Эсир астӑватӑр-и?
Ҫак ҫулта тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗсене эсир тимлӗ вуланӑ-и? Эсир ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултаратӑр-и?
Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?
Эпир ҫак христиансене вӗсем Турра ӗненнӗшӗн хисеплетпӗр, анчах та эпир вӗсене ытлашши асла хумастпӑр. Турӑ вӗсене мӗнле майпа святой сывлӑшпа суйласа илни ҫинчен эпир вӗсенчен ыйтмастпӑр (w20.01, 29-мӗш страница).
Иегова пирӗнпе интересленнине мӗн кӑтартса парать?
Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова сире эсир ҫураличченех пӗлнӗ. Вӑл сирӗн кашни кӗлле итлет. Иегова эсир мӗн ҫинчен шухӑшланине тата эсир мӗн туйнине пӗлет, сирӗн ӗҫсем ӑна савӑнтарма е кулянтарма пултараҫҫӗ (1 Ҫулс. 28:9; Ытар. 27:11). Иегова хӑй сире хӑйӗн патне ертсе килнӗ (w20.02, 12-мӗш страница).
Хӑҫан калаҫмалла, хӑҫан вара шӑп тӑмалла?
Эпир Иегова ҫинчен калаҫма юрататпӑр. Кам та пулин тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑрсан эпир ҫав тӑвана ҫакӑн пирки каламасӑр тӑмастпӑр. Старейшинӑсем пӗр-пӗр тӑвана канаш памаллине кураҫҫӗ пулсан, ним каламасӑр тӑмаҫҫӗ. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывсенче ырӑ хыпара мӗнле сарнине, тӗлпулусене мӗнле ирттернине тата ыттине те эпир вак-тӗвек таранах каласа памастпӑр (ыйтса та пӗлместпӗр). Эпир ыттисене калама юраман информацие каласа памастпӑр (w20.03, 20—21 страницӑсем).
Иоиль кӗнекинчи 2-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ шӑрчӑк Ӳлӗмхине кӗнекери 9-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ шӑрчӑкран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?
Иоиль 2:20—27 сӑвӑ йӗркисенче Турӑ шӑрчӑка хӑваласа кӑларасси ҫинчен тата вӑл кӳнӗ сиеншӗн ырӑлӑхпа тавӑрса парасси ҫинчен ҫырнӑ. Ҫакӑ Вавилон ҫарӗ Израиль ҫине тапӑнсан пурнӑҫланнӑ. Иоиль 2:28, 29 сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫырни вара пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пурнӑҫланнӑ, ун чухне Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ҫине святой сывлӑш антарнӑ. Ӳлӗмхине 9:1—11 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ шӑрчӑк юлашки кунсенче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене сӑнласа парать. Вӗсем Турӑ ҫак усал тӗнче пирки йышӑннӑ приговорсене хӑюллӑн пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ вара ҫак тӗнче майлӑ тӑракансене питӗ килӗшмест (w20.04, 3—6 страницӑсем).
Кам вӑл ҫурҫӗр патши?
Раҫҫейпе ун майлӑ тӑракан ҫӗршывсем. Вӗсем Турӑ халӑхӗ ҫине тӳррӗн тапӑнаҫҫӗ: ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартаҫҫӗ тата хӑйсен пур ӗҫӗпе те Иегова Свидетелӗсене курайманнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши пӗр-пӗринпе кӗрешеҫҫӗ (w20.05, 13-мӗш страница).
Святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне Галати 5:22, 23 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ лайӑх енсем ҫеҫ кӗреҫҫӗ-и?
Ҫук. Туррӑн святой сывлӑшӗ пире ытти лайӑх енсене те, ҫав шутрах тӳрӗлӗхе, аталантарма пулӑшать (Эф. 5:8, 9) (w20.06, 17-мӗш страница).
Интернетра комментарисем ҫырнӑ чухне тата хӑвӑр сӑнӳкерчӗксемпе видеосене вырнаҫтарнӑ чухне мӗншӗн асӑрхануллӑ пулмалла?
Эсир интернетра мӗн вырнаҫтарнине курсан ҫынсем сирӗн пирки хӑйӗнпе мухтанать тата хӑйне кӗҫӗне хумасть тесе шутлама пултараҫҫӗ (w20.07, 6—7 страницӑсем).
Христиансем опытлӑ пулӑҫсенчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
Опытлӑ пулӑҫсем хӑҫан тата ӑҫта пулӑ тытмаллине пӗлеҫҫӗ. Вӗсем пулӑ тытмалли хатӗр-хӗтӗрпе лайӑх усӑ кураҫҫӗ тата ҫил-тӑвӑлра та хӑрамасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн те ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсенчен тӗслӗх илмелле (w20.09, 5-мӗш страница).
Библи вӗренекене Турра юратма пулӑшас тесен мӗн тумалла?
Ӑна кашни кун Библи вулама тата унта мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама хавхалантармалла. Унсӑр пуҫне, ӑна кӗлтума вӗрентмелле (w20.11, 4-мӗш страница).
1 Коринф 15:22-мӗшӗнче «Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тенӗ. Ҫак сӑвӑ йӗркинче кам пирки каланӑ?
Кунта Павел апостол пур ҫын та чӗрӗлсе тӑрӗ тесе каласшӑн пулман. Вӑл святой сывлӑшпа суйласа илнӗ «Иисус Христос урлӑ тасалнӑ» христиансем пирки ҫырнӑ (1 Кор. 1:2; 15:18) (w20.12, 5—6 страницӑсем).
Святой сывлӑшпа суйласа илнисем «трупапа юлашкинчен кӑшкӑртнӑ чухне... пӗрре куҫ хупса иличчен» улшӑннӑ хыҫҫӑн мӗн тӑвӗҫ? (1 Кор. 15:51—53).
Иисуспа пӗрле вӗсем халӑхсене тимӗр туяпа кӗтӗҫ (Ӳлӗм. 2:26, 27) (w20.12, 12—13 страницӑсем).