӑртса хумалла. Пысӑк ӗҫе пӗчӗкреххисем ҫине пайлӑр, вара ӗҫ ӑнса пынине курма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Павел Коринфри христиансене вӑл килессине кӗтсе тӑрса пӗтӗм укҫана чи юлашкинчен ҫеҫ пуҫтарас вырӑнне кашни «эрненӗн малтанхи кунӗнче» укҫа уйӑрса хума хавхалантарнӑ (1 Кор. 16:2). Унсӑр пуҫне, пысӑк ӗҫе пӗчӗкреххисем ҫине пайлатӑр пулсан, ҫак ӗҫе туса пӗтерме пултарнине курма пултаратӑр.

15. Мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хунӑ хыҫҫӑн мӗн тума пулать?

15 Мӗн-мӗн тумаллине ҫырса хурсан палӑртса хунине пурнӑҫа кӗртме ҫӑмӑлтарах пулать (1 Кор. 14:40). Сӑмахран, старейшинӑсен совечӗсене ҫакӑн пек хушу панӑ: ыйтусене пӑхса тухнӑ чухне старейшинӑсенчен пӗрин кашни йышӑнӑва, ҫав шутрах ҫав йышӑнусене камӑн тата хӑш вӑхӑт тӗлне пурнӑҫламаллине, ҫырса пымалла. Старейшинӑсем ҫак хушӑва тытса тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсене хӑйсен йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме ҫӑмӑлтарах пулӗ (1 Кор. 9:26). Эсир хӑвӑрӑн ӗҫсене тунӑ чухне те ҫак меслетпе усӑ курма пултаратӑр. Тӗслӗхрен, кашни кун тумалли ӗҫсене ҫырса тухма пулать. Хӑшӗсем пӗлтерӗшлӗрех пулнине шута илсе ҫав ӗҫсене йӗркелесе тухӑр. Ҫакӑ сире хӑвӑрӑн ӗҫсене туса пӗтерме кӑна мар, вӗсене хӑвӑртрах тума та пулӑшӗ.

16. Лартнӑ тӗллеве пурнӑҫламашкӑн мӗн тумалла? Ҫакна Рим 12:11-мӗшӗ мӗнле ҫирӗплетсе парать?

16 Вӑй хурӑр. Мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хунине тытса тӑма тата лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама вӑй хумалла. (Рим 12:11 вуласа парӑр.) Павел Тимофей патне ҫырнӑ ҫырура вӗрентес ӑсталӑх ӳстӗр тесен ҫак ӗҫре малалла та тӑрӑшмалла тенӗ. Ҫак канаш Иегова кӑмӑллакан кирек мӗнле тӗллеве те пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗ (1 Тим. 4:13, 16).

17. Шутласа хунине пурнӑҫлама Эфес 5:15, 16 сӑвӑ йӗркисенчи канаш мӗнле пулӑшать?

17 Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр. (Эфес 5:15, 16 вуласа парӑр.) Тумалли ӗҫе хӑҫан туса пӗтермеллине палӑртса хурӑр, ҫак вӑхӑта ан улӑштарӑр. Шутласа хунине тума чи меллӗ вӑхӑт пуласса ан кӗтӗр, вӑл пулмасан та пултарать (Еккл. 11:4). Пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тума кирлӗ вӑхӑтпа вӑя пӗлтерӗшлех мар ӗҫсене туса ан пӗтерӗр (Флп. 1:10). Май пулсан, тумалли ӗҫе нимӗн те кансӗрлемен чухне тӑвӑр. Ҫавӑн чухне хӑвӑра чӑрмантармалла марри ҫинчен ыттисене калӑр. Ҫав вӑхӑтра телефона сӳнтерсе хурсан, электронлӑ почтӑна е социаллӑ сете кӗмесен лайӑх пулнӑ пулӗччӗ *.

18, 19. Чӑрмавсем сиксе тухсан та тунӑ йышӑнӑва пурнӑҫлама мӗн пулӑшӗ?

18 Ҫакӑ мӗнле усӑ парасси ҫинчен шухӑшлӑр. Тунӑ йышӑнӑва пурнӑҫланине ҫула тухнипе танлаштарма пулать. Эсир палӑртнӑ вырӑна ҫитме ҫирӗп шут тытрӑр пулсан, ҫул ҫинче чӑрмавсем сиксе тухсан та урӑх ҫул суйласа илсе пурпӗр ҫав вырӑна ҫитме тӑрӑшатӑр. Йышӑнусем тӗлӗшӗнчен те ҫавӑн пекех: тунӑ йышӑну мӗнле усӑ парассине асра тытатпӑр пулсан, чӑрмавсем сиксе тухсан та е урӑх майсем шырамалла пулсан та эпир парӑнмастпӑр (Гал. 6:9).

19 Тӗрӗс йышӑну тума ҫӑмӑлах мар. Ӑна пурнӑҫа кӗртме те йывӑр пулма пултарать. Анчах Иегова пулӑшнипе эсир мӗн тума пуҫланине туса пӗтерме пултаратӑр. Вӑл сире ҫакна тума вӑй та, ӑслӑлӑх та парӗ.

65-МӖШ ЮРӐ Малалла та малалла!

^ 5 абз. Унччен тунӑ мӗнле те пулин йышӑнусене сирӗн улӑштарас килмест-и? Тӗрӗс йышӑнусем тума, унтан ҫав йышӑнусене пурнӑҫа кӗртме сире хушӑран йывӑр мар-и? Ҫак статья сире ҫавӑн пек йывӑрлӑхсене ҫӗнтерес тӗлӗшрен тата мӗн тума пуҫланине туса пӗтерес тӗлӗшрен пулӑшӗ.

^ 11 абз. Библи вуламалли графика тума сире jw.org® сайтри «Библи вуламалли график» пулӑшма пултарать.

^ 17 абз. Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма пулӑшакан ытти канашсене 2010 ҫулхи апрель уйӑхӗнчи «Вӑранӑр!» журналти «20 способов высвободить время» статьяра тупма пулать.