Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӑҫан калаҫмалли вӑхӑт?

Хӑҫан калаҫмалли вӑхӑт?

«Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ... шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт» (ЕККЛ. 3:1, 7).

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Екклесиаст 3:1, 7-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?

 ПИРӖНТЕН хӑш-пӗрисем калаҫма питӗ юратаҫҫӗ, теприсем вара калаҫсах каймаҫҫӗ. Ҫак статьяри тӗп сӑвӑ йӗркинче каланӑ пек шӑпланмалли вӑхӑт тата калаҫмалли вӑхӑт пур. (Екклесиаст 3:1, 7 вуласа парӑр.) Ҫав-ҫавах эпир хӑш-пӗр тӑвансем ытларах калаҫсан, теприсем вара сахалрах калаҫсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлама пултаратпӑр.

2. Хӑҫан тата мӗнле калаҫмаллине кам вӗрентме пултарать?

2 Калаҫас пултарулӑх — Иегова панӑ парне (Тух. 4:10, 11; Ӳлӗм. 4:11). Унӑн Сӑмахне вуласа эпир ҫак пултарулӑхпа мӗнле тӗрӗс усӑ курмаллине пӗлетпӗр. Ҫак статьяра эпир Библири темиҫе тӗслӗхе пӑхса тухӑпӑр, вӗсем пире хӑҫан калаҫмаллине, хӑҫан шӑп тӑмаллине ӑнланма пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне, эпир ҫынсене мӗн калани пирки Иегова мӗн шутланине курӑпӑр. Айтӑр малтан хӑҫан калаҫмаллине пӑхса тухар.

ХӐҪАН КАЛАҪМАЛЛА?

3. Рим 10:14 тӑрӑх, Иегова тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пирӗн хӑҫан каламалла?

3 Иегова ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен калама пирӗн яланах хатӗр пулмалла (Матф. 24:14, Рим 10:14 вуласа парӑр). Ҫакӑн пек тунипе эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисусӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри Ашшӗ ҫинчен чӑнлӑха каласа парасси пулнӑ (Иоанн 18:37). Пирӗн тата эпир мӗнле калаҫнине те асӑрхасах тӑмалла. Ыттисене Иегова ҫинчен каласа панӑ чухне пирӗн «йӑвашшӑн, чунтан хисеплесе» калаҫмалла, ҫавӑн пекех ҫынсен туйӑмӗсене, вӗсем мӗне ӗненнине шута илмелле (1 Петр 3:15, ҪХ). Вара эпир вӗсемпе калаҫса илӗпӗр кӑна мар, вӗсене чӑнлӑха вӗрентӗпӗр тата, тен, чӗрине те пырса тивме пултарӑпӑр.

4. Ытарӑшсем 9:9 тӑрӑх, эпир мӗн калани ыттисене мӗнле пулӑшма пултарать?

4 Старейшинӑсем пӗр-пӗр тӑвана канаш памаллине кураҫҫӗ пулсан, вӗсен ним каламасӑр тӑмалла мар. Паллах, тӑвана аванмарлатса ярас мар тесе старейшинӑсем майлӑ вӑхӑт тупса унпа ҫынсем умӗнче мар, куҫа-куҫӑн калаҫӗҫ. Старейшинӑсем тӑвансемпе калаҫнӑ чухне яланах вӗсене хисепленине кӑтартаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем тӑвансене тӗрӗс йышӑну тума пулӑшас тесе Библири принципсене каламасӑр хӑвармаҫҫӗ. (Ытарӑшсем 9:9 вуласа парӑр.) Тӑван хӑйне тӗрӗс мар тытать пулсан, мӗншӗн ӑна ҫакӑн пирки калама хӑрамалла мар? Айтӑр Туррӑн икӗ ӗҫлекенӗн тӗслӗхӗсене пӑхса тухар: пӗрин хӑйӗн ывӑлӗсене ӑса кӗртмелле пулнӑ, теприн вара пулас патшапа калаҫмалла пулнӑ.

5. Хӑҫан Илиян хыттӑнрах каламалла пулнӑ?

5 Аслӑ священник Илий хӑйӗн икӗ ывӑлне питӗ хытӑ юратнӑ. Унӑн ывӑлӗсем чыслӑ ӗҫ туса тӑнӑ: вӗсем сӑваплӑ чатӑрта священниксем пулса ӗҫленӗ. Анчах та вӗсем Иеговӑна пачах хисеплемен: хӑйсен влаҫӗпе иртӗхнӗ, Иеговӑна кӳнӗ парнесене хисеплемен тата намӑса пӗлмесӗр сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлекен хӗрарӑмсемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ (1 Патш. 2:12—17, 22). Моисей саккунӗ тӑрӑх, Илиян ывӑлӗсем вилме тивӗҫлӗ пулнӑ, анчах та Илия вӗсен ҫылӑхӗсем ҫине куҫ хупнӑ тата вӗсене ҫемҫен тӳрлетнӗ. Вӑл вӗсене сӑваплӑ чатӑрта малалла та ӗҫлесе тӑма ирӗк панӑ (Сак. аст. 21:18—21). Иегова ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ? Вӑл Илияна ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн-ха эсӗ хӑвӑн ывӑлусене Манран маларах хуратӑн?» Иегова ҫак икӗ йӗркесӗр арҫынна вӗлерме шут тытнӑ (1 Патш. 2:29, 34).

6. Илиян тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Илиян тӗслӗхӗ пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх. Пирӗн тус е хурӑнташ Туррӑн нормисене пӑснине пӗлтӗмӗр пулсан пирӗн унпа калаҫса Иеговӑн нормисене аса илтермелле. Кайран вара вӑл старейшинӑсенчен, кама Иегова суйласа лартнӑ, ҫавсенчен, пулӑшу илнипе илменнине пӗлмелле (Иак. 5:14). Пирӗн Илия пек пулас килмест, ҫавӑнпа та эпир туссемпе хурӑнташсене Иеговӑран мала хурасшӑн мар. Паллах, тӑвана тӳрлетме хӑюлӑх кирлӗ, анчах та ҫакӑ нумай усӑ пама пултарать. Халӗ вара айтӑр тепӗр тӗслӗхе, Авигея ятлӑ израильтянкӑн тӗслӗхне, пӑхса тухар.

Авигея кирлӗ вӑхӑтра калаҫас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (7, 8 абзацсене пӑхӑр.) *

7. Мӗншӗн Авигея Давидпа калаҫас тенӗ?

7 Авигея Навал ятлӑ пуян ҫыннӑн арӑмӗ пулнӑ. Давид хӑйӗн ҫыннисемпе Саул патшаран тарса ҫӳренӗ чухне пӗр вӑхӑт хушши Навалӑн кӗтӗвӗсене вӑрӑ-хурахсенчен хӳтӗленӗ. Навал ҫакӑншӑн пархатарлӑ пулнӑ-и? Ҫук. Давид Навалран хӑйӗн ҫыннисем валли кӑшт апатпа шыв ыйтсан Навал тарӑхса кайнӑ та ӑна хӑртма пуҫланӑ (1 Патш. 25:5—8, 10—12, 14). Ҫавӑн хыҫҫӑн Давид Навалӑн кил-йышӗнчи пур арҫынна та вӗлерме шут тытнӑ (1 Патш. 25:13, 22). Инкек сиксе ан тухтӑр тесе мӗн те пулин тумалла пулнӑ. Авигея калаҫмалли вӑхӑт ҫитнине ӑнланса илнӗ. Давидпа калаҫас тесе вӑл хӑюллӑн 400 выҫӑ та тарӑхса кайнӑ ҫар ҫыннине хирӗҫ тухнӑ.

8. Авигея тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

8 Авигея Давидпа тӗл пулсан унпа хисеплӗн, ҫав вӑхӑтрах хӑюллӑн калаҫнӑ тата унӑн сӑмахӗсем витӗмлӗ пулнӑ. Авигея айӑплӑ пулман пулсан та, вӑл Давидран каҫару ыйтнӑ. Вӑл Давида унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата вӑл тӗрӗс йышӑну тӑвасса шанни ҫинчен каланӑ. Авигея хӑйне Иегова пулӑшасси пирки пӗртте иккӗленмен (1 Патш. 25:24, 26, 28, 33, 34). Кам та пулин тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑнине курсан пирӗн те ҫак хӑюллӑ хӗрарӑм пекех шӑп тӑмалла мар (Пс. 140:5). Пирӗн ҫав ҫынпа хисеплӗн, ҫав вӑхӑтрах хӑюллӑн калаҫмалла. Тӑвана ыррӑн канаш парсан эпир уншӑн чӑн-чӑн туссем пулнине кӑтартатпӑр (Ытар. 27:17).

9, 10. Тӑвана канаш памалла чухне старейшинӑсен мӗн асра тытмалла?

9 Старейшинӑсен йӑнӑш тунӑ тӑвансемпе калаҫнӑ чухне уйрӑмах хӑюллӑ пулмалла (Гал. 6:1). Вӗсем хӑйсем те ҫылӑхлӑ пулнине тата хӑйсене те хӑҫан та пулин канаш кирлӗ пулма пултарнине ӑнланаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ вӗсене йӑнӑш тӑвакана тӳрлетме чӑрмантармалла мар (2 Тим. 4:2; Тит 1:9). Тӑвансене тӳсӗмлӗн вӗрентес тесе старейшинӑсем канаш панӑ чухне калаҫас пултарулӑхпа тӗрӗс усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем тӑвансене юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене питӗ пулӑшасшӑн (Ытар. 13:25). Анчах старейшинӑсемшӗн чи кирли — тӑвансене Иеговӑн нормисене тытса тӑма пулӑшасси тата пухӑва хӳтӗлесси (Ап. ӗҫ. 20:28).

10 Эпир халӗ хӑҫан калаҫмаллине пӑхса тухрӑмӑр. Анчах та хӑш-пӗр чухне пирӗн чӗнмесӗр тӑмалла. Мӗне пула ҫакна тума йывӑр пулма пултарать?

ХӐҪАН ШӐП ТӐМАЛЛА?

11. Иаков мӗнле тӗслӗх илсе панӑ тата ҫак тӗслӗх пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

11 Чӗлхене ҫыртма хӑш-пӗр чухне йывӑр пулма пултарать. Ҫакна кӑтартас тесе Иаков акӑ мӗнле тӗслӗх илсе панӑ: «Сӑмахпа ҫылӑха кӗмен ҫын — пур тӗлӗшрен те ырӑ ҫын, вӑл пӗтӗм ӳтне те чарма пултарать. Акӑ эпир лашана хамӑра итлеттерес тесе ҫӑварлӑхлатпӑр та унӑн пӗтӗм тӑлпӑвне хамӑра пӑхӑнтаратпӑр» (Иак. 3:2, 3). Лашана ҫӑварлӑхласан юланутҫӑ тилхепе тытса пырса лашана хӑйне кирлӗ енне ҫавӑрма е чарма пултарать. Юланутҫӑ тилхепене ярсан лаша ӗрӗхсе кайса хӑйне те, юланутҫӑна та амантма пултарать. Ҫавӑн пекех эпир те хамӑр чӗлхене чармасан, ҫакӑ нумай йывӑрлӑх кӳме пултарать. Айтӑр мӗнле лару-тӑрусенче пирӗн чӗлхене ҫыртса чӗнмесӗр тӑмаллине пӑхса тухар.

12. Хӑҫан пирӗн «тилхепене туртса» шӑп тӑмалла?

12 Ыттисене калама юраман информацие пӗлекен тӑванпа калаҫнӑ чухне эсир хӑвӑра мӗнле тытатӑр? Калӑпӑр, эсир пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывра пурӑнакан тӑванпа тӗл пултӑр. Эсир ҫав тӑван пурӑнакан вырӑнта ырӑ хыпар сарас ӗҫ мӗнле йӗркеленнине ыйтса пӗлесшӗн пулатӑр-и? Паллах ӗнтӗ, эсир тӑвансене усал сунмастӑр, эсир вӗсене юрататӑр тата вӗсемшӗн пӑшӑрханатӑр. Унсӑр пуҫне, вӗсемшӗн кӗлтунӑ чухне мӗн ҫинчен ыйтмаллине те пӗлесшӗн. Анчах та ҫавӑн пек чухне пирӗн «тилхепене туртмалла», тӑвансене ытлашши нумай ыйту памалла мар. Эпир тӑвана ҫине тӑрсах ыйтусем паратпӑр пулсан, эпир ӑна тата вӑл пурӑнакан вырӑнти ытти тӑвансене ҫителӗклӗ таран юратманнине кӑтартатпӑр, мӗншӗн тесен ҫав вырӑнти тӑвансем вӑл вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен нимӗн те каламасть тесе шанаҫҫӗ. Паллах, эпир пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ вырӑнта пурӑнакан тӑвансен пурнӑҫне йывӑрлатса ярасшӑн мар. Эпир хамӑр та ҫавӑн пек ҫӗршывра пурӑнатпӑр пулсан, ырӑ хыпара мӗнле сарнине, тӗлпулусене мӗнле ирттернине тата ыттине те вак-тӗвек таранах каласа памастпӑр.

13. Ытарӑшсем 11:13 тӑрӑх, старейшинӑсен мӗн тумалла тата мӗншӗн?

13 Старейшинӑсен Ытарӑшсем 11:13-мӗшӗнчи принципа тытса тӑмалла. (Вуласа парӑр.) Вӗсен камӑн пӗр-пӗр ӗҫ пирки пӗлме право ҫук, ҫавсене ҫав ӗҫ пирки каласа кӑтартмалла мар. Старейшина авланнӑ пулсан ҫакна тума йывӑртарах пулма пултарать. Ҫемьери хутшӑнусем лайӑх пулччӑр тесе упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне хӑйсем мӗн шухӑшлани, мӗн туйни тата хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Анчах старейшина ҫакна та ӑнланать: пӗр-пӗр тӑван ӑна мӗн те пулин куҫа-куҫӑн каласа пачӗ пулсан, ҫакна арӑма пӗлтерме юрамасть. Каласа парсассӑн вара, ӑна пухура шанма пӑрахаҫҫӗ тата вӑл хӑйӗн ырӑ ятне ярать. Кама пухура тивӗҫсем шанса панӑ, ҫав арҫын тӑвансен «икӗпитлӗ» пулмалла мар (1 Тим. 3:8, ҪХ). Ҫакӑ вӗсен суйма тата ыттисем ҫинчен сӑмах сарса ҫӳреме юраманнине пӗлтерет. Юратакан упӑшка арӑмӗ ҫине йывӑр ҫӗклем хумӗ — арӑмӗн пӗлме юраман информацие ӑна каламӗ.

14. Старейшинӑсен арӑмӗсем упӑшкин ырӑ ятне ярас мар тесе мӗн тумаҫҫӗ?

14 Упӑшкин ырӑ ятне ярас мар тесе арӑмӗ ҫине тӑрсах унран ыттисене калама юраман информацие ыйтса пӗлмӗ. Хӑйне ҫапла тытнипе вӑл упӑшкине пулӑшса тӑрать тата кам унӑн упӑшкине мӗн те пулин шанса каланӑ, ҫав тӑвансене хисепленине кӑтартать. Пуринчен ытла вара ҫакӑ Иеговӑна савӑнтарать, мӗншӗн тесен ҫапла майпа арӑмӗ пухури мирпе пӗрлӗхе упрама пулӑшать (Рим 14:19).

ЭПИР ЫТТИСЕНЕ МӖН КАЛАНИ ҪИНЕ ИЕГОВА МӖНЛЕ ПӐХАТЬ?

15. Иегова Елифазпа, Вилдадпа тата Софарпа хӑйне мӗнле тытнӑ тата мӗншӗн?

15 Хӑҫан тата мӗнле калаҫмаллине эпир Иов кӗнекерен вӗренме пултаратпӑр. Иов ҫине инкек хыҫҫӑн инкек йӑтӑнса ансан ӑна йӑпатма тата канаш парса пулӑшма тӑватӑ ҫын килнӗ. Ҫав ҫынсем нумай вӑхӑт хушши чӗнмесӗр ларнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ Елифаз, Вилдад тата Софар пулнӑ. Чӗнмесӗр ларнӑ чухне вӗсем Иова мӗнле пулӑшасси ҫинчен мар, Иов япӑх ӗҫсем тунине мӗнле ҫирӗплетсе парасси ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑ вӗсем каярах каланӑ сӑмахсенчен курӑнать. Вӗсем каланӑ хӑш-пӗр сӑмахсем тӗрӗс пулнӑ пулин те, пӗтӗмӗшле илсен, вӗсем Иовпа Иегова ҫинчен япӑх тата суйса каланӑ. Вӗсем Иова питӗ хытӑ айӑпланӑ (Иов 32:1—3). Ҫакна курсан Иегова мӗн тунӑ? Вӑл ҫак виҫӗ арҫын ҫине питӗ тарӑхнӑ. Турӑ вӗсене эсир ман пирки тӗрӗс каламарӑр тенӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсене хӑвӑршӑн Иова кӗлтума ыйтӑр тесе каланӑ (Иов 42:7—9).

16. Елифазӑн, Вилдадӑн тата Софарӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Пӑхса тухнӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн тӑвансене айӑпламалла мар (Матф. 7:1—5). Мӗн те пулин каличчен малтан вӗсене итлесе пӗтермелле. Ҫапла тусан ҫеҫ эпир тӑвансен мӗн тӳсме тивнине пӗлме пултаратпӑр (1 Петр 3:8). Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн тӑвансемпе ыррӑн калаҫмалла тата эпир мӗн калани тӗрӗс пулмалла (Эф. 4:25). Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, ҫак тӗслӗх эпир пӗр-пӗрне мӗн каланине Иегова сӑнаса тӑнине кӑтартса парать.

17. Елиуй тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

17 Иов патне килнӗ тӑваттӑмӗш ҫын Авраам тӑванӗ Елиуй пулнӑ. Вӑл Иова тата унӑн виҫӗ тусне тимлӗ итленӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен каярахпа Елиуй Иова ыррӑн, ҫав вӑхӑтрах тӳррӗн канаш пама тата Иова хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшма пултарнӑ (Иов 33:1, 6, 17, 18). Елиуй пуринчен ытла хӑйне е кама та пулин урӑххине мар, Иеговӑна мухтава кӑларасшӑн пулнӑ (Иов 32:21, 22; 37:23, 24). Елиуй тӗслӗхӗ пире шӑп тӑрса итлемелли вӑхӑт пуррине кӑтартса парать (Иак. 1:19). Ҫавӑн пекех кама та пулин канаш панӑ чухне пирӗн чи малтан хамӑра мар, Иеговӑна мухтава кӑларасси ҫинчен шухӑшламалла.

18. Калаҫас пултарулӑха хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Хӑҫан тата мӗн калас тӗлӗшрен Библире панӑ канаша тытса тӑнипе эпир калаҫас пултарулӑха хакланине кӑтартатпӑр. Турӑ хавхалантарнипе ӑслӑ-тӑнлӑ Соломон патша ҫапла ҫырнӑ: «Вырӑнлӑ каланӑ сӑмах — кӗмӗл савӑтри ылтӑн улма пек» (Ытар. 25:11). Эпир ыттисем мӗн каланине тимлӗ итлетпӗр пулсан тата шухӑшласа калаҫатпӑр пулсан, пирӗн сӑмахсем ылтӑн панулмисем пекех хаклӑ та илемлӗ пулаҫҫӗ. Вара эпир нумай калатпӑр-и, сахал-и, пирӗн сӑмахсем ыттисене хавхалантарӗҫ тата Иеговӑна савӑнтарӗҫ (Ытар. 23:15; Эф. 4:29). Ҫапла тунипе эпир Иеговӑна пархатарлӑ пулнине чи лайӑх майпа кӑтартатпӑр!

82-МӖШ ЮРӐ Сирӗн ҫутӑ ҫутаттӑр

^ Библири принципсем пире хӑҫан калаҫмаллине, хӑҫан шӑп тӑмаллине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Турӑ сӑмахӗнчи канашсене пӗлетпӗр пулсан тата вӗсене тимлетпӗр пулсан, эпир мӗн калани Иеговӑна савӑнтарӗ.

^ ӲКЕРЧӖК. Пӗр хӗрарӑм тӑван тепӗр хӗрарӑм тӑвана канаш парать.

^ ӲКЕРЧӖК. Пӗр арҫын тӑван тепӗр арҫын тӑвана тасалӑха тытса тӑни питӗ кирлӗ тесе калать.

^ ӲКЕРЧӖК. Авигея Давидпа кирлӗ вӑхӑтра калаҫнӑ, ҫакӑ вара усӑллӑ пулнӑ.

^ ӲКЕРЧӖК. Пӗр мӑшӑр ытлашши калас мар тесе — пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ вырӑнта тӑвансем сӑваплӑ ӗҫе мӗнле туса тӑни ҫинчен каласа парас мар тесе — хӑйне чарать.

^ ӲКЕРЧӖК. Старейшина пухури ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ ыттисене калама юраман информацие никам та ан илттӗр тет.