Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

52-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Йывӑр туйӑмсене мӗнле ҫӗнтермелле?

Йывӑр туйӑмсене мӗнле ҫӗнтермелле?

«Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан, Вӑл сана пулӑшӗ» (ПС. 54:23).

33-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн хуйхуна Иеговӑна шанса пар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Хуйха ӳксен пирӗнпе мӗн пулма пултарать?

КАШНИ кун пирӗн тӗрлӗ йывӑрлӑха татса пама тивет. Хуйха ӳксен вара йывӑрлӑхсемпе кӗрешме чылай йывӑртарах. Ҫак йывӑр туйӑм вӑрӑ пек пирӗн вӑй-хала, хӑюлӑха тата савӑнӑҫа вӑрлать. Ытарӑшсем 24:10-мӗшӗнче (ҪТ) ҫапла каланӑ: «Хӗн-асап кунӗнче эсӗ хуйха ӳкрӗн пулсассӑн, вӑй-халу сахал пулать санӑн». Чӑнах та, хуйха ӳксен йывӑрлӑхсемпе кӗрешме пирӗн вӑй юлмасан та пултарать.

2. Мӗне пула пире йывӑр туйӑмсем пусса илме пултараҫҫӗ? Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Тӗрлӗ сӑлтава пула пире йывӑр туйӑмсем пусса илме пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем хӑйсен ҫитменлӗхӗсене пула, йӑнӑш тунине пула е сывлӑхӗ начар пулнине пула хуйха ӳкеҫҫӗ. Теприсем вара пухура пӗр-пӗр тивӗҫе туса тӑма ӗмӗтленеҫҫӗ, анчах та ӗмӗчӗ пурнӑҫланман пирки вӗсен ал усӑнать. Тата теприсем ҫынсем ырӑ хыпара итлесех кайманшӑн кулянаҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир ҫак йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме пулӑшакан усӑллӑ канашсене пӑхса тухӑпӑр.

ҪИТМЕНЛӖХСЕМ ТАТА ЙӐНӐШСЕМ

3. Хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма мӗн пулӑшма пултарать?

3 Хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пула е йӑнӑш тунине пула эпир хамӑр ҫине тӗрӗс мар пӑхма пултаратпӑр. Пирӗн ҫакӑн пек шухӑш та пулма пултарать: Иегова ман пирки ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма тивӗҫлӗ мар тесе шутлать пулӗ. Анчах та ҫакӑн пек шутлани тӗрӗс мар. Хамӑрӑн ҫитменлӗхсемпе йӑнӑшсем ҫине мӗнле пӑхмалла вара? Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус Христоссӑр пуҫне «пурте ҫылӑха кӗнӗ» (Рим 3:23). Анчах та Иегова пирӗнте ҫитменлӗхсене шырамасть тата эпир пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмест. Вӑл юратакан Атте пекех пирӗншӗн тӑрӑшать тата яланах пулӑшма хатӗр. Унсӑр пуҫне, Иегова чӑтӑмлӑ, хушӑран пире тӗрӗссине тума тата хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма йывӑррине вӑл пӗлет (Рим 7:18, 19).

Иегова эпир малтан тунӑ ырӑ ӗҫсене те пӗлет, халӗ тӑвакан ырӑ ӗҫсене те курса тӑрать (5-мӗш абзаца пӑхӑр) *

4, 5. 1 Иоанн 3:19, 20 сӑвӑ йӗркисем Деборӑна тата Марийӑна хӑйсен йывӑр туйӑмӗсемпе кӗрешме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

4 Акӑ Дебора тата Мария * хӗрарӑм тӑвансен тӗслӗхӗсем. Ача чухне Дебора килтисем хӑйне юратнине туйман тата ӑна сайра-хутра ҫеҫ мухтанӑ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн пирки ниме тӑман ҫын теме пуҫланӑ. Пӗчӗк йӑнӑш тусан та вӑл тӳрех манран ним усси те ҫук тесе шутланӑ. Мария та хӑйӗн ҫине ҫавнашкалах пӑхнӑ. Килтисем хӑйне яланах тиркенӗрен вӑл та хӑйӗн пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлама пуҫланӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та вӑл хӑйӗн пирки Иегова Свидетелӗ пулма тивӗҫлӗ мар тенӗ.

5 Ҫав-ҫавах ҫак тӑвансем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахман. Вӗсене мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӗсем Иеговӑна хӗрӳллӗн, чуна уҫса кӗлтунӑ (Пс. 54:23). Тата вӗсем ҫакна ӑнланнӑ: пулни-иртни пирӗн ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнине тата ҫавна пула эпир хамӑр ҫине тӗрӗс мар пӑхма пултарнине Иегова пӗлет. Вӑл пирӗнте лайӑххине, эпир хамӑр курманнине те, курать. (1 Иоанн 3:19, 20 [ҪТ] вуласа парӑр.) *

6. Япӑх йӑлапа кӗрешекен тӑван мӗн туйма пултарать?

6 Хӑш-пӗр тӑвансем тарӑн тымар янӑ япӑх йӑлапа кӗрешеҫҫӗ. Хӑйне тытса чараймасӑр каллех япӑх ӗҫ тусан ҫакӑн пек тӑванӑн ал усӑнма пултарать. Паллах, ҫылӑх тусан эпир хамӑра айӑплӑ туятпӑр, кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук (2 Кор. 7:10). Анчах та пирӗн эпӗ ниме юрӑхсӑр, Иегова мана нихӑҫан та каҫармасть тесе шутламалла мар. Ҫакӑн пек шухӑшсене пула эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма та пултаратпӑр. Асра тытӑр: эпир хуйха ӳксессӗн вӑй-хал сахал пулать пирӗн (Ытар. 24:10). Ҫавӑнпа пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарма тӑрӑшмалла, ӑна кӗлтуса каҫару ыйтмалла (Ис. 1:18). Эпир чун-чӗререн ӳкӗннине курсан Иегова пире каҫаратех. Унсӑр пуҫне, пирӗн старейшинӑсенчен те пулӑшу ыйтмалла. Вӗсем пире хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма пулӑшӗҫ (Иак. 5:14, 15).

7. Тӗрӗссине тума йывӑр пулсан мӗншӗн алла усмалла мар?

7 Францире пурӑнакан Жан-Люк старейшина акӑ мӗн калать: «Иегова нихӑҫан йӑнӑш туман ҫынна мар, хӑй тунӑ йӑнӑшсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗнекен ҫынна тӳрӗ тесе шутлать» (Рим 7:21—25). Ҫавӑнпа эпир япӑх йӑлапа кӗрешетпӗр пулсан, пирӗн хамӑр пирки ниме юрӑхсӑр ҫын тесе шутламалла мар. Ҫакна та асра тытӑр: эпир хамӑр вӑй хунине пула мар, ҫылӑхсене каҫарттаракан парнене пула тата Иеговӑн тивлетне, е пысӑк ырӑлӑхне, пула тӳрӗ ҫынсем пулма пултаратпӑр (Эф. 1:7; 1 Иоанн 4:10).

8. Пире йывӑр туйӑмсем пусса илсен камран пулӑшу ыйтмалла?

8 Пухури тӑвансенчен пулӑшу ыйтӑр. Хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен эпир пухури тӑвансене каласа пама пултаратпӑр, вӗсем вара пире итлеме тата ырӑ сӑмах каласа хавхалантарма пултараҫҫӗ (Ытар. 12:25; 1 Фес. 5:14). Нигерире пурӑнакан Джой ятлӑ хӗрарӑм тӑван, йывӑр туйӑмсемпе кӗрешнӗскер, хӑйӗн ҫинчен ҫапла калать: «Пухури тӑвансем пулӑшман пулсан, эпӗ мӗн тунӑ пулӑттӑм-ши? Вӗсем урлӑ Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине хуравлать. Тата тӑвансенчен эпӗ хам та хуйха ӳкнисене пулӑшма вӗрентӗм». Анчах та пире пулӑшу кирлине тӑвансем пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн хамӑра тӗреклетме, хавхалантарма пултаракан тӑвансенчен пулӑшу ыйтмалла.

ЧИР-ЧӖР

9. Псалом 40:4; 93:19 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле хавхалантараҫҫӗ?

9 Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Чирлесе ӳксен, уйрӑмах вӑраха каякан чирпе чирлесен, эпир ытларах япӑххи ҫинчен шутласа ҫӳреме пултаратпӑр. Хальхи вӑхӑтра Иегова пире сыватмасть пулсан та, вӑл пире лӑплантарать тата пурне те чӑтса ирттерме вӑй парать. (Псалом 40:4; 93:19 вуласа парӑр.) Сӑмахран, вӑл пухури тӑвансене килти ӗҫсене туса пире пулӑшма, лавккана кайса килме е пирӗнпе пӗрле кӗлтума хавхалантарма пултарать. Тата вӑл пире хӑйӗн Сӑмахӗнчи лӑплантаракан шухӑшсене, сӑмахран, ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен, аса илтерме пултарать. Унта никам та чирлемӗ тата асапланмӗ (Рим 15:4).

10. Исанг тӑвана хӑйне пусса илнӗ йывӑр туйӑмсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшнӑ?

10 Акӑ Нигерире пурӑнакан Исанг ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Унпа инкек пулса тухсан ӑна шалкӑм ҫапнӑ. Тухтӑр вӑл урӑх утма пултараймасть тенӗ. «Ҫак хыпар мана ҫапса хуҫрӗ»,— тесе калать Исанг. Анчах та вӑл хӑйне пусса илнӗ йывӑр туйӑмсене ҫӗнтерме пултарнӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Исанг акӑ мӗн калать: «Эпир арӑмпа пӗрле Иеговӑна кӗлтума тата унӑн Сӑмахне вӗренме нихӑҫан та пӑрахман. Тата вӑл пире мӗн панине пурне те, ҫав шутрах ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка та, хаклама ҫирӗп шут тытрӑмӑр».

Камӑн сывлӑхӗ начар, ҫав тӑвансем ырӑ хыпар сарма майсем тупаҫҫӗ, вара нумай савӑнӑҫ илеҫҫӗ (11—13 абзацсене пӑхӑр)

11. Йывӑр чирленӗ чухне савӑнӑҫлӑ пулма Синди тӑвана мӗн пулӑшнӑ?

11 Мексикӑра пурӑнакан Синди ятлӑ хӗрарӑм тӑван йывӑр чирпе чирлесе ӳкнӗ. Ҫак чире пула вӑл вилме те пултарнӑ. Ҫак йывӑр вӑхӑтсене чӑтса ирттерме ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл кашни кун ырӑ хыпар сарма тӗллев лартнӑ. Синди ҫапла каласа парать: «Ҫавна пула эпӗ операци ҫинчен мар, хама ҫав тери начар туйни ҫинчен мар, ыратни ҫинчен мар, ыттисем ҫинчен шухӑшлама пултартӑм. Эпӗ ҫапла ырӑ хыпар сараттӑм: тухтӑрсенчен тата медсестрасенчен сирӗн килтисем мӗнле пурӑнаҫҫӗ тесе ыйтаттӑм. Кайран мӗншӗн вӗсем ҫапла ҫӑмӑл мар професси суйласа илнине ыйтса пӗлеттӗм. Вара вӗсене мӗн интереслентерсе яма пултарнине кураттӑм та ҫавӑн ҫинчен ырӑ хыпар калаттӑм. Тухтӑрсем чирлекенсем сайра-хутра ҫеҫ вӗсен ӗҫӗсем мӗнле пулни ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ тесе калатчӗҫ. Вара хӑйсемпе интересленнӗшӗн мана тав тӑватчӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем мана адресне е телефон номерне те паратчӗҫ. Паллах, Иегова мана ҫав йывӑр вӑхӑта чӑтса ирттерме пулӑшасса эпӗ пӗлнӗ, анчах та вӑл мана ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫ парассине эпӗ пачах кӗтмен» (Ытар. 15:15).

12, 13. Хӑш-пӗр тӑвансем ырӑ хыпар сарма мӗнле майсем тупнӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ?

12 Камӑн сывлӑхӗ начар, ҫав тӑвансем Иеговӑшӑн нумайрах тума пултарайманнишӗн кулянаҫҫӗ. Ҫапах та вӗсенчен нумайӑшӗ ырӑ хыпар сарма май тупаҫҫӗ. Акӑ Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑннӑ Лорел ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл йывӑр чирлесе ӳкнӗ. Ҫавна пула унӑн сывлама пулӑшакан аппарат ӑшӗнче выртма тивнӗ. Вӑл ҫапла 37 ҫул хушши пурӑннӑ! Унсӑр пуҫне, Лорелӑн рак чирӗ аталанса кайнӑ, ӑна темиҫе операци тунӑ тата вӑл вӑраха кайнӑ ӳт чирӗпе чирленӗ. Хӑйне тем пек йывӑр килсен те вӑл ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Сӑмахран, вӑл хӑйӗн патне килекен тухтӑрсемпе медсестрасене ырӑ хыпар каланӑ. Ӑна пула сахалтан та 17 ҫын Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ!

13 Хӑш-пӗр тӑвансем йывӑр чирленине пула килтен тухаймаҫҫӗ е час-часах больницӑра выртаҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӑвансене Ришар, Францири старейшина, ҫапла канаш парать: «Эпӗ вӗсене пирӗн кӗнекесемпе журналсене курӑнмалли вырӑна хума сӗнетӗп. Ҫапла туни ҫынсене интереслентерсе яма тата вӗсемпе калаҫу пуҫарса яма пулӑшать. Ҫакӑ вара килтен киле ырӑ хыпар сарма пултарайман тӑвансене питӗ хавхалантарать». Унсӑр пуҫне, чирлекен тӑвансем ҫыру ҫырса тата телефонпа ырӑ хыпар сарма пултараҫҫӗ.

ПУХУРА ТИВӖҪСЕМ ШАНСА ПАМАН ЧУХНЕ

14. Мӗншӗн Давид пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх?

14 Тен, эпир Иеговӑн организацийӗнче хамӑра тивӗҫсем шанса парасса кӗтетпӗр. Анчах та ватӑлнине, чирленине е урӑх сӑлтава пула пире ҫак тивӗҫсене шанса памасан та пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне Давидӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать. Вӑл Иеговӑн храмне туса лартасшӑн ҫуннӑ, анчах та Иегова ҫакна Давид мар, унӑн ывӑлӗ тӑвӗ тесе каланӑ. Ҫакна пӗлсен Давид мӗн тунӑ? Вӑл хӑйӗн ывӑлне Соломона пулӑшнӑ, сӑмахран, ылтӑнпа кӗмӗл нумай хатӗрлесе хунӑ. Чӑнах та, Давид пирӗншӗн питӗ лайӑх тӗслӗх (2 Патш. 7:12, 13; 1 Ҫулс. 29:1, 3—5).

15. Анри тӑвана каллех савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ?

15 Сывлӑх хавшанине пула Францири Анри ятлӑ тӑван старейшина пулса ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӑл кулленхи ӗҫсене те тек тума пултарайман. Анри ҫапла ҫырать: «Малтанах эпӗ кулянса ӳкрӗм тата хам пирки ниме юрӑхсӑр ҫын тесе шутлама пуҫларӑм. Анчах та каярахпа эпӗ хам мӗн тума пултарайманни ҫинчен шухӑшлама пӑрахмаллине ӑнланса илтӗм. Вара Иеговӑн ӗҫӗнче кӑшт та пулин тума пултарнишӗн савӑнма пуҫларӑм. Эпӗ парӑнасшӑн мар. Эпӗ Гедеонпа унӑн 300 ҫар ҫыннийӗ пек пуласшӑн. Вӗсем ӗшенсе ҫитсен те тӑшманпа ҫапӑҫма пӑрахман» (Тӳр. 8:4).

16. Ангелсен тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

16 Иеговӑн шанчӑклӑ ангелӗсем те пире лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Пӗррехинче Иегова ангелсенчен йӗркесӗр Ахав патшана кам илӗртсе улталӗ тесе ыйтнӑ. Темиҫе ангел хӑйсен шухӑшӗсене каланӑ. Вара Иегова пӗрне суйласа илнӗ те эсӗ ҫакна тума пултарӑн тенӗ (3 Патш. 22:19—22). Ытти ангелсем хӑйсене мӗнле тытнӑ? Вӗсем кулянса ӳкнӗ-и, вӑхӑта ахаль сая ятӑмӑр тесе шутласа илнӗ-и? Паллах, ҫук. Ангелсем хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ. Вӗсем Иегова ҫеҫ мухтава тивӗҫлӗ тесе шутлаҫҫӗ (Тӳр. 13:16—18; Ӳлӗм. 19:10).

17. Иеговӑн организацийӗнче хӑвӑра тивӗҫсем шанса паманшӑн кулянатӑр пулсан, мӗн тумалла?

17 Ҫакна асра тытӑр: Иегова пире хӑйӗн Свидетелӗ пулма тата ыттисене унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пама май парса чыс тунӑ. Тивӗҫсем пирки калас пулсан вара, вӗсем паян пур та ыран ҫук. Иегова вара пире эпир организацинче пӗр-пӗр ӗҫе туса тӑнишӗн мар, хамӑра кӗҫӗне хунишӗн тата сӑпайлӑ пулнишӗн хаклать тата юратать. Тӑвансем те пире ҫак лайӑх енсене кӑтартнӑшӑн юратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑра малалла та кӗҫӗне хурас тесе тата сӑпайлӑ пулас тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Унсӑр пуҫне, Библире ҫырса панӑ ҫак лайӑх енсене кӑтартнӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫинчен шухӑшлӑр тата хатӗр пулсах тӑвансемшӗн тӑрӑшӑр (Пс. 137:6; 1 Петр 5:5).

ҪЫНСЕМ ЫРӐ ХЫПАРА ИТЛЕСЕХ КАЙМАН ЧУХНЕ

18, 19. Ҫынсем эпир калакан хыпара итлесшӗнех мар пулсан та, пире мӗн савӑнӑҫ пама пултарать?

18 Тен, ҫынсем ырӑ хыпара итлесех кайманшӑн е вӗсене килте тытма май пулманшӑн вӑхӑтран вӑхӑта сирӗн ал усӑнать. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре малалла та савӑнӑҫлӑ пулма е ҫак ӗҫ тата ытларах савӑнӑҫ патӑр тесе мӗн тума пулать? Хӑш-пӗр усӑллӑ канашсене « Ырӑ хыпар сарас ӗҫ савӑнӑҫ патӑр тесен мӗн тумалла?» рамкӑра тупма пулать. Унсӑр пуҫне, пирӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет?

19 Ҫакна асра тытӑр: пирӗн тӗллев — ҫынсене Иеговӑн ятне пӗлтересси тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парасси. Иисус каланӑ тӑрӑх, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫула сахалӑшӗ кӑна тупать (Матф. 7:13, 14). Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗнпе Иегова, Иисус тата ангелсем пӗрле ӗҫлеҫҫӗ (Матф. 28:19, 20; 1 Кор. 3:9; Ӳлӗм. 14:6, 7). Иегова хӑйӗншӗн ӗҫлес текенсене шыраса тупасшӑн (Иоанн 6:44). Ҫын ырӑ хыпара паян итлес темерӗ пулсан та, вӑл ӑна тепрехинче итлеме пултарать.

20. Иеремия 20:8, 9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа кӗрешес тесен мӗн тумалла?

20 Иеремия пророк тӗслӗхӗнчен эпир нумай япалана вӗренме пултаратпӑр. Иегова ӑна хыпар калама ӑҫта янӑ, ҫавӑнти ҫынсем ӑна итлемен. Вӗсем ӑна хӑртнӑ тата унран мӑшкӑлланӑ. (Иеремия 20:8, 9 вуласа парӑр.) Вара пророкӑн алли усӑннӑ, вӑл тек Иеговӑн ячӗпе калаҫмӑп тесе те шутланӑ. Анчах та Иеговӑн сӑмахӗ ун ӑшӗнче тытса чарайми ҫулӑм пекех пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл каламасӑр тӑрайман. Эпир те хамӑрӑн чӗрепе ӑс-тӑна Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхпа тултаратпӑр пулсан, пирӗн ырӑ хыпара каласах тӑрас килӗ. Акӑ мӗншӗн пирӗн Турӑ Сӑмахне тӗпчемелле тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакӑ пире савӑнӑҫ парӗ тата эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре те ӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр (Иер. 15:16).

21. Йывӑр туйӑмсене ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшать?

21 «Эпир хуйха ӳксен Шуйттан ҫакӑнпа питӗ ӑнӑҫлӑ усӑ курма пултарать»,— калать маларах асӑннӑ Дебора. Анчах Иеговӑшӑн Шуйттан та, унӑн меслечӗсем те нимӗн те мар. Ҫавӑнпа та хуйха ӳксен Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Вӑл пире хамӑр ҫитменлӗхсем ҫине тата йӑнӑшсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗ, чирлесен пире тӗреклетӗ, организацинче хамӑра тивӗҫсем шанса паманнишӗн кулянса ӳкме памӗ. Тата ҫынсем ырӑ хыпара итлесех каймаҫҫӗ пулсан та, вӑл пулӑшнипе эпир алла усмӑпӑр. Хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарнине пӗтӗмпех Иеговӑна каласа парӑр. Вара вӑл пулӑшнипе эсир ҫак йывӑр туйӑмсене ҫӗнтеретӗрех!

41-МӖШ ЮРӐ Манӑн кӗллӗме илтсем

^ 5 абз. Вӑхӑтран вӑхӑта пире пурне те йывӑр туйӑмсем пусса илеҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир ҫак туйӑмсемпе мӗнле кӗрешмеллине пӑхса тухӑпӑр. Иегова пулӑшнипе эпир ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерме пултарнине курӑпӑр.

^ 4 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 5 абз. 1 Иоанн 3:19, 20, ҪТ: «Ҫапла эпир чӑнлӑх майлӑ тӑнине пӗлӗпӗр; хамӑр чӗре пире кирек мӗнле айӑпласан та, Турӑ пире ырлать тесе хамӑр чӗрене ӗнентерӗпӗр, мӗншӗн тесен Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах тата пурне те пӗлет».

^ 69 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑванӑн ал усӑннӑ. Анчах та вӑл Иеговӑн ӗҫӗнче унччен мӗн тунине аса илет тата кӗлтӑвать. Хӑй тунӑ пур ырӑ ӗҫе те Иегова асра тытнине вӑл пӗлет.