Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

23-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Санӑн яту сӑваплӑ пултӑр»

«Санӑн яту сӑваплӑ пултӑр»

«Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн яту — ӗмӗрлӗхе» (ПС. 134:13).

10-МӖШ ЮРӐ Мухтавлар Иеговӑна, хамӑр Турра!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Мӗнле икӗ ыйту пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?

ПИРЕ пурне те пысӑк пӗлтерӗшлӗ икӗ ыйту пырса тивет — Туррӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси тата унӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси. Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май пире ҫак интереслӗ темӑсем ҫинчен калаҫма питӗ килӗшет. Пӗрре пӑхсан, ҫак икӗ ыйту пӗр-пӗринпе ҫыхӑнмаҫҫӗ пек туйӑнма пултарать, анчах та ку апла мар.

2 Туррӑн ятне варалани ҫинчен, ӑна сӑваплӑ тӑвасси ҫинчен эпир пӗлетпӗр. Унсӑр пуҫне, Иегова чи лайӑх майпа ертсе пынине пур ҫыннӑн пӗлмеллине те эпир ӑнланатпӑр. Ҫак икӗ ыйту та пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

3. Иеговӑн ячӗпе мӗн ҫыхӑннӑ?

3 Иеговӑпа мӗн ҫыхӑннӑ, ҫав шутра вӑл мӗнле ертсе пыни те, унӑн ячӗпе те ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси унӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларассипе тачӑ ҫыхӑннӑ. (« Тавлашуллӑ ыйту шутне мӗн-мӗн кӗрет?» рамкӑна пӑхӑр.)

4. Псалом 134:13-мӗшӗнче Иеговӑн ячӗ ҫинчен мӗн каланӑ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

4 Иеговӑн ячӗ ытти пур ятран та уйрӑлса тӑрать. (Псалом 134:13 вуласа парӑр.) Мӗншӗн Туррӑн ячӗ ҫав тери пӗлтерӗшлӗ? Мӗнле майпа ӑна пӗрремӗш хут вараланӑ? Турӑ хӑйӗн ятне мӗнле майпа сӑваплӑ тӑвать? Эпир вара хамӑр енчен мӗн тума пултаратпӑр? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.

МӖНШӖН ЯТ ПЫСӐК ПӖЛТЕРӖШЛӖ?

5. Туррӑн ятне сӑваплӑ тумалли пирки илтсен хӑш-пӗрисем мӗн тесе ыйтма пултараҫҫӗ?

5 «Санӑн яту сӑваплӑ пултӑр» (Матф. 6:9, ҪТ). Иисус вӗрентнӗ тӑрӑх, ҫакӑн ҫинчен кӗлтуни пуринчен те кирлӗрех. «Сӑваплӑ пултӑр» тенине вара мӗнле ӑнланмалла? Мӗне те пулин сӑваплӑ туни ӑна тасатнине пӗлтерет. Анчах та хӑш-пӗрисем ҫапла ыйтма пултараҫҫӗ: «Туррӑн ячӗ таса та сӑваплӑ мар-им вара?» Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесе айтӑр ят мӗн иккенне шухӑшласа пӑхар.

6. Мӗншӗн ят пысӑк пӗлтерӗшлӗ?

6 Ят вӑл хут ҫинче ҫырнӑ е сасӑпа каланӑ сӑмах ҫеҫ мар. Библире мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Ырӑ ят ҫӗрме пуянлӑхран аванрах» (Ытар. 22:1; Еккл. 7:1). Мӗншӗн ят ҫав тери пӗлтерӗшлӗ? Ҫынсене илес пулсан, ҫын ячӗпе ун ҫинчен ыттисем мӗн шутлани те ҫыхӑннӑ. Эппин, ята мӗнле ҫырни е вӑл мӗнле илтӗнни пӗлтерӗшлех мар, ӑна курсан е илтсен ыттисем мӗн шутлани пӗлтерӗшлӗ.

7. Ҫынсем Туррӑн ятне мӗнле варалаҫҫӗ?

7 Ҫынсем Иегова ҫинчен суйса каланӑ чухне унӑн ырӑ ятне яраҫҫӗ. Вара ыттисем те Турӑ ҫинчен япӑх шутлама тата ӑна айӑплама пуҫлаҫҫӗ. Туррӑн ятне пӗрремӗш хут хӑҫан вараланӑ? Ҫакӑ этемлӗх историйӗн пуҫламӑшӗнчех, Эдем пахчинче, пулнӑ. Айтӑр ҫакӑ пире мӗне вӗрентнине пӑхса тухар.

ТУРРӐН ЯТНЕ ПӖРРЕМӖШ ХУТ МӖНЛЕ ВАРАЛАНӐ?

8. Адампа Ева мӗн пӗлнӗ тата ҫакӑн пирки мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

8 Адампа Ева Туррӑн ячӗ Иегова пулнине пӗлнӗ. Вӗсем Иеговӑна хӑйне те лайӑх пӗлнӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем пӗтӗмпех Турӑ тунине тата вӑл хӑйсене пурнӑҫ, чаплӑ кил тата пӗр ҫитменлӗхсӗр мӑшӑр панине пӗлнӗ (Пулт. 1:26—28; 2:18). Анчах та вӗсем Иегова хӑйсемшӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлӗҫ-ши? Вӗсем Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратӗҫ-ши, пархатарлӑрах та пархатарлӑрах пулса пырӗҫ-ши? Туррӑн тӑшманӗ Адампа Евӑна тӗрӗсленӗ чухне вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнлерех пулни уҫҫӑн курӑннӑ.

9. Пултарни 2:16, 17 тата 3:1—5 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова Адампа Евӑна мӗн каланӑ тата Сатана вӗсене Иегова ҫинчен япӑх шутлаттарас тесе мӗн тунӑ?

9 Пултарни 2:16, 17; 3:1—5 вуласа парӑр. Сатана ҫӗлен урлӑ Евӑран ҫапла ыйтнӑ: «Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и?» Ҫав ыйту чее пулнӑ, мӗншӗн тесен ӑна пула Ева Иегова ҫинчен япӑх шутлама пуҫланӑ. Тӗрӗссипе каласан, Турӑ пур йывӑҫ ҫимӗҫне те ҫиме юрать тенӗ, вӑл пӗр йывӑҫ ҫимӗҫне ҫеҫ ҫиме чарнӑ. Адампа Евӑн ҫимелӗх мӗнле кӑна ҫимӗҫ пулман пулӗ! (Пулт. 2:9). Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑ. Сатана вара ҫав ыйтӑва парса Турӑ уҫӑ кӑмӑллӑ пулни пирки иккӗлентернӗ. Ева «Турӑ манран темскер лайӑххине пытармасть-ши» тесе шутласа илме пултарнӑ.

10. Сатана Туррӑн ятне мӗнле вараланӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

10 Сатана ыйту парсан Ева тӳрех Иеговӑна итлеме пӑрахман. Вӑл Сатанана Турӑ хӑйсене мӗн хушнине каланӑ тата ҫак йывӑҫа тӗкӗнме те юрамасть тенӗ. Турра итлеменни вилӗм патне илсе пырасси ҫинчен Ева лайӑх пӗлнӗ. Сатана вара ӑна: «Ҫук, вилместӗр»,— тенӗ (Пулт. 3:2—4). Хальхинче Сатана Турӑ ултавҫӑ тесе тӳррӗн каланӑ. Ҫапла майпа Сатана Турра элекленӗ, вара шуйттан, е элекҫӗ, пулса тӑнӑ. Ева Сатанана ӗненсе лартнӑ (1 Тим. 2:14). Вӑл ӑна Иеговӑран ытларах шаннӑ. Ҫавна пула вӑл чи япӑх йышӑну тунӑ — вӑл Иеговӑна итлеме пӑрахнӑ. Ева ҫиме юраман ҫимӗҫе татса ҫинӗ, кайран вара ӑна Адама та панӑ (Пулт. 3:6).

11. Адампа Евӑн мӗн тумалла пулнӑ?

11 Ева Сатанана мӗн хуравлама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Сӑмахран, вӑл ҫакӑн пекрех калама пултарнӑ: «Эсӗ кам иккенне эпӗ пӗлместӗп, хамӑн Аттене вара, Иеговӑна, пӗлетӗп, эпӗ ӑна юрататӑп тата шанатӑп. Иегова пирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшать, вӑл пире веҫех панӑ. Мӗнле эсӗ ун ҫинчен япӑххине калама хӑятӑн? Кай кунтан!» Иегова хӑйне юратакан хӗрӗ ҫакӑн пек сӑмахсем каланине илтсен мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗ! (Ытар. 27:11). Анчах та Ева та, Адам та Иеговӑна чунтан парӑнса юратман. Вӗсем хӑйсен Ашшӗне ҫавӑн пек юратман пирки унӑн ырӑ ятне хӳтӗлеймен.

12. Сатана Евӑна мӗн пирки иккӗлентернӗ тата Адампа Ева мӗн туман?

12 Эпир куртӑмӑр ӗнтӗ, чи малтан Сатана Евӑна Иегова лайӑх Атте пулни пирки иккӗлентернӗ. Ҫапла вӑл Туррӑн ырӑ ятне чыссӑрлатнӑ. Адампа Ева вара Иеговӑн ырӑ ятне Сатанан сӗмсӗр суйинчен хӳтӗлеме тӑман. Вӗсем Сатанана итлесе хӑйсен Ашшӗне хирӗҫ кайнӑ. Сатана хальхи вӑхӑтра та ҫав меслетпех усӑ курать. Вӑл Иегова ҫинчен элек сарса унӑн ятне варалать. Сатанан суйине ӗненекен ҫынсем Иеговӑна хӑйсен пуҫлӑхӗ вырӑнне хумаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем унӑн тӳрӗлӗх нормисене ҫӑмӑллӑнах сирсе яраҫҫӗ.

ИЕГОВА ХӐЙӖН ЯТНЕ СӐВАПЛӐ ТӐВАТЬ

13. Иезекииль 36:23-мӗш сӑвӑ йӗрки Библири тӗп шухӑша мӗнле уҫса парать?

13 Иегова ҫак элеке чӑтса ним тумасӑр тӑрӗ-ши? Ҫук, паллах! Библире пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех Иегова хӑйӗн ятне элекрен, Эдем пахчинче каланӑ элекрен, тасатас тесе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа панӑ (Пулт. 3:15). Библире мӗн ҫырнине эпир кӗскен ҫапла калама пултаратпӑр: Иегова Мессианла Патшалӑх урлӑ ҫӗр ҫинче тӳрӗлӗхпе мир туса хурӗ. Ҫапла майпа вӑл хӑйӗн ятне тасатӗ. Библире мӗн ҫырни пире Иегова мӗнле майпа хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвассине ӑнланма пулӑшать. (Иезекииль 36:23 вуласа парӑр.)

14. Иегова хӑйне мӗнле тытни унӑн ятне мӗнле майпа сӑваплӑ тӑвать?

14 Сатана Иеговӑна хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама чӑрмантарас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Анчах вӑл тем пек тӑрӑшсан та унӑн ӗҫӗ ӑнман. Библире Иегова мӗн-мӗн туни ҫинчен ҫырса панӑ, ҫакӑ вара вӑл чӑннипех те юратакан Атте тата чи лайӑх Пуҫлӑх пулнине кӑтартса парать. Сатанапа ун майлисем Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесе унӑн чӗрине хытӑ ыраттарнӑ (Пс. 77:40, ҪТ). Иегова ҫак лару-тӑрӑва мӗнле татса панинчен вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, тӳсӗмлӗ тата тӗрӗс суд тӑвакан Турӑ пулни курӑнать. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн тӗлӗнмелле вӑй-хӑватне тӗрлӗ майпа кӑтартнӑ. Чи кирли вара, вӑл мӗн-мӗн тунинчен вӑл пире хытӑ юратни курӑнса тӑрать (1 Иоанн 4:8). Хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвас тесе Иегова халӗ те нумай тӑвать.

Сатана Евӑна Иегова ҫинчен суйнӑ пекех халӗ те Турӑ ҫинчен элек сарать (9, 10, 15 абзацсене пӑхӑр) *

15. Сатана хальхи вӑхӑтра Турӑ ҫинчен мӗнле элек сарать тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерет?

15 Сатана Турӑ ятне варалама пӑрахман. Вӑл ҫынсене Турӑ хӑватлӑ, тӳрӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ тата юратакан пулни пирки иккӗлентерет. Тӗслӗхрен, вӑл Ҫут тӗнчене Турӑ туман тесе ӗнентересшӗн. Ҫынсем Турра ӗненеҫҫӗ пулсан вара, Сатана вӗсене Туррӑн нормисем тӗрӗс мар тесе, ирӗклӗ пурӑнма памаҫҫӗ тесе ӗнентересшӗн. Сатана Турӑ хытӑ чӗреллӗ, хаяр тесе те, вӑл ҫынсене вутлӑ тамӑкра асаплантарать тесе те вӗрентет. Вара Сатанан сӗмсӗр суйине ӗненекен ҫынсем Турра пӑхӑнма тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма пӑрахаҫҫӗ. Иегова Сатанана тӗп тӑвиччен вӑл малалла та Иегова ҫинчен элек сарӗ. Сатана сире те Турӑран пӑрса яма тӑрӑшӗ. Анчах та вӑл ҫакна тума пултарӗ-и?

ЭПИР МӖН ТУМА ПУЛТАРАТПӐР?

16. Эпир мӗн тума пултаратпӑр?

16 Иегова ҫылӑхлӑ ҫынсене чаплӑ май панӑ — вӗсем унӑн ырӑ ятне элекрен тасатма пулӑшма пултараҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпир Адампа Ева тӑвайманнине тума пултаратпӑр. Тӗнчере Турра хурлакан тата унӑн ятне варалакан ҫынсем питӗ нумай. Эпир вара Иегова ҫинчен чӑннине — вӑл сӑваплӑ, тӳрӗ, ырӑ тата юратакан Турӑ пулнине — хӑюллӑн пӗлтерме пултаратпӑр (Ис. 29:23). Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартма пултаратпӑр. Эпир ҫынсене Иегова чи лайӑх пуҫлӑх тесе, ӑна пула ҫеҫ ҫынсем тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнӗҫ тесе каласа пама пултаратпӑр (Пс. 36:9, 37; 145:5, 6, 10).

17. Иисус хӑйӗн Ашшӗн ырӑ ятне мӗнле хӳтӗленӗ?

17 Иеговӑн ырӑ ятне хӳтӗлесе эпир Иисус Христос тунӑ пек тӑватпӑр (Иоанн 17:26). Иисус Ашшӗн ячӗ Иегова тесе пӗлтернӗ кӑна мар, вӑл Иегова мӗнлерех Турӑ пулнине те каласа панӑ. Сӑмахран, Иисус фарисейсене тӳррӗн питленӗ. Фарисейсене пула ҫынсем Иегова хаяр, хытӑ кӑмӑллӑ, ҫынсемпе интересленмест тата вӗсене хӗрхенмест тесе шутланӑ. Иисус вара ҫынсене хӑйӗн Ашшӗ хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳсӗмлӗ, юратакан тата каҫаракан Турӑ пулнине курма пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус яланах хӑйӗн Ашшӗ пек пулма тӑрӑшнӑ, вӑл кӑтартнӑ лайӑх енсенех кӑтартнӑ. Ҫакӑ та ҫынсене Иеговӑна лайӑхрах пӗлме пулӑшнӑ (Иоанн 14:9).

18. Эпир Туррӑн ырӑ ятне элекрен тасатма пулӑшас тесе мӗн тума пултаратпӑр?

18 Эпир те, Иисус пекех, ҫынсене Иегова ҫинчен хамӑр мӗн пӗлнине, вӑл юратакан тата ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ пулнине каласа пама пултаратпӑр. Вара ҫынсем Туррӑн сӑваплӑ ятне пӗлме тата хисеплеме пуҫлаҫҫӗ. Ҫапла майпа Туррӑн ячӗ элекрен тасалать. Тата эпир, ҫылӑхлӑ пулсан та, Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшатпӑр (Эф. 5:1, 2). Пирӗн сӑмахсемпе ӗҫсенче ҫынсем Иегова чӑннипех мӗнле Турӑ пулнине кураҫҫӗ. Ҫапла майпа та эпир унӑн ырӑ ятне элекрен тасатма пулӑшатпӑр. Ҫынсене Турӑ ҫинчен калакан суя вӗрентӳсене сирсе яма пулӑшнипе эпир Туррӑн ырӑ ятне хӳтӗлетпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир ҫылӑхлӑ ҫынсем те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине кӑтартса паратпӑр (Пс. 25:11).

Эпир Библи вӗренекенсене Иегова ырӑ кӑмӑллӑ, юратакан Турӑ пулнине курма пулӑшасшӑн (18, 19 абзацсене пӑхӑр) *

19. Исаия 63:7-мӗшӗ тӑрӑх, ҫынсене вӗрентнӗ чухне пирӗн мӗн тумалла?

19 Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума пулӑшас тесе эпир тата мӗн тума пултаратпӑр? Ҫынсемпе Библи вӗреннӗ чухне эпир час-часах Иеговӑн ҫеҫ Ҫут тӗнчене тытса тӑма тата пурин валли саккунсем пама право пур тесе палӑртатпӑр. Ку чӑнах та питӗ кирлӗ, анчах та ҫынсене Иеговӑна, пирӗн Аттемӗре, чунтан парӑнса юратма пулӑшасси тата кирлӗрех. Пирӗн ҫынсене Иеговӑн паха енӗсене, вӑл мӗнлерех Турӑ пулнине курма пулӑшмалла. (Исаия 63:7 вуласа парӑр.) Ҫапла вӗрентсен эпир вӗсене Иеговӑна юратма тата ӑна чунтан пӑхӑнса пурӑнма пулӑшӑпӑр.

20. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

20 Ҫак статьяна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пирӗн ҫакӑн пек ыйту сиксе тухма пултарать: «Эпӗ хама мӗнле тытни тата ҫынсене мӗнле вӗрентни Туррӑн ятне аслӑлать-и?» Тепӗр статья пире хамӑра тӗрӗслесе пӑхма пулӑшӗ.

2-МӖШ ЮРӐ Санӑн яту — Иегова

^ 5 абз. Ҫынсене те, ангелсене те мӗнле ыйту пырса тивет? Мӗншӗн ҫак ыйту пысӑк пӗлтерӗшлӗ? Ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшас тесе эпир мӗн те пулин тума пултаратпӑр-и? Ҫак тата унпа ҫыхӑннӑ ытти ыйтусен хуравӗсене пӗлни пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗ.

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Шуйттан Евӑпа калаҫнӑ чухне Турӑ суеҫӗ тенӗ, ҫапла вӑл ӑна элекленӗ. Ӗмӗрсем хушши Сатана Турӑ ҫинчен суя сӑмах сарать, тӗслӗхрен, вӑл Турӑ хаяр тата ҫынсене Турӑ туман тесе ӗнентересшӗн тӑрӑшать.

^ 63 абз. ӲКЕРЧӖК. Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне арҫын тӑван Туррӑн паха енӗсем ҫинчен каласа парать.