Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

39-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӗрарӑм тӑвансене пулӑшса тӑрӑр

Хӗрарӑм тӑвансене пулӑшса тӑрӑр

«Хыпар пӗлтерекен арӑмсем имсӗр-сумсӑр» (ПС. 67:12).

137-МӖШ ЮРӐ Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем

ҪАК СТАТЬЯРА *

Пирӗн ӗҫчен те хастар хӗрарӑм тӑвансем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ, ырӑ хыпар сараҫҫӗ, Патшалӑх залӗсене юсаса-тирпейлесе тӑма пулӑшаҫҫӗ тата пухури ытти тӑвансемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ (1-мӗш абзаца пӑхӑр)

1. Хӗрарӑм тӑвансем пухусене мӗнле пулӑшаҫҫӗ тата вӗсен мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ПУХУРА нумай хастар тата ӗҫчен хӗрарӑм тӑвансем пурришӗн эпир питӗ савӑнатпӑр. Ҫак тӑвансем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ, ырӑ хыпар сараҫҫӗ, Патшалӑх залӗсене юсаса-тирпейлесе тӑма пулӑшаҫҫӗ тата пухури ытти тӑвансемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Паллах, вӗсен йывӑрлӑхсем те пур. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхаҫҫӗ. Теприсене килтисем хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Тата теприсем вара ачисене пӗччен пӑхса ӳстереҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен нумай ӗҫлеме тивет.

2. Мӗншӗн хӗрарӑм тӑвансене пулӑшса тӑмалла?

2 Хӗрарӑм тӑвансене пирӗн пулӑшса тӑмалла. Ҫак тӗнчери ҫынсем хӗрарӑмсене хисеплесех каймаҫҫӗ. Библи вара вӗсене пулӑшма хавхалантарать. Сӑмахран, Павел апостол Римри христиансене Фива ятлӑ хӗрарӑм тӑвана хапӑл туса йышӑнма ыйтнӑ. Вӑл вӗсем патне «унӑн мӗн ҫитменнине тивӗҫтерӗр, пулӑшӑр ӑна» тесе ҫырса янӑ (Рим 16:1, 2). Фарисей пулнӑ чухне Павел, ытти фарисейсем пекех, хӗрарӑмсене хисеплемен, вӗсем ҫине ҫӳлтен пӑхнӑ пулӗ. Анчах та христианин пулса тӑрсан вӑл хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ. Вӑл, Иисус пекех, хӗрарӑмсене хисеплеме пуҫланӑ, вӗсемпе ырӑ пулнӑ (1 Кор. 11:1).

3. Иисус хӑйне хӗрарӑмсемпе мӗнле тытнӑ тата Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлакан хӗрарӑмсем ҫине вӑл мӗнле пӑхнӑ?

3 Иисус хӗрарӑмсене хисепленӗ (Иоанн 4:27). Вӑл вӗсем ҫине иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем пӑхнӑ пек пӑхман. Пӗр энциклопедире ҫапла каланӑ: «Иисус нихӑҫан та хӗрарӑмсем ҫинчен тиркесе калаҫман». Хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне пурнӑҫлакан хӗрарӑмсем ҫине вара Иисус мӗнле пӑхнӑ? Вӑл вӗсене тата хытӑрах хисепленӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракан арҫынсене те, хӗрарӑмсене те вӑл хӑйӗн ҫемйинчи ҫынсем вырӑнне хунӑ (Матф. 12:50).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Иисус Иеговӑшӑн ӗҫлекен хӗрарӑмсене пулӑшма яланах хатӗр пулнӑ. Вӑл вӗсене питӗ хакланӑ тата хӳтӗленӗ. Айтӑр эпир те, Иисус пекех, пухури хӗрарӑм тӑвансене мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.

ХӖРАРӐМ ТӐВАНСЕМПЕ ХУТШӐНМА ВӐХӐТ УЙӐРӐР

5. Мӗншӗн хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем хӑйсене пӗччен пек туяҫҫӗ?

5 Пире пурне те, арҫын тӑвансене те, хӗрарӑм тӑвансене те, ҫывӑх туссем кирлӗ. Хӑш-пӗр чухне хӑрарӑм тӑвансем пухура хӑйсене пӗччен пек туяҫҫӗ. Мӗншӗн? Хӑш-пӗр тӑвансем акӑ мӗн каласа параҫҫӗ. Джордан * ятлӑ хӑрарӑм тӑван ҫапла калать: «Эпӗ качча кайман. Ҫавӑнпа час-часах пухура хама кирлех мар пек туятӑп». Урӑх вырӑна куҫса кайнӑ Кристен ятлӑ пионер вара акӑ мӗн калать: «Урӑх пухӑва куҫсан хӑвна пӗччен пек туятӑн». Унсӑр пуҫне, камӑн килтисем Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ, ҫавсен ҫемьере ҫывӑх хутшӑнусем пулмасан та пултараҫҫӗ тата пухура та вӗсем хӑйсене ют ҫын пек туйма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисен вара хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене пӑхмалла, ҫавӑнпа вӗсем килтен тухсах ҫӳремеҫҫӗ. Аннетт ҫапла калать: «Мана хӑнана чӗнсен те эпӗ унта каяймастӑп, мӗншӗн тесен манӑн чирлӗ аннене пӑхмалла».

Иисус пекех, пирӗн те хӗрарӑм тӑвансемшӗн тӑрӑшмалла (6—9 абзацсене пӑхӑр) *

6. Лука 10:38—42 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус Марфӑпа Марийӑна мӗнле пулӑшнӑ?

6 Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракан хӗрарӑмсемпе калаҫма вӑхӑт уйӑрнӑ, вӑл вӗсемпе туслӑ пулнӑ. Тӗслӗхшӗн Марфӑпа Марийӑна илер. Вӗсем иккӗшӗ те качча кайман хӗрарӑмсем пулнӑ. (Лука 10:38—42 вуласа парӑр.) Иисус хӑйне мӗнле тытнине пула вӗсене унпа хутшӑнма питӗ килӗшнӗ. Сӑмахран, Мария Иисусран вӗренес тесе ун ури патне пырса ларма хӑраман *. Марфа вара Мария хӑйне пулӑшманнине курсан ҫакӑн ҫинчен Иисуса калама вӑтанса тӑман. Вара Иисус вӗсене кирлӗ чӑнлӑхсене ыррӑн вӗрентнӗ. Иисус вӗсем патне час-часах хӑнана кайса ҫӳренӗ. Вӑл Марфӑпа Марийӑшӑн та, вӗсен пӗр тӑванӗшӗн Лазарьшӗн те питӗ тӑрӑшнӑ (Иоанн 12:1—3). Ҫавӑнпа Лазарь йывӑр чирлесе ӳксен Марфӑпа Мария Иисусран пулӑшу ыйтма хӑраса тӑман (Иоанн 11:3, 5).

7. Эпир хӗрарӑм тӑвансене мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр?

7 Хӑш-пӗр тӑвансем ытларах чухне пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче ҫеҫ тӑвансемпе хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа айтӑр ҫак тӑвансене тӗлпулусенче хапӑл тусах йышӑнар, вӗсемпе калаҫар, вӗсене хакланине кӑтартар. Маларах асӑннӑ Джордан ҫапла калать: «Тӑвансем мана комментарисемшӗн мухтасан, пӗрле ырӑ хыпар сарма кайма чӗнсен тата маншӑн тӑрӑшсан, ҫакӑ питӗ хавхалантарать». Пирӗн хӗрарӑм тӑвансене вӗсем пухура кирлӗ пулнине кӑтартмалла. «Эпӗ пӗлетӗп,— тесе калать Киа,— тӗлпулӑва сиктерсен тӑвансем ман пата эсӗ чиперех-и тесе ҫырса ярӗҫ. Тӑвансем маншӑн тӑрӑшнине эпӗ туйсах тӑратӑп».

8. Эпир Иисусран тата мӗне вӗренетпӗр?

8 Пирӗн, Иисус пекех, хӗрарӑм тӑвансемпе хутшӑнма-калаҫма вӑхӑт уйӑрмалла. Сӑмахран, эпир вӗсене пӗрле апатланма е пӗрле канма чӗнме пултаратпӑр. Калаҫнӑ чухне вара пирӗн вӗсене хавхалантарма тӑрӑшмалла (Рим 1:11, 12). Иисус качча кайман хӗрарӑмсене хӑш-пӗр чухне йывӑр килнине пӗлнӗ. Анчах вӑл ҫакна та ӑнланнӑ: чӑн телей ҫемьеллӗ пулнипе пулманнинчен килмест (Лука 11:27, 28). Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хуни чӑннипех телейлӗ тӑвать (Матф. 19:12). Старейшинӑсен те Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшламалла.

9. Старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансене пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

9 Старейшинӑсен хӗрарӑм тӑвансене аппа-йӑмӑк е аннесем вырӑнне хумалла (1 Тим. 5:1, 2). Вӗсен хӗрарӑм тӑвансемпе пуху умӗн тата пуху хыҫҫӑн калаҫмалла. «Эпӗ пионер пулса ӗҫлетӗп, ҫавӑнпа веҫех туса ӗлкӗрме ҫӑмӑлах мар — тесе калать Кристен.— Пӗр старейшина ҫакна асӑрхарӗ те эпӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен, веҫех мӗнле ӗлкӗрсе пыни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Ҫакӑ ман чуна пырса тиврӗ». Старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансемпе калаҫма час-часах вӑхӑт уйӑраҫҫӗ пулсан, тӑвансем хӑйсемшӗн тӑрӑшнине туйса тӑраҫҫӗ *. Маларах асӑннӑ Аннетт старейшинӑсемпе час-часах калаҫни мӗнле усӑ панине ӑнлантарса парать: «Старейшинӑсемпе калаҫнӑ чухне эпӗ вӗсене лайӑхрах пӗлсе пыратӑп. Вӗсем те мана лайӑхрах пӗлсе пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа йывӑрлӑх сиксе тухсан эпӗ ҫӑмӑллӑнах вӗсенчен пулӑшу ыйтма пултаратӑп».

ХӖРАРӐМ ТӐВАНСЕНЕ ХАКЛӐР

10. Хӗрарӑм тӑвансене мӗн хавхалантарма пултарать?

10 Пире пурне те, арҫынсене те, хӗрарӑмсене те хамӑрӑн пултарулӑхшӑн е эпир мӗн тунишӗн мухтани питӗ хавхалантарать. Хамӑра хакланине туйса тӑмасан вара пирӗн ал усӑнма пултарать. Качча кайман пӗр пионер, Абигейл ятлӑскер, хӑй ҫинчен акӑ мӗн калать: «Мана час-часах эсӗ ҫавӑн йӑмӑкӗ-ҫке, эсӗ ҫавсен хӗрӗ-ҫке тесе калаҫҫӗ. Ҫавӑн пек каланӑ чухне ыттисем мана хакламаҫҫӗ пек туйӑнать». Акӑ Пэм ятлӑ качча кайман тепӗр тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл нумай ҫул хушши миссионер пулса ӗҫленӗ, кайран вара ашшӗ-амӑшне пӑхма каялла киле таврӑннӑ. Халӗ вӑл 70-тен иртнӗ пулсан та, пионер пулса ӗҫлет. Пэм ҫапла калать: «Ыттисем мана хаклани ҫинчен каласан ҫакӑ ман чуна ӑшӑтать».

11. Иисус хӑйне пулӑшса тӑнӑ хӗрарӑмсене хакланине мӗнле кӑтартнӑ?

11 Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем Иисуса «хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ» (Лука 8:1—3). Иисус ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ. Хӑйӗншӗн ҫапла майпа тӑрӑшма май парса вӑл ҫав хӗрарӑмсене чыс тунӑ. Тата вӑл вӗсене Туррӑн ирӗкне уҫса панӑ. Тӗслӗхрен, вӑл вӗсене хӑй вилесси тата чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ (Лука 24:5—8). Апостолсене пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме хатӗрленме пулӑшнӑ пекех Иисус ҫав хӗрарӑмсене те хатӗрленме пулӑшнӑ (Марк 9:30—32; 10:32—34). Иисуса арестлесен вӗренекенӗсем ӑна пӑрахса хӑварнӑ. Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем вара вӑл юпа ҫинче асапланнӑ чухне те унпа юнашар пулнӑ (Матф. 26:56; Марк 15:40, 41).

12. Иисус хӗрарӑмсене мӗнле чыслӑ ӗҫсем шанса панӑ?

12 Иисус хӗрарӑмсене чыслӑ ӗҫсем те шанса панӑ. Сӑмахран, чӗрӗлсе тӑрсан Иисус чи малтан хӑш-пӗр хӗрарӑмсене курӑннӑ. Тата вӑл вӗсене хӑй чӗрӗлсе тӑни ҫинчен апостолсене пӗлтерме хушнӑ (Матф. 28:5, 9, 10). Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче святой сывлӑш илнӗ вӗренекенсем хушшинче хӗрарӑмсем те пулма пултарнӑ. Ҫакӑ чӑнах ҫапла пулнӑ пулсан, ҫав хӗрарӑмсем те тӗлӗнмелле майпа тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫланӑ тата вӗсем ыттисене «Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен» пӗлтернӗ (Ап. ӗҫ. 1:14; 2:2—4, 11).

13. Хӗрарӑм тӑвансем мӗнле чыслӑ ӗҫсем туса тӑраҫҫӗ тата эпир вӗсене хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

13 Хӗрарӑм тӑвансем Иеговӑн ӗҫӗнче питӗ нумай тӑваҫҫӗ. Ҫакӑншӑн вӗсем мухтава тивӗҫлӗ. Вӗсем Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартма тата юсама пулӑшаҫҫӗ, ют чӗлхепе калаҫакансен ушкӑнӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сараҫҫӗ, Вефильте ӗҫлеҫҫӗ, ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнисене пулӑшаҫҫӗ, публикацисене куҫараҫҫӗ, пионерсем тата миссионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрарӑм тӑвансем, арҫын тӑвансем пекех, Пионерсен шкулӗнче, Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче тата Галаад шкулӗнче вӗренеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, арӑмсем хӑйсен упӑшкисене пулӑшса тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсен упӑшкисем пухура та, Иеговӑн организацийӗнче те нумай ӗҫ тума тата ыттисемшӗн тӑрӑшма пултараҫҫӗ (Эф. 4:8). Эсир ҫак хастар хӗрарӑм тӑвансене мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

14. Псалом 67:12-мӗшӗнчи сӑмахсене шута илсе ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем мӗн тӑваҫҫӗ?

14 Ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: хӗрарӑм тӑвансем ырӑ хыпар сарас ӗҫре питӗ нумай тӑваҫҫӗ тата ытларах чухне вӗсем питӗ ӑста хыпарҫӑсем. (Псалом 67:12 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансенчен вӗренме хатӗр. Маларах асӑннӑ Абигейл ҫапла калать: «Арҫын тӑвансем ман пата пырса эпӗ ырӑ хыпар саракан территоринче ҫынсемпе мӗнле калаҫнине, мӗнле меслетсем ӑнӑҫлӑ пулнине ыйтса пӗлни мана питӗ хавхалантарать. Ҫавӑн пек чухне эпӗ Иегова мана хӑйӗн организацийӗнче чыслӑ ӗҫ шанса панине уҫҫӑн куратӑп». Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем ҫакна та пӗлсе тӑраҫҫӗ: шанчӑклӑ та опытлӑ хӗрарӑм тӑвансем ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансене хӑйсен йывӑрлӑхӗсене татса пама питӗ лайӑх пулӑшма пултараҫҫӗ (Тит 2:3—5). Айтӑр хӗрарӑм тӑвансене хаклар тата мухтар, вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ!

ХӖРАРӐМ ТӐВАНСЕНЕ ХӲТӖЛӖР

15. Мӗнле лару-тӑрусенче хӗрарӑм тӑвансене хӳтӗлемелле?

15 Хӑш-пӗр лару-тӑрура хӗрарӑм тӑвансене хӳтӗлемелле (Ис. 1:17). Сӑмахран, тӑлӑх е упӑшкинчен уйрӑлнӑ хӗрарӑм тӑвансене унччен упӑшки туса тӑнӑ ӗҫсене тума пулӑшмалла. Ватӑ хӗрарӑм тӑвана, тен, тухтӑрпа калаҫма пулӑшу кирлӗ. Е, калӑпӑр, пионер пулса ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван Иеговӑн организацийӗнче урӑх ӗҫсене те туса тӑрать. Ыттисем вара ун пирки тиркесе калаҫма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл, ытти пионерсем пекех, ырӑ хыпара нумай сарма пултараймасть. Ҫавӑн пек лару-тӑрусенче эпир хӗрарӑм тӑвансене мӗнле хӳтӗлеме пултаратпӑр? Айтӑр каллех Иисусӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.

16. Марк 14:3—9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус Марийӑна мӗнле хӳтӗленӗ?

16 Иеговӑшӑн ӗҫлекен хӗрарӑмсем пирки ыттисем япӑх шутланине курсан Иисус тӳрех вӗсен хутне кӗнӗ. Тӗслӗхрен, Марфа Марийӑна ӳпкелеме пуҫласан Иисус Марийӑна хӳтӗленӗ (Лука 10:38—42). Тепӗр хутӗнче те ыттисем Мария мӗн туни ҫинчен тиркесе калаҫма пуҫласан вӑл ун хутне кӗнӗ. (Марк 14:3—9 вуласа парӑр.) Иисус Мария ҫавна мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа тунине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа ӑна мухтаса илнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. [...] Вӑл хӑй мӗн тума пултарнине турӗ». Тата вӑл ҫапла та каланӑ: «Евангелие пӗтӗм тӗнчере, кирек ӑҫта вӗрентсессӗн те, пур ҫӗрте те ҫак хӗрарӑма асӑнса вӑл мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ». Ҫак статья ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнине кӑтартса парать. Шутласа пӑхӑр-ха, ырӑ хыпар пӗтӗм тӗнчипе сарӑлӗ тесе каланӑ чухне Иисус Марийӑн ырӑ ӗҫӗ ҫинчен те каласа парӗҫ тенӗ! Ҫак сӑмахсем Марийӑна мӗн тери йӑпатнӑ пулӗ!

17. Мӗнле лару-тӑрура пирӗн хӗрарӑм тӑвансен хутне кӗмелле? Тӗслӗх илсе парӑр.

17 Хӗрарӑм тӑвана хӳтӗлемелле пулсан, эсир унӑн хутне кӗретӗр-и? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, пӗр-пӗр хӗрарӑм тӑванӑн упӑшки Иеговӑшӑн ӗҫлемест. Ытти хыпарҫӑсем вӑл пухӑва час-часах кая юлса килнине, пуху хыҫҫӑн вара тӳрех киле тухса кайнине кураҫҫӗ. Тата вӑл ачисене пухӑва сайра-хутра ҫеҫ илсе килнине асӑрхаҫҫӗ. Вара вӗсем ҫав хӗрарӑм тӑван пирки тиркесе калаҫма пуҫлаҫҫӗ, вӑл упӑшкипе хыттӑнрах калаҫсан ачисене пухӑва илсе килме пултарӗччӗ теҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара ҫав хӗрарӑм тӑван хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тӑвать. Вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗпе хӑйне кирлӗ пек хуҫаланма пултараймасть, мӗншӗн тесен унӑн хӑйӗн упӑшки мӗн шутланине те шута илмелле. Ачисем пирки калас пулсан та, ҫав хӗрарӑм тӑван упӑшки сӑмахӗнчен иртеймест. Ҫак лару-тӑрура эсир мӗн тума пултаратӑр? Эсир ыттисем умӗнче ҫав хӗрарӑм тӑван пирки ырласа калаҫсан, вӑл вӑй хунишӗн ӑна мухтасан вӗсем, тен, ун пирки тиркесе калаҫма пӑрахӗҫ.

18. Хӗрарӑм тӑвансене эпир тата мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

18 Унсӑр пуҫне, эпир хӗрарӑм тӑвансене пӗр-пӗр ӗҫ туса та пулӑшма пултаратпӑр (1 Иоанн 3:18). Хӑйӗн чирлӗ амӑшне пӑхакан Аннетт ҫапла калать: «Тӑвансем мана пулӑшас тесе ман аннене пӑхма килеҫҫӗ, вара эпӗ урӑх ӗҫсене тума пултаратӑп. Вӗсем мана апат та килсе параҫҫӗ. Ҫавна пула эпӗ пухури тӑвансем мана юратнине тата хакланине туйса тӑратӑп». Джордан тӑвана та тӑвансем пулӑшса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр арҫын тӑван ӑна машинӑна мӗнле пӑхса тӑмалли пирки лайӑх канашсем панӑ. «Тӑвансем маншӑн питӗ тӑрӑшаҫҫӗ, ҫул ҫинче инкеке ан лектӗр теҫҫӗ»,— тесе калать Джордан.

19. Старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансене тата мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

19 Старейшинӑсем те хӗрарӑм тӑвансене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ҫакна пӗлсе тӑраҫҫӗ: вӗсем хӑйсене хӑрарӑм тӑвансемпе мӗнле тытни Иеговӑшӑн пурпӗрех мар (Иак. 1:27). Вӑл вӗсем хӗрарӑм тӑвансемшӗн тӑрӑшасса кӗтет. Старейшинӑсем Иисус пекех ӑслӑ-тӑнлӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ тата хӗрарӑм тӑвансем валли кирлӗ-кирлӗ мар правилӑсем шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ (Матф. 15:22—28). Ун вырӑнне вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ пулма тата вӗсене ӑнланма тӑрӑшаҫҫӗ. Старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансене пулӑшса тӑраҫҫӗ пулсан, хӗрарӑм тӑвансем Иегова та, унӑн организацийӗ те хӑйсемшӗн тӑрӑшнине туйса тӑраҫҫӗ. Киа урӑх ҫӗре куҫса каяссине пӗлсен унӑн ушкӑнӑн надзирателӗ тӳрех ӑна пулӑшас тенӗ. «Ҫавна пула эпӗ ытлашши пӑшӑрханмарӑм,— тесе калать Киа.— Старейшинӑсем ырӑ сӑмах каланине пула тата ӗҫпе пулӑшнине пула эпӗ пухура кирлӗ ҫын пулнине тата йывӑрлӑхсенче пӗччен тӑрса юлманнине куртӑм».

ПУХУРИ ПУР ХӖРАРӐМ ТӐВАНА ТА ПУЛӐШӐР

20, 21. Хӗрарӑм тӑвансем пухура хӑйсене юратнине туйса тӑччӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

20 Пирӗн пухусенче хастар та ӗҫчен хӗрарӑм тӑвансем питӗ нумай. Айтӑр вӗсене пурне те пулӑшса тӑрар, Иисус пекех вӗсемпе хутшӑнма-калаҫма вӑхӑт уйӑрар тата вӗсене лайӑхрах пӗлсе пырар. Иеговӑшӑн тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн вӗсене мухтар тата кирлӗ чухне вӗсен хутне кӗрер.

21 Римри христиансем патне ҫырса янӑ ҫыру вӗҫӗнче Павел апостол тӑхӑр христианкӑна асӑннӑ (Рим 16:1, 3, 6, 12, 13, 15). Павел хӑйсене саламланӑшӑн тата мухтанӑшӑн ҫав христианкӑсем ҫав тери савӑннӑ пулӗ. Айтӑр эпир те пухури пур хӗрарӑм тӑвана та хавхалантарар тата пулӑшса тӑрар, вара вӗсем пухура хӑйсене юратнине тата хакланине туйса тӑрӗҫ.

136-МӖШ ЮРӐ Иегова сана «мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр»

^ 5 абз. Хӗрарӑм тӑвансен нумай йывӑрлӑх тӳсме тивет. Ҫак статьяра эпир вӗсене мӗнле пулӑшмаллине пӑхса тухӑпӑр. Ҫак тӗлӗшрен пире Иисусӑн тӗслӗхӗ питӗ пулӑшать. Вӑл хӗрарӑмсемпе хутшӑнма-калаҫма вӑхӑт уйӑрнӑ, вӗсене хакланӑ тата хӳтӗленӗ.

^ 5 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 6 абз. Пӗр энциклопедире ҫапла каланӑ: «Вӗренекенсем хӑйсен вӗрентекенӗн ури патне ларнӑ. Ҫапла вӗсем хӑйсем те вӗрентекенсем пуласшӑн пулнине кӑтартнӑ. Хӗрарӑмсен вара вӗрентекенсем пулма юраман. [...] Ҫавӑнпа арҫынсем Мария Иисус ури патӗнче ларса ӑна тимлӗ итленине курсассӑн тӗлӗнсе аптраса кайма пултарнӑ».

^ 9 абз. Хӗрарӑм тӑвансене пулӑшнӑ чухне старейшинӑсен хӑш-пӗр япаласене шута илмелле. Сӑмахран, вӗсем патне пӗччен каймалла мар.

^ 65 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус пекех, арҫын тӑвансем хӗрарӑм тӑвансемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ: пӗр арҫын тӑван хӗрарӑм тӑвансене машин урапине улӑштарса парать; тепӗр арҫын тӑван арӑмӗпе пӗрле ватӑ хӗрарӑм тӑван патне хӑнана килнӗ; хӗрарӑм тӑван хӑйӗн хӗрӗпе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне вӗсем патне арҫын тӑван хӑйӗн арӑмӗпе килет.