14-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Ҫурҫӗр енчен тапӑнни
«Манӑн ҫӗрӗм ҫине вӑйлӑ, шутсӑр йышлӑ халӑх килчӗ» (ИОИЛЬ 1:6).
95-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑх ҫути ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. Расселл тӑванпа унӑн юлташӗсем Библие мӗнле майпа тӗпченӗ? Ҫак мел ӑнӑҫлӑ пулнӑ-и?
XIX ӖМӖРТЕ Чарлз Тейз Расселл тӑван хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ юлташӗсемпе пӗрле Турӑ Сӑмахне тӗпчеме пуҫтарӑнма пуҫланӑ. Вӗсем Иегова Турӑ, Иисус Христос, тӳлесе илмелли парне ҫинчен тата ҫын вилсен унпа мӗн пулни ҫинчен Библи мӗне вӗрентнине пӗлесшӗн пулнӑ. Вӗсем ҫакна акӑ мӗнле тунӑ. Кам та пулин пӗр-пӗр ыйтӑва ҫӗкленӗ, вара пурте пӗрле ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ Библири пур сӑвӑ йӗркине пӑхса тухнӑ. Кайран вара хӑйсем тӗпчесе мӗн пӗлнине ҫырса хунӑ. Иегова пулӑшнипе ҫав христиансем Библири тӗп чӑнлӑхсене ӑнланма пултарнӑ, ҫак чӑнлӑхсем халӗ те пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.
2. Мӗншӗн пророкла сӑмахсене тӗрӗс ӑнланма йывӑр пулма пултарать?
2 Анчах та каярахпа Библи тӗпчекен ҫав ушкӑн ҫакна курнӑ: вӗсем Библири тӗп вӗрентӳсене ӑнланнӑ пулсан та, унта ҫырнӑ пророкла сӑмахсене ӑнланма вӗсене ҫӑмӑлах пулман. Мӗншӗн? Пӗрремӗшӗнчен, пророкла каланисене час-часах вӗсем пурнӑҫланнӑ чухне е пурнӑҫлансан тин лайӑх ӑнланма пулать. Иккӗмӗшӗнчен, пророкла каланисене тӗрӗс ӑнланас тесен контекста шута илмелле. Пӗр вак-тӗвек ҫинче чарӑнса тӑрса урӑххисене шута илмесен пророкла сӑмахсене тӗрӗс мар ӑнланма пулать. Иоиль кӗнекинче ҫырнӑ пророкла каланипе ҫапла пулса тухнӑ та пулас. Айтӑр ҫав пророкла сӑмахсене аса илер те мӗншӗн вӗсене урӑхла ӑнланмаллине пӑхса тухар.
3, 4. Иоиль 2:7—9 сӑвӑ йӗркисенче пророкла каланине эпир ку таранччен мӗнле ӑнланнӑ?
Иоиль 2:7—9 вуласа парӑр. Иоиль пророкла каланӑ тӑрӑх, Израиль ҫӗрӗ ҫине шӑрчӑк пӗлӗт пек тапӑнса пырӗ. Вӑл ҫав шӑрчӑксен шӑлӗсем тата янах шӑммисем «арӑсланӑнни евӗр» тата вӗсем веҫех ҫисе ярӗҫ тенӗ (Иоиль 1:4, 6). Нумай ҫул хушши эпир ҫапла шутланӑ: никам та чарма пултарайман шӑрчӑксем — ырӑ хыпара пӗлтерекен Турӑ халӑхӗ. Вӗсем тӑвакан ӗҫ «ҫӗр» ҫинче мӗн пуррине веҫех пӗтерет, урӑхла каласан, тӗн пуҫлӑхӗсене итлесе пурӑнакансене аптратса ӳкерет тенӗ *.
34 Иоиль 2:7—9 сӑвӑ йӗркисене ҫеҫ пӑхсан ҫавӑн пек ӑнлантарса пани тӗрӗс пек туйӑнать. Анчах та контекста шута илсен ҫак пророкла сӑмахсене урӑхла ӑнланмалла. Айтӑр тӑватӑ сӑлтава пӑхса тухар.
МӖНШӖН ПРОРОКЛА КАЛАНИНЕ ҪӖНӖЛЛЕ ӐНЛАНТАРСА ПАМАЛЛА?
5, 6. a) Иоиль 2:20 вуланӑ хыҫҫӑн мӗнле ыйту сиксе тухать? ӑ) Иоиль 2:25 вуланӑ хыҫҫӑн мӗнле ыйту сиксе тухать?
5 Пӗрремӗшӗнчен, Иегова шӑрчӑк пирки ҫапла сӑмах панӑ: «Ҫурҫӗртен килнине [шӑрчӑка] сирӗн патӑртан... хӑваласа кӑларӑп» (Иоиль 2:20). Шӑрчӑксем Иегова Свидетелӗсене, Иисуса итлесе ырӑ хыпар саракансене тата вӗренекенсене хатӗрлекенсене, пӗлтереҫҫӗ пулсан мӗншӗн-ха Иегова вӗсене хӑваласа кӑларма сӑмах парать? (Иез. 33:7—9; Матф. 28:19, 20). Паллах ӗнтӗ, Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене мар, хӑйӗн халӑхӗн тӑшманӗсене хӑваласа ярать.
6 Иккӗмӗшӗнчен, Иоиль 2:25 сӑвӑ йӗркинче мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Иегова ҫапла калать: «Сирӗн ҫине янӑ Хамӑн аслӑ ҫарӑм — хӗрлӗ шӑрчӑк, тырӑ хурчӗ, ытти хурт-кӑпшанкӑпа нӑрӑ — ҫисе янӑ ҫулхисемшӗн ырӑлӑхпа тавӑрса парӑп сире». Асӑрхӑр-ха, кунта Иегова шӑрчӑк кӳнӗ сиеншӗн «ырӑлӑхпа тавӑрса парӑп сире» тет. Апла, шӑрчӑк Патшалӑх ҫинчен калакансене сӑнласа парать пулсан, вӗсен хыпарӗ ҫынсене сиен кӳмелле. Чӑннипе вара, ҫак хыпар ҫынсен пурнӑҫӗсене ҫӑлать тата ҫылӑх туса пурӑнакансене ӳкӗнме хавхалантарать (Иез. 33:8, 19). Ҫакӑ ҫынсемшӗн чӑн-чӑн пиллӗх пулма пултарать!
7. Иоиль 2:28, 29 сӑвӑ йӗркисенчи «ҫавӑн хыҫҫӑн» текен сӑмахсем мӗн ӑнланма пулӑшаҫҫӗ?
7 Иоиль 2:28, 29 вуласа парӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен, событисем мӗнле йӗркепе пулса пынине пӑхса тухар. Иегова хӑйӗн святой сывлӑшне «ҫавӑн хыҫҫӑн», урӑхла каласан, шӑрчӑк хӑйӗн ӗҫне туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, антарӑп тенӗ. Шӑрчӑк Патшалӑх хыпарҫисене пӗлтерет пулсан, мӗншӗн вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе туса пӗтернӗ хыҫҫӑн Иегова вӗсене святой сывлӑшне паратӑп тенӗ? Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова Свидетелӗсем хӑйсене хирӗҫ тӑнине, ӗҫ-хӗлне чарса лартнине пӑхмасӑрах вун-вун ҫул хушши ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Иегова хӑйӗн хӑватлӑ святой сывлӑшӗпе пулӑшман пулсан вӗсем ҫакна тӑвайман пулӗччӗҫ.
8. Ӳлӗмхине 9:1—11 сӑвӑ йӗркисенчи шӑрчӑк кама сӑнласа парать? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
8 Ӳлӗмхине 9:1—11 вуласа парӑр. Халӗ айтӑр тӑваттӑмӗш сӑлтава пӑхса тухар. Малтан эпир Иоиль кӗнекинче ҫырнӑ пророкла сӑмахсене ырӑ хыпар сарас ӗҫпе ҫыхӑнтарнӑ, мӗншӗн тесен Ӳлӗмхине кӗнекере те ҫакӑн евӗрлӗ пророкла калани пур. Ӳлӗмхине кӗнекере ҫырса панӑ шӑрчӑксен пичӗсем этем пичӗ евӗрлӗ, пуҫӗсем ҫинче вара — «ылтӑн пуҫкӑшӑль пекки» (Ӳлӗм. 9:7). Унта каланӑ тӑрӑх, вӗсем «ҫамки ҫине Турӑ пичечӗ пусман ҫынсене [Туррӑн тӑшманӗсене] ҫеҫ сиен» тӑваҫҫӗ. Ҫакӑ пилӗк уйӑха тӑсӑлать — шӑрчӑк вӑтамран шӑп ҫавӑн чухлӗ пурӑнать (Ӳлӗм. 9:4, 5). Ҫакӑн пек калани святой сывлӑшпа суйласа илнисене сӑнласа парать: вӗсем Турӑ ҫак усал тӗнче пирки йышӑннӑ приговорсене хӑюллӑн пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ вара ҫак тӗнче майлӑ тӑракансене питӗ килӗшмест.
9. Иоиль тата Иоанн курнӑ шӑрчӑксем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?
9 Паллах, Ӳлӗмхине кӗнекери пророкла сӑмахсемпе Иоиль ҫырнӑ сӑмахсем хушшинче пӗрпеклӗхсем пур. Ҫавах вӗсем хушшинче пысӑк уйрӑмлӑхсем те пур. Мӗнле уйрӑмлӑхсем вӗсем? Иоиль пророк ҫырнӑ тӑрӑх, шӑрчӑк хӑйӗн ҫулӗ ҫинче тӗл пулакан пур ӳсен-тӑрана та ҫисе ярать (Иоиль 1:4, 6, 7). Иоанн курнӑ курӑнура вара «шӑрчӑка ҫӗр ҫинчи курӑка... сиен тума хушман» (Ӳлӗм. 9:4). Иоиль курнӑ шӑрчӑк ҫурҫӗртен килнӗ (Иоиль 2:20). Иоанн курни вара тӗпсӗр шӑтӑкран тухнӑ (Ӳлӗм. 9:2, 3). Иегова Иоиль ҫырса панӑ шӑрчӑка хӑваласа ярать. Иоанн курнӑ тӑрӑх вара, Иегова шӑрчӑка хӑваласа ямасть, вӑл ӑна пуҫланӑ ӗҫе туса пӗтерме ирӗк парать. Иегова ҫав шӑрчӑка ырламасть тесе Библире ниҫта та каламан. (« Шӑрчӑк ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем. Вӗсем мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?» рамкӑна пӑхӑр.)
10. Библири пӗр сӑнарах тӗрлӗ япалана пӗлтерме пултарать-и? Тӗслӗхпе ӑнлантарса парӑр.
Ӳлӗмхине 5:5-мӗшӗнче Иисус пирки «Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан» тенӗ, 1 Петр 5:8-мӗшӗнче вара Шуйттан пирки «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан» тесе каланӑ. Эпир пӑхса тухнӑ тӑватӑ сӑлтав Иоиль каланӑ пророкла сӑмахсене урӑхла ӑнлантарса памаллине кӑтартса параҫҫӗ. Апла вӗсене мӗнле ӑнланмалла-ши?
10 Ҫак пророкла сӑмахсем уйрӑлса тӑни вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнманнине кӑтартса парать. Апла пулсан, Иоиль тата Иоанн курнӑ шӑрчӑк пӗр япаланах пӗлтермест. Библире ҫырса панӑ пӗр сӑнарах тӗрлӗ япалана пӗлтерме пултарать. Тӗслӗхрен,ПРОРОКЛА КАЛАНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
11. Шӑрчӑк кама сӑнласа панине ӑнланма Иоиль 1:6; 2:1, 8, 11 сӑвӑ йӗркисем мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
11 Ҫак пророкла сӑмахсемпе ҫыхӑннӑ ытти сӑвӑ йӗркисене пӑхсан вӗсенче ҫар тапӑнни ҫинчен сӑмах пыни курӑнать (Иоиль 1:6; 2:1, 8, 11). Иегова израильтянсене хӑйне итлеменшӗн наказани пама хӑйӗн аслӑ ҫарне (Вавилон ҫарне) яратӑп тесе каланӑ (Иоиль 2:25). Вӑл ҫав ҫар пирки «ҫурҫӗртен килни» тенӗ, мӗншӗн тесен вавилонянсен Израиль ҫине ҫурҫӗр енчен тапӑнмалла пулнӑ (Иоиль 2:20). Вавилон ҫарӗ лайӑх йӗркеленнӗ шӑрчӑк пӗлӗчӗ евӗр пулнӑ. Иоиль ҫав ҫар пирки ҫапла каланӑ: «Кашнийӗ хӑйӗн сукмакӗпе пырать... Хула тӑрӑх чупаҫҫӗ, хӳме ҫине хӑпараҫҫӗ, ҫуртсем ҫине улӑхаҫҫӗ, вӑрӑсем пек, чӳречерен кӗреҫҫӗ» (Иоиль 2:8, 9). Иоиль мӗн ҫырса панине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: пур вырӑнта та Вавилон ҫар ҫыннисем, вӗсенчен пытанма май ҫук, никам та хӑтӑлаймӗ!
12. Иоиль шӑрчӑк ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?
12 Пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта вавилонянсем (е халдейсем) Иерусалима шӑрчӑк пӗлӗчӗ пек хупласа илнӗ. Библире кун пирки ҫапла ҫырса кӑтартнӑ: «Вара Вӑл [Иегова] вӗсем ҫине Халдея патшине янӑ, лешӗ вӗсенӗн яш ачисене хӑйсен сӑваплӑ Ҫуртӗнчех хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ... яш ачана та, хӗре те, ваттине те, кӑвак ҫӳҫлине те хӗрхенмен: Турӑ пурне те Халдея патшин аллине панӑ. Турӑ Ҫуртне ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмине аркатнӑ, унти пӗтӗм кермене вутҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, унти мӗнпур хаклӑ япалана тӗп тунӑ» (2 Ҫулс. 36:17, 19). Вавилонянсем Иерусалима тӗп тунӑ хыҫҫӑн ҫынсем ун пирки ҫапла ҫеҫ калама пултарнӑ: «Ку вӑл — пушхир, кунта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук, ӑна халдейсен аллине панӑ» (Иер. 32:43).
13. Иеремия 16:16, 18 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ пророкла сӑмахсем мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парӑр.
13 Иоиль хӑйӗн пророкла сӑмахӗсене ҫырнӑ хыҫҫӑн пӗр 200 ҫул иртсен, Иегова Иеремия урлӑ Вавилон ҫыннисем тапӑнасси пирки тата тепӗр япала уҫса панӑ. Вӑл вавилонянсем усал тӑвакан израильтянсене шырӗҫ тата тыткӑна илсе кайӗҫ тенӗ. Иеремия 16:16, 18 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Акӑ Эпӗ нумай-нумай пулӑҫӑ ярӑп та, вӗсене тытма пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, кайран нумай-нумай сунарҫӑ ярӑп та, ҫавсем вӗсене кашни ту ҫинчен, кашни сӑрт ҫинчен, ту хушӑкӗсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемпе ҫылӑхӗсемшӗн икӗ хут ытла тавӑрӑп». Ӳкӗнмен израильтянсем Вавилон ҫыннисенчен тарӑн тинӗссенче те, ҫӑра вӑрмансенче те пытанса хӑтӑлаймӗҫ.
ЛАЙӐХ ХЫПАРСЕМ
14. Иоиль 2:28, 29 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем хӑҫан пурнӑҫланнӑ?
14 Иоиль кӗнекинче лайӑх хыпарсем те пур. Ҫӗр каллех тулӑхлӑ пулӗ (Иоиль 2:23—26). Пуласлӑхра нумайӑшӗ чӑнлӑха пӗлме пултарӗҫ. Иегова ҫапла сӑмах панӑ: «Пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп, сирӗн ывӑлӑрсемпе сирӗн хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ... Ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп» (Иоиль 2:28, 29). Иегова хӑйӗн святой сывлӑшне израильтянсем Вавилонтан тӑван ҫӗре таврӑнсассӑн тӳрех антарман. Ҫакна вӑл чылай каярах, пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче, тунӑ. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?
15. Апостолсен ӗҫӗсем 2:16, 17 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Петр Иоиль 2:28-мӗшӗнчи сӑмахсене мӗнле улӑштарнӑ? Ҫакӑ мӗне пӗлтерет?
15 Турӑ хавхалантарнипе Петр апостол Иоиль 2:28, 29 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсене пӗр тӗлӗнмелле событипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак событи пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун ирхине, пӗр 9 сехетсенче, Христосӑн вӗренекенӗсем ҫине Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшне антарнӑ, вара вӗсем «Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен» калама пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 2:11). Иегова Петра Иоиль каланӑ сӑмахсене кӑшт улӑштарма хавхалантарнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:16, 17 вуласа парӑр.) Петр хӑш сӑмахсене улӑштарнине эсир асӑрхарӑр-и? Вӑл «ҫавӑн хыҫҫӑн» вырӑнне «юлашки кунсенче» тенӗ. Петр апостол Иегова хӑйӗн святой сывлӑшне «юлашки кунсенче» «пурин ҫине те» антарӗ тенӗ. Контекст тӑрӑх, «юлашки кунсем» пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта Иерусалимпа унти храма тӗп тӑвиччен юлнӑ вӑхӑта пӗлтереҫҫӗ. Апла пулсан, Иоиль пророкла калани темиҫе ӗмӗр иртсен ҫеҫ пурнӑҫланнӑ.
16. Туррӑн святой сывлӑшӗ пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене мӗнле пулӑшнӑ тата пире мӗнле пулӑшса тӑрать?
16 Турӑ пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем ҫине святой сывлӑш антарнӑ хыҫҫӑн, вӗсем пӗтӗм тӗнчипех ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Павел Колоссӑ ҫыннисем патне ҫыру ҫырнӑ тӗле (пирӗн эрӑри 61-мӗш ҫулта пулас) «Ырӑ Хыпара ӗнтӗ тӗнчере мӗн пуррине пурне те пӗлтернӗ» Кол. 1:23). Урӑхла каласан, Павел пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсем ҫитме пултарнӑ пур вырӑна та ырӑ хыпар сарӑлнӑ. Иеговӑн хӑватлӑ святой сывлӑшӗ пулӑшнипе ырӑ хыпар сарас ӗҫ паянхи вӑхӑтра нихҫанхинчен те анлӑрах — «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех» — сарӑлнӑ! (Ап. ӗҫ. 13:47). (« Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп» рамкӑна пӑхӑр.)
теме пулать (МӖН УЛШӐНЧӖ?
17. Иоиль шӑрчӑк ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсене эпир халӗ мӗнле ӑнланатпӑр?
17 Мӗн улшӑнчӗ? Иоиль 2:7—9 сӑвӑ йӗркисенче пророкла каланине эпир халӗ тӗрӗсрех ӑнланатпӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркисенче эпир ырӑ хыпара хастаррӑн сарни ҫинчен мар, пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Вавилон ҫарӗ Иерусалим ҫине тапӑнни ҫинчен каланӑ.
18. Туррӑн ӗҫлекенӗсемшӗн мӗн улшӑнман?
18 Мӗн улшӑнмарӗ? Иегова Свидетелӗсем пур вырӑнта та тӗрлӗ-тӗрлӗ майпа усӑ курса малалла та ырӑ хыпара сараҫҫӗ (Матф. 24:14). Пуҫлӑхсем пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартсан та эпир ырӑ хыпар сарма пӑрахмастпӑр. Иегова пулӑшнипе эпир ҫак ӗҫе нихҫанхинчен те хастарлӑрах туса тӑратпӑр — Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара хӑюллӑн пӗлтеретпӗр! Эпир хамӑра кӗҫӗне хурса Иегова пире пророкла сӑмахсене ӑнланма пулӑшасса шанса тӑратпӑр тата вӑхӑт ҫитсен вӑл пире «пур тӗрлӗ чӑнлӑха» пӗлтересси пирки пӗртте иккӗленместпӗр! (Иоанн 16:13).
97-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ Турӑ Сӑмахӗнчен килет
^ 5 абз. Нумай ҫул хушши эпир Иоиль кӗнекинчи 1-мӗшпе 2-мӗш сыпӑксенче каланӑ пророкла сӑмахсем пирӗн вӑхӑтри ырӑ хыпар сарас ӗҫпе ҫыхӑннӑ тесе шутланӑ. Анчах та тӑватӑ сӑлтава пула ҫак пророкла сӑмахсен пӗлтерӗшӗ урӑхла пулни курӑнать. Мӗнле сӑлтавсем вӗсем?
^ 3 абз. Сӑмахран, 2009 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Мудрость Иеговы видна в творении» статьяри 14—16 абзацсене пӑхӑр.