Вулакансен ыйтӑвӗсем
Ытарӑшсем 24:16-мӗшӗнче: «Тӳрӗ ҫын ҫичӗ хутчен ӳкет те — тӑрать»,— тесе ҫырнӑ. Ҫакӑ ҫын пӗрмай ҫылӑх тусан та Турӑ ӑна каҫарнине пӗлтерет-и?
Тӗрӗссипе каласан, ҫак сӑвӑ йӗркине урӑхла ӑнланмалла. Кунта «ӳкет» тени ҫын инкек курнине е йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине пӗлтерет. «Тӑрать» тени вара вӑл ҫак йывӑрлӑхсене ҫӗнтернине пӗлтерет.
Айтӑр ҫак сӑвӑ йӗрки умӗн тата хыҫҫӑн мӗн ҫырнине пӑхар: «Эй усал ҫын, тӳрӗ ҫын килне усал тума ан шухӑшла, ун канлӗхӗн вырӑнне ан аркат: тӳрӗ ҫын ҫичӗ хутчен ӳкет те — тӑрать; усал ҫынсем вара пӗтмеллипех пӗтеҫҫӗ. Тӑшману ӳксессӗн — ан хӗпӗрте, вӑл такӑнсассӑн — чӗрӳ ан хаваслантӑр» (Ытар. 24:15—17).
Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, 16-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫылӑх тӑвакан, анчах та ӳкӗнсе Турра юрӑхлӑ пулса тӑракан ҫын ҫинчен каланӑ. Британири икӗ священник: «Проповедниксем ӗлӗк-авал та ҫак сӑвӑ йӗркине ҫапла ӑнлантарса панӑ, халӗ те ҫаплах ӑнлантарса параҫҫӗ,— тесе ҫырнӑ.— Ҫав проповедниксем лайӑх ҫын ӳкме, урӑхла каласан... йывӑр ҫылӑх тума пултарать, ҫапах та вӑл Турра юратма пӑрахмасть, хӑй тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсе каллех тӑрать тесе ӑнлантарнӑ». Ҫапла ӑнлантарса пани ҫылӑх туса пурӑнакан ҫынна килӗшнӗ пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек ҫын кирек мӗн чул ҫылӑха кӗрсен те Турӑ мана пӗрех каҫарать тесе хӑйне тӳрре кӑларма пултарать.
Анчах та 16-мӗш сӑвӑ йӗркине урӑхла ӑнланмалла.
16 тата 17 сӑвӑ йӗркисенче «ӳкет» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ пулма пултарать. Ҫак сӑмахпа кам та пулин е мӗн те пулин ӳкни ҫинчен каланӑ чухне усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахран, вӑкӑр ҫул ҫинче ӳкет, кам та пулин ҫурт тӑрринчен ӳкет е тырӑ пӗрчи ҫӗре ӳкет (Сак. аст. 22:4, 8; Ам. 9:9). Унсӑр пуҫне, ҫак сӑмахпа сӑнарлӑн каланӑ чухне те, сӑмахран, ҫак сӑвӑ йӗркисенче усӑ курнӑ пек усӑ кураҫҫӗ: «Тӳрӗ ҫыннӑн урине Ҫӳлхуҫа тӗреклӗлетет, унӑн ҫулӗ Турра кӑмӑллӑ: вӑл ӳке пуҫласан та йӑванса каймӗ — Ҫӳлхуҫа ӑна аллинчен тытса тӑрать» (Пс. 36:23, 24).
Эдвард Пламптре теолог мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Ҫылӑх туни ҫинчен каланӑ чухне нихӑҫан та ҫак еврей сӑмахӗпе [«ӳкет» тесе куҫарнӑ сӑмахпа] усӑ курмаҫҫӗ». Тепӗр библеист вара 16-мӗш сӑвӑ йӗрки ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ халӑхне сиен кӳме тӑрӑшакансен ӗҫӗ ӑнмасть, мӗншӗн тесен тӳрӗ ҫынсем ҫӑлӑнӗҫ, йӗркесӗр ҫынсем вара тӗп пулӗҫ».
Апла, Ытарӑшсем 24:16-мӗшӗнче «ӳкет» тени ҫылӑх тунине мар, тӳрӗ ҫыннӑн йывӑрлӑхсем пулма пултарнине пӗлтерет. Ҫак усал тӗнчере Турра шанчӑклӑ ҫыннӑн инкек сиксе тухма пултарать е вӑл йывӑр чирпе чирлесе ӳкме пултарать. Хӑш-пӗр вырӑнсенче вара Турра ӗненекенсене влаҫсем хӗсӗрлеме пултараҫҫӗ. Анчах та тӳрӗ ҫын хӑйне Турӑ пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасса ҫирӗп шанма пултарать. Йывӑрлӑх тӳсекен тӳрӗ ҫын кайран пиллӗхсем илнине эсир пӗрре анчах мар курнӑ пулӗ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухать? Мӗншӗн тесен Иегова «ӳкекенсене пӗрне те ӳкме памасть, пӗкӗрӗлсе аннисене те тӑратать» (Пс. 40:2—4; 144:14—19).
Тӳрӗ ҫын ыттисем хӗн курнишӗн савӑнмасть. Ӑна «Турӑран хӑракана, Ӑна хисеплекене ырӑлӑх пулӗ» текен шухӑш йӑпатать (Еккл. 8:11—13; Иов 31:3—6; Пс. 26:5, 6).