Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр»

«Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр»

2020 ҪУЛХИ ТЕКСТ: «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр, вӗсене... шыва кӗртӗр» (МАТФ. 28:19, ҪТ).

79-МӖШ ЮРӐ Вӗсене ҫирӗп пулма вӗрентӗр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Иисуса пытарнӑ тупӑклӑх патне пынӑ хӗрарӑмсене ангел мӗн каланӑ тата Иисус хӗрарӑмсене мӗн тума хушнӑ?

ПИРӖН эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 16-мӗшӗнче тул ҫутӑлсан темиҫе хуйхӑракан хӗрарӑм тупӑклӑха пӑхма пырать. Унта икӗ кун каялла Иисус Христоса пытарнӑ. Ҫав хӗрарӑмсем унӑн кӗлеткине сӗрме ырӑ шӑршӑллӑ япаласем тата ҫу хатӗрленӗ. Тупӑклӑх пушӑ пулнине курсан вӗсем тӗлӗнсе хытса каяҫҫӗ. Ангел вӗсене Иисус чӗрӗлсе тӑни ҫинчен пӗлтерет тата ҫапла калать: «Вӑл сирӗнтен маларах Галилейӑра пулӗ, эсир Ӑна ҫавӑнта куратӑр» (Матф. 28:1—7; Лука 23:56; 24:10).

2 Тупӑклӑх патӗнчен кайнӑ чухне хӗрарӑмсене Иисус тӗл пулать те калать: «Кайӑр та Манӑн тӑванӑмсене пӗлтерӗр, вӗсем Галилейӑна пыччӑр, Мана ҫавӑнта курӗҫ» (Матф. 28:10). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене питӗ кирлӗ хушусем парасшӑн курӑнать, вӗт вӑл чӗрӗлсе тӑрсанах вӗсемпе тӗл пулма калаҫса татӑлать.

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕМЕ ИИСУС КАМА ХУШНӐ?

Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе тата ытти вӗренекенӗсемпе Галилейӑра тӗл пулнӑ. Вӑл вӗсене «кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр» тесе хушнӑ. (3, 4 абзацсене пӑхӑр.)

3, 4. Матфей 28:19, 20 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ ӗҫе апостолсене ҫеҫ тума хушнӑ теме пулать-и? Ӑнлантарса парӑр. (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Матфей 28:16—20 вуласа парӑр. Галилейӑра ирттернӗ тӗлпулура Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗрремӗш ӗмӗрте тумалли питӗ кирлӗ ӗҫ ҫинчен каланӑ. Хальхи вӑхӑтра эпир те ҫак ӗҫе туса тӑратпӑр. Иисус каланӑ: «Ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та... тӗне кӗртӗр [«пур халӑхран та... вӗренекенсене хатӗрлӗр», ҪТ], Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене».

4 Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансем пурте ырӑ хыпар пӗлтерччӗр тет. Ҫак ӗҫе вӑл хӑйӗн 11 шанчӑклӑ апостолне ҫеҫ тума хушманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Айтӑр шухӑшласа пӑхар. Галилейӑра ту ҫинче ирттернӗ тӗлпулура апостолсем ҫеҫ пулнӑ-и? Ангел хӗрарӑмсене: «Эсир Ӑна ҫавӑнта [Галилейӑра] куратӑр»,— тесе каланӑ. Апла пулсан, ҫав шанчӑклӑ хӗрарӑмсем те ҫав тӗлпулура пулнӑ пулмалла. Ҫавӑн пекех, Павел апостол ҫырнӑ тӑрӑх, Иисус «пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ» (1 Кор. 15:6). Ҫакӑ вара ӑҫта пулса иртнӗ?

5. Мӗншӗн 1 Коринф 15:6-мӗшӗнче Матфей ҫырнӑ Евангелири 28-мӗш сыпӑкра каланӑ Галилейӑри тӗлпулу ҫинченех ҫырнӑ теме пулать?

5 Павел та 1 Коринф 15:6-мӗшӗнче Матфей ҫырнӑ Евангелири 28-мӗш сыпӑкра каланӑ Галилейӑри тӗлпулу ҫинчен ҫырнӑ теме пулать. Мӗншӗн? Пӗрремӗшӗнчен, Иисусӑн вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ Галилейӑран пулнӑ. Ҫавӑнпа та, Иерусалимри пӗр-пӗр ҫуртпа танлаштарсан, ҫавӑн чухлӗ нумай ҫынна Галилейӑри ту ҫинче пуҫтарӑнма меллӗрех пулнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн 11 апостолӗпе Иерусалимра пӗр ҫуртра тӗл пулнӑ. Иисус ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе апостолсене ҫеҫ хушас тенӗ пулсан, ҫакна вӑл Иерусалимрах тума пултарнӑ. Ун пек пулсан вӑл апостолсемпе, хӗрарӑмсемпе тата ытти вӗренекенсемпе Галилейӑра тӗл пулма калаҫса татӑлман пулӗччӗ (Лука 24:33, 36).

6. Матфей 28:20-мӗшӗ вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хальхи вӑхӑтра пурӑнакан христиансен те хутшӑнмаллине мӗнле кӑтартса парать тата вӗсем ҫак ӗҫе мӗнле туса тӑраҫҫӗ?

6 Тата тепӗр питӗ кирлӗ шухӑша та шута илмелле. Иисус вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансене ҫеҫ тума хушман. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Мӗн тумаллине каланӑ хыҫҫӑн Иисус: «Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп»,— тенӗ (Матф. 28:20). Иисус каласа хунӑ пекех, халӗ нумай ҫын вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑнать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: кашни ҫул 300 000-е яхӑн ҫын шыва кӗрет те Христосӑн вӗренекенӗ тата Иеговӑн Свидетелӗ пулса тӑрать. Ҫакӑ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет!

7. Эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр тата мӗншӗн?

7 Библи вӗренекенсенчен нумайӑшӗ чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ те шыва кӗреҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем вара Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма васкамаҫҫӗ. Вӗсене вӗренме килӗшет, анчах шыва кӗме вӗсем утӑмсем тумаҫҫӗ. Эсир Библи вӗренӗвӗ ирттеретӗр пулсан, сирӗн вӗренекене мӗн пӗлнине тытса тӑма тата Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма, паллах, пулӑшас килет. Ҫак статьяра эпир кампа Библи вӗренетпӗр, ҫавсене Иеговӑна юратма тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшмаллине сӳтсе явӑпӑр. Мӗншӗн пирӗн ҫакна пӑхса тухмалла? Мӗншӗн тесен хӑш-пӗр чухне пирӗн вӗренӗве малалла ирттермеллипе ирттермелле марри пирки йышӑну тума тивет.

ВӖСЕНЕ ИЕГОВӐНА ЮРАТМА ПУЛӐШӐР

8. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисене Иеговӑна юратма йывӑр пулма пултарать?

8 Иегова ҫынсем хӑйӗншӗн юратнӑран ӗҫлеччӗр тет. Ҫавӑнпа пирӗн тӗллев — кампа эпир Библи вӗренетпӗр, ҫавсене Иегова кашни ҫынна хакланине тата юратнине ӑнланма пулӑшасси. Эпир ҫынсене Иегова ҫине «тӑлӑхсенӗн ашшӗ, тӑлӑх арӑмсенӗн хутне кӗрекенӗ» ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшасшӑн (Пс. 67:6). Библи вӗренекен хӑйне Турӑ юратнине ӑнланса илсен, тен, вӑл та ӑна юратма пуҫлӗ. Анчах та хӑш-пӗр ҫынсене Иегова ҫине юратакан Атте ҫине пӑхнӑ пек пӑхма йывӑр, мӗншӗн тесен ҫемьере ашшӗ вӗсене юратнине кӑтартман (2 Тим. 3:1, 3). Апла, Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне Иеговӑн паха енӗсем ҫине тимлеттерӗр. Вӗренекенсене ҫакна ӑнланма пулӑшӑр: юратакан Турӑ вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парасшӑн тата ҫав пурнӑҫа илме вӗсене пулӑшма хатӗр. Тата мӗн тума пулать?

9, 10. Библи вӗренӗвне мӗнле кӗнекесемпе ирттермелле тата мӗншӗн?

9 Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне «Библи пире мӗне вӗрентет?» тата «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекесемпе усӑ курӑр. Ҫак кӗнекесен тӗллевӗ — вӗренекенсене Иеговӑна юратма пулӑшасси. Сӑмахран, «Библи пире мӗне вӗрентет?» кӗнекери 1-мӗш сыпӑк ҫак ыйтусем ҫине хуравсем парать: «Турӑ пире юратать-и е вӑл хаяр Турӑ?», «Ҫынсем асапланнине кура Турӑ мӗн туять?» тата «Туррӑн тусӗ пулма пулать-и?». Вӗренекенпе «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекепе вӗренни вара Библири принципсене тытса тӑни унӑн пурнӑҫне лайӑхлатма пултарнине тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнине ӑнланма пулӑшать. Эсир ҫак кӗнекесемпе усӑ курса ытти ҫынсемпе Библи вӗреннӗ пулсан та, кашнинчех Библи вӗренӗвне лайӑх хатӗрленӗр тата вӗренекене мӗн кирлине шута илӗр.

10 Вӗренекене «Библи пире мӗне вӗрентет?» тата «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекесенче сӳтсе явман ыйту интереслентерет пулсан, мӗн тума пулать? Ӑна хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине хурав паракан публикацие вуласа тухма сӗнме пулать. Вара эсир унпа ҫӳлерех асӑннӑ кӗнекесенчен хӑшӗнпе вӗренме пуҫланӑ, ҫав кӗнекепе чарӑнса тӑмасӑр малалла вӗренме пултаратӑр.

Вӗренӗве кӗлтунипе пуҫлӑр (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)

11. Библи вӗренекенпе хӑҫан кӗлтума пуҫлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тата кӗлтуни питӗ кирлӗ пулнине мӗнле ӑнлантарса пама пулать?

11 Кашни вӗренӗве кӗлтунипе пуҫлӑр. Библи вӗренӗвне пуҫлас тата вӗҫлес умӗн вӗренекенпе пӗрле кӗлтӑвассине май ҫитнӗ таран маларах йӑлана кӗртни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакна, ытларах чухне, Библи вӗренӗвӗ тӑтӑшах иртме пуҫланӑ хыҫҫӑн темиҫе эрнерен тума пулать. Вӗренекене пирӗн ҫакна ӑнланма пулӑшмалла: Турӑ Сӑмахне эпир Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнине пула ҫеҫ ӑнланма пултаратпӑр. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем кӗлтуни питӗ кирлӗ пулнине Иаков 1:5-мӗш сӑвӑ йӗркипе усӑ курса ӑнлантарса параҫҫӗ, унта каланӑ: «Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн... Турӑран ыйттӑр». Ҫак сӑвӑ йӗркине вуласа панӑ хыҫҫӑн вӗсем ыйтаҫҫӗ: «Турӑран ӑслӑлӑх илес тесен мӗн тумалла?» Ытларах чухне вӗренекен Турра кӗлтумалла тесе калать.

12. Псалом 138:2—4 сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курса вӗренекене чӗрере мӗн пуррине Иеговӑна каласа пама мӗнле хавхалантарма пулать?

12 Вӗренекене кӗлтума вӗрентӗр. Вӗренекене Иегова эсӗ чун-чӗререн кӗлтунине итлесшӗн тесе шантарӑр. Ӑна ҫакна та ӑнланма пулӑшӑр: эпир хамӑр кӗлӗсенче Иеговӑна хамӑр туйӑмсем ҫинчен тата урӑх ҫынна каласа пама пултарайман япаласем ҫинчен калама пултаратпӑр. Вӗт Иегова эпир каласа паричченех пирӗн шухӑшсене пӗлсе тӑрать. (Псалом 138:2—4 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пекех эпир вӗренекене япӑх шухӑшсенчен тата сиен кӳрекен йӑласенчен хӑтӑлма Турӑран пулӑшу ыйтма хавхалантарма пултаратпӑр. Калӑпӑр, Библи вӗренекен ҫын суя тӗнпе ҫыхӑннӑ уява юратать. Ҫак уява паллӑ туни тӗрӗс пулманнине вӑл пӗлет, ҫав-ҫавах ҫак уяв ӑна питӗ килӗшет. Ӑна хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен Турра каласа пама тата Турӑ мӗн юратать, ҫавна ҫеҫ юратма пулӑшсам тесе йӑлӑнса ыйтма хавхалантарӑр (Пс. 96:10).

Вӗренекене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чӗнӗр (13-мӗш абзаца пӑхӑр.)

13. а) Мӗншӗн Библи вӗренекене май ҫитнӗ таран маларах пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чӗнмелле? ӑ) Вӗренекен хӑйне Патшалӑх залӗнче лайӑх туйтӑр тесе мӗн тума пулать?

13 Библи вӗренекене май ҫитнӗ таран маларах пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чӗнӗр. Унта мӗн курнипе мӗн илтни унӑн чӗрине пырса тивме тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума хавхалантарма пултарать. Вӗренекене «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» ятлӑ видеоролик кӑтартӑр тата хӑвӑрпа пӗрле пухӑва кайма чӗнӗр. Май пулсан, ӑна Патшалӑх залне машинпа илсе кайӑр. Вӗренӗве ирттерме тӗрлӗ хыпарҫӑсене илсе кайни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пек тусан вӗренекен сирӗн пухури тӑвансемпе паллашӗ, вара Патшалӑх залӗнче вӑл хӑйне ют ҫынсем хушшинче пулнӑ пек туймӗ.

ВӖСЕНЕ ЧӐНЛӐХРА ҪИТӖНӲСЕМ ТУМА ПУЛӐШӐР

14. Вӗренекене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗн пулӑшма пултарать?

14 Пирӗн тӗллев вӑл — вӗренекене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшасси (Эф. 4:13). Библи вӗренме килӗшнӗ чухне ҫын чи малтан вӗренни хӑйне мӗнле усӑ парасси ҫинчен шухӑшлама пултарать. Анчах Иеговӑна ытларах юратма пуҫласан вӑл, тен, ытти ҫынсене, ҫав шутрах пухури тӑвансене те, мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлама пуҫлӗ (Матф. 22:37—39). Май килнӗ чухне вӗренекене санӑн Патшалӑх ӗҫне укҫа-тенкӗпе пулӑшма лайӑх май пур тесе калама ан вӑтанӑр.

Вӗренекене йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӗн тумаллине вӗрентӗр (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15. Вӗренекен йывӑрлӑхсене татса пама вӗрентӗр тесе эпир ӑна мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

15 Вӗренекене йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӗн тумаллине вӗрентӗр. Калӑпӑр, сирӗнпе Библи вӗренекен ҫын, шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑнӑскер, сире хӑйне пухури пӗр-пӗр тӑван кӳрентерни ҫинчен каласа парать. Пӗрне айӑплас, теприне хӳтӗлес вырӑнне ӑна ҫакӑн пек лару-тӑрура мӗн тумалли ҫинчен Библире мӗн каланине кӑтартӑр. Унӑн тӑвана каҫарса мӗн пулса иртни ҫинчен манса каймалла е, ҫакна тума пултараймасан, тӑванпа мирлешес тесе унпа ыррӑн калаҫса пӑхмалла. (Матфей 18:15 танлаштарӑр.) Ҫакна тӑвас умӗн вӑл тӑвана мӗн калама пултарни ҫинчен пӗрле шухӑшласа пӑхӑр. Йывӑрлӑха татса пама пулӑшакан усӑллӑ канашсене тупма пултартӑр тесе ӑна JW Library® приложенипе, «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» публикаципе тата jw.org® сайтпа мӗнле усӑ курмаллине кӑтартӑр. Вӗренекен шыва кӗричченех йывӑрлӑхсене татса пама вӗренсен, вӑл шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та пухури тӑвансемпе лайӑх хутшӑнусене упрама пултарӗ.

16. Мӗншӗн Библи вӗренӗвне ирттерме ытти хыпарҫӑсене чӗнни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ?

16 Вӗренӗве ирттерме ытти хыпарҫӑсене, ҫавӑн пекех район надзирательне те, чӗнӗр. Мӗншӗн ҫакна тумалла? Унччен асӑннӑ сӑлтавсемсӗр пуҫне тата тепӗр сӑлтав пур — хӑш-пӗр чухне тӑвансем вӗренекене пирӗнтен те лайӑхрах пулӑшма пултараҫҫӗ. Калӑпӑр, эсир кампа вӗренетӗр, ҫавӑ чӗлӗм туртма пӑрахасшӑн, анчах ниепле те пӑрахаймасть. Апла пулсан, мӗншӗн-хаБибли вӗренӗвне ҫакӑн пек йывӑрлӑхпах кӗрешнӗ Свидетеле чӗнес мар? Тен, вӑл вӗренекене ҫак сиен кӳрекен йӑлана ҫӗнтерме пулӑшакан канаш парӗ. Опытлӑрах хыпарҫӑ умӗнче вӗренӗве ирттерме вӑтанатӑр пулсан, вӗренӗве ирттерме ӑна ыйтма пултаратӑр. Кирек мӗнле пулсан та, ыттисене чӗнсен вӗренекен вӗсен тӗслӗхӗнчен вӗренме пултарӗ. Асра тытӑр: пирӗн тӗллев — вӗренекене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшасси.

БИБЛИ ВӖРЕНӖВНЕ ИРТТЕРМЕ ПӐРАХМАЛЛА МАР-ШИ?

17, 18. Библи вӗренӗвне ирттерме пӑрахмалла мар-ши тесе шутланӑ чухне мӗне шута илмелле?

17 Эсир кампа Библи вӗренетӗр, ҫав ҫын чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тумасть пулсан, сирӗн хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту пама тиветех: «Библи вӗренӗвне ирттерме пӑрахмалла мар-ши?» Ҫакӑн пек йышӑну тӑвас умӗн вӗренекенӗн пултарулӑхне шута илмелле. Иеговӑна юратма вӗренмешкӗн хӑшӗ-пӗрисене нумайрах вӑхӑт кирлӗ, теприсене вара сахалрах. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Вӗренекен хӑйӗн лару-тӑрӑвӗнче тума пултаракан ҫитӗнӳсене тӑвать-и? Хӑй мӗн пӗлсе пыни тӑрӑх пурӑнма пуҫларӗ-и?» (Матф. 28:20.) Ҫитӗнӳсене ҫын майӗпен-майӗпен тума пултарать, анчах улшӑнусем пулмаллах.

18 Эсир ҫынпа Библие пӗр-пӗр вӑхӑт хушши вӗренетӗр пулсан, анчах вӑл ҫак вӗренӗве хакласах каймасть пулсан, мӗн тумалла? Калӑпӑр, эсир унпа «Библи пире мӗне вӗрентет?» кӗнекепе вӗренсе пӗтерсе «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекепе вӗренме пуҫларӑр. Анчах вӑл пухӑвӑн пӗр тӗлпулӑвне те, Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне те, килмен. Вӑл час-часах сӑлтав ҫук ҫӗртенех вӗренӗве сиктерет. Ҫакӑн пек чухне унпа уҫҫӑн калаҫса пӑхни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ *.

19. Ҫын Библи вӗренӗвне хакласах каймасть пек туйӑнать пулсан, ӑна мӗн калама пулать? Ҫавӑн чухне мӗне шута илмелле?

19 Эсир калаҫӑва ҫакӑн пек ыйтупа пуҫлама пултаратӑр: «Мӗнле шутлатӑн, сана Иегова Свидетелӗ пулса тӑма мӗн чӑрмантарать?» Тен, вӑл: «Мана Библи вӗренме килӗшет, анчах эпӗ нихӑҫан та Иегова Свидетелӗ пулса тӑмастӑп!» — тесе хуравлӗ. Унпа нумай вӑхӑт хушши вӗреннӗ хыҫҫӑн та вӑл ҫакӑн пек шутлать пулсан, унпа малалла вӗренмеллех-ши? Тепӗр енчен, хӑй мӗншӗн ҫитӗнӳсем туманни пирки вӑл, тен, пире пӗрремӗш хут каласа парать. Сӑмахран, ӑна ырӑ хыпара килтен киле сарасси хӑратма пултарать. Халӗ вара, ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир ӑна лайӑхрах пулӑшма пултаратӑр.

Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туман ҫынпа вӗренсе вӑхӑта сая ан ярӑр (20-мӗш абзаца пӑхӑр.)

20. Апостолсен ӗҫӗсем 13:48-мӗшӗнчи сӑмахсене ӑнланни пире ҫынпа малалла вӗренмеллипе вӗренмелле маррине пӗлме мӗнле пулӑшать?

20 Шел те, хӑш-пӗр вӗренекенсем Иезекииль пурӑннӑ чухнехи израильтянсем пекех. Иегова вӗсем пирки Иезекииле акӑ мӗн каланӑ: «Акӑ эсӗ вӗсемшӗн — кулӑшла юрӑҫӑ пек, евӗклӗ сасӑллӑ та кӗвве лайӑх калакан юрӑҫӑ пек; вӗсем сан сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ» (Иез. 33:32). Ҫынна санпа Библие малалла вӗренместпӗр тесе калама пире ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Анчах «вӑхӑт кӗскелсе» юлнӑ (1 Кор. 7:29). Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туман ҫынпа малалла вӗренсе вӑхӑта сая ярас вырӑнне пирӗн «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсене» шырама вӑй хумалла. (Апостолсен ӗҫӗсем 13:48, ҪТ вуласа парӑр *.)

Тен, сирӗн пухӑвӑн территоринче Турӑран пулӑшу ыйтакан ҫынсем пур (20-мӗш абзаца пӑхӑр.)

21. 2020 ҫулхи текстра мӗн ҫырнӑ тата вӑл пире мӗн тума пулӑшӗ?

21 2020 ҫулхи текст пире вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре мӗнле лайӑхланса пымалли ҫинчен шухӑшлама пулӑшӗ. Ҫак сӑмахсене Иисус Галилейӑра ту ҫинче ирттернӗ тӗлпулура каланӑ: «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр, вӗсене... шыва кӗртӗр» (Матф. 28:19).

Эпир вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре лайӑхланса пырасшӑн тата вӗсене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшасшӑн (21-мӗш абзаца пӑхӑр.)

70-МӖШ ЮРӐ Тивӗҫлӗ ҫынсене шырар

^ 5 абз. 2020 ҫулхи текст пире вӗренекенсене хатӗрлеме хавхалантарать. Ҫак хушӑва Иеговӑшӑн ӗҫлекенсен пурин те тытса тӑмалла. Библи вӗренекен ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма мӗнле пулӑшма пулать? Ҫак статьяра эпир вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшмаллине курӑпӑр. Ҫавӑн пекех хӑҫан ҫынпа Библи вӗренме пӑрахмаллине те сӳтсе явӑпӑр.

^ 20 абз. Апостолсен ӗҫӗсем 13:48, ҪТ: «Ҫакна илтсен ытти халӑх ҫыннисем савӑнма тата Иеговӑн сӑмахне мухтама пуҫланӑ, вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсем пурте ӗненекенсем пулса тӑнӑ».