Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Кама ырӑ хыпар калатӑр, ҫавсем ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?

Кама ырӑ хыпар калатӑр, ҫавсем ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?

«Куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ» (ИОАНН 4:35).

64-МӖШ ЮРӐ Вырмана савӑнса хутшӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Иоанн 4:35, 36 сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнланмалла?

ИИСУС симӗс калчаллӑ уйсем тӑрӑх утса пырать (Иоанн 4:3—6). Унта урпа ӳсет пулас, вӑл пӗр тӑватӑ уйӑхран ҫеҫ пулса ҫитӗ. Ҫавӑнпа та Иисус: «Куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ»,— тени вӗренекенсене тӗлӗнтерсех ярать пулӗ (Иоанн 4:35, 36 вуласа парӑр). Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ-ши?

2 Иисус тырӑ вырасси пирки мар, ҫынсене пуҫтарасси пирки каланӑ пулас. Маларах мӗн пулнине аса илер. Иудейсем Самари ҫыннисемпе хутшӑнман пулсан та, Иисус самаритянкӑна ырӑ хыпар каланӑ, лешӗ вара ӑна итленӗ. Ҫав хӗрарӑм Самари ҫыннисене Иисус ҫинчен каласа панӑ, вара нумайрах пӗлес тесе вӗсем Иисус патне васканӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра Иисус «тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ» тесе каланӑ (Иоанн 4:9, 39—42). Пӗр Библи тӗпчевҫи ҫакӑн пирки акӑ мӗн каланӑ: «Ҫынсем Иисуса итлес тесе ун патне васкани... вӗсем пулса ҫитнӗ тырӑ пекех пулнине кӑтартса парать».

«Тырӑ... шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ» тесе шутлатпӑр пулсан, эпир мӗн тӑвӑпӑр? (3-мӗш абзаца пӑхӑр.)

3. Эсир ҫынсем ҫине Иисус пӑхнӑ пек пӑхатӑр пулсан, ҫакӑ сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ?

3 Эсир вара кама ырӑ хыпар калатӑр, ҫавсем ҫине мӗнле пӑхатӑр? Вӗсем пирки пулса ҫитнӗ тырӑ тесе шутлатӑр-и? Ҫапла пулсан ҫакӑ сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? Пӗрремӗшӗнчен, эсир ырӑ хыпара хастарлӑрах сарӑр. Вырма вӑхӑчӗ кӗске — вӑхӑта сая ямалла мар! Иккӗмӗшӗнчен, ҫак ӗҫе чун-чӗререн туса тӑрса эсир савӑнӑҫ илӗр, мӗншӗн тесен Библире ҫынсем «вырма вӑхӑтӗнче» савӑнаҫҫӗ тенӗ (Ис. 9:3). Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, эсир ҫынсем ҫине пулас тӑвансем ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр, ҫавӑнпа вӗсене мӗн интереслентернине шута илме тӑрӑшӑр.

4. Эпир Павел апостолран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

4 Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем Самари ҫыннисем нихӑҫан та христианинсем пулса тӑмӗҫ тесе шутланӑ пулас. Анчах Иисус ҫавӑн пек шутламан. Вӑл самаритянсем ҫине пулас вӗренекенсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Пирӗн те ҫынсем ҫине Иисус пӑхнӑ пек пӑхмалла. Ҫак тӗлӗшрен Павел апостол лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр? Павел 1) ҫынсем мӗне ӗненнине шута илнӗ, 2) ҫынсене мӗн интереслентернине курнӑ тата 3) ҫынсем ҫине Иисусӑн пулас вӗренекенӗсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Айтӑр ҫаксене тӗплӗнрех пӑхса тухар.

ВӖСЕМ МӖНЕ ӖНЕНЕҪҪӖ?

5. Павел синагогӑра кама ырӑ хыпар каланӑ, ҫавсене ӑнланма ӑна мӗн пулӑшнӑ?

5 Павел час-часах Иудейӑри синагогӑсенче ырӑ хыпар каланӑ. Тӗслӗхрен, вӑл Фессалоникӑри синагогӑра иудейсемпе «виҫӗ шӑматкун калаҫнӑ... Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта парса ӑнлантарнӑ» (Ап. ӗҫ. 17:1—3). Павел синагогӑра хӑюллӑн калаҫнӑ. Вӑл иудей пулнӑ вӗт (Ап. ӗҫ. 26:4, 5). Павел иудейсем мӗнле шухӑшланине питӗ лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ (Флп. 3:4, 5).

6. Павела Афинӑри пасарта итлекенсем синагогӑра итлекенсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

6 Хӗсӗрленине пула Павелӑн Фессалоникӑран, кайран вара Верияран, тарма тивнӗ, вара вӑл Афинӑна ҫитнӗ. Унта та вӑл «синагогӑра иудейсемпе тата пӗртен-пӗр Турра хисеплекен ҫынсемпе калаҫнӑ» (Ап. ӗҫ. 17:17). Пасарта ырӑ хыпар сарнӑ чухне вара ӑна пачах урӑхла ҫынсем итленӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем философсем пулнӑ. Вӗсемшӗн тата еврей пулман ытти ҫынсемшӗн Павел калакан хыпар «ҫӗнӗ вӗрентӳ» пулнӑ. Вӗсем ӑна: «Эсӗ темле тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен калаҫатӑн»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 17:18—20, ҪХ).

7. Апостолсен ӗҫӗсем 17:22, 23 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел Афина ҫыннисене ырӑ хыпар каланӑ чухне мӗне шута илнӗ?

7 Апостолсен ӗҫӗсем 17:22, 23 вуласа парӑр. Павел Афинӑра пулнӑ чухне ытти халӑх ҫыннисемпе синагогӑра иудейсемпе калаҫнӑ пек калаҫман. Вӑл Афинӑра пурӑнакан ҫынсем мӗне ӗненни ҫинчен шухӑшланӑ пулӗ. Павел тавралла сӑнаса вӗсем мӗнле тӗн йӑли-йӗркисене туса тӑнине курнӑ. Кайран вӑл вӗсен тӗнӗпе Ҫырури чӑнлӑх хушшинче пӗрпеклӗх тупма тӑрӑшнӑ. Пӗр Библи тӗпчевҫи ҫакӑн пек каланӑ: «Еврей халӑхӗнчен тухнӑ христианин пулнӑ май Павел суя тӗнри грексем иудейсемпе христиансен „чӑн“ Туррине пуҫҫапманнине ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй калакан Турӑ Афина ҫыннисем валли ют Турӑ пулманнине кӑтартасшӑн пулнӑ». Павел вӗсем мӗне ӗненнине шута илнӗ. Афина ҫыннисемпе калаҫнӑ чухне вӑл хӑй пӗлтерекен хыпар вӗсем пуҫҫапакан «Пӗлмен Турӑран» пулнӑ тесе каланӑ. Ытти халӑх ҫыннисем Сӑваплӑ ҫырӑва пӗлмен пулсан та, Павел вӗсем ҫине ал сулман. Уншӑн вӗсем пулса ҫитнӗ тырӑ пекех пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел ырӑ хыпара вӗсемшӗн ӑнланмалла сӑмахсемпе каланӑ.

Павел пекех тимлӗ пулӑр, ҫынсене мӗн интереслентернине шута илӗр тата вӗсем ҫине пулас тӑвансем ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр (8, 12, 18 абзацсене пӑхӑр.) *

8. a) Хӑвӑр участокри ҫынсем мӗнле тӗне тытса тӑнине мӗнле пӗлме пулать? ӑ) Ҫын манӑн хамӑн тӗн тесен мӗнле хуравлама пулать?

8 Павел пекех тимлӗ пулӑр. Хӑвӑр участокра ҫынсем мӗне ӗненнине пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫын хӑйӗн килне е машинне мӗнле хитрелетнӗ? Унӑн ячӗ, ҫи-пуҫӗ, вӑл калакан сӑмахсем ун пирки мӗн кӑтартса параҫҫӗ? Ҫакна веҫех шута илсе вӑл мӗнле тӗне тытса тӑнине пӗлме пулать-и? Тен, ҫын хӑй мӗнле тӗне тытса тӑни пирки тӳррӗн калать. Ҫавӑн пек чухне ятарлӑ пионер пулса ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм тӑван ҫапла хуравлать: «Эпӗ сире хам тӗн майлӑ ҫавӑрасшӑн мар. Эпӗ сирӗнпе пӗр япала ҫинчен калаҫса илесшӗн».

9. Ӗненекен ҫынпа калаҫнӑ чухне мӗн асӑрхама тӑрӑшмалла?

9 Ӗненекен ҫынпа мӗн ҫинчен калаҫма пулать? Ҫын мӗн калани Библири хӑш чӑнлӑхсемпе килӗшсе тӑнине асӑрхама тӑрӑшӑр. Тен, вӑл пӗртен-пӗр Турра пуҫҫапать, е Иисус этемлӗхе ҫӑлаканӗ пулнине ӗненет. Е, тен, вӑл кӗҫех пӗтӗм усал пӗтет тесе шутлать. Ҫакна шута илсе ҫынна интереслентерсе яма пултаракан Библири чӑнлӑха каласа парӑр. Вара вӑл сире, тен, итлес тейӗ.

10. Пирӗн мӗн тума тӑрӑшмалла тата мӗншӗн?

10 Ҫынсем «манӑн хамӑн тӗн» теҫҫӗ пулсан та, ҫав тӗн мӗне вӗрентнине веҫех ӗненмесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫын мӗнле тӗне тытса тӑнине пӗлни ҫителӗксӗр — вӑл хӑй мӗне ӗненнине ӑнланма тӑрӑшӑр. «Нумайӑшӗ философие тӗнпе пӑтраштараҫҫӗ»,— тесе калать Дэвид ятлӑ Австралири ятарлӑ пионер. Албанири пурӑнакан Дональта вара ҫапла калать: «Час-часах эпир „пирӗн хамӑрӑн тӗн“ тесе калакан ҫынсене тӗл пулатпӑр, каярах вара вӗсем Турра пачах ӗненменнине пӗлетпӗр». Аргентинӑри пӗр миссионер асӑрханӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫынсем Троицӑна ӗненеҫҫӗ, анчах та вӗсем Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш пӗр Турӑ тесе шутламаҫҫӗ. «Ҫын мӗне ӗненнине пӗлсен унпа пӗр чӗлхе тупма чылай ҫӑмӑлрах»,— тесе калать ҫав миссионер. Ҫавӑнпа та ҫын чӑннипе мӗне ӗненнине пӗлме тӑрӑшӑр. Вара эсир Павел апостол пекех «эпӗ пуриншӗн те хӑйсем пек пултӑм» тесе калама пултарӑр (1 Кор. 9:19—23).

ВӖСЕНЕ МӖН ИНТЕРЕСЛЕНТЕРЕТ?

11. Апостолсен ӗҫӗсем 14:14—17 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Листра ҫыннисене интереслентерсе ярас тесе Павел мӗн тунӑ?

11 Апостолсен ӗҫӗсем 14:14—17 вуласа парӑр. Павел хӑйне итлекенсене мӗн интереслентернине пӗлме тӑрӑшнӑ, вара калаҫнӑ чухне ҫавна шута илнӗ. Тӗслӗхрен, Листрӑра пурӑнакансем Сӑваплӑ Ҫырӑва пӗлсех кайман. Ҫавӑнпа Павел вӗсемшӗн ӑнланмалла япаласем ҫинчен — тулӑхлӑ тыр-пул ҫинчен, ҫынсене мӗн савӑнтарни ҫинчен калаҫнӑ. Ӑна итлекенсем вӑл каланӑ сӑмахсемпе тӗслӗхсене питӗ лайӑх ӑнланнӑ.

12. Ҫынна мӗн интереслентернине мӗнле пӗлме пулать тата калаҫнӑ чухне ҫакна мӗнле шута илмелле?

12 Эсир ӑҫта ырӑ хыпар калатӑр, ҫав вырӑнта пурӑнакан ҫынсене мӗн интереслентернине пӗлме тӑрӑшӑр. Вара вӗсемпе калаҫнӑ чухне ҫакна шута илӗр. Ҫынна мӗн интереслентернине мӗнле пӗлме пулать-ха? Тимлӗ пулӑр. Тен, ҫын пахчара ӗҫлет, кӗнеке вулать, машин юсать е тата мӗн те пулин урӑххине тӑвать. Вырӑнлӑ пулсан, мӗншӗн-ха унпа вӑл мӗн ӗҫлени ҫинчен калаҫса пӑхас мар? (Иоанн 4:7). Ҫын мӗнле тумланнине пӑхсан та ун ҫинчен мӗн те пулин пӗлме пулать, тӗслӗхрен, вӑл хӑш халӑх ҫынни пулнине, мӗнле ӗҫпе ӗҫленине е ӑна мӗнле спорт команди килӗшнине курма пулать. Густаво ятлӑ арҫын тӑван ҫапла каласа парать: «Эпӗ 19 ҫулхи каччӑпа калаҫма пуҫларӑм. Унӑн футболки ҫинче паллӑ юрӑҫӑ сӑнӳкерчӗкне ӳкернӗччӗ. Эпӗ ҫакӑн пирки ыйтрӑм та вӑл мана мӗншӗн хӑйне ҫак юрӑҫӑ килӗшнине каласа пачӗ. Ҫав калаҫу хыҫҫӑн вӑл Библи вӗренме пуҫларӗ, халӗ вара вӑл пирӗн тӑван».

13. Ҫыннӑн Библи вӗренме кӑмӑл ҫуралтӑр тесен мӗн тума пулать?

13 Ҫынна Библи вӗренме сӗннӗ чухне ӑна мӗн интереслентернине шута илӗр тата ҫак пӗлӳ ӑна мӗнле пулӑшма пултарнине кӑтартӑр (Иоанн 4:13—15). Пӗррехинче хӗрарӑм тӑван пӗр хӗрарӑма ырӑ хыпар каланӑ, лешӗ интересленсе кайнӑ та ӑна килне кӗме ыйтнӑ. Ҫав ҫын килӗнче хӗрарӑм тӑван педагогика профессорӗн аттестатне курнӑ. Вара пирӗн тӑван эпир те ҫынсене вӗрентетпӗр, ҫакна эпир Библи вӗренмелли ятарлӑ программа тӑрӑх тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тӑватпӑр тенӗ. Ҫав хӗрарӑм Библи вӗренме килӗшнӗ тата тепӗр куннех тӗлпулӑва килнӗ. Каярахпа вӑл район конгресне кайса килнӗ. Ҫулталӑк иртсен вара шыва кӗнӗ. Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Кам патне эпӗ Библи ҫинчен калаҫма тепӗр хут каятӑп, ҫавсене мӗн интереслентерет? Вӗсене Библи вӗренме сӗннӗ чухне эпӗ ҫакна мӗнле шута илме пултаратӑп?»

14. Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне эпир мӗне шута илме пултаратпӑр?

14 Ҫынпа Библи вӗренме пуҫласан кашни вӗренӗвех лайӑх хатӗрленӗр. Хатӗрленнӗ чухне ҫын мӗнле ҫемьере ҫитӗнни ҫинчен, вӑл мӗнле пӗлӳ илни, унӑн пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртни, ӑна мӗн интереслентерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫавӑн пекех Библири чӑнлӑхсене ӑнлантарса парас тесе хӑш сӑвӑ йӗркисене вуласа парассине, хӑш видеороликсене кӑтартассине тата мӗнле тӗслӗхсене илсе парассине шутласа хурӑр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Эпӗ кампа Библи вӗренетӗп, ҫав ҫыннӑн чӗрине уйрӑмах мӗн пырса тивме пултарать?» (Ытар. 16:23). Албанири пӗр хӗрарӑм ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса ниепле те ӗненесшӗн пулман. Унпа Библи вӗренекен Флора тӑван ҫак чӑнлӑха ӑна вӑйпах ӗнентересшӗн пулман. Вӑл ҫапла аса илет: «Эпӗ шутларӑм: малтан унӑн ҫынсене чӗртсе тӑратма сӑмах паракан Турра лайӑх пӗлмелле». Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Флора ҫав хӗрарӑмпа Библи вӗреннӗ чухне кашнинчех Иеговӑн юратӑвӗ, ӑслӑлӑхӗ, вӑйӗ ҫине тимлеттерме тӑрӑшнӑ. Вӑхӑт иртсен ҫав хӗрарӑм Иегова ҫынсене чӗртсе тӑратасса ӗненме пуҫланӑ. Халӗ вӑл хастаррӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрать.

ВӖСЕМ ҪИНЕ ПУЛАС ТӐВАНСЕМ ҪИНЕ ПӐХНӐ ПЕК ПӐХӐР

15. Апостолсен ӗҫӗсем 17:16—18 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел Афинӑра мӗн курнӑ тата унпа мӗн пулнӑ? Мӗншӗн вӑл унта ырӑ хыпара сарнинчен усси ҫук тесе шутламан?

15 Апостолсен ӗҫӗсем 17:16—18 вуласа парӑр. Афина хулинче йӗрӗхсене пуҫҫапасси, аскӑнлӑх тата философи анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Ҫапах та Павел унти ҫынсене ырӑ хыпар каланинчен усси ҫук тесе шутламан. Ҫынсем ӑна хӑртсан та вӑл ырӑ хыпара сарма чарӑнман. Павел хӑй те христианин пулса тӑриччен Турра хурлакан, ыттисене хӗсӗрлекен усал ҫын пулнӑ (1 Тим. 1:13). Иисус Павел ҫине пулас вӗренекен ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Павел та Афина ҫыннисем ҫине ҫакӑн пекех пӑхнӑ. Лешсем вара чӑнах та Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 9:13—15; 17:34).

16, 17. Мӗншӗн пур ҫын та Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пултарать теме пулать? Тӗслӗх илсе парӑр.

16 Пӗрремӗш ӗмӗрте тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынсем Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ. Павел Грецири Коринф хулинчи христиансем патне ҫырнӑ ҫырура вӗсенчен хӑш-пӗрисем малтан вӑрӑ-хурахсем тата ытла та аскӑн ҫынсем пулнӑ тенӗ. Анчах вӑл ҫапла хушса каланӑ: «Эсир... ҫӑвӑнтӑр» (1 Кор. 6:9—11). Эсир вара ҫавӑн пек ҫынсем улшӑнса Христос вӗренекенӗсем пулса тӑрассине ӗненнӗ пулӑттӑрччӗ-и?

17 Хальхи вӑхӑтра та Иисусӑн вӗренекенӗ пулас тесе нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫӗнче улшӑнусем тӑвасшӑн. Юкина ятлӑ хӗрарӑм тӑван, Австралире Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракан ятарлӑ пионер, пур ҫын та Библири чӑнлӑха йышӑнма пултарассине хӑй куҫӗпе курнӑ. Пӗррехинче вӑл хӑй ӗҫӗпе ҫӳренӗ чухне шалпар тумтир тӑхӑннӑ, темиҫе татуировка тунӑ ҫамрӑк хӗре асӑрханӑ. «Эпӗ темиҫе ҫеккунт иккӗленсе тӑтӑм,— тет вӑл,— анчах та кайран унпа пырса калаҫас терӗм. Ӑна Библи питӗ интереслентернӗ иккен, хӑш-пӗр татуировкисенче Псаломри сӑмахсене те ҫырнӑ пулнӑ!» Ҫав хӗр Библи вӗренме тата тӗлпулусене ҫӳреме пуҫланӑ *.

18. Ҫынсем ырӑ хыпара мӗнле йышӑнасси пирки мӗншӗн маларах шухӑшласа хумалла мар?

18 Мӗншӗн Иисус тырӑ шуралса ҫитнӗ тесе каланӑ? Нумайӑшӗ унӑн вӗренекенӗ пулса тӑрасса кӗтнӗрен-и? Паллах, ҫук. Сӑваплӑ ҫырура ӑна сахалӑшӗ ӗненӗ тесе малтанах каласа хунӑ (Иоанн 12:37, 38). Унсӑр пуҫне, Иисус ҫын чӗринче мӗн пулнине курма пултарнӑ (Матф. 9:4). Вӑл хӑйне ӗненме пултаракан ҫынсене вӗрентес тесе ытларах вӑхӑт уйӑрнӑ пулин те, ыттисене те хастарлӑн ырӑ хыпара каланӑ. Пирӗн пирки калас пулсан вара, эпир ҫын чӗринче мӗн пулнине курма пултараймастпӑр. Ҫавӑнпа пирӗн пӗр-пӗр ҫын пирки е участокра пурӑнакан ҫынсем пирки хыпара итлемӗҫ тесе шутласа хумалла мар. Пур ҫын ҫине те пулас тӑван ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр. Ҫакӑн пирки Буркина-Фасо ҫӗршыври Марк ятлӑ миссионер ҫапла каласа парать: «Эпӗ хӑш-пӗр ҫынсем пирки кусем чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тӑваҫҫех тесе шутлаттӑмччӗ, анчах вӗсем Библи вӗренме пӑрахатчӗҫ. Теприсем вара чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тумӗҫ пек туйӑнатчӗ, анчах та вӗсем хӑвӑрт ӳсӗмсем тӑватчӗҫ. Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: хамӑн сисӗм-туйӑм ҫине шанмалла мар. Иеговӑн святой сывлӑшӗ ертсе пытӑр».

19. Эпир кама ырӑ хыпар калатпӑр, ҫавсем ҫине мӗнле пӑхмалла?

19 Тен, пирӗн шутпа, участокри ҫынсенчен сахалӑшне кӑна пулса ҫитнӗ тырӑпа танлаштарма пулать. Анчах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн каланине аса илӗр-ха. Тырӑ «шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ». Эпир кама ырӑ хыпар калатпӑр, ҫавсем улшӑнса Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Иегова ҫак ҫынсем пирки «кӑмӑла каякан мул» тет (Аггей 2:7, ҪТ). Эпир ҫынсем ҫине Иеговӑпа Иисус пӑхнӑ пек пӑхатпӑр пулсан, вӗсене мӗн интереслентернине ӑнланма тӑрӑшӑпӑр. Вара эпир ҫынсене палламан ҫынсем вырӑнне мар, пулас тӑвансем вырӑнне хурӑпӑр.

57-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтеретпӗр

^ 5 абз. Эпир ҫынсем ҫине мӗнле пӑхни ырӑ хыпар сарасси ҫине тата вӗренекенсене хатӗрлесси ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Ҫак статьяра Иисусӑн тата Павелӑн тӗслӗхне пӑхса тухнӑ: вӗсем хӑйсене итлекен ҫынсем мӗне ӗненнине, вӗсене мӗн интереслентернине шута илнӗ тата вӗсем ҫине пулас вӗренекенсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Айтӑр Павелпа Иисусран эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

^ 17 абз. Христиансем пулса тӑрсан ҫынсен пурнӑҫӗ мӗнле улшӑннине кӑтартакан ытти тӗслӗхсене «Хурал башнинче» «Библи пурнӑҫа улӑштарать» статьясен ярӑмӗнче тупма пулать. 2018 ҫултан пуҫласа вара вӗсене jw.org® сайтра вулама пулать (О НАС > СЛУЧАИ ИЗ ЖИЗНИ пӑхӑр).

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне упӑшкипе арӑмӗ ҫуртсем мӗнлерех пулнине пӑхаҫҫӗ: 1) чечексемпе илемлетнӗ тирпейлӗ ҫурт; 2) ачаллӑ ҫемье пурӑнакан ҫурт; 3) шалтан та, тултан та таса мар, илемсӗр ҫурт; 4) Турра ӗненекен ҫынсем пурӑнакан ҫурт. Сирӗн шутпа, хӑш ҫуртра пулас тӑвана тупма пулать?