Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӑвна шанса панӑ ӗҫе чуна парса ту!

Хӑвна шанса панӑ ӗҫе чуна парса ту!

ЭСИР ҫывӑх тусран хавхалантаракан ҫыру илсен мӗн туятӑр? Тимофей ятлӑ христианин Павел апостолран шӑп ҫакӑн пек ҫыру илнӗ. Ҫав ҫырӑва Библие те кӗртнӗ, ӑна халӗ эпир Тимофей патне янӑ иккӗмӗш ҫыру пек пӗлетпӗр. Ҫав ҫырӑва илсен Тимофейӑн лӑпкӑ вырӑн тупса ӑна хӑвӑртрах вуласа тухас килнӗ пулӗ. Ун пуҫӗнче ҫакӑн пек шухӑшсем явӑннӑ пулӗ: Павел мӗн ҫырнӑ-ши? Вӑл хӑйӗн пирки каласа панӑ-ши? Хама шанса панӑ ӗҫе мӗнле тумалли пирки канашсем панӑ-ши? Е вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫре тата ыттисене вӗрентес ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулас тесен мӗн тумалли пирки каланӑ-ши? Тимофей ҫав ҫырӑва вуласа хӑй ыйтӑвӗсен хуравӗсене те, ытти кирлӗ шухӑшсене те тупнӑ пулӗ. Айтӑр эпир те ҫав ҫырури хӑш-пӗр шухӑшсене пӑхса тухар.

«ЭПӖ... ПУРНЕ ТЕ ТӲСЕТӖП»

Ҫырӑва вулама пуҫласанах Тимофейӑн чӗринче ӑшӑ туйӑмсем ҫуралнӑ пулӗ. Павел ӑна савнӑ ывӑлӑм тӗнӗ (2 Тим. 1:2). Тимофей хӑйне Павел юратнине туйса илнӗ. Ҫав ҫырӑва Тимофей пирӗн эрӑри 65 ҫул тӗлнелле илнӗ. Ун чухне вӑл вӑтӑртан иртнӗ пулнӑ пулас. Тата ҫав вӑхӑталла Тимофей опытлӑ старейшина пулса тӑнӑ. Тимофей Павелпа нумай ҫул хушши ҫума ҫумӑн ӗҫленӗ тата вӑл унран нумай япалана вӗреннӗ.

Тимофей патне ҫыру ҫырнӑ чухне Павел Римра тӗрмере ларнӑ тата ӑна кӗҫ-вӗҫ вӗлермелле пулнӑ (2 Тим. 1:15, 16; 4:6—8). Павел «эпӗ...пурне те тӳсетӗп» тесе ҫырнӑ (2 Тим. 2:8—13). Ҫак сӑмахсем Тимофее питӗ хавхалантарнӑ. Павел Турра шанчӑклӑ пулнӑшӑн вӑл питӗ савӑннӑ пулӗ. Павелӑн сӑмахӗсем пире те хавхалантараҫҫӗ тата вӑй кӗртеҫҫӗ.

«ТУРӐРАН ИЛНӖ ХАСТАРӐН ҪУЛӐМНЕ СӲНМЕ АН ПАР»

Павел Тимофее хӑйне шанса панӑ ӗҫе хаклама хавхалантарнӑ. «Турӑран илнӗ хастарӑн ҫулӑмне сӳнме ан пар»,— тенӗ вӑл хӑйӗн тусне (2 Тим. 1:6). Кунта Павел «ха́рисма» грек сӑмахӗпе усӑ курнӑ. Ҫак сӑмах ҫынна хӑй тивӗҫлӗ пулман ҫӗртенех панӑ парнене пӗлтерет. Ҫак парне пӗр-пӗр ӗҫ тунӑшӑн панӑ награда мар. Тимофей ҫав парнене христиансен пухӑвӗнче хӑйне ятарлӑ ӗҫ шанса парсан илнӗ (1 Тим. 4:14).

Тимофейӑн ҫав парнепе мӗн тумалла пулнӑ? «Ҫулӑмне сӳнме ан пар» тени Тимофее вучахра тӗлкӗшсе выртакан кӑвара аса илтерме пултарнӑ. Киле ӑшӑтас тесе ҫав кӑвара ҫӗнӗрен чӗртсе ямалла. Павел кунта «аназопире́о» грек сӑмахӗпе усӑ курнӑ. Пӗр словарьте ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫак сӑмах тивертсе янине, хӗмлентернине е чӗртнине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне, ҫак глагол пӗр-пӗр ӗҫшӗн ҫунса тӑнине пӗлтерме пултарать. Тепӗр майлӑ каласан, Павел Тимофее «хӑвна шанса панӑ ӗҫе чуна парса ту» тесе хавхалантарнӑ. Пирӗн те хамӑра шанса панӑ ӗҫшӗн ҫунса тӑмалла, ӑна хастаррӑн туса тӑмалла.

«ХӐВНА ШАНСА ПАНИНЕ... СЫХӐ УСРА»

Павел Тимофее тата акӑ мӗнле канаш панӑ: «Хӑвна шанса панине хамӑр ӑшра пурӑнакан Таса Сывлӑш пулӑшнипе сыхӑ усра» (2 Тим. 1:14). Павел кунта мӗн пирки каланӑ-ши? Маларах Павел тӗрӗс вӗрентӳ, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑх, пирки асӑннӑ (2 Тим. 1:13). Христианин пулнӑ май Тимофейӑн ҫак чӑнлӑха пухури тӑвансене те, ытти ҫынсене те вӗрентмелле пулнӑ (2 Тим. 4:1—5). Унсӑр пуҫне, Тимофей старейшина пулнӑ. Ҫавӑнпа унӑн Туррӑн кӗтӗвӗшӗн тӑрӑшмалла пулнӑ (1 Петр 5:2). Хӑйне мӗн шанса панине — ыттисене чӑнлӑха вӗрентес ӗҫе — сыхӑ усрас тесен Тимофейӑн Иеговӑн святой сывлӑшӗ ҫине тата унӑн Сӑмахӗ ҫине шанмалла пулнӑ (2 Тим. 3:14—17).

Пире те ыттисене чӑнлӑха вӗрентес ӗҫе шанса панӑ (Матф. 28:19, 20). Чӑнлӑх мӗн тери хаклӑ пулнине манас мар тесен яланах Иеговӑна кӗлтӑвӑр тата унӑн Сӑмахне тӗпчӗр (Рим 12:11, 12; 1 Тим. 4:13, 15, 16). Пирӗнтен хӑш-пӗрисене пухура ятарлӑ ӗҫ шанса панӑ. Сӑмахран, пӗрисем старейшина пулса ӗҫлеҫҫӗ, теприсем вара Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫак ӗҫсене хамӑра Турӑ шанса панине асра тытни пире хамӑра кӗҫӗне хума тата яланах унран пулӑшу ыйтма хавхалантарать. Ҫапла тусан эпир Турӑ хамӑра шанса панине хакланине кӑтартатпӑр.

«ШАНЧӐКЛӐ ҪЫНСЕНЕ КАЛАСА ПАР»

Тимофейӑн хӑйӗн опычӗпе ыттисене паллаштармалла пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел ӑна: «Ху манран... илтнине шанчӑклӑ ҫынсене каласа пар, вӗсем ыттисене те вӗрентме пултарччӑр» тесе хавхалантарнӑ (2 Тим. 2:2). Павел Тимофее хӑй мӗн илтнине ытти арҫын тӑвансене вӗрентмелли пирки аса илтернӗ. Хальхи вӑхӑтра та старейшинӑсен ҫак канаша итлемелле. Лайӑх старейшина хӑй мӗн пӗлнине ыттисене хаваспах каласа парать, хӑйӗн опычӗпе те хатӗр пулсах паллаштарать. Вӑл ыттисем хӑйӗнчен ытларах пӗлесрен, хӑйӗнчен ӑстарах пуласран хӑрамасть. Пачах урӑхла, арҫын тӑвансене пӗр-пӗр ӗҫе тума вӗрентнӗ чухне вӑл тӗплӗн вӗрентет, вӗсем ҫав ӗҫе лайӑх, ӑнланса тума вӗренччӗр тесе тӑрӑшать. Хӑйсене ҫапла вӗрентнине пула арҫын тӑвансем пухӑва нумай усӑ кӳме пултарӗҫ.

Паллах ӗнтӗ, Павелран илнӗ ҫыру Тимофейшӑн питӗ хаклӑ пулнӑ. Вӑл ӑна пӗрре анчах мар вуласа тухнӑ пулӗ. Тата Павел ҫырнӑ канашсене вуласа вӗсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шутланӑ пулӗ.

Эпир те ҫак канашсене ӑша хывасшӑн. Ҫавӑнпа айтӑр «Турӑран илнӗ хастарӑн ҫулӑмне» сӳнме парар мар, хамӑра шанса панине хаклар тата хамӑр мӗн пӗлнине ыттисене вӗрентер. Ҫапла тусан эпир «хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр» текен канаша итленине кӑтартатпӑр (2 Тим. 4:5).