50-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
«Вилнисем епле чӗрӗлсе тӑрӗҫ?»
«Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? ...Ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» (1 КОР. 15:55)..
141-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ — хаклӑ парне
ҪАК СТАТЬЯРА *
1, 2. Мӗншӗн пур христианинӑн та пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ытларах пӗлмелле?
ХАЛЬХИ вӑхӑтра пурӑнакан Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен ытларахӑшӗ ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанать. Анчах та хӑш-пӗр христиансем, святой сывлӑшпа суйласа илнисем, пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Паллах, пӗлӗтри пурнӑҫ мӗнле пуласси вӗсене питӗ интереслентерет, анчах та мӗншӗн ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансене те интереслентермелле? Мӗншӗн тесен святой сывлӑшпа суйласа илнисем чӗрӗлсе тӑрсан мӗн туни ҫӗр ҫинче пурӑнакансене нумай пиллӗх кӳрет. Ҫавӑнпа кирек ӑҫта пурӑнма шансан та пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен эпир ытларах пӗлесшӗн.
2 Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Христосӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем Турӑ хавхалантарнипе пӗлӗтре чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ҫырнӑ. Вӗсенчен пӗри Иоанн апостол пулнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем; анчах пире мӗн пуласси паллӑ мар-ха. Пӗр ҫакна анчах пӗлетпӗр: ҫавӑ паллӑ пулсассӑн, Христос евӗрлӗ пулӑпӑр» (1 Иоанн 3:2). Урӑхла каласан, святой сывлӑшпа суйласа илнисем чӗрӗлсе тӑрсан хӑйсем мӗнлерех пулса тӑрассине тӗп-тӗрӗс калама пултараймаҫҫӗ. Анчах та ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать: вӗсем Иеговӑна курӗҫ. Библире пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси мӗнлерех пулассине вак-тӗвек таранах ҫырса паман. Анчах та Павел мӗн ҫырни хӑш-пӗр япаласене ӑнланма пулӑшать. Христос «пур тӗрлӗ пуҫлӑха та, тӗрлӗ ирӗке те, хӑвата та» тата юлашки тӑшмана та — вилӗме — пӗтернӗ чухне святой сывлӑшпа суйласа илнисем унпа пӗрле пӗлӗтре пулӗҫ. Юлашкинчен вара Иисус тата унпа пӗрле патшара ларакансем хӑйсем те Иеговӑна пӑхӑнӗҫ тата мӗн пуррине пурне те ӑна пӑхӑнтарӗҫ (1 Кор. 15:24—28). Ун чухне мӗн тери телейлӗ вӑхӑт пулӗ! *
3. 1 Коринф 15:30—32 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненни Павела мӗнле пулӑшнӑ?
3 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненни Павела йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. (1 Коринф 15:30—32 вуласа парӑр.) Вӑл Коринфри христиансем патне «эпӗ кашни кун вилес пекех» тесе ҫырса янӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Эфесра тискер кайӑксемпе кӗрешни ҫинчен каланӑ. Тен, Павелӑн чӑнах та Эфесра арена ҫинче тискер кайӑксемпе кӗрешме тивнӗ (2 Кор. 1:8; 4:10; 11:23). Е вӑл «тискер кайӑксем» тесе хӑйне хӗсӗрлекен иудейсем е ытти ҫынсем ҫинчен каланӑ (Ап. ӗҫ. 19:26—34; 1 Кор. 16:9). Кирек мӗнле пулсан та, Павел тӗрлӗ хӑрушлӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл малашлӑха шанчӑкпа пӑхнӑ (2 Кор. 4:16—18).
4. Мӗншӗн вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненни христиансене вӑй кӗртет? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
4 Хальхи вӑхӑт пирки лӑпкӑ тесе калаймӑн, эпир хӑрушӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Хӑш-пӗр тӑвансем вӑрӑ-хурахсенчен шар кураҫҫӗ. Теприсем пурӑнакан вырӑнта вӑрҫӑ пырать. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вара пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ, ҫавӑнпа пирӗн тӑвансене Иеговӑна ӗненнӗшӗн тӗрмене лартма е вӗлерме те пултараҫҫӗ. Анчах та ҫав тӑвансем парӑнмаҫҫӗ, малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх. Вӗсем ҫакна ҫирӗп шанаҫҫӗ: хӑйсем халӗ вилсен те Иегова вӗсене ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма чӗртсе тӑратӗ.
5. Мӗнле шухӑш-кӑмӑла пула эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки иккӗленме пуҫлама пултаратпӑр?
5 Павел христиансене ҫапла шухӑшласран асӑрхаттарнӑ: «Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн... Эппин, ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр!» Вӑл христиансене Исаия 22:13-мӗшӗнчи сӑмахсене аса илтернӗ пулас. Исаия пурӑннӑ вӑхӑтра та израильтянсен ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл пулнӑ. Вӗсем хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене хаклама пӑрахнӑ та хӑйсен кӑмӑлне ҫырлахтарассишӗн ҫеҫ пурӑнма пуҫланӑ. Ҫав израильтянсем, хальхи вӑхӑтра пурӑнакан ҫынсем пекех, «ӗмӗр иккӗ килмест» тесе каланӑ теме пулать. Анчах та ҫакӑ ним лайӑххи патне те илсе ҫитермен (2 Ҫулс. 36:15—21).
6. Вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненни туссене пӗлсе суйлама мӗнле пулӑшать?
6 Турӑ вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратасса эпир ӗненетпӗр. Ҫакӑ пире туссене пӗлсе суйлама пулӑшать. Коринфри христиансен кам вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненмен, ҫавсемпе хутшӑнмалла пулман. Апла, пирӗн те кам паянхи кунпа ҫеҫ пурӑнать тата хӑйӗн кӑмӑлне ҫеҫ ҫырлахтарма тӑрӑшать, ҫавсемпе ҫывӑх хутшӑнасран сыхланмалла. Ҫакӑн пек ҫынсемпе хутшӑннине пула пирӗн шухӑш-кӑмӑл пӑсӑлма пултарать, вара эпир Турӑ курайман ӗҫе — ҫылӑх тума пултаратпӑр. Акӑ мӗншӗн Павел христиансем патне «тӑна кӗрӗр, ҫылӑх тума чарӑнӑр» тесе ҫырнӑ (1 Кор. 15:33, 34).
ВИЛНИСЕМ МӖНЛЕ КӖЛЕТКЕПЕ ЧӖРӖЛСЕ ТӐРӖҪ?
7. 1 Коринф 15:35—38 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, хӑш-пӗрисем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки мӗн ыйтма пултарнӑ?
7 1 Коринф 15:35—38 вуласа парӑр. Христианина вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки иккӗлентерсе ярас тесе хӑш-пӗрисем ҫапла ыйтма пултарнӑ: «Вилнисем епле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? вӗсем мӗнле ӳтпе чӗрӗлсе килӗҫ?» Пирӗн ҫак ыйту ҫине Павел мӗнле хуравланине пӑхса тухмалла, мӗншӗн тесен хальхи вӑхӑтра ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки ҫынсем тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ. Библи вара мӗне вӗрентет?
8. Ҫынна чӗртсе тӑратнӑ чухне Турӑ ӑна урӑх кӗлетке пама пултарнине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?
8 Ҫын вилсен унӑн кӗлетки ҫӗрсе пӗтет. Анчах та Иегова, нимрен Ҫут тӗнчене тунӑскер, вилнӗ ҫынна чӗртсе тӑратма пултаратех (Пулт. 1:1; 2:7). Пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ чухне Павел тырӑ пӗрчи ҫинчен калакан тӗслӗх илсе панӑ. Тырӑ пӗрчинчен шӑтса ӳснӗ ӳсентӑран унран пачах уйрӑлса тӑрать. Ҫак тӗслӗх мӗн ӑнланма пулӑшать? Турӑ ҫынна пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратас терӗ пулсан, вӑл ӑна ҫӗр ҫинче пулнӑ кӗлеткипе мар, урӑх кӗлеткепе чӗртсе тӑратать. Эппин, этеме тунӑ Турӑ ҫынна чӗртсе тӑратнӑ чухне ӑна мӗнле кӗлетке парас тет, ҫавна парать.
9. 1 Коринф 15:39—41 сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫинчен каланӑ?
9 1 Коринф 15:39—41 вуласа парӑр. Павел Ҫут тӗнчере мӗн пурри пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрать тесе палӑртнӑ. Сӑмахран, выльӑхсен, вӗҫен кайӑксен, пулӑсен кӗлеткисем пӗр пек мар. Унсӑр пуҫне, Павел хӗвел уйӑхран уйрӑлса тӑрать тесе тата «ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та ҫути пӗр мар» тесе ҫырнӑ. Ҫӗр ҫинчен пӑхсан ҫӑлтӑрсем тӗрлӗрен пулнине эпир курмасан та пултаратпӑр, анчах та ученӑйсем каланӑ тӑрӑх, питӗ пӗчӗк тата питӗ пысӑк ҫӑлтӑрсем, шурӑ, хӗрлӗ е хӗвел пек сарӑ ҫӑлтӑрсем пур. Унсӑр пуҫне, Павел тӳперисен тата ҫӗр ҫинчисен кӗлеткисем тӗрлӗрен тенӗ. Урӑхла каласан, ҫӗр ҫинче пурӑнакансен кӗлеткисем ӳтпе юнран тӑраҫҫӗ, пӗлӗтре пурӑнакансем вара сывлӑшсем, вӗсенӗн кӗлеткисем ангелсенни пек.
10. Пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑнисен мӗнле кӗлетке пулӗ?
Пулт. 3:19). Апла пулсан, мӗнле майпа вилнисем «ҫӗрми пулса» чӗрӗлсе тӑма пултараҫҫӗ? Павел кунта Илия, Елисей тата Иисус чӗртсе тӑратнӑ ҫынсем ҫинчен каламан, ҫав ҫынсене ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ вӗт. Павел пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансем ҫинчен каланӑ. Вӗсен кӗлетки ангелсенни пекех пулӗ (1 Кор. 15:42—44).
10 Павел малалла мӗн ҫырнине асӑрхӑр-ха: «Вилнисем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне те ҫапла пулӗ: ҫӗре ҫӗрекенни кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать». Паллах, ҫын вилсен унӑн ӳчӗ ҫӗрсе пӗтет те тӑпра пулать (11, 12. Чӗрӗлсе тӑрсан Иисус мӗнле улшӑннӑ тата святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем чӗрӗлсе тӑрсан мӗнле улшӑнаҫҫӗ?
11 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисусӑн кӗлетки ытти ҫынсен кӗлетки пекех пулнӑ. Чӗрӗлсе тӑрсан вара вӑл «чӗрӗ тӑвакан Сывлӑш» пулса тӑрса пӗлӗте таврӑннӑ. Ун евӗрлех, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем чӗрӗлсе тӑрсан пӗлӗтре пурӑнма май паракан кӗлеткесем илӗҫ. Ҫакӑн пирки Павел ҫапла ҫырнӑ: «Эпир, тӑпраран пулнӑ ҫын сӑнарлӑ пулнӑ пек, Тӳпери сӑнарлӑ та пулӑпӑр» (1 Кор. 15:45—49).
12 Ҫакна та палӑртмалла: Иисус чӗрӗлсе тӑрсан унӑн кӗлетки ҫынсенни пек пулман. Павел «ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗме пултараймаҫҫӗ» тесе ҫырнӑ (1 Кор. 15:50). Ҫавӑнпа апостолсен тата святой сывлӑшпа суйласа илнӗ ытти христиансен те пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрсан ӳтпе юнран тӑракан кӗлетке пулма пултарайман, ҫак кӗлетке ҫӗрет вӗт. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен хӑҫан чӗрӗлсе тӑмалла пулнӑ? Павел ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫакӑ вӗсем вилсен тӳрех пулман, пуласлӑхра пулмалла пулнӑ. Павел Коринф ҫыннисем патне пӗрремӗш ҫырӑва ҫырнӑ чухне Христосӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем, сӑмахран, Иаков апостол, вилнӗ пулнӑ ӗнтӗ (Ап. ӗҫ. 12:1, 2). Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ ытти христиансем вара, ҫав вӑхӑтра чӗрӗ пулнӑ пулсан та, ҫав-ҫавах каярахпа вилнӗ (1 Кор. 15:6).
ВИЛӖМЕ ҪӖНТЕРНИ
13. Библире каланӑ тӑрӑх, Христос патшана ларсан мӗн пулмалла?
13 Иисус та, Павел та этемлӗх историйӗнчи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр пирки каланӑ. Ҫак тапхӑр Христос патшана ларсан пуҫланмалла пулнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе вӑрҫӑсем, ҫӗр чӗтреннисем, эпидемисем тата ытти хӑрушӑ инкексем пулмалла пулнӑ. Ҫак паллӑсем 1914 ҫултан палӑрма пуҫланӑ. Хӑй патшана ларнӑ хыҫҫӑн мӗн пуласси ҫинчен каланӑ чухне Иисус ҫакна та палӑртнӑ: Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыни ҫинчен калакан ырӑ хыпара пур халӑха та пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ, вара «пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матф. 24:3, 7—14). Павел каланӑ тӑрӑх вара, Христос патшана ларсан Турӑ вилнӗ христиансене, святой сывлӑшпа суйласа илнисене, чӗртсе тӑратӗ (1 Фес. 4:14—16; 1 Кор. 15:23).
14. Христос патшара ларнӑ чухне вилекен христиансемпе, святой сывлӑшпа суйласа илнисемпе, мӗн пулать?
14 Халӗ пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем вилсен тӳрех пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ. Ҫакна 1 Коринф 15:51, 52 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ Павелӑн сӑмахӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Эпир пурте вилмӗпӗр, анчах пурте улшӑнӑпӑр: трупапа юлашкинчен кӑшкӑртнӑ чухне сасартӑк, пӗрре куҫ хупса иличчен, улшӑнса тӑрӑпӑр». Ҫак сӑмахсем хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланаҫҫӗ. Паллах, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем чӗрӗлсе тӑрсан питӗ савӑнӗҫ, вӗсем яланах «Ҫӳлхуҫапа пӗрле» пулӗҫ вӗт (1 Фес. 4:17).
15. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрсан мӗн тӑвӗҫ?
Ӳлӗм. 2:26, 27; 19:11—15). Иисуспа пӗрле вӗсем халӑхсене тимӗр туяпа кӗтӗҫ (Ӳлӗм. 19:11—15).
15 Святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрсан мӗн тӑвӗҫ? Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫсене вӗҫне ҫитичченех туса тӑракана, суя тӗнлӗ халӑхсен пуҫлӑхӗ тӑвӑп. Вӗсене вӑл тимӗр туяпа кӗтӗ, вӗсене тӑм савӑта аркатнӑ пек ҫапса салатӗ. Эпӗ Хам та Аттемрен ҫавӑн пек ирӗк илтӗм» (16. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем тата Турра шанчӑклӑ ытти ҫынсем мӗнле майпа вилӗме ҫӗнтерӗҫ?
16 Святой сывлӑшпа суйласа илнисем вилӗме ҫӗнтерӗҫ (1 Кор. 15:54—57). Чӗрӗлсе тӑнине пула вӗсем Армагеддон вӑрҫинче ҫӗр ҫинчи усаллӑха пӗтерме пулӑшма пултарӗҫ. Хӑрушла асап витӗр тухнӑ ытти христиансем те вилӗме ҫӗнтернине курӗҫ (Ӳлӗм. 7:14). Малтан вилнӗ миллиард-миллиард ҫын вӗсен куҫӗ умӗнче чӗрӗлсе тӑрӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ҫак ҫӗнтерӳ ҫынсене мӗн тери савӑнтарӗ! (Ап. ӗҫ. 24:15). Вара Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ ҫынсем Адамран куҫнӑ вилӗме ҫӗнтерӗҫ — вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ.
17. 1 Коринф 15:58-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла?
17 Павел хӑйӗн ҫырӑвӗнче вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калакан йӑпатакан сӑмахсемшӗн пирӗн пурин те пархатарлӑ пулмалла. Павел панӑ канаша — «Унӑн [Ҫӳлхуҫан] ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр» текен канаша — итлеме пирӗн пур сӑлтав та пур. (1 Коринф 15:58 вуласа парӑр.) Ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнсан эпир пуласлӑхра телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарӑпӑр. Ун чухне пурнӑҫ эпир кӗтнинчен те лайӑхрах пулӗ тата эпир Ҫӳлхуҫашӑн хамӑр ӗҫлени ахаль пулманнине уҫҫӑн курӑпӑр.
140-МӖШ ЮРӐ Тинех ӗнтӗ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ!
^ 5 абз. Коринф ҫыннисем патне янӑ пӗрремӗш ҫырури 15-мӗш сыпӑкри иккӗмӗш пайӗнче вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен кӑшт тӗплӗнрех ҫырса панӑ. Ҫак ҫырӑва Павел пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑракан христиансем валли ҫырнӑ пулин те, унти шухӑшсем ытти сурӑхсем шутне кӗрекен христиансемшӗн те усӑллӑ. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине пӗлни пире халӗ мӗнле усӑ парать тата малашлӑха шанчӑкпа пӑхма мӗнле пулӑшать? Ҫакна эпир ку статьяран пӗлӗпӗр.
^ 2 абз. 1 Коринф 15:29-мӗшӗнче Павел каланӑ сӑмахсене ҫак кӑларӑмри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» рубрикӑра ӑнлантарса панӑ.