ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2019 октябрь
Ҫак кӑларӑмра 2019 ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗнчен 29-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.
Ҫӗр ҫул каялла. 1919 ҫул
1919 ҫулта Иегова хӑйӗн халӑхне ырӑ хыпара нихҫанхинчен те вӑйлӑрах сарма вӑй панӑ. Анчах та чи малтан Библи Тӗпчекенсен пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем пулса иртмелле пулнӑ.
Туррӑн сучӗсем. Турӑ ҫӑлӑнма яланах ҫителӗклӗ вӑхӑт парать-и?
Иегова ҫӗр ҫинчи ҫынсене ҫывхарса килекен «ҫил-тӑвӑл» ҫинчен — ҫанталӑк ҫинчен пӗлтерекен хыпарсенче калакан кирек мӗнле ҫил-тӑвӑлтан та хӑрушӑраххи ҫинчен — асӑрхаттарать. Ҫавна вӑл мӗнле тӑвать?
«Юлашки кунсен» юлашки кунӗсенче нумай ӗҫлӗр
«Юлашки кунсен» вӗҫӗнче мӗнле событисем пулса иртӗҫ? Ҫавӑн чухне Иегова пирӗнтен мӗн кӗтӗ?
«Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» Турра шанчӑклӑ тӑрса юлӑр
«Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» Иегова пирӗнтен мӗн кӗтӗ? Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма эпир халех мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?
Иегова сире кам пулса тӑма парӗ?
Авалхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑш-пӗр ӗҫсене тума кӑмӑлпа вӑй панӑ. Паян Иегова пире хӑйӗншӗн ӗҫлеме мӗн парать?
Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнӑр
Айтӑр пурнӑҫри икӗ ене пӑхса тухар. Ҫакӑ эпир Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑннипе парӑнманнине курма пулӑшӗ.