44-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Пӗтес вӑхӑт пуҫланиччен ыттисемпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантарӑр
«Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать» (ЫТАР. 17:17).
101-МӖШ ЮРӐ Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр
ҪАК СТАТЬЯРА *
1, 2. 1 Петр 4:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пире мӗн пулӑшӗ?
ЭПИР «юлашки кунсем» вӗҫленсе пынӑ май пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр (2 Тим. 3:1). Сӑмахран, Хӗвеланӑҫ Африкӑри пӗр ҫӗршывра суйлав хыҫҫӑн халӑх пӑлханма тытӑннӑ. Йӗри-тавра вӑрҫӑ пынӑран пирӗн тӑвансем ҫур ҫул ытла пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ирӗклӗн куҫса ҫӳреме пултарайман. Ҫав йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме вӗсене мӗн пулӑшнӑ? Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑрушсӑртарах вырӑнсенче пурӑннӑ тӑвансен кил-ҫуртӗнче хӳтлӗх тупнӑ. Пӗр тӑван каласа парать: «Ун чухне туссем хушшинче пулма мӗн тери лайӑхчӗ! Эпир пӗр-пӗрне хавхалантарма пултартӑмӑр».
2 «Пысӑк асап» вӑхӑтӗнче пире шанчӑклӑ та юратакан туссен пулӑшӑвӗ питӗ кирлӗ пулӗ (Ӳлӗм. 7:14). Ҫавӑнпа пирӗн халех ыттисемпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла. (1 Петр 4:7, 8 вуласа парӑр.) Ҫак тӗлӗшрен эпир Иеремийӑран нумай мӗне вӗренме пултаратпӑр. Иерусалима аркатиччен Иеремийӑна унӑн тусӗсем ҫӑлӑнса юлма пулӑшнӑ *. Айтӑр унӑн тӗслӗхне тӗплӗнрех пӑхса тухар.
ИЕРЕМИЙӐРАН ВӖРЕНӖР
3. а) Мӗне пула Иеремия ҫынсенчен ютшӑнма пуҫлама пултарнӑ? ӑ) Иеремия хӑйӗн ҫыруҫине, Варуха, мӗн ҫинчен каласа панӑ тата ҫакӑ вӗсен хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
3 Иеремия Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ ҫынсем хушшинче сахалтан та 40 ҫул пурӑннӑ, ҫав ҫынсем хушшинче унӑн кӳршисем тата, тен, хӑйӗн тӑван хулинче, Анафофра, пурӑннӑ хӑш-пӗр хурӑнташӗсем пулнӑ (Иер. 11:21; 12:6). Анчах вӑл ютшӑнса пурӑнман. Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыруҫине, Варуха, каласа панӑ. Иеремия мӗн туйни ҫинчен эпир те пӗлме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен ҫавӑн ҫинчен Библире ҫырса панӑ (Иер. 8:21; 9:1; 20:14—18; 45:1). Варух Иеремийӑн пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен ҫырнӑ чухне вӗсен хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленсех пынӑ тата вӗсем пӗр-пӗрне хытӑрах хисеплеме пуҫланӑ пулмалла (Иер. 20:1, 2; 26:7—11).
4. Иегова Иеремийӑна мӗн тума хушнӑ тата ҫак ӗҫ Иеремийӑпа Варух хушшинчи туслӑха мӗнле ҫирӗплетнӗ?
4 Иеремия нумай ҫул хушши израильтянсене Иерусалимпа мӗн пуласси ҫинчен хӑюллӑн пӗлтерсе тӑнӑ (Иер. 25:3). Иегова халӑха ӳкӗнме хавхалантарасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа Иеремийӑна ҫав асӑрхаттаракан сӑмахсене чӗркем ҫине ҫырса хума хушнӑ (Иер. 36:1—4). Ҫак темиҫе уйӑхлӑха тӑсӑлма пултарнӑ ӗҫе Иеремия Варухпа пӗрле тунӑ. Паллах, ун чухне вӗсем пӗр-пӗринпе нумай калаҫнӑ тата пӗр-пӗрин ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ.
5. Мӗншӗн Варух Иеремийӑшӑн лайӑх тус пулнӑ теме пулать?
5 Чӗркеме ҫырса пӗтерсен Иеремия хӑйӗн тусне, Варуха, ҫав чӗркемре мӗн ҫырнине халӑха вуласа пама каланӑ (Иер. 36:5, 6). Ҫак ӗҫ хӑрушӑ пулнӑ пулсан та, Варух ӑна хӑюллӑн пурнӑҫланӑ. Варух храмӑн картишне кӗрсе Иеговӑн сӑмахӗсене пӗтӗм халӑх илтмелле вуласа парсан, Иеремия унпа ҫав тери мухтаннӑ пулӗ! (Иер. 36:8—10.) Иуда пуҫлӑхӗсем Варух мӗн туни ҫинчен илтсен ӑна ҫав чӗркемри сӑмахсене хӑйсене те вуласа пама хушнӑ (Иер. 36:14, 15). Пуҫлӑхсем чӗркемре мӗн ҫырнине Иоаким патшана каласа пама шут тытнӑ, анчах ҫавна тӑвас умӗн вӗсем Варуха ҫапла каланӑ: «Эсӗ те, Иеремия та кайса пытанӑр, эсир ӑҫтине никам та ан пӗлтӗр» (Иер. 36:16—19). Ҫак канаш питӗ вырӑнлӑ пулнӑ!
6. Хирӗҫ тӑнипе тӗл пулнӑ чухне Иеремийӑпа Варух хӑйсене мӗнле тытнӑ?
Иер. 36:26—28, 32).
6 Иеремия ҫырнӑ сӑмахсене илтсен Иоаким патша урса кайнӑ та ҫав чӗркеме ҫунтарса янӑ, унтан Иеремийӑпа Варуха ярса илме хушнӑ. Анчах Иеремия хӑраса ӳкмен. Вӑл тепӗр чӗркеме илсе ӑна Варуха панӑ, вара Варух каллех Иеговӑн хыпарне, «Иудея патши Иоаким вут-ҫулӑмра ҫунтарса янӑ хут чӗркемӗнчи Иеремия каласа тӑнӑ сӑмахсене пурне те», ҫырса хунӑ (7. Иеремийӑпа Варух пӗр ӗҫе туни вӗсен хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
7 Пӗр-пӗр йывӑрлӑха пӗрле тӳссе ирттерекен ҫынсем ытларах чухне туслашса каяҫҫӗ. Усал патша Иоаким ҫунтарса янӑ чӗркемри хыпара ҫӗнӗ чӗркем ҫине ҫырнӑ чухне Иеремийӑпа Варух пӗр-пӗрне тата лайӑхрах пӗлсе пыма пуҫланӑ пулмалла, ҫавна пула вӗсем ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ. Туррӑн ҫак икӗ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
ЧУНА УҪСА КАЛАҪӐР
8. Ҫывӑх туссем пулса тӑма пире мӗн чӑрмантарма пултарать, анчах мӗншӗн пирӗн парӑнмалла мар?
8 Унччен кам та пулин кӳрентернине пула пире ыттисемпе чуна уҫса калаҫма йывӑр пулма пултарать (Ытар. 18:19, 24). Е пире ыттисемпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма вӑхӑт та, вӑй та ҫук пек туйӑнма пултарать. Апла пулсан та, пирӗн парӑнмалла мар. Йывӑр чухне тӑвансем пире пулӑшчӑр тетпӗр пулсан, пирӗн халех вӗсемпе хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетмелле. Ҫавна тума пулӑшакан майсенчен пӗри вӑл — вӗсене хамӑрӑн туйӑмсемпе шухӑшсем ҫинчен каласа пани (1 Петр 1:22).
9. а) Иисус хӑйӗн тусӗсене шанни мӗнрен курӑннӑ? ӑ) Мӗншӗн чуна уҫса калаҫни ыттисемпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.
9 Иисус хӑйӗн тусӗсене шаннӑ, ҫакӑ вӑл вӗсене пӗтӗмпех ним пытармасӑр каласа панинчен курӑнать (Иоанн 15:15). Туссене хамӑра мӗн савӑнтарни, мӗн кулянтарни тата мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа паратпӑр пулсан, эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Сире пӗр-пӗр тӑван мӗн те пулин каласа панӑ чухне ӑна тимлӗ итлӗр, вара эсир унӑн шухӑшӗсем, туйӑмӗсем тата тӗллевӗсем сирӗнни пекех пулнине курма пултаратӑр. 29 ҫулхи Синди ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн чи лайӑх тусӗ Мари-Луиза ятлӑ. Ҫак хӗрарӑм тӑван 67 ҫулта, вӑл пионер пулса ӗҫлет. Синдипе Мари-Луиза кашни кӗҫнерникун ирхине пӗрле ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата кирек мӗн ҫинчен те уҫҫӑн калаҫаҫҫӗ. Синди каласа парать: «Мана туссемпе пӗлтерӗшлӗ япаласем ҫинчен калаҫма питӗ килӗшет, мӗншӗн тесен ҫапла эпӗ вӗсене лайӑхрах пӗлме тата ӑнланма пултаратӑп». Туссем чуна уҫса калаҫсан туслӑх ҫирӗпленсе пырать. Синди пекех, туссене хӑвӑрӑн шухӑшсемпе туйӑмсене каласа паратӑр пулсан тата вӗсем мӗн каласа панине тимлӗ итлетӗр пулсан, сирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленсех пырӗ (Ытар. 27:9).
ПӖРЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРӐР
10. Ытарӑшсем 27:17-мӗшӗ тӑрӑх, тӑвансемпе пӗрле пӗр ӗҫе туса тӑни пирӗнпе вӗсем хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
10 Иеремийӑпа тата Варухпа пулнӑ пекех, эпир тӑвансемпе пӗрле пӗр ӗҫе туса тӑнӑ чухне вӗсен лайӑх енӗсене курма тата вӗсенчен мӗне те пулин вӗренме пултаратпӑр, ҫавӑн пекех вӗсемпе ҫывӑхланса пыратпӑр. (Ытарӑшсем 27:17 вуласа парӑр.) Сӑмахран, ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӑван хӑйӗн ӗненӗвӗ ҫинчен хӑюллӑн каланине е ыттисене Иегова ҫинчен, вӑл мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен хавхалануллӑн каласа панине илтсен эсир мӗн туятӑр? Эсир ҫак тӑвана тата хытӑрах юратма пуҫлатӑр пулӗ.
11, 12. Ырӑ хыпар сарни хамӑрпа тӑвансем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетнине кӑтартакан тӗслӗхе илсе парӑр.
11 Сӑваплӑ ӗҫе пӗрле туса тӑни тӑвансене пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшнине кӑтартакан икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар. 23 ҫулхи Адлина ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑйӗн Кандиса ятлӑ тусне ырӑ хыпара сайра-хутра саракан территорине кайма чӗннӗ. «Эпир ырӑ хыпара хастарлӑрах сарасшӑнччӗ тата нумайрах савӑнӑҫ илесшӗнччӗ,— калать вӑл.— Малалла та Иеговӑна чи лайӑххине памашкӑн пире иксӗмӗре те хавхалантарни кирлӗ пулнӑ». Ырӑ хыпара пӗрле сарни вӗсене мӗнле усӑ панӑ? Адлина каласа парать: «Кашни каҫ эпир пӗр-пӗрне хамӑрӑн туйӑмсем ҫинчен, ҫынсемпе калаҫнӑ чухне хамӑра мӗн хавхалантарни ҫинчен тата хамӑра Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа параттӑмӑр. Ҫакӑн пек калаҫусем пире иксӗмӗре те питӗ килӗшетчӗҫ тата эпир пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлсе пытӑмӑр».
12 Францире пурӑнакан качча кайман хӗрарӑм тӑвансем, Лаила тата Марианна, пилӗк эрнелӗхе Бангие, Вӑтаҫӗр Африка Республикинчи
тӗп хулана, ырӑ хыпар сарма кайнӑ. Лаила калать: «Пирӗн йывӑрлӑхсем сахал мар пулчӗҫ, анчах пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫнине пула тата пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнине пула пирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленчӗ. Марианна ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма тӑрӑшнине, ҫав вырӑнта пурӑнакан ҫынсене юрату кӑтартнине тата ырӑ хыпара хастарлӑн сарнине курса тӑрса эпӗ ӑна тата ытларах хисеплеме пуҫларӑм». Ҫакӑн пек пиллӗхсене ют ҫӗршыва каймасӑрах илме пулать. Хӑвӑр пухӑвӑн территорийӗнче пӗр-пӗр тӑванпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне сирӗн кашнинче пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме тата хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме май пур.ЛАЙӐХХИНЕ КУРМА ТӐРӐШӐР ТАТА КАҪАРӐР
13. Тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ чухне эпир мӗн асӑрхама пултаратпӑр?
13 Хӑш-пӗр чухне тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ май эпир вӗсен лайӑх енӗсене кӑна мар, вӗсен йӑнӑшӗсене те асӑрхатпӑр. Ун пек чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Каллех Иеремийӑн тӗслӗхне аса илер. Ӑна ыттисенче лайӑххине курма тата вӗсен йӑнӑшӗсене каҫарма мӗн пулӑшнӑ?
14. Иеремия Иегова ҫинчен мӗн пӗлнӗ тата ҫакӑ ӑна мӗнле пулӑшнӑ?
14 Иеремия пророк Иеремия ятлӑ кӗнекесӗр пуҫне Патшасен виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш кӗнекисене ҫырнӑ пулмалла. Ҫав кӗнекесене ҫырнӑ чухне вӑл Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсене мӗн таран хӗрхеннине курнӑ паллах. Сӑмахран, Иеремия Ахав патша хӑй тунӑ усал ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнсен Иегова унпа хӑйне мӗнле тытни ҫинчен пӗлнӗ. Иегова хӗрхеннине пула Ахавӑн пӗтӗм ҫемйи вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра пӗтмен (3 Патш. 21:27—29). Иеремия ҫакна та пӗлнӗ: Манассия Ахавран та хытӑрах Иеговӑна кӳрентернӗ. Ҫав-ҫавах Иегова Манассийӑна каҫарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӳкӗннӗ (4 Патш. 21:16, 17; 2 Ҫулс. 33:10—13). Ҫак икӗ патшапа мӗн пулса иртни Иеремийӑна хӑйӗн тусӗсемпе, Иегова пекех, тӳсӗмлӗ тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма хавхалантарнӑ пулӗ (Пс. 102:8, 9).
15. Мӗнле майпа Иеремия Иеговӑран тӗслӗх илсе тӳсӗмлӗ пулнине кӑтартнӑ?
15 Пӗррехинче Варух хӑйне шанса панӑ ӗҫ ҫинчен шухӑшлас вырӑнне урӑххи ҫинчен шухӑшлама пуҫласан Иеремия хӑйне мӗнле тытнине пӑхса тухар. Вӑл Варухран ним усси те ҫук тесе тӳрех пӗтӗмлетӳ туман. Иеремия хӑйӗн тусне пулӑшас тесе ӑна Туррӑн канашне — ыррӑн та тӳррӗн каланӑ Иеговӑн сӑмахӗсене пӗлтернӗ (Иер. 45:1—5). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
16. Ытарӑшсем 17:9-мӗшӗ тӑрӑх, хамӑрпа тӑвансем хушшинчи туслӑха упрама пире мӗн пулӑшӗ?
16 Паллах ӗнтӗ, пирӗн тӑвансенчен вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмелле мар. Ҫавӑнпа та эпир кампа та пулин туслашрӑмӑр пулсан, пирӗн ҫак туслӑха упрама вӑй хумалла. Пирӗн тус йӑнӑш турӗ пулсан, тен, пирӗн ӑна Турӑ Сӑмахӗпе килӗшсе тӑракан канаш пама тивӗ, каласса вара ыррӑн та тӳррӗн каламалла (Пс. 140:5). Тус пире кӳрентерчӗ пулсан, пирӗн ӑна каҫармалла. Каҫарнӑ хыҫҫӑн вӑл мӗн туни пирки пирӗн урӑх аса илмелле мар. (Ытарӑшсем 17:9 вуласа парӑр.) Пирӗн ҫак йывӑр вӑхӑтра тӑвансен йӑнӑшӗсене мар, вӗсен лайӑх енӗсене асӑрхама тӑрӑшмалла. Ҫакна туни пирӗн хушӑри туслӑха ҫирӗплетӗ. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче ҫывӑх туссем пире питӗ кирлӗ пулӗҫ-ҫке.
ЧУН-ЧӖРЕРЕН ЮРАТӐР
17. Иеремия чӑн-чӑн тус пулнине мӗнле тӗслӗх кӑтартать?
17 Иеремия пророк яланах, йывӑр пулнӑ чухне те, хӑйне чӑн-чӑн тус пек тытнӑ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Пӗррехинче патшан керменӗнче ӗҫлесе Иер. 38:7—13; 39:15—18).
тӑнӑ Авдемелех Иеремийӑна пылчӑклӑ шӑтӑкран туртса кӑларнипе вилӗмрен хӑтарнӑ. Ҫавна тунӑшӑн Авдемелех хӑйне пуҫлӑхсем сиен кӳресрен хӑранӑ. Иеремия ҫакӑн ҫинчен пӗлсен тусӗ хӑех ҫакӑн пек туйӑмсене ҫӗнтерме пултарӗ тесе шутламан. Ун чухне Иеремия тӗрмере ларнӑ пулсан та Авдемелеха Туррӑн йӑпатакан сӑмахӗсене пӗлтерме май тупнӑ (18. Ытарӑшсем 17:17-мӗшӗ тӑрӑх, инкеке лекнӗ тӑвана мӗнле пулӑшмалла?
18 Хальхи вӑхӑтра пирӗн тӑвансем тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Сӑмахран, нумайӑшӗ ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула е вӑрҫӑсене пула хӗн курать. Ҫакӑн пек инкексем пулса иртнӗ чухне пирӗнтен хӑшӗ-пӗрисен хӗн куракан тӑвансене хӑйсем патне пурӑнма илме май пур. Теприсем укҫа-тенкӗпе пулӑшма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, эпир пурте Иеговӑна кӗлтуса инкеке лекнӗ тӑвансене пулӑшсам тесе ыйтма пултаратпӑр. Хӑш-пӗр чухне хуйха ӳкнӗ тӑвана пулӑшас тесе мӗн каламаллине те, мӗн тумаллине те пӗлместпӗр. Анчах пирӗнтен кашни вӗсене пулӑшма пултарать. Сӑмахран, эпир тӑвансем валли вӑхӑт уйӑрма пултаратпӑр. Тӑван мӗн те пулин каласа панӑ чухне ӑна тимлӗ итлеме пултаратпӑр. Е хамӑра килӗшекен тата хамӑра йӑпатакан Библири сӑвӑ йӗркисене вӗсемпе пӗрле вулама пултаратпӑр (Ис. 50:4). Чи кирли вӑл — вӗсене пулӑшу кирлӗ чухне вӗсемпе юнашар пулни. (Ытарӑшсем 17:17 вуласа парӑр.)
19. Мӗншӗн пирӗн халех тӑвансемпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла?
19 Пирӗн халех тӑвансемпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла тата ҫак туслӑха упраса хӑварма тӑрӑшмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пирӗн тӑшмансем суя сӑмах сарса пире пайласа яма хӑтланӗҫ. Вӗсем пире пӗр-пӗрне шанма тата пулӑшса тӑма пӑрахтарма тӑрӑшӗҫ. Анчах вӗсем ӑнӑҫлӑ пулаймӗҫ. Вӗсем пире тӑвансене юратма пӑрахтараймӗҫ. Тем тусан та вӗсем пирӗн хушӑри пӗрлӗхе аркатма пултараймӗҫ. Пирӗн хушӑри туслӑх ҫак усал тӗнче пӗтиччен кӑна мар, ӗмӗрлӗхех тӑсӑлӗ!
24-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар
^ 5 абз. Ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пырать, ҫавӑнпа пирӗн пурин те хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла. Ҫак статьяра эпир Иеремийӑран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех пӗр-пӗрин хушшинчи туслӑха халех ҫирӗплетме тӑрӑшни пире йывӑр вӑхӑтра мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
^ 2 абз. Иеремия кӗнекинчи событисене хронологи йӗркипе ҫырса паман.
^ 57 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ҫак ӳкерчӗкре хӑрушла асап вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртме пултарнине кӑтартнӑ. Тӑвансем мачча тӑрринче пытанса лараҫҫӗ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра вӗсем пӗрле пулнӑран хӑйсене лӑпкӑ туяҫҫӗ. Тепӗр виҫӗ ӳкерчӗкре ҫав тӑвансемех хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланиччен чылай маларах пӗр-пӗринпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнине кӑтартнӑ.