Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

49-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса эпир ҫирӗп шанатпӑр!

Вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса эпир ҫирӗп шанатпӑр!

«Вилнӗ ҫынсем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп» (АП. ӖҪ. 24:15).

151-МӖШ ЮРӐ Эпӗ чӗнсен...

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен мӗнле чаплӑ шанчӑк пур?

КАШНИ ҫын мӗне те пулин шанать. Пӗрисем хӑйсен ҫирӗп ҫемье пуласса, теприсем ачисем ҫирӗп сывлӑхлӑ пуласса тата теприсем йывӑр чиртен сываласса шанаҫҫӗ. Тен, эпир те ҫавнах шанатпӑр. Унсӑр пуҫне, христиансем пулнӑ май эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тата хамӑрӑн вилнӗ ҫывӑх ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса шанатпӑр. Ҫакӑн пек шанчӑк вара пуринчен те хаклӑрах.

2 Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп» (Ап. ӗҫ. 24:15). Чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Павел ҫеҫ каламан, ҫакӑн ҫинчен ӗлӗк-авал пурӑннӑ Иов та каланӑ. Вӑл хӑйне Турӑ аса илсе чӗртсе тӑратасса ҫирӗп шаннӑ (Иов 14:7—10, 12—15).

3. Коринф ҫыннисем патне янӑ пӗрремӗш ҫырури 15-мӗш сыпӑкри шухӑшсем пире хӑш тӗлӗшрен пулӑшма пултараҫҫӗ?

3 «Христос ҫинчен чи малтан мӗн пӗлни» ҫинчен каланӑ чухне Павел апостол вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те асӑннӑ (Евр. 6:1, 2). Ҫак чӑнлӑх христиансен тӗп вӗрентӗвӗсенчен пӗри. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Павел Коринф ҫыннисем патне янӑ пӗрремӗш ҫырури 15-мӗш сыпӑкра нумай ҫырнӑ. Ҫырури сӑмахсем пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене питӗ хавхалантарнӑ пулӗ. Эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса тахҫантанпах ӗненетпӗр пулсан та, Павелӑн сӑмахӗсем пире ҫакна тата хытӑрах ӗненме пулӑшӗҫ.

4. Мӗншӗн эпир вилнӗ ҫывӑх ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп шанатпӑр?

4 Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ. Акӑ мӗншӗн эпир хамӑрӑн вилнӗ юратнӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп шанатпӑр. Павел Коринф ҫыннисене ырӑ хыпар каланӑ чухне Христос чӗрӗлсе тӑни ҫинчен те вӗрентнӗ (1 Кор. 15:1, 2). Павел ҫырнӑ тӑрӑх, христианин Христос чӗрӗлсе тӑнине ӗненмест пулсан, вӑл ӗненни кӑлӑхах пулать (1 Кор. 15:17). Апла, Иисус чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр пулсан, ҫывӑх ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса та ҫирӗп ӗненӗпӗр.

5, 6. 1 Коринф 15:3, 4 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӗне шантараҫҫӗ?

5 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ҫырас умӗн Павел ҫак виҫӗ чӑнлӑха палӑртнӑ: 1) Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ, 2) ӑна пытарнӑ тата 3) пророкла каланипе килӗшӳллӗн виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ. (1 Коринф 15:3, 4 вуласа парӑр.)

6 Иисус вилни, ӑна пытарни тата каярахпа вӑл чӗрӗлсе тӑни пире мӗн кӑтартса парать? Исаия пророк Мессия ҫинчен ҫапла каласа хунӑ пулнӑ: «Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ... Ӑна хурахсемпе юнашар пытарма палӑртнӑ». Унсӑр пуҫне, Исаия ҫапла та палӑртнӑ: Мессия «нумайӑшӗн ҫылӑхне Хӑй ҫине» илӗ. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме панӑ парне пек парсан ҫак сӑмахсем пурнӑҫа кӗнӗ (Ис. 53:8, 9, 12; Матф. 20:28; Рим 5:8). Иисус вилни, ӑна пытарни тата вӑл чӗрӗлсе тӑни ҫакна шантарать: эпир ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлӑпӑр тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хамӑр ҫывӑх ҫынсене курӑпӑр.

ЧӖРӖЛСЕ ТӐНӐ ИИСУСА НУМАЙ ҪЫН КУРНӐ

7, 8. Иисус чӗрӗлсе тӑнине мӗн ҫирӗплетсе парать?

7 Куртӑмӑр ӗнтӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑнине ӗненес тесен пирӗн Христос чӗрӗлсе тӑнине ӗненмелле. Иегова Иисуса чӑнах та чӗртсе тӑратнине вара мӗн ҫирӗплетсе парать?

8 Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса нумай ҫын курнӑ (1 Кор. 15:5—7). Павел каланӑ тӑрӑх, малтан вӑл Кифӑна, Петр апостола, курӑннӑ. Петр чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса чӑнах та курӑннине ытти вӗренекенсем те ҫирӗплетсе панӑ (Лука 24:33, 34). Кайран Павел Иисус «вуниккӗшне», урӑхла каласан, пур апостола та, курӑннӑ тесе ҫырнӑ. Унтан вара Иисус «пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ». Тен, Павел кунта Матфей 28:16—20 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ Галилейӑри тӗлпулу ҫинчен каланӑ. Иисус Иакова та курӑннӑ (кунта Павел Иисусӑн шӑллӗ ҫинчен калать пулас). Иисус Мессия пулнине Иаков чи малтан ӗненмен (Иоанн 7:5). Анчах та чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса курсан вӑл Иисус Мессия пулнине ӗненме пуҫланӑ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: Павел хӑйӗн ҫырӑвне пирӗн эрӑри 55-мӗш ҫул тӗлнелле ҫырнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса куракансем нумайӑшӗ чӗрӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус чӗрӗлсе тӑни пирки иккӗленекенсем ҫавӑн пирки вӗсенчен ыйтса пӗлме пултарнӑ.

9. Апостолсен ӗҫӗсем 9:3—5 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус чӗрӗлсе тӑнине Павел тата мӗнле ҫирӗплетсе пама пултарнӑ?

9 Каярахпа вара Иисус Павела хӑйне те курӑннӑ (1 Кор. 15:8). Павел (ун чухне ӑна Савл тенӗ) Дамаска кайнӑ чухне тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ та вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ Иисусӑн сассине илтнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 9:3—5 вуласа парӑр.) Ҫакӑ та Иисус чӗрӗлсе тӑнине ҫирӗплетсе панӑ (Ап. ӗҫ. 26:12—15).

10. Иисус чӗрӗлсе тӑнине ҫирӗп ӗненни Павела мӗн тума хавхалантарнӑ?

10 Павел малтан христиансене хытӑ хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та вӑл Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни ҫинчен калани хӑш-пӗр ҫынсене питӗ интереслентерсе яма пултарнӑ. Павел Иисус чӗрӗлсе тӑнине хытӑ ӗненнӗрен ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине ыттисене те ӗнентересшӗн пулнӑ. Турӑ Иисуса чӗртсе тӑратни ҫинчен пӗлтернӗ чухне Павелӑн тем те курма тивнӗ. Ӑна хӗненӗ, тӗрмене хупнӑ тата темиҫе хутчен унӑн карап путнине курма тивнӗ (1 Кор. 15:9—11; 2 Кор. 11:23—27). Ҫак хыпаршӑн ӑна вӗлерме те пултарнӑ, ҫав-ҫавах вӑл хӑй мӗне ҫирӗп ӗненнине калама чарӑнман. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса нумай ҫын курни вӑл чӑнах та чӗрӗлсе тӑнине сире те ӗнентермест-и вара? Ҫакӑ сире вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шантармасть-и вара?

ВИЛНИСЕМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐРАССИ ҪИНЧЕН ТӖРӖС МАР ШУТЛАНИ

11. Мӗншӗн Коринфри хӑш-пӗр христиансем вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен тӗрӗс мар шутланӑ?

11 Коринфри хӑш-пӗр христиансем чӗрӗлсе тӑрасси пирки тӗрӗс мар шутланӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук тесе те каланӑ (1 Кор. 15:12). Мӗншӗн? Хӑш-пӗр христиансем ҫине Афинӑри философсем мӗн калани витӗм кӳме пултарнӑ. Ҫав философсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненекенсенчен тӑрӑхласа кулнӑ (Ап. ӗҫ. 17:18, 31, 32). Теприсем вара ҫынсем чӑннипех те чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ, ҫакӑ вӑл сӑнарлӑн калани ҫеҫ тенӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫылӑхлӑ ҫынсем пирки «вилнӗ» теме пулать, христианин пулса тӑрсан вара ҫын «чӗрӗлсе тӑрать». Ҫав христиансем кирек мӗнле шутланӑ пулсан та, Павел каланӑ тӑрӑх, вӗсем ӗненни кӑлӑхах пулнӑ, мӗншӗн тесен Иисус чӗрӗлсе тӑман пулсан, апла вӑл тӳлесе илме панӑ парнене те паман. Иисус тӳлесе илме панӑ парнене паман пулсан вара, Турӑ ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫарман пулать. Ҫавӑнпа вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненменнисен нимӗнле шанчӑк та пулман (1 Кор. 15:13—19; Евр. 9:12, 14).

12. 1 Петр 3:18, 22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус чӗрӗлсе тӑни ытти ҫынсем чӗрӗлсе тӑнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

12 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Христоса Павел хӑй куҫӗпе курнӑ. Унччен Турӑ хӑш-пӗр ҫынсене чӗртсе тӑратнӑ пулсан та, вӑхӑт иртсен вӗсем ҫав-ҫавах вилнӗ. Иисус чӗрӗлсе тӑни вара пачах урӑхла пулнӑ. Павел Иисус пирки «Вӑл — вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ» тенӗ. Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? Пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑнисенчен Иисус пӗрремӗшӗ пулнӑ (1 Кор. 15:20; Ап. ӗҫ. 26:23; 1 Петр 3:18, 22 вуласа парӑр).

КАМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐРӖ?

13. Адам тата Иисус пирки Павел мӗн ӑнлантарса панӑ?

13 Мӗнле майпа пӗр ҫын вилнине пула миллион-миллион ҫын чӗрӗлсе тӑма пултарать? Павел апостол ҫакна лайӑх ӑнлантарса панӑ. Вӑл Адам ҫылӑхӗ мӗн патне илсе ҫитернине тата Христос вилӗмӗ мӗн панине ҫырса кӑтартнӑ. Павел «вилӗм этем урлӑ ҫитнӗ» тесе ҫырнӑ чухне Адам пирки каланӑ. Адам ҫылӑх тунине пула вӑл хӑй те тата ытти пур ҫын та ҫылӑхлӑ та вилӗмлӗ пулса тӑнӑ. Ӑна пула эпир халӗ те асапланса пурӑнатпӑр. Турӑ Иисуса чӗртсе тӑратнине пула вара пирӗн чаплӑ шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки Павел акӑ мӗн ҫырнӑ: «Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те Этем [Иисус] урлӑ килнӗ. Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (1 Кор. 15:21, 22).

14. Турӑ Адама чӗртсе тӑратӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

14 «Адам урлӑ пурте вилнӗ» тесе Павел кам пирки каланӑ? Вӑл Адам хыҫҫӑн ҫуралнӑ ҫынсем ҫинчен каланӑ. Вӗсем ҫине пурин ҫине те Адамран ҫылӑхпа вилӗм куҫнӑ (Рим 5:12). Анчах та Адам хӑй чӗрӗлсе тӑмӗ. Иисусӑн каҫарттаракан парни Адамӑн ҫылӑхне каҫарттармасть, мӗншӗн тесен Адам пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ чухнех, пӗлсе тӑрсах Турра итлемен. Адам ӗмӗрлӗхех вилнӗ. Унпа мӗн пулни Библире качакасемпе танлаштарнӑ ҫынсемпе мӗн пулассине аса илтерет: «Этем Ывӑлӗ» суд туса вӗсене ӗмӗрлӗхе тӗп тӑвӗ (Матф. 25:31—33, 46; Евр. 5:9).

Пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑнисенчен Иисус пӗрремӗшӗ пулнӑ (15, 16 абзацсене пӑхӑр) *

15. 1 Коринф 15:22-мӗшӗнче «пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тесе кам пирки каланӑ?

15 Асӑрхӑр-ха, Павел: «Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тесе ҫырнӑ (1 Кор. 15:22). Ҫак сӑмахсене вӑл Коринфра пурӑннӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем патне ҫырнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн вӗсен пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑмалла пулнӑ. Павел вӗсем пирки: «Иисус Христос урлӑ тасалнӑ, сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗ» тенӗ. Тата вӑл «Христоса ӗненсе вилнисем» ҫинчен те ҫырнӑ (1 Кор. 1:2; 15:18; 2 Кор. 5:17). Тепӗр ҫырура Турӑ хавхалантарнипе Павел ҫапла ҫырнӑ: «Ун [Иисус] евӗрлӗ вилсе Унпа пӗрлешнӗ пулсан, Ун пекех чӗрӗлсе тӑрӑпӑр» (Рим 6:3—5). Иисус пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑнӑ, «унпа пӗрлешнисем» те, е святой сывлӑшпа суйласа илнисем, пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ.

16. Иисус «вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ» тенипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ?

16 Павел Иисус пирки: «Вӑл — вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ»,— тесе ҫырнӑ. Унччен чӗртсе тӑратнисене, сӑмахран, Лазаре, ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ. Иисуса вара пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ. «Вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ» тенипе Павел Иисуссӑр пуҫне урӑх ҫынсем те пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе каласшӑн пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче апостолсен тата святой сывлӑшпа суйласа илнӗ ытти христиансен те пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑмалла пулнӑ.

17. «Христоспа пӗрлешнисен» пӗлӗтри наградӑна хӑҫан илмелле пулнӑ?

17 Павел Коринфри христиансем патне ҫырнӑ чухне Турӑ «Христоспа пӗрлешнисене» чӗртсе тӑратма пуҫламан пулнӑ-ха. Павел ҫакӑ пуласлӑхра пулать тесе палӑртса ҫапла ҫырнӑ: «Пӗтӗмпе хӑй йӗркипе пырать: малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, унтан, Вӑл килнӗ чухне, Ӑна ӗненнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (1 Кор. 15:23; 1 Фес. 4:15, 16). Ҫакӑ Христос килсен, урӑхла каласан, пирӗн вӑхӑтра пулмалла пулнӑ. Апла, Христос киличчен апостолсемпе святой сывлӑшпа суйласа илнӗ ытти христиансем «Ун пекех» чӗрӗлсе тӑрса пӗлӗтри наградӑна илме пултарайман.

ПИРӖН ШАНЧӐК ҪИРӖП!

18. а) Ҫынсем пӗлӗтре кӑна пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) 1 Коринф 15:24—26 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

18 Библире Павел тата пӗлӗтре пурӑнма шанакан ытти христиансем пирки «малтан чӗрӗлсе тӑнисем» тесе ҫырнӑ (Ӳлӗм. 20:6). Апла пулсан, кайран чӗрӗлсе тӑракансем те пулӗҫ. Анчах та вӗсем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑмӗҫ. Ҫакӑ Иов мӗн каланине аса илтерет (Иов 14:15). Святой сывлӑшпа суйласа илнисем вара Христос «пур тӗрлӗ пуҫлӑха та, тӗрлӗ ирӗке те, хӑвата та» пӗтернӗ чухне унпа пӗрле пӗлӗтре пулӗҫ. Ун чухне «юлашки тӑшман — вилӗм» те пӗтӗ. Пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑнисем урӑх нихӑҫан та вилмӗҫ. Турра шанчӑклӑ ытти христиансене вара мӗн кӗтет? (1 Коринф 15:24—26 вуласа парӑр.)

19. Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем мӗне кӗтеҫҫӗ?

19 Ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас текенсене Павел каланӑ ҫак сӑмахсем шанчӑк параҫҫӗ: «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп» (Ап. ӗҫ. 24:15). Паллах, пӗлӗтре сӑвапсӑррисем пурӑнма пултараймаҫҫӗ. Апла пулсан, ҫынсем ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ.

Вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненни малашлӑха шанчӑкпа пӑхма пулӑшать (20-мӗш абзаца пӑхӑр) *

20. Ҫак статья сире вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине тата хытӑрах ӗненме мӗнле пулӑшрӗ?

20 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса эпир ҫирӗп шанатпӑр. Турӑ чӗртсе тӑратнӑ ҫынсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пуласси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Христос тата унпа пӗрле патшара ларакансем пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине эпир пӗлетпӗр (Ӳлӗм. 20:6). Ҫакӑ вара пире ҫывӑх ҫын вилсен чун ыратӑвне пусарма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, Христос пин ҫул хушши ертсе пыма пуҫличчен хамӑр вилес пулсан та, пире чӗртсе тӑратасса ҫирӗп шанатпӑр. Ҫак «шанчӑк вара улталамасть», вӑл пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑй парса тӑрать тата савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать (Рим 5:5, ҪХ). Коринф ҫыннисем патне янӑ пӗрремӗш ҫырури 15-мӗш сыпӑкра вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калани татах пур. Ҫав шухӑшсене эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

147-МӖШ ЮРӐ Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панӑ

^ 5 абз. Коринф ҫыннисем патне янӑ пӗрремӗш ҫырура, 15-мӗш сыпӑкра, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ҫырнӑ. Мӗншӗн ҫак вӗрентӳ пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ? Тата Иисус чӗрӗлсе тӑнине мӗншӗн эпир ҫирӗп шанатпӑр? Айтӑр ҫак тата вилнисем чӗрӗлсе тӑнипе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене пӑхса тухар.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Пӗлӗте хӑпарнисенчен Иисус пӗрремӗшӗ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 1:9). Вӑхӑт иртсен унӑн вӗренекенӗсен те, ҫав шутрах Фоман, Иаковӑн, Лидийӑн, Иоанӑн, Марийӑн тата Павелӑн, пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑмалла пулнӑ.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑванӑн арӑмӗ вилнӗ. Вӗсем нумай ҫул хушши пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ пулнӑ. Арҫын тӑван малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрать тата хӑйӗн арӑмне Иегова чӗртсе тӑратасса ҫирӗп шанать.